Шупашкарти 63-мӗш маршрута тунтикунтан, юпа уйӑхӗн 10-мӗшӗнчен, Шупашкарти аш-какай комбиначӗ таран ҫӳреме тытӑнӗ. Вӑл Лапсар, Канаш шоссипе хутлама тытӑнӗ. Капла йышӑнӑва авӑн уйӑхӗн 27-мӗшӗнче Шупашкар хула администрацийӗн транспорт сетьне аталантарас тата ҫул-йӗр хӑрушсӑрлӑх енӗпе ӗҫлекен комиссире йышӑннӑ.
Кунсӑр пуҫне тепӗр ҫӗнӗлӗх те пур. «АККОНД» акционерсен обществинчен Ҫӗнӗ Шупашкарти «Сокол» хоккей клубӗ таран 138-мӗш номерлӗ автобус ҫӳреме пуҫлӗ. Ку рейспа икӗ автобус ҫӳреттерме тытӑнӗ, виҫҫӗмӗшӗ резерв вырӑнӗнче пулӗ. Хальхи вӑхӑтра республикӑн Транспорт министерстви ку маршрутпа турттарма килӗшекене шырать. Автобуссем Шупашкартан 22 сехет те 30 минутра тата 22 сехет те 40 минутра хускалмалла.
Авӑн уйӑхӗн 21-30-мӗшӗсенче Чӑваш Енре «Автобус» декада иртет. Ҫул-йӗр ӗҫченӗсем ҫынсене илсе ҫӳрекен автобуссене чарса тӗрӗслеҫҫӗ. Ку – питӗ лайӑх шухӑш. Мӗншӗн тесен ҫулпа шӑхӑрса пыракан водитель сахал мар халӗ. Халӑха илсе ҫӳремелли йӗркене пӑснӑ тӗслӗх те пайтах.
Инспекторсем водительсене тӗрӗсленине 21+ телекуравпа пӑхма май килчӗ. Сюжета сӑнанӑ май ҫӳҫ-пуҫ вирелле тӑчӗ. Ара, хам та кашни эрнерех яла каятӑп, пӗрмай ҫул ҫинче. Автобуса е маршруткӑна ларнӑ чухне водителе, организацие шанатӑн-ҫке-ха.
Инспекторсем икӗ маршруткӑна чарчӗҫ. Вӗсенчен иккӗшне те асӑрхаттару пачӗҫ. Пӗри, Ҫӗрпӳрен Шупашкара килекенскер, урапана газпа ӗҫлеттермелле тунӑ. Полицейскисем ку ҫынсемшӗн хӑрушлӑх кӑларса тӑратнине каларӗҫ. Урапана улшӑнусем кӗртни инкекпе вӗҫленме пултарать. Инспекторсем ҫынсене ку маршруткӑран кӑларса теприне, хӑрушлӑх кӑларса тӑратманнине, лартрӗҫ. Ҫынсем Шупашкара чипер-йӗркеллех ҫитнӗ.
Тепӗр маршруткӑна чарсан вара вӑл пачах саккуна пӑсни палӑрчӗ. Хайхи водителӗн ҫынсене «Ҫӗрпӳ-Шупашкар» маршрутпа илсе ҫӳреме ирӗк ҫук-мӗн.
Шупашкарта ҫывӑх вӑхӑтра туризм троллейбусӗсем ҫӳреме пуҫлӗҫ. Кун пирки республикӑн тӗп хулин сити-менеджерӗ Алексей Ладыков хушу кӑларнӑ. Унта туризм троллейбусӗсемпе автобусӗсен маршрутне те ҫирӗплетнӗ.
Туристсене турттаракан маршрутсем ҫак ҫулпа ҫӳрӗҫ: Хӗрлӗ лапам, Президент бульварӗ, Воробьев композиторсен урамӗ, Карл Маркс урамӗ, Ленин проспекчӗ, И.Я. Яковлев проспекчӗ, Мир проспекчӗ, Калинин урамӗ, Воробьев композиторсен урамӗ, Ленинград урамӗ, Хӗрлӗ лапам.
Троллейбус виҫӗ вырӑнта чарӑнӗ: Хӗрлӗ лапамра, Николаев космонавт урамӗнче, Мир проспектӗнчи агрегат савучӗ тӗлӗнче.
Туристсене турттаракан автобуссен маршручӗ ҫапларах пулӗ: Юханшыв порчӗ патӗнчи лапам, Сергий Радонежский урамӗ, Шупашкар кӳлмекӗн дамби, Константин Иванов урамӗ, Мускав проспекчӗ, Воробьев композиторсен урамӗ, Калинин урамӗ, Текстильщиксен урамӗ, Зоя Яковлева урамӗ, Иван Франко урамӗ, Калинин урамӗ, Сергий Радонежский урамӗ, Хусан Турӑ амӑшӗн чиркӗвӗн умӗ, Юханшыв порчӗ умӗнчи лапам.
Автобус Юханшыв портӗнче, Константин Иванов урамӗнчи Ҫветтуй Троицки мӑнастир, К.
Паян, пуш уйӑхӗн 10-мӗшӗнче, Шупашкарти Энгельс урамӗнче автобус ҫунса кайнӑ. Ӑна сфетофор симӗс ҫутасса кӗтнӗ чухне ҫулӑм ярса илнӗ.
Ку пӑтӑрмах асӑннӑ урамри 76-мӗш ҫурт ҫывӑхӗнче пулнӑ. Телее, ҫулӑм хыпса илнӗ чухне салонра пассажирсем пулман. Малтанлӑха пӗлтернӗ тӑрӑх, водитель вӗсене вокзалта антарнӑ та таксопарка ҫул тытнӑ.
Хӑш-пӗр ҫӑлкуҫра ҫырнӑ тӑрӑх, ҫулӑм тухсан кондуктор унта пынӑ. Анчах сирпӗнсен ӑна айккинелле ывӑтнӑ. Водительпе кондуктор упӑшкипе арӑмӗ пулни пирки те ҫырнӑ тӗнче тетелӗнче.
Халӗ ҫулӑм ӑҫтан тухнине уҫӑмлатаҫҫӗ.
Шупашкарта «Автобус» вунӑкунлӑх ирттереҫҫӗ. Нарӑс уйӑхӗн 12–21-мӗшӗсенче ҪҪХПИ ӗҫченӗсем рейд ирттереҫҫӗ. Вӗсем автобуссемпе маршруткӑсем ҫул-йӗр правилине пӑснине тӗрӗслӗҫ.
Инспекторсем автобуса нумай ҫын лартакансене, «Д» категорие илмесӗр руль умне ларнӑ водительсене, тахограф ҫуккисене тӗрӗслӗҫ. Автобус хӑрушсӑрлӑх ыйтӑвӗсене тивӗҫтернипе тивӗҫтерменнине пӑхӗҫ. Авари чухне тухмалли саппас алӑк пур-и? Лармалли ытлашши вырӑн ҫук-и? Йӑлтах тӗрӗслӗҫ вӗсем.
Чи малтанах инспекторсем аварие лекнӗ, правилӑсене пӑснӑ автобуссен предприятийӗсене, усламҫӑсене тӗрӗслӗҫ. Шкул автобусӗсене те лайӑх сӑнӗҫ.
Кӑрлач уйӑхӗн 20-мӗшӗнче каҫхине Шупашкарти Мускав кӗперӗ ҫинче автобус чутах аялалла чӑмман. Шалта пассажирсем пулнӑ.
Автобус юпана пырса тӑрӑннӑран ҫеҫ вӑл ҫырманалла чӑмман ахӑртнех. Пӑтӑрмаха куракансем ҫапла пӗлтернӗ. Пассажирсем каланӑ тӑрӑх, водитель хӑйӗнчен мӗн килнине йӑлтах тунӑ.
Пӑтӑрмах пулсан васкавлӑ медпулӑшу часах килнӗ. Анчах, телее, пассажирсене пулӑшу кирлех пулман — аманман вӗсем.
Мускав кӗперӗ патӗнче пралуксем сиенленнӗрен троллейбуссем ҫӳреймен. Анчах вӑраха тӑсӑлман вӑл, 20 минутран электричество панӑ та транспорт вырӑнтан хускалнӑ.
Киров облаҫӗнче Шупашкартан ҫула тухнӑ автобус пӑтӑрмаха ҫакланнӑ. Ку япӑх ҫанталӑка пула сиксе тухнӑ.
Рейс автобусӗпе кӑрлач уйӑхӗн 17-мӗшӗнче «Киров – Советск – Яранск – Лошкари – Мари Эл» автоҫулӑн 31-мӗш ҫухрӑмӗнче пӑтӑрмах пулнӑ. «Шупашкар – Сыктывкар» маршрутпа кайнӑ автобус рулӗ умӗнче 60 ҫулти водитель пулнӑ. Вӑл хӑвӑртлӑха пӑхӑнмасӑр, асӑрханмасӑр пынӑран кювета чӑмнӑ.
Пӑтӑрмахра 1954 тата 1971 ҫулсенче ҫуралнӑ хӗрарӑмсем шар курнӑ. Вӗсене пульницӑна илсе кайман, унтах пулӑшу кӳнӗ. Водителе тӗрӗсленӗ. Вӑл ӳсӗр пулман. Халӗ лару-тӑрӑва уҫӑмлатаҫҫӗ.
Шупашкартан Мускава кайма тухнӑ автобус кювета чӑмнӑ. Ку карлач уйӑхӗн 9-мӗшӗнче 23 сехетре пулнӑ.
Пӑтӑрмах Чулхула облаҫӗнче сиксе тухнӑ. Автобус кювета чӑмсан, телее, пассажирсем шар курман. Анчах вӗсен тепӗр автобус киличчен ҫул хӗрринче кӗтсе тӑма тивнӗ.
Водитель каланӑ тӑрӑх, малта авари пулнӑ. Ахӑртнех, тормоз япӑх ӗҫленӗ, ҫавӑнпа автобус кювета анса кайнӑ. Пассажирсем кӑштах суранланнӑ тата хӑранӑ ҫеҫ.
Ҫӗрлехи 1 сехетре пассажирсене урӑх автобуса лартнӑ. Ӑна вӗсем патне Чӑваш Енрен янӑ. Кун хыҫҫӑн пассажирсем Мускава чиперех ҫитнӗ.
Етӗрне районӗнчи Кӑкшӑмри пӗтӗмӗшле вӑтам пӗлӳ паракан шкула Ҫӗнӗ Ҫул уявӗ умӗн автобус парнеленӗ.
Шкул коллективӗ, шкул ачисен ашшӗ-амӑшӗ, ашшӗ-амӑшӗсен комитет ертӳҫи Л. Ю. Ястребова тахҫантанпах кӗтнӗ парнешӗн Чӑваш Республикин пуҫлӑхне М.В. Игнатьева, республикӑри ҫутӗҫ министрне В.Н. Иванова, Етӗрне район пуҫлӑхне В. И. Иванова райадминистраци ертӳҫине В.Н. Кузьмина тата районти вӗрентӳ пайӗн ертӳҫине А. А. Филимонова чунтан тав сӑмахӗ калани пирки Етӗрне районӗн сайчӗ пӗлтерет.
Шупашкарти водительсем ҫул-йӗр правилине пӑснине ҫул-йӗр инспекторӗсем вӑрттӑн ӳкереҫҫӗ. Ҫулта-йӗрте йӗрке тӑвакансен ураписене аякран ниепле те уйӑрса илеймӗн — вӗсем ятарлӑ паллӑллӑ машинӑсемпе ҫула тухмаҫҫӗ. Водительсем йӗркене пӑснине асӑрхасан ҫавсем ӳкерсе илеҫҫӗ те ҫывӑхри ҫул-йӗр патруль службине систереҫҫӗ.
Чӳк уйӑхӗн 8-мӗшӗнче пӗр сехетре кӑна йӗркене пӑснине 15 асӑрхани пирки пӗлтерет республикӑн Шалти ӗҫсен министерствин пресс-служби Шупашкарти ҫул-йӗр инспекцийӗн управленийӗ хыпарлани тӑрӑх.
Инспекторсем час-часах асӑрхакан кӑлтӑксем шутӗнче светофорӑн ҫутине пӑхӑнманнине кӗртмелле. Руль тытса пынӑ чухнех телефонпа калаҫни те час-часах тӗл пулать. Ҫуран ҫӳрекенсене каҫарма урапана чарманнине те, е тата, ҫуран ҫӳрекенсем каҫмалли йӗр ҫине машиӑнна чарса лартнине те асӑнмалла. Юлашкинчен каланине маршрут автобусӗсем ытларах пӑсаҫҫӗ-мӗн.
Шупашкарта ҫывӑх вӑхӑтра (23.12.2024 03:00) тӗтреллӗ ҫанталӑк, атмосфера пусӑмӗ 753 - 755 мм, -1 - 1 градус сивӗ пулӗ, ҫил 1-3 м/ҫ хӑвӑртлӑхпа кӑнтӑр-хӗвелтухӑҫ енчен вӗрӗ.
| Мускав район сучӗ ЧАП пӗтермелли йышӑну тунӑ. | ||
Пулӑм хуш... |