Ҫӗмӗрлере Пӗтӗм тӗнчери ватӑ ҫынсен кунне халалласа «Аҫу-аннӳ патне шӑнкӑравла» ятпа хӑйнеевӗрлӗ акци ирттернӗ. Ҫапла майпа йӗркелӳҫӗсем аслӑ ӑрӑва тимлӗх кирлине, вӗсем патне уявсенче кӑна мар, куллен шӑнкӑравламаллине аса илтересшӗн пулнӑ.
Эрнекун 3-мӗш вӑтам шкулта 8-мӗш класра вӗренекенсемпе Ҫӗмӗрлери халӑха социаллӑ пулӑшу паракан компекс ӗҫченӗсем урама тухнӑ, иртен-ҫӳрене листовка тата пӗчӗк ялавсем валеҫнӗ. Ҫавӑн пекех вӗсем иртсе пыракансене ашшӗ-амӑшӗ патне шӑнкӑравлама ыйтнӑ. Хула ҫыннисем ку акцие ырланӑ, ҫывӑх ҫыннисем патне шӑнкӑравлама шантарнӑ. Тӗрӗссипе, паянхи кун кӗсье телефонӗ ҫумра, хамӑра ҫуратса ӳстернӗ ҫынсем патне шӑнкӑравлама пӗрре те кӑткӑс мар. Апла пулсан акци йӗркелӳҫисен сӗнӗвне асра тытар: уявра кӑна мар, ытти чухне те вӗсен сывлӑхӗпе кӑсӑкланар.
Ваттисен кунӗнче ваттисем валли хӑйне евер парне пулӗ ку. 60 ҫултан иртнӗ ҫынсен ҫӳҫе тӳлевсӗр е йӳнӗрех хакпа кастарма май пулӗ.
Николаев урамӗнчи «Овация» тата Декабристсен урамӗнчи «Диана» парикмахерскисем ваттисене хапӑлласах йышӑнӗҫ. Унта аван уйӑхӗн 29-30-мӗшӗсенче тата юпа уйӑхӗн 1-мӗшӗнче тӳлевсӗр ҫӳҫ касӗҫ. Маларах ҫырӑнас тесен ҫак номерпе шӑнкӑравламалла: 63-39-36.
Ку кӑна мар. Хулари хӑш-пӗр парикмахерски пенсионерсене йӳнӗ хакпа – 100 тенкӗпе – ҫӳҫ касать. Ку акци авӑн уйӑхӗн 29-30-мӗшӗсенче пулӗ.
Ваттисен ӳсӗмне ӗнентерекен документ кӑтартмалла. Каласа хӑвармалла: пенсионерсен ҫӳҫне «Облик» вӗренӳ центрӗнче ӑс пухакан ӑстасем касӗҫ.
Чӳк уйӑхӗн 26-мӗшӗнче Чӑваш Енре пурӑнакансем географие мӗнле пӗлнине тӗрӗслеме пултарӗҫ. Халӗ акцие ирттермешкӗн хатӗрленеҫҫӗ.
Ку акци Раҫҫейӗпех иртет. Кӑҫал вӑл виҫҫӗмӗш хут йӗркеленет. Ҫавӑн пекех географи диктантне ют ҫӗршывра та ҫырӗҫ. Вӑл вырӑнти вӑхӑтпа 12 сехетре пуҫланӗ.
Диктантра 30 тест заданийӗ пулӗ. Вӗсене виҫӗ блока уйӑрнӑ. Пӗрремӗшӗнче – терминсемпе географи ӑнланӑвӗсем, иккӗмӗшӗнче – карттӑпа ӗҫлесси, виҫҫӗмӗшӗнче ҫулҫӳревҫӗсене кун кӗнкинче тата илемлӗ хайлавсенче ҫырнӑ объектсене палӑртасси.
Хальлӗхе палӑртнӑ тӑрӑх, Шупашкарта диктанта икӗ лапамра ҫыртарӗҫ: Чӑваш наци музейӗнче тата Республикӑри ача-пӑча вулавӑшӗнче.
Авӑн уйӑхӗн 3-мӗшӗнче терроризма хирӗҫ кӗрешмелли куна паллӑ тӑваҫҫӗ. Ҫав кун террор акчӗсенче вилнӗ ҫынсене, хӑйсен тивӗҫне пурнӑҫланӑ чухне пуҫ хунӑ йӗрке хуралӗн ӗҫченӗсене аса илеҫҫӗ.
Шупашкарта та ҫак куна паллӑ тумасӑр хӑвармӗҫ. Авӑн уйӑхӗн 3-мӗшӗнче «Астӑвӑм ҫурти» акци иртӗ.
Волонтерсем мероприятие хутшӑнакан ҫынсене ҫуртасем тӳлевсӗр валеҫсе парӗҫ. Унтан пурте колоннӑна тӑрса «Ҫӗнтерӳ» паркӗнчи Мухтав монуменчӗ патне утӗҫ, ҫуртасем ҫутса лартӗҫ.
Акцие кирек кам та хутшӑнма пултарать. «Ҫӗнтерӳ» паркра 19 сехетре пухӑнӗҫ.
«Тавах паттӑрлӑхшӑн» акципе килӗшӳллӗн, Шупашкарта пурӑнакан 98 ҫулти ветерана Хусана илсе кайса килнӗ. Алексей Яковлев унта 40 ҫул пулсаман, хула мӗнле улшӑннине кур тӗлӗннӗ.
Ҫулҫӳреве «АсАвто» автомобилистсен ассоциацийӗн президенчӗ Максим Забалуев йӗркеленӗ. Вӑл каланӑ тӑрӑх, ветеранпа экскурси ирттернӗ, паллӑ вырӑнсене кайса курнӑ.
Шел те, ытти ветеран сывлӑх хавшанине пула Хусана ҫитсе курайман. Алексей Яковлев вара Хусанта пулнӑшӑн питӗ савӑннӑ. Вӑл ветерансене ҫу уйӑхӗн 9-мӗшӗнче кӑна мар, ахаль чухне те аса илнӗшӗн хӗпӗртенӗ.
Аса илтерер: нумаях пулмасть Шупашкара Хусанта пурӑнакан ветерансем хӑнана килнӗ. Кун хыҫҫӑн пирӗн ветерансене Хусана илсе кайма палӑртнӑччӗ.
Ҫурла уйӑхӗн 20-мӗшӗнче Шупашкар ҫуралнӑ кунне паллӑ тӑвать. Хусан вара хӑйӗн праҫникне ҫурла уйӑхӗн 30-мӗшӗнче уявлать.
Ҫавна май ветерансем валли пӗчӗк ҫулҫӳрев йӗркелӗҫ. Тӑван ҫӗршывӑн Аслӑ вӑрҫин виҫӗ ветеранӗ, Хусанта пурӑнаканскерсем, Шупашкара килӗҫ. Кунта вӗсем икӗ кун пулӗҫ. Пирӗн хулапа вӑрҫӑ участникӗ Касим Салимгареев, тыл ӗҫченӗ Камиль Тукаев, Ленинградри блокадӑра пурӑннӑ Альберт Комяков паллашӗҫ.
Шупашкарти ветерансем вара Хусанта ҫурлан 24-25-мӗшӗсенче пулӗҫ. Унта кам кайӗ? Ветерансен тӑванӗсем заявка пама пултараҫҫӗ. Ыркӑмӑллӑх акцине хутшӑнас тесен «Контактра» халӑх тетелӗнче Максим Забалуевпа ҫыхӑнмалла.
Пӗлӳ кунӗ тӗлне «Шкула пуҫтарӑнма пулӑш!» акци йӗркелӗҫ. Ӑна патшалӑх учрежденийӗсен профсоюзӗ тата Чӑваш Енри ачасен прависене хӳтелекен уполномоченнӑйӑн аппарачӗ ирттерӗ.
Акцие ҫурла уйӑхӗнче ирттереҫҫӗ. Вӑл 31-мӗшӗнче вӗҫленӗ. Кӑмӑл пулсан кӗнеке, канцтавар, шкулта кирлӗ хатӗр-хӗтӗр, ача-пӑча пултарулӑхне аталантармалли япаласем илсе килме май пур. Вӗсем Шупашкарти тата Ҫӗнӗ Шупашкарти ҫул ҫитмен ачасен реабилитаци центрӗнче тата ытти учрежденире пурӑнакан ачасене кирлӗ.
Сусӑр шӑпӑрлансене, нумай ачаллӑ тата сахал тупӑшлӑ ҫемьери ачасене пулӑшас килет-и? Акцие хутшӑнма чӗнеҫҫӗ. Япаласене социаллӑ учрежденисене илсе пымалла.
Шупашкарӑн ҫурланӑ кунӗнче массӑллӑ зарядкӑна тухасси 2011 ҫултанпа йӑлана кӗнӗ. Кӑҫал та ку йӗркене пӑрахӑҫламӗҫ.
Массӑллӑ зарядкӑна паллӑ ҫӑлтӑра чӗнесси те йӑлана кӗнӗ. Сӑмах май, 2013 ҫулта Шупашкар хули рекордсен Гиннес кӗнекине кӗнӗ. Ун чухне Хӗрлӗ тӳреме 30 пине яхӑн ҫын хускану тума килнӗ.
Кӑҫал массӑллӑ зарядка ҫурла уйӑхӗн 20-мӗшӗнче Хӗрлӗ тӳремре ирхи 10 сехетре пулӗ. Хальхинче ӑна кам ертсе пырӗ-ха? Паллах, паллӑ ҫӑлтӑр. Анчах унӑн ятне хальлӗхе вӑрттӑнлӑхра тытаҫҫӗ.
Шупашкар хула администрацийӗ хула ҫыннисемпе хӑнисене зарядкӑна чӗнет.
Пӗтӗм Раҫҫейри «Кино каҫӗ» акцире тӑватӑ фильм кӑтартӗҫ. Виҫҫӗшӗ – тулли метражлӑ, пӗри – анимациллӗ.
ЧР Культура министерстви пӗлтернӗ тӑрӑх, «Кино каҫӗ» ҫурла уйӑхӗн 27-мӗшӗнче иртӗ. Кӑтартмалли фильмсене ахаль суйламан. ТАСС информаци агентствин сайтӗнче вӗсемшӗн сасӑланӑ. Унта ҫак фильмсемшӗн ытларах сасӑ панӑ: «Кухня: Последняя битва» (режиссерӗ Антон Федотов, 12+), «Время первых» (режиссерӗ Дмитрий Киселев, 6+), «28 Панфиловцев» (режиссерсем: Ким Дружинин и Андрей Шальопа, 12+). Пӗчӗккисене вара «Снежная королева-3: Огонь и лед» кӑтартӗҫ. Вӑл анимаци проекчӗсен сасӑлавӗнче мала тухнӑ.
Шупашкарта «Кино каҫӗ» акци «Чӑвашкино» патшалӑх киностудийӗнче иртӗ. Пуҫламӑшӗ – 20 сехетре. Унта тӳлевсӗрех кӗртеҫҫӗ.
Шупашкар хулинче кивӗ батарейкӑсем пухаҫҫӗ. Халӗ ку акцие республикӑн
Культура министерстви те хутшӑннӑ.
«Сдай батарейку на утилизацию – спаси нашу планету» (чӑв. Батарейка утилизацие пар — пирӗн планетӑна ҫӑл) акци кил-тӗрӗшри каяша уйрӑм пуҫтарма хӑнӑхтарас тӗллевлӗ. Мероприятие кӑҫал ҫӗршывра йышӑннӑ Экологи ҫулталӑкне халалланӑ. Республикӑра ӑна Чӑваш Енӗн Ҫут ҫанталӑк ӗҫӗсен министерстви йӗркеленӗ.
Пӳрне евӗр пӗр батарейка 20 тӑваткал метра яхӑн лаптӑка йывӑр металсемпе варалать теҫҫӗ ӑсчахсем.
Усӑ курнӑ батарейкӑна Шупашкарта Ленинград урамӗнчи 33-мӗш ҫуртра йышӑнаҫҫӗ. Унта сире те кӗтеҫҫӗ. Вӗсене Челепӗр хулинчи
«МЕГАПОЛИСРЕСУРС» предприятие тирпейлеме ӑсатӗҫ тесе пӗлтереҫҫӗ акцие йӗркелекенсем.
Шупашкарта ҫывӑх вӑхӑтра (02.04.2025 03:00) тӗтреллӗ ҫанталӑк, атмосфера пусӑмӗ 751 - 753 мм, 7 - 9 градус ӑшӑ пулӗ, ҫил 0-2 м/ҫ хӑвӑртлӑхпа хӗвелтухӑҫ енчен вӗрӗ.
| Агеев Владимир Иванович, чӑваш ӳнерҫи ҫуралнӑ. | ||
| Агеев Владимир Иванович, чӑваш графикӗ, живописецӗ ҫуралнӑ. | ||
| Золотов Виталий Арсентьевич, чӑваш ҫыравҫи ҫуралнӑ. | ||
| Витвинский Валентин Федорович, Совет Союзӗн Паттӑрӗ вилнӗ. | ||
| Мадуров Дмитрий Фёдорович, культура тӗпчевҫи, историк ҫуралнӑ. | ||
| Раман Иринкки, ҫамрӑк чӑваш ҫыравҫи ҫуралнӑ. | ||
![]() | Пулӑм хуш... |