Ӗмӗрлӗх илем юрӑҫи. Ҫакӑн пек ятпа Патӑрьелти тӗп вулавӑшра кӗнеке куравӗ хатӗрленӗ. Ӑна чӑвашсен профессилле сӑнар ӳнерӗн никӗслевҫине, живопиҫ ӑстине, графика, педагога, чӑваш тӗррин тӗпчевҫине тата общество деятельне Моисей Спиридонова халалланӑ.
Моисей Спиридонов ҫуралнӑранпа ӗнер 125 ҫул ҫитрӗ. Ҫак куна патӑрьелсем асра тытаҫҫӗ. Ентеш мар пулин те. Моисей Спиридонов Тӑвай районӗнчи Енӗш Нӑрваш ялӗнче 1890 ҫулта ҫуралнӑ. 1981 ҫулхи пушӑ уйӑхӗн 31-мӗшӗнче ҫӗре кӗнӗ.
М. Спиридонов ячӗ Чӑваш Енӗн литературӑпа искусствинчи хисеплӗ ятсен хушшинче сумлӑ вырӑн йышӑнать. Живопиҫ ӑсти тата график аваллӑхпа хальхи пурнӑҫа миҫе хайлавра сӑнаман-ши?! Патӑрьелти куравра унӑн пурнӑҫӗпе пултарулӑхӗпе паллаштаракан кӗнекесем кӑна мар, унӑн ӗҫӗсем те вырӑн тупнӑ.
Утӑн 24-мӗшӗнче Элӗкри тӗп вулавӑшра Иван Антоновпа тӗлпулу иртнӗ. Вӑл — полици майорӗ, таврапӗлӳҫӗ, Чӑваш халӑх академикӗ, Халӑх ҫыравҫисен пӗрлӗхӗн пайташӗ. Иван Сергеевич ҫак районти Кӗҫӗн Тӑван ялӗнче ҫуралса ӳснӗ.
Мероприятие унӑн арӑмӗ, хӗрӗпе кӗрӗвӗ тата тӑванӗсем те хутшӑннӑ. Иван Антонов вулавӑша килнисене хӑйӗн ҫӗнӗ «Пирӗн пурнӑҫ» кӗнекипе паллаштарнӑ. Хӗрӗ Татьяна поэма мӗнле ҫырӑнни пирки каласа кӑтартнӑ.
Иван Антонов 1938 ҫулта ҫуралнӑ, Ураскилтри вӑтам шкула пӗтернӗ, Уральск хулинчи авиаци ҫар училищинчен вӗренсе тухнӑ. 1985 ҫултанпа ҫыравҫӑ ӗҫне кӳлӗннӗ. Ун чухне вӑл тивӗҫлӗ канӑва тухнӑ.
Иван Антонов Кӗҫӗн Тӑван ялӗн историйӗпе, йӑла-йӗркепе, паллӑ ҫынсен кун-ҫулӗпе кӑсӑкланма тытӑннӑ. Вӑл «Кӗҫӗн Тӑван: ял пурнӑҫӗ», «Кӗҫӗн Тӑван таврашӗнчи юрӑсем», «Тӑван Кӗҫӗн Тӑван: пьеса» кӗнекесем кӑларнӑ. Вӗсене ҫырнӑ чухне вӑл архивсенчи документсемпе паллашнӑ.
Иван Антонов Элӗк вулавӑшне «Пирӗн пурнӑҫ» кӗнекен 50 экземплярне парнеленӗ.
Утӑ уйӑхӗн 2-мӗшӗнчен пуҫласа ҫурлан 25-мӗшӗччен Крым ҫурмаутрав ҫинче ҫамрӑксен «Таврида» вӗренӳ канашлӑвӗ иртет. Унта Чӑваш Енри пулас ҫыравҫӑсем, ҫамрӑк журналистсем те хутшӑнаҫҫӗ.
Вӗсем хӑйсен проекчӗсене федераци эксперчӗсен умӗнче хӑтланӑ. Палӑртма кӑмӑллӑ: Чӑваш Енри пӗр ҫамрӑк хӑйӗн проектне пурнӑҫа кӗртмешкӗн грант ҫӗнсе илнӗ.
И.Н.Ульянов ячӗллӗ ЧПУра вӗренекен Юлия Шелтукова «Эпӗ — вулакан» проектне хӳтӗлесе ӑна пурнӑҫа кӗртмешкӗн 100 пин тенкӗ грант илме пултарнӑ.
Юлия Шелтуковӑн проекчӗ ҫамрӑксене «Квест» евӗр вӑййи Шупашкарти вулавӑшсемпе паллашма май парать. Юля Крымра килӗшнине, унтан каяс та килменнине палӑртнӑ вӑл.
Шупашкар районӗнчи Ишлей вулавӑшӗнче «Ҫӑкӑра сӗтел ҫинче мухтав!» сехет ирттернӗ. Унта ҫӑкӑр «хакӗ» пирки, ӑна мӑн асаттесемпе асаннесем хисеплени ҫинчен калаҫнӑ.
Ишлейсем те шухӑша кайнӑ: ҫӑкӑра тивӗҫлипе хаклама пӗлетпӗр-и эпир? Ара, ӑна хисеплесе ватӑсем тӗрлӗ каларӑш шутласа кӑларнӑ: «Ҫӑкӑртан асли ҫук», «Ылтӑнсӑр пурӑнайӑн, ҫӑкӑрсӑр вара — ҫук» тата ытти те.
Вулавӑш ӗҫченӗ Н.Н.Александрова пухӑннисене ҫӑкӑр сӗтел ҫине мӗнле лекнине каласа кӑтартнӑ. Унта камсем хутшӑнаҫҫӗ? Хӑнасене ҫӑкӑр-тӑварпа кӗтсе илес йӑла-йӗрке ӑҫтан тухнӑ? Ҫак тата ытти ыйтусене пурте пӗрле уҫӑмлатнӑ.
Электронлӑ хӑтлав вара йӑлтах куҫпа курма май панӑ. Вулавӑша килнисем 1947 ҫулта Ленинградра ҫӑкӑр илнӗ чӑн-чӑн талонсене те алӑпа тытса пӑхма пултарнӑ.
Тӑвай районӗнчи вулавӑшра кӗнеке-билигвсем пур-мӗн. Вырӑссен тата ют ҫӗршыври паллӑ классиксен кӑларӑмӗсене, икӗ чӗлхепе тухнӑскерсене, вулавӑша парнеленӗ.
Тӑвайри тӗп вулавӑша кунашкал 69 кӗнеке килсе ҫитнӗ. Вулавӑш Анна Ахматовӑн вырӑсла тата итальянла тухнӑ сӑвӑсене пуххипе, Михаил Лермонтовӑн вырӑсла, пӑлхарла, венгрла, грекла, испанла, итальянла тата ытти чӗлхепе пичетланнӗ «Демон» кӗнекипе пуянланнӑ. Ҫавӑн пекех ҫӳлӗксем ҫинче Австри, Германи, Швейцари ҫыравҫисен хайлавӗсем вырӑн тупнӑ. Вӗсене Михаил Рудницкий куҫарнӑ.
Икӗ чӗлхеллӗ кӗнекесене ҫӗртме уйӑхӗнчех парнеленӗ. Унпа ытларах шкулта вӗренекенсем усӑ кураҫҫӗ. Акӑлчанла ытларах вулаҫҫӗ-мӗн.
Чӑваш Республикин наци вулавӑшӗнче нумай пулмасть Раҫҫей академи ӑслӑлӑхӗсен академикне, филологи ӑслӑлӑхӗсен тухтӑрне, РФ тава тивӗҫлӗ ӑслӑлӑх ӗҫченне Леонид Михалова 80 ҫул тултарнӑ ятпа саламланӑ. Кун пирки Тимӗр Акташ журналист пӗлтерет.
Ҫавра ҫул тултарнӑ ӑсчаха тӑван тӑрӑхӗнчи тӑванӗсем тата паллӑ ҫыннисем саламланӑ. «Академик Михалов Леонид Михайлович» кӗнеке авторӗсем те — ЧПГӐИ ӑсчахӗсем А.А. Трофимовпа Л.П. Петров — юбиляр пирки темиҫе ӑшӑ сӑмах тухса каларӗҫ. Ҫавӑн пекех салам сӑмахӗсемпе наци вулавӑшне Владимир Алмантай, Евгений Ерагин, Чӑваш Ен халӑх сӑвӑҫи Юрий Сементер ҫитнӗ.
Леонид Михайлов мероприятие ҫитнӗ кашни ҫынна тав турӗ. Хӑйӗн сӑмахӗнче вӑл хальхи вӑхӑтра тӗрӗк чӗлхисене те тӗпчеме пуҫлани пирки пӗлтерчӗ. Сӑмаха вӗҫленӗ май юбиляр наци вулавӑшне «Деловой немецкий язык» (чӑв. Ӗҫлӗ нимӗҫ чӗлхи) кӗнеке парнелерӗ.
Михайлов Леонид Михалович Сӗнтӗрвӑрри районне кӗрекен Кивӗ Тукай ялӗнче 1935 ҫулта ҫуралнӑ. Шкула медальпе вӗренсе пӗтернӗ.
Мобильлӗ вулавӑш кама чӑрмантарнӑ-ши? Паллах, вандалсене. Ҫавсем сӑтӑр туса ҫӳреҫҫӗ вӗт.
Вандалсем И.Я.Яковлев ячӗллӗ ЧППУ умӗнчи мобильлӗ вулавӑша тустарнӑ. Ку каҫхине, утӑн 14-мӗшӗнче, пулса иртнӗ. Халӗ ҫав ирсӗрсене шыраҫҫӗ.
Ҫынсен ӗҫне хаклама пӗлменни, пӗр шелсӗр аркатнине мӗнле ӑнланма пулать-ши? Ку туристсен умӗнче чӑваш ятне ямасть-и? Вулавӑша ҫӗнӗрен тумашкӑн 3 пин тенкӗ ытла кирлӗ-мӗн.
Хула администрацийӗн культура управленийӗнчен пӗлтернӗ тӑрӑх, вулавӑша ан ҫӗмӗрччӗр тесе ятарласа тепӗр енне кайса лартнӑ. Унта та ирсӗрсен алли ҫитнӗ-мӗн.
Ҫав вандалсене шыраса тупсан вӗсен явап тытма тивӗ. Саккунпа килӗшӳллӗн, вӗсен штраф тӳлемелле.
Аса илтерер: Шупашкарти мобильлӗ вулавӑшсене ҫу уйӑхӗн 21-мӗшӗнче лартнӑ.
«Чӑваш литературин пуянлӑхӗ». Ҫакӑн пек ятпа Пӑрачкаври вулавӑшра кӗнеке куравӗ ӗҫлет. Ӑна кӑҫал ҫӗршывра иртекен Литература ҫулталӑкне тата Чӑваш Енри К. Иванов ҫулталӑкӗсене халалланӑ.
«Чӑваш литературин пуянлӑхне» чӑваш поэзийӗн классикне Константин Иванова халалланӑ. Чӗмпӗрти чӑваш шкулӗнче ӑс пухнӑ, чӑваш поэзине силлабо-тоника сӑвӑ виҫине кӗртнӗ Константин Иванов 17 ҫулта чухне хӑйӗн вилӗмсӗр «Нарспи» поэмине ҫырса хӑварнӑ. Хайлав пуҫласа 1908 ҫулта Чӗмпӗрти типографире кун ҫути курнӑ. Кӗнекене ӑна Чӗмпӗрти чӑваш шкулӗн никӗслевҫи, тӑван халӑхӑмӑрӑн патриархӗ тесе хаклакан Иван Яковлев кӗртнӗ. Хӑйӗн вӗренекенӗпе Иван Яковлев та мӑнаҫланнӑ теҫҫӗ.
Пӑрачкавсем хатӗрленӗ кӗнеке куравӗнче Константин Иванов кӗнекисем вырӑн тупнӑ.
Ҫӗртме уйӑхӗн 25-мӗшӗнче Комсомольскинчи тӗп вулавӑшра «Каҫал ен таланчӗ» поэзи сехечӗ иртнӗ. Ӑна Гурий Чаржов ҫуралнӑранпа 75 ҫул ҫитнине халалланӑ.
Вӑл Комсомольски районӗнчи Пучинке ялӗнче 1940 ҫулхи ҫӗртме уйӑхӗн 25-мӗшӗнче ҫуралнӑ. Чӑваш АССРӗнчи Министрсен Канашӗ ҫумӗнчи телекуравпа радио хыпарлав комитетӗнче корреспондентра ӗҫленӗ. 1974 ҫултанпа Чӑваш кӗнеке издательствинче илемлӗ литература редакторӗнче ӗҫленӗ.
Вӑл шкултах сӑвӑ ҫырма тытӑннӑ. Пӗрремӗш кӗнеки 1974 ҫулта тухнӑ. Вӑл куҫаруҫӑ та пулнӑ. Р.Харисӑн, С.Есенинӑн, Н.Наджминӑн тата ыттисен хайлавӗсене чӑвашла куҫарнӑ.
Унӑн паллӑрах кӗнекисем — «Вӑхӑт шӑнкӑравӗ», «Вӗҫев», «Тӑван кил», «Тымар», «Хунав».
Вулавӑш ӗҫченӗсем пухӑннисене унӑн кун-ҫулӗпе, пултарулӑхӗпе паллаштарнӑ. Унӑн сӑввисемпе юрӑсем те хывнӑ. Вӗсенчен пӗри — «Савниҫӗм». Ӑна Анисия Владимирова хаваспах юрласа кӑтартнӑ
Республика кунӗнче муркашсем те хӑйне евӗр мероприяти ирттернӗ. Районти вулавӑшсенче тӗрлӗ ӑрури ҫынсем валли кӗнеке куравӗсене тишкернӗ, таврапӗлӳ сехечӗсем иртнӗ, ачасем валли конкурссем, викторинӑсем йӗркеленӗ.
Вулавӑшсем йӗркеленӗ мероприятисем ҫамрӑк ӑрӑва пуян историпе паллашма, чӑваш халӑх йӑли-йӗрки пирки лайӑхрах пӗлме пулӑшать.
Ҫӗртме уйӑхӗн 25-мӗшӗнче Муркаш районӗнчи вулавӑшсем вулакансем патне урама тухнӑ. Урамри «Ҫӗршывӑм манӑн Чӑваш Ен, сана саватӑп чӗререн!» библиокафе Муркашри ача-пӑча паркӗнче вырнаҫнӑ. Унта канакансем Чӑваш Республики пирки кӑларнӑ литературӑпа паллашма, Шупашкар пирки вуласа пӗлме пултарнӑ.
Ачасем викторинӑри ыйтусене хуравланӑ, фольклор вӑййине вылянӑ. Ачасем ҫавӑн пекех чӑваш халӑхӗн историйӗпе паллашнӑ.
Шупашкарта ҫывӑх вӑхӑтра (23.12.2024 15:00) тӗтреллӗ ҫанталӑк, атмосфера пусӑмӗ 755 - 757 мм, 0 - -2 градус сивӗ пулӗ, ҫил 3-5 м/ҫ хӑвӑртлӑхпа кӑнтӑр-хӗвелтухӑҫ енчен вӗрӗ.
| Мускав район сучӗ ЧАП пӗтермелли йышӑну тунӑ. | ||
Пулӑм хуш... |