Чӑваш чӗлхи кунне халалласа ӗнер Элӗкри тӗп вулавӑшра «Чӑваш чӗлхи — тӑван чӗлхе» таврапӗлӳ сехечӗ иртнӗ. Ӑна йӗркелеме вулавӑшсӑр пуҫне Элӗкри литературӑпа таврапӗлӳ музейӗ, И.Я. Яковлев ячӗллӗ вӑтам шкул та хутшӑннӑ. Уява шкулти 5-мӗш класра вӗренекенсене йыхравланӑ.
Ачасене Чӑваш чӗлхи кунӗ аслӑ вӗрентекенӗмӗр Иван Яковлев ҫуралнӑ кунпа пӗр килнине аса илтернӗ май маттур ҫав чӑваш ӗмӗрӗпех тӑван халӑхӗшӗн тӑрӑшнине, шкулсем уҫнине каласа кӑтартнӑ. Оксана Бархаткина вулавӑш ӗҫченӗ Иван Яковлев пурнӑҫӗнчи кӑсӑклӑ самай самантпа паллаштарнӑ.
Тӑван халӑха сӑвӑ-поэмӑпа мухтава кӑларнӑ поэтсемпе паллаштарма вулавӑшра «Чӗлхем, тӑван чӗлхем» курав та йӗркеленӗ.
Элӗкри шкулти чӑваш чӗлхи вӗрентекенӗ Ирина Николаева «Янра чӑваш чӗлхи, янра!» информаци стенчӗпе паллаштарнӑ. Ӑна Иван Яковлев пултарулӑхне халалланӑ.
Паянхи Чӑваш чӗлхи кунне халалласа ӗнер Элӗкри ача-пӑча вулавӑшӗнче «Тӑван чӑваш сӑмахӗсем мерчен те ылтӑн пӗрчисем» ятпа литературӑпа музыка уявӗ иртнӗ. Унта Элӗкри вӑтам шкулта вӗренекенсене йыхравланӑ.
Ача-пӑча вулавӑшӗн ертӳҫи Галина Миронова тӑван халӑхӑмӑра ҫутта кӑларнӑ Иван Яковлев пурнӑҫӗ ҫинчен каласа кӑтартнӑ май вӑл тӑван чӗлхе аталанӑвӗшӗн тунӑ сулмаклӑ утӑм ҫинчен ӑнланмалла та ансат чӗлхепе каласа кӑтартнӑ. «И.Я. Яковлев в фотографиях и документах» (чӑв. Иван Яковлев сӑнсенче тата хутсенче) кӗнекепе усӑ курса вулавӑш ӗсченӗ вӗрентекенӗмӗршӗн ҫывӑх пулнӑ вырӑнсемпе паллаштарнӑ.
Уяв каҫне хутшӑннӑ ачасем Митта Ваҫлейӗн, Анатолий Смолинӑн, Петӗр Хусанкайӑн, Любовь Мартьянован тата ыттисен сӑввисене вуланӑ. Вулав залӗнчи «Янӑра, чӑваш чӗлхи!» куравпа та ачасем кӑсӑклансах паллашнӑ.
Ҫыравҫӑ-поэтсем вулакансемпе тӗлпулу час-часах ирттерме тӑрӑшаҫҫӗ. Хӑйсен ӗҫӗпе, пултарулӑхӗпе, ҫӗнӗ кӗнекесемпе паллаштарма вӗсем вулавӑшсене, шкулсене, ача пахчисене тухса ҫӳреҫҫӗ.
Альбина Юрату сӑвӑҫ Ҫӗнӗ Шупашкарти «Пилеш» ача пахчине ҫӳрекенсемпе тӗл пулнӑ. Вӗсемпе поэт С. Маршак ячӗллӗ вулавӑшра курнӑҫнӑ.
Альбина Юрату халӑх тетелӗсенчен пӗринчи хайӗн страницинче пӗлтернӗ тӑрӑх, ачасемпе вӑл Чӑваш чӗлхин эрни иртнӗ май тӗл пулнӑ. Ҫӗнӗ Шупашкарти 27-мӗш ача пахчине ҫӳрекенсемпе ирттернӗ мероприяти поэта питӗ килӗшнӗ. Вӗсем те поэтпа пӗрле сӑвӑсем вуланӑ. Пӗчӗкскерсем пурнӑҫ пӗлтерӗшӗ пирки чунтан шухӑшланине палӑртнӑ.
Ачасемпе тӗл пулма май туса панӑшӑн Альбина Юрату вулавӑш ӗҫченӗсемпе воспитательсене тав тӑвать.
Паян, Чӑваш Республикин Наци вулавӑшӗнче, Марина Карягинан «Кӗмӗл тумлӑ ҫар» кӗнекине хӑтланӑ.
Паллӑ поэтӑн, драматургӑн, режиссерӑн, тележурналистӑн «Кӗмӗл тумлӑ ҫар» кӗнекине виҫӗ чӗлхепе: чӑвашла, вырӑсла, акӑлчанла — пичетленӗ. Унсӑр пуҫне паянхи хӑтлавра «Сӑнакан ӑс» палиндромсен кӗнекипе те паллашма май килнӗ.
Аса илтерер, «Кӗмӗл тумлӑ ҫар» трагеди тӑрӑх Чӑваш патшалӑх ҫамрӑксен театрӗ ҫав ятпа спектакль те лартнӑччӗ. Уншӑн авторсен ушкӑнне — Марина Карягинӑна, Станислав Васильев режиссера тата Лолита Чекушкина композитора — 2013 ҫулта Патшалӑх премийӗ те панӑччӗ.
Палиндрома илсен, Марина Карягинӑна Чӑвашра ку енӗпе пуҫласа утӑм тӑваканӗ тесе калама юрать.
Германире ӗҫлесе пурӑнакан Сергей Бирюков литературовед, поэт, авангард тӗпчевҫи Марина Карягинӑн нумаях пулмасть ҫырнӑ пӗр сӑввине литературӑри ҫӗнӗ жанр тесе палӑртнӑ май ун валли ят тупса хума сӗннине эпир пӗлтернӗччӗ.
Ака уйӑхӗн 17–21-мӗшӗсенче ЧР Наци вулавӑшӗнче экологи фильмӗсен «Шанчӑк меридианӗ» фестиваль иртет. Унта илемлӗ тата документлӑ фильмсене курма май пулӗ.
Экологипе ҫыхӑннӑ фильмсене «Чӑвашкино» патшалӑх киностудинче тата электронлӑ документаци архивӗнче, «Бичурин тата хальхи самана» музейра, Юрий Гагарин ячӗллӗ тӗп вулавӑшра та кӑтартӗҫ.
Киносеанс 13 сехетре пуҫланӗ. Пилӗк кунра ҫынсем «Байкал заповедный» и Прощание с актером», «Тюлени Лоры Белоиван» и «Территория завтра. Волга — право на жизнь», «Дорога к дому», «Догнать ушедший поезд», «Чай, не город» и «Протяни руку лапам», «Гений нефти» картинӑсене курма пултарӗҫ.
Ака уйӑхӗн 27-мӗшӗнче 11 сехетрен пуҫласа 12 сехетчен Чӑваш Енре вулавӑш диктанчӗ иртет. Ӑна республикӑри патшалӑх символӗсене йышӑннӑранпа 25 ҫул ҫитнине халаллӗҫ.
ЧР Наци вулавӑшӗ пӗлтернӗ тӑрӑх, халӗ диктанта йӗркелеме хатӗрленеҫҫӗ. Наци вулавӑшӗн сайтӗнче, «Контактра» халӑх тетелӗнче истори факчӗсене, патшалӑх символӗсемпе ҫыхӑннӑ ҫынсен историйӗсемпе паллӑ кунсене пичетлӗҫ.
Акцие республикӑри вулавӑшсем, вӗренӳ учрежденийӗсем хутшӑнӗҫ. Вӗсем истори урокӗсем, тӗлпулусем, лекцисем йӗркелӗҫ. Диктанта ЧР Наци вулавӑшӗн сайтӗнче онлайн-мелпе те ҫырма май пулӗ.
Ака уйӑхӗн 4-мӗшӗнче Чӑваш Енӗн наци вулавӑшӗнче паллӑ журналист, ҫыравҫӑ Владислав Николаев «Дипломлӑ тиха: юптарусем» ятлӑ ҫӗнӗ кӗнекипе паллаштарӗ.
Кун пирки Фейсбукра хыпарланине асӑрхама май килчӗ. «Хитре те таса чӗлхепе хайланӑ юптарусем ҫынсен тӳнтер енӗсене (чеелӗх, мӑнкӑмӑллӑх, ҫӑткӑнлӑх, наянлӑх, каппайчӑклӑх) кӑтартса параҫҫӗ, обществӑн ҫитменлӗхӗсене ҫиеле кӑлараҫҫӗ. Вӗсем ачасене кӑна мар, аслисене те ӑса вӗрентме тивӗҫ», — тесе ҫырнӑ унта Наци вулавӑшӗнче ӗҫлекен Ольга Тимофеева.
Владислав Николаев хӑйне драматург евӗр те кӑтартрӗ. Маларах эпир вӑл хӑй кӑларакан ача-пӑча журналӗ валли реклама агенчӗ шыранине, процентне самай тӳлеме шантарнине пӗлтернӗччӗ.
Ҫӗнӗ кӗнекен хӑтлавне вулавӑша 14 сехете 119-мӗш пӳлӗме йыхравлаҫҫӗ.
Етӗрне районӗнчи Анат Мучар ялӗнче пурӑнакан ҫынсем культура ҫуртне юсасса чӑтӑмсӑррӑн кӗтеҫҫӗ. Ҫурта модернизаци программине кӗртнӗшӗн питӗ савӑнаҫҫӗ вӗсем.
Клуб кивелнӗ ӗнтӗ. Аппаратура та юрӑхсӑра тухнӑ. Пултарулӑх ҫыннисене костюмсем те кирлӗ. Ялта вара унашкал ҫынсем нумай. Унта «Мучар Ен» фольклор ушкӑнӗ ӗҫлет. Вырӑс юррисене юрлакан «Задоринка» ансамбль те пур, ачасем «Шевле» ушкӑна ҫӳреҫҫӗ. Ялта пӗтӗмпе 300-е яхӑн ҫын пурӑнать.
Культура ҫуртӗнче вулавӑш та пур. Унта ҫынсем яланах йышлӑн ҫӳреҫҫӗ. Унта алӑстисем те пухӑнаҫҫӗ. Ҫынсем вулавӑшра чӑвашла кӗнекесем вулама юратаҫҫӗ.
Кӑҫал республикӑра 4 культура ҫурчӗ хута ярӗҫ, 31 ҫурта юсаса ҫӗнетӗҫ, 25-ӗшне аппаратурӑпа тивӗҫтерӗҫ. Анат Мучар клубне те кӑҫал ҫӗнетӗҫ.
Ӗнер, пуш уйӑхӗн 17-мӗшӗнче, Чӗмпӗрте Владимир Нагорновӑн «Время. Стиль. Образ» (чӑв. Вӑхӑт. Стиль. Сӑнар) куравӗ уҫӑлнӑ. Кун пирки Фейсбукра вӑл тӑрӑхри Микулай Павловский пӗлтернӗ.
Курава Чӗмпӗр облаҫӗнчи В.И. Ленин ячӗллӗ ӑслӑлӑх вулавӑшӗнче 16 сехетре савӑнӑҫлӑ лару-тӑрура уҫнӑ. Унта художниксем, культура ӗҫченӗсем, журналистсем, ятлӑ-сумлӑ ытти ҫын пуҫтарӑннӑ.
Владимир Нагорнов — Чӑваш Республикин тата Пушкӑрт Республикин тава тивӗҫлӗ художникӗ, Раҫҫейри художниксен пӗрлешӗвӗн пайташӗ. 1956 ҫулхи чӳк уйӑхӗн 29-мӗшӗнче Чӗмпӗр облаҫӗнчи Чӑнлӑ районӗнчи Пухтел ялӗнче ҫуралнӑ. 1984 ҫултан вӑл Шупашкарта пурӑнма пуҫланӑ.
Владимир Нагорновӑн паллӑрах ӗҫӗсен шутӗнче Шупашкарти Амӑш палӑкне, К. Иванов, П. Хусанкай, Н. Полоруссов-Шелепи палӑкӗсене тата ытти чылай скульптурӑна асӑнма пулать.
Пуш уйӑхӗн 19-мӗшӗнче юрӑҫ-композитор, хор дирижерӗ, педагог, чӑвашсен профессилле музыкине пуҫарнисенчен пӗри, Василий Воробьев ҫуралнӑранпа 125 ҫул ҫитет.
Пулас музыкҫӑ 1887 ҫулта Хусан кӗпӗрнинчи Ҫӗрпӳ уесӗнчи Элпуҫ (халӗ вӑл Тӑвай районне кӗрет) ялӗнче ҫуралнӑ. 1924 ҫулта вӑл Чӑваш патшалӑх хорне йӗркеленӗ. Халӗ те ансамбль халӑхра ятлӑ-сумлӑ — ӑна паян Чӑваш патшалӑх юрӑпа-ташӑ ансамблӗ евӗр пӗлеҫҫӗ.
В.П. Воробьев йӗркеленӗ хор хӑй ҫырнӑ хайлавсене: «Кай-кай Ивана», «Килмен те курман Шупашкарне», «Тӑпачӑ юрри», «Хресчен юрри», «Вӑрман урлӑ каҫрӑмӑр», «Туҫа хӗрӗсем» — пуҫласа шӑрантарнӑ. Тӑван ҫӗршывӑн аслӑ вӑрҫи вӑхӑтӗнче вӑл Илле Тукташ сӑввипе «Шурӑ кӑвакарчӑн» патриотла юрӑ ҫырнӑ. Музыка фольклорне те самай тӳпе хывнӑ: вӑл 800 ытла чӑваш халӑх юррине ҫырса илнӗ.
Паллӑ ентешне халалласа Кивӗ Элпуҫри вулавӑшра «В. П. Воробьев — великий чувашский композитор» (чӑв. В. П. Воробьев — паллӑ чӑваш кӗвӗ хайлавҫи) курав йӗркеленӗ. Вӑл пуш уйӑхӗн 31-мӗшӗччен ӗҫлӗ.
Шупашкарта ҫывӑх вӑхӑтра (20.04.2025 21:00) пӗлӗтлӗ ҫанталӑк, атмосфера пусӑмӗ 749 - 751 мм, 17 - 19 градус ӑшӑ пулӗ, ҫил 0-2 м/ҫ хӑвӑртлӑхпа кӑнтӑр енчен вӗрӗ.
| Золотов Василий Гордеевич, халӑха ҫутта кӑларас ӗҫе йӗркелекенӗсенчен пӗри ҫуралнӑ. | ||
| Иванов Алексей Иванович, чӑваш чӗлхи тӗпчевҫи, журналист редактор вилнӗ. | ||
![]() | Пулӑм хуш... |