Ҫу уйӑхӗн 10-мӗшӗнче Пермь хулинчен Шупашкара кайма тухнӑ автобус ҫунса кайнӑ. Кун пирки «Пермь Онлайн» порталта пӗлтереҫҫӗ.
Инкек Ижевск хулинчен 10 ҫухрӑмра пулнӑ. Ҫул ҫинче пынӑ чухне автобусра ҫунӑк шӑршӑ тухнӑ. Ҫакна сиссен водитель салонри пассажирсене часрах эвакуациленӗ.
«Эпир салонра варринче лараттӑмӑр, ҫунӑк шӑрши кӗрсе кайрӗ, ҫаврӑнса пӑх та хыҫалта тӗтӗм. Водитель тӳрех чарӑнчӗ, пурте часрах урама тухрӗҫ. Юлашки пассажирсем тухнӑ чухне автобус вӑйлах ҫунатчӗ», - ҫапла ҫырнӑ халӑх тетелӗне пӗр пассажир.
Инкекре никам та шар курман. Автобус вара самаях сиенленнӗ. Ӑна ҫӑлавҫӑсем киличченех сӳнтерме пуҫланӑ, ҫапах транспорт вӑйлах ҫунса кайнӑ. Халӗ специалистсем ҫулӑм ӑҫтан тухнине тӗпчеҫҫӗ.
Пӗлтӗр Шупашкарти общество транспорчӗсенчи билет икӗ хутчен хакланнӑ: утӑ уйӑхӗн 7-мӗшӗнче тата раштавӑн 1-мӗшӗнче. Кӑҫал хака татах хӑпартма палӑртнӑ. Улшӑнусем авӑн уйӑхӗн 1-мӗшӗнче пулӗҫ.
Хула администрацийӗн официаллӑ сайтӗнче постановлени проекчӗпе паллашма пулать. Унта палӑртнӑ тӑрӑх, общество транспорчӗпе каймалли билет хакӗ 2 тенкӗ ӳсӗ.
Ҫапла майпа авӑнӑн 1-мӗшӗнчен пуҫласа троллейбуспа каймашкӑн 22 тенкӗ кирлӗ пулӗ, карточкӑпа тӳлесен – 20 тенкӗ. Автобуссемпе маршруткӑсенче хак 25 тенкӗпе танлашӗ, карточкӑпа – 21 тенкӗ.
Пӗр уйӑх ҫӳремелли билет хакӗ 900 тенке ҫитӗ (халӑхпа организацисем валли). Студентсемпе вӗренекенсен билета 650 тенкӗпе туянма тивӗ.
«Чӗмпӗр-Шупашкар» маршрутпа хутлакан автобуссенчен пӗри шӑтӑк пулнине пассажирсенчен пӗри асӑрханӑ. Ҫакӑн пирки вӑл «ПроГород» портала систернӗ.
Транспорт пассажирсене Ҫӗрпӳ районӗнчи Чурачӑк ялӗ патӗнче лартнӑ. Автобус ҫула хускалнӑ хыҫҫӑн транспортӑн юсавсӑрлӑхӗ палӑрнӑ.
«Автобусӑн урапи шӑтса кайнине пула салонӑн хыҫалти пайӗнчи ларкӑч айӗнчи урай шӑтрӗ курӑнать. Апла пулин те водитель нимӗн те тумарӗ. Пассажирсене автобуса лартрӗ те Шупашкар енне хускалса кайрӗ. Автобус тӑп-тулли халӑхчӗ. Салонта пӗчӗк ачасем те пурччӗ. Водитель пассажирсене пӗрех тултарчӗ те тултарчӗ. Шупашкарти юлашки чарӑнӑва ҫитеймерӗ — Алькешра антарчӗ. Автобус ҫул тӑршшӗпех хуллен килчӗ. Сехетре вӑл 20 километр хӑвӑртлӑхпа кайрӗ», — ӑнлантарнӑ МИХа пассажир.
Чӑваш Ене 27 шкул автобусӗ илсе килнӗ. Ҫӗнӗ транспорта республикӑри 17-район-хулана ӑсатӗҫ.
ЧР Вӗренӳ министерстви пӗлтернӗ тӑрӑх, хӑш-пӗр шкулта ачасене шкула илсе ҫӳремелли транспорт кивелнӗ, теприсен вара вӗренӳ учрежденийӗсене оптимизациленӗ май ҫӗнӗ маршрутсем уҫмалла. Ҫӗнӗ автобуссене шӑпах ҫак тӗллевпе илсе килнӗ те.
Транспорта Шупашкарти, Етӗрне, Элӗк, Тӑвай, Патӑрьел, Ҫӗмӗрле, Вӑрнар, Шӑмаршӑ, Йӗпреҫ, Шупашкар, Канаш, Ҫӗрпӳ, Комсомольски, Вӑрмар, Хӗрлӗ Чутай, Пӑрачкав, Муркаш районӗсенчи шкулсенче ӑс пухакан ачасене турттарма ӑсатӗҫ.
Паян Шупашкар хула администрацийӗнче иртнӗ планеркӑра каллех транспорт реформи пирки калаҫнӑ. Алексей Ладыков палӑртнӑ тӑрӑх, Питӗрти «Авто-Экспресс – 4» перевозчик килӗшӳри пур пункта та пурнӑҫламасть, ҫавӑнпа ӑна пӑрахӑҫлӗҫ.
Килӗшӳре палӑртнӑ тӑрӑх, Шупашкарта вӑтам класлӑ автобуссем ҫӳретмелле пулнӑ. Перевозчик ку условие пурнӑҫлайман – пысӑк класлӑ автобуссем ҫула тухнӑ.
«Акан 3-мӗшӗнчен пуҫласа вӑхӑтлӑх перевозчиксем пӗчӗк класлӑ автобуссемпе ӗҫлеме пуҫлӗҫ. Аукцион условийӗсемпе килӗшӳллӗн, «Авто-Экспресс – 4» перевозчик хула хыснине 21 миллион тенкӗ хывнӑ, килӗшӗве пӑрахӑҫланӑ хыҫҫӑн ӑна тавӑрса памӗҫ», - тенӗ Алексей Ладыков.
Шӑматкун, пуш уйӑхӗн 23-мӗшӗнче, Шупашкар районӗнчи Карачура ҫывӑхӗнче шкул автобусӗ аварие лекнӗ. Ҫав самантра салонра 19 ача пулнӑ.
Юрать, ЧР ШӖМӗн пресс-служби пӗлтернӗ тӑрӑх, пур пассажир та хӑрушсӑрлӑх пиҫҫиххипе ҫыхӑннӑ пулнӑ, аварире никам та аманман.
Малтанлӑха пӗлтернӗ тӑрӑх, светофор умӗнче шкул автобусӗн 56 ҫулти водителӗ тимлӗхне ҫухатнӑ та малта пыракан «Шкодӑна» пырса тӑрӑннӑ. Икӗ транспорт та кӑштах сиенленнӗ. Патшалӑх автоинспекцийӗн ӗҫченӗсем авари пирки хут ҫине ҫырнӑ хыҫҫӑн автобус малалла кайнӑ. Вӑл Йӗпреҫ поселокӗнчен Шупашкара кайма тухнӑ пулнӑ.
«Чӑвашавтотранс» панкрута тухни пирки сайтра хыпарласах тӑнӑччӗ. Халӗ предприятин автобусӗсене сутма тӑратасшӑн. Транспортсем ЧР Юстици министерствин зологӗнче тӑраҫҫӗ. Кун пирки «ИА Регнум» хыпарлать.
«Чӑвашавтотрансӑн» тӑватӑ автобусне сутасшӑн. Вӗсен малтанхи хакӗ – 16,7 миллион тенкӗ. Ку ыйтӑва кредиторсем ака уйӑхӗн 3-мӗшӗнче сӳтсе явӗҫ.
Кунсӑр пуҫне Вӑрмарти автотранспорт предприятине сутус ыйтӑва та ҫӗклӗҫ. Инвентаризаци ирттерсен унӑн хакне палӑртнӑ: 18,8 миллион тенкӗ.
Аса илтерер: нумаях пулмасть Шупашкарти Вокзалҫум автостанцийӗ ӗҫлеме пӑрахни пирки пӗлтернӗччӗ.
Пуш уйӑхӗн 1-мӗшӗнчен Шупашкарта автобуссем ытларах ҫӳреме тытӑннӑ: ҫӗнӗ 10 транспорт илсе килнӗ. Кун пирки Шупашкар хула администрацийӗнче иртнӗ планеркӑра транспорт пайӗн пуҫлӑхӗ Андрей Васильев каласа кӑтартнӑ.
Ҫӗнӗ «МАЗсем» 46-мӗш маршрутпа ҫӳреме тытӑннӑ. Маларах, нарӑс уйӑхӗн вӗҫӗнче, кунашкал пысӑк автобуссем 42-мӗш маршрут ҫине те тухнӑ.
Палӑртмалла: паянхи кун тӗлне хулари маршрут сетӗнче 77 пысӑк автобус тата 53 вӑтам автобус ӗҫлет. Вӗсенчен 87-шӗ газомоторлӑ топливӑпа ҫӳрет.
Аса илтерер: 2018 ҫулхи раштав уйӑхӗн 2-мӗшӗнче хулара транспорт реформи вӑя кӗнӗ. Унпа килӗшӳллӗн, хӑш-пӗр транспортӑн маршрутне улӑштарнӑ, чылай маршруткӑна пӗтернӗ.
Нарӑсӑн 28-мӗшӗнче «Шупашкар – Сурски» автоҫул ҫинче, Пӑрачкав районӗнче, ҫул-йӗрпе патруль службин ӗҫченӗсем «Форд Транзит» микравтобуса чарнӑ. Унта вара 15 пассажир пулнӑ.
Водителӗн путевка тата тахограф пулман. Саккуна пӑсса пассажирсене илсе ҫӳрекен арҫынна Пӑрачкав районӗнчи полици уйрӑмне илсе ҫитернӗ. Арҫын ӑнлантарнӑ тӑрӑх, вӑл ҫынсене Улатӑртан Сергиев Посад хулине шапаша илсе кайма тухнӑ, вӗсенчен ҫул укҫи илмен имӗш.
Патшалӑх автоинспекцийӗ пассажирсене асӑрхануллӑ пулма сӗнет.
Паян, пушӑн 1-мӗшӗнче, Шупашкарта 46-мӗш маршрутпа ҫӳрекен автобус водителӗ пассажира салонран кӑларса янӑ. Ҫакна тепӗр пассажир видео ӳкерсе «Контактра» халӑх тетелӗнчи «Шупашкарти хура список» ушкӑна кӑларса хунӑ.
Пассажир карточкӑпа усӑ курса терминалпа укҫа тӳлеме хӑтланнӑ, анчах кӑлӑхах. Кӗсйинче вара укҫа пулман. Водителӗн терминал ӗҫлемен имӗш. Хӗрарӑм билет илме укҫа парайманнине кура арҫын ӑна ҫавӑтса салонран кӑларса янӑ. Хӗрарӑм тухасшӑн пулман. Водитель пассажиркӑна ҫавӑтса тухнӑ чухне ӳкнӗ.
Карттӑпа тӳлейменнишӗн хӗрарӑм водителе айӑпланӑ: карточкӑна юрӑхсӑра кӑларнӑ-мӗн. Тен, унӑн укҫи пулман унта.
Шупашкарта ҫывӑх вӑхӑтра (23.12.2024 03:00) тӗтреллӗ ҫанталӑк, атмосфера пусӑмӗ 753 - 755 мм, -1 - 1 градус сивӗ пулӗ, ҫил 1-3 м/ҫ хӑвӑртлӑхпа кӑнтӑр-хӗвелтухӑҫ енчен вӗрӗ.
| Мускав район сучӗ ЧАП пӗтермелли йышӑну тунӑ. | ||
Пулӑм хуш... |