Ҫӗнӗ Шупашкарта пурӑнакансемшӗн лайӑх хыпар ку. 101-с маршрут ҫине автобуссем тухӗҫ. Унччен унта маршруткӑсем ҫӳренӗ.
Тӳре-шара виҫӗ маршрут валли перевозчик тупас тесе уҫӑ конкурс ирттернӗ. Авӑн уйӑхӗн 16-мӗшӗнче конкурс ҫӗнтерӳҫи 101-с маршрут ҫине тухмалли пысӑк класлӑ 15 автобуса кӑтартнӑ. Транспорта 72 пассажир кӗрет.
Автобус конкурс документацийӗпе килӗшсе тӑрать. Халӑх нумай ҫӳрекен вӑхӑтсенче транспорт 8-10 минут интервалпа ҫӳрӗ. Ытти чухне – кашни 15-20 минутран.
Ҫӗнӗ автобуссем маршрут ҫине паян тухмалла пулнӑ. 270-мӗш маршрут ҫине ҫӗнӗ транспорт юпа уйӑхӗнче тухӗ, 234-мӗш маршрут ҫинче – ҫитес ҫулхи кӑрлач уйӑхӗнче.
Тарифсен патшалӑх служби 6 шкул автобусӗ туянас тӗллевпе аукцион ирттересси пирки пӗлтернӗ. Малтанхи хак – 21 миллион 360 пин тенкӗ. Кашни автобуса 3,56 миллион тенкӗ лекӗ.
Аукцион утӑ уйӑхӗн 27-мӗшӗнче иртӗ. Унта ҫӗнтернӗ организаци килӗшӳ алӑ пуссан автобуссене респубуликӑна 20 кунра илсе ҫитермелле.
М2 категориллӗ автобус пулмалла, унта 20-25 ача вырнаҫмалла. Транспортӑн хӑвачӗ 136 лаша вӑйӗнчен сахалрах пулмалла мар.
Паян Шупашкарти Мускав прспектӗнче автобус хыпса илнӗ. Асӑннӑ транспорт пассажирсене 26-мӗш маршрутпа турттарнӑ.
Инкек вӑхӑтӗнче салонта пулнӑ 30 ҫынна эвакуациленӗ. Вӗсенчен нихӑшӗ те шар курман.
Чӑваш Енӗн тӗп хулинчи пӑтӑрмах 17 сехет те 20 минутра «Оперӑпа балет театрӗ» чарӑнура пулса иртнӗ.
Инкек пирки РФ Следстви комитечӗн республикӑри управленийӗ пӗлтернӗ. Инкеклӗ ӗҫсен министерствин пушар хуралӗн ӗҫченӗсем ҫулӑма сӳнтернӗ-ха, анчах автрбусран ним те юлман темелле. Общесство транспорчӗн кӑшкарӗ ҫеҫ тӑрса юлнӑ.
РФ Следстви комитечӗн ӗҫченӗсем следстви умӗнхи тӗпчев пуҫарнӑ. Ахӑртнех, тӗрлӗ экспертиза ирттерӗҫ. Инкек вырӑнне Шупашкарти Мускав районӗн прокурорӗ Николай Осипов та пырса ҫитнӗ. Пӑтӑрмах сӑлтавне асӑннӑ надзор органӗ те тӗпчӗ.
Чӑваш Енӗн Транспорт тата ҫул-йӗр хуҫалӑхӗн министерстви 220-мӗш маршрута хупас мар тесе йышӑннӑ. Асӑннӑ маршрут Шупашкарпа Ҫӗнӗ Шупашкар хулисене ҫыхӑнтарать.
Маларах тӳре-шара асӑннӑ маршрута пӑрахӑҫлас тӗллев тытнӑччӗ. Ҫав шухӑш патне влаҫрисем маршрутсем татах пур тенӗрен пырса ҫитнӗ.
Ҫынсем маршрута хуптарас мар тесе яваплисем патне пӗрре кӑна мар ҫырнӑ. Чӑваш Енӗн Транспорт тата ҫул-йӗр хуҫалӑхӗн министерстви асӑннӑ маршрут валли вӑтам класлӑ автобуссене суйлама конкурс ирттерӗ.
Ҫав вӑхӑтрах ведомство хула тата хула хушшинчи маршрутсене оптимизацилес шухӑша пуҫӗпех пӑрахӑҫламан-ха.
«Транспорт тата ҫул-йӗр хуҫалӑхӗн министерстви ӑслӑлӑхпа тӗпчев ӗҫӗ ирттерсе «Шупашкар — Ҫӗнӗ Шупашкар» маршрут сетьне тишкересшӗн. Ун хыҫҫӑн пӗр-пӗр маршрута хупас е уҫас пирки йышӑну тӑвӑпӑр», – тенӗ транспорт министрӗн тивӗҫӗсене пурнӑҫлакан Юрий Арлашкин.
Ҫӗртме уйӑхӗн 19 тата 20-мӗшӗсенче халӑха ҫӑва ҫине турттаракан общество транспорчӗ ятарлӑ графикпа ӗҫлӗ.
Муниципалитетсем хушшинчи 249-мӗш маршрутпа (вӑл вокзал ҫумӗнчи «Цветы» (чӑв. Чечексем) лавкка патӗнчен ҫула тухать) – Явӑш (хула масарӗ)» ҫӳрекен автобуссен йышне 20 единицӑна ҫитерӗҫ. Вӑл маршрутпа автобуссем ирхи 6 сехетрен пуҫласа 20 сехетчен хутлӗҫ.
30-мӗш номерлӗ автобусӑн ҫулне вӑхӑтлӑха ылмаштарӗҫ. Вӑл Чукун ҫул вокзалӗ умӗнчи вокзал умӗнчи лапамран Явӑш ялӗ патӗнчи ҫӑва патне кайӗ. Ку маршрутпа 28 автобусран кая мар ҫӳрӗ. 30-мӗш маршрутпа 10 автобус унчченхилле ҫулпах ҫӳрӗ.
Вӑрнар шосси хӗрринче вырнаҫнӑ масар патне 46-мӗш маршрутпа ҫӳрекен 8 автобус турттарӗ. Заовражнӑй урамри ҫӑва патне 52-мӗш маршрутпа кайма май килӗ.
Муниципалитетсем хушшинчи 331-мӗш «Шупашкар-Ҫӗнӗ Шупашкар» маршрут Карачурана ҫити ҫӳрӗ. Лини ҫинче 20 единица транспорт пулӗ.
Шӑматкунпа вырсарникун 5:00 сехетрен пуҫласа 20:00 сехетчен Улатӑр шоссине Г. Айги урамӗнчен тытӑнса Карачура патӗнчи чукун ҫул каҫҫи таран хупласа хурӗҫ.
ЧР Транспорт министерстви виҫӗ маршурт валли перевозчик шыранине пӗлтернӗ. Ку «Шупашкар – Ҫӗнӗ Шупашкар» маршрута пырса тивет.
Тӳре-шара 101С, 234, тата 270-мӗш маршуртсем тӗлӗшпе уҫӑ конкурс ирттеме йышӑннӑ. Унта хутшӑнса ҫӗнтерекенӗн маршрута пысӑк тата вӑтам класлӑ автобуссем кӑлармалла.
Заявкӑсене утӑ уйӑхӗн 12-мӗшӗччен йышӑнаҫҫӗ. Сӑмах май, 101, 65, 3, 22, 30 тат 33-мӗш маршрутсем валли те перевозчик шыраҫҫӗ.
Шупашкарпа Ҫӗнӗ Шупашкар хушшинче ҫӳрекен ҫӗнӗ маршрут уҫасшӑн. Унта автобус ярасшӑн. Кун пирки ЧР Правительстви пӗлтерет.
Маршрут ака уйӑхӗнчех уҫӑлма пултарӗ. Кӑҫал хӗлле региона ертсе пыракан центра 50 яхӑн сӗнӳ килнӗ. Ҫынсем икӗ хула хушшинче маршрутсем ҫитменшӗн, билет хакӗ ӳснӗшӗн кӑмӑлсӑрланнӑ.
Хальлӗхе йышӑну тунӑ – ҫӗнӗ маршрутпа автобуссем ярасси. Сӑмах май, хальхи вӑхӑтра икӗ хула хушшинче 7 маршрут ҫӳрет, кунсерен 150 ытла транспорт ҫула тухать. Малашне маршруткӑсене пысӑкрах автобуссемпе улӑштарса пырасшӑн.
Шупашкартан Мускава кайма тухнӑ автобус ҫунма тытӑннӑ. Кун пирки «Про Город» хаҫата халӑх корреспонденчӗ пӗлтернӗ.
Автобус паян, нарӑс уйӑхӗн 21-мӗшӗнче, ҫунма пуҫланӑ. Пассажирсем пӗлтернӗ тӑрӑх, ку инкек Балашиха ҫывӑхӗнче пулнӑ.
«Ирхи 6 сехетре автобус ҫунма тытӑнчӗ. Мускава маршруткӑпа ҫитрӗмӗр. Ҫулӑма ятарлӑ хатӗрсемпе сӳнтернӗ, пассажирсене салонран кӑларма ӗлкӗрнӗ, ҫавӑнпа никам та шар курман», - каласа кӑтартнӑ пӗр пассажир.
Халӗ специалистсем ҫулӑм мӗнрен тухнине тӗпчеҫҫӗ.
Паян ирхине 5 сехет ҫурӑра М-7 автоҫул ҫинче, 145-мӗш ҫухрӑмра, авари пулнӑ. Шупашкартан Мускава кайма тухнӑ автобус Владимир облаҫӗнчи Лакинск хули ҫывӑхӗнче тепӗр автобуспа ҫапӑннӑ.
«Попутчик» компани транспорчӗ пулнӑ вӑл. Водитель хирӗҫ килекен автобуспа ҫапӑннӑ та ҫул ҫинчи тимӗр карта ҫине кӗрсе кайнӑ. Малтанлӑха пӗлтернӗ тӑрӑх, аварире автобус водителӗ вилнӗ. Вӑл 1976 ҫулта ҫуралнӑскер пулнӑ. Ҫавӑн пекех автобусри икӗ ҫамрӑк ҫын шар курнӑ. Вӗсем – 1988 тата 1990 ҫулсенче ҫуралнӑскерсем. Вӗсене пульницӑна илсе кайнӑ.
ҪҪХПИ малтанлӑха палӑртнӑ тӑрӑх, аварие Е376ХЕ номерлӗ автобус лекнӗ. Ӑна 1999 ҫулта туса кӑларнӑ.
Шупашкар хула ертӳҫисем пассажирсене турттаракансен танлаштарӑмне хатӗрлесшӗн. Кун пирки хула администрацийӗн пуҫлӑхӗ Алексей Ладыков паян Фейсбукра пӗлтернӗ.
Вӑл ӗнентернӗ тӑрӑх, пассажирсене турттаракансем епле ӗҫлени пирки хула ҫыннисем пӑшӑрханса пӗлтернине ертӳҫӗсем йӑлтах курса-пӗлсе тӑраҫҫӗ. Хӑш-пӗр маршрутпа ҫӳрекен транспорт 50 минут таран кӗттерни те пулать иккен.
Иртнӗ эрнере 15, 26, 30, 32, 33, 35, 41, 42, 45-мӗш автобуссен тата 3, 10, 15, 17, 22-мӗш номерлӗ троллейбуссен ӗҫӗнче кӑлтӑксем тупса палӑртнӑ.
«Пирӗн тивӗҫӗмӗр — пахалӑхлӑ общество транспорчӗпе тивӗҫтересси. Ку енӗпе кӑлтӑк пуррине кура ҫитменлӗхе ҫывӑх вӑхӑтра пӗтерӗпӗр», — тесе ҫырнӑ Фейсбукра Алексей Ладыков.
Шупашкарта ҫывӑх вӑхӑтра (23.12.2024 03:00) тӗтреллӗ ҫанталӑк, атмосфера пусӑмӗ 753 - 755 мм, -1 - 1 градус сивӗ пулӗ, ҫил 1-3 м/ҫ хӑвӑртлӑхпа кӑнтӑр-хӗвелтухӑҫ енчен вӗрӗ.
| Кӑрмӑш гербне йышӑннӑ. | ||
| Вӑта Тимӗрҫен шкулне уҫнӑ. | ||
| Аслут Александр Николаевич, чӑваш сӑвӑҫи, ҫыравҫи ҫуралнӑ. | ||
Пулӑм хуш... |