Етӗрнери тӗп вулавӑшра вӗтӗ шӑрҫаран тунӑ йывӑҫсем, чечексем куҫа илӗртеҫҫӗ. Вӗсене Етӗрнере пурӑнакан Анна Михайлова тӑхӑр ҫул «ҫитӗнтерет» ӗнтӗ. Унӑн ӗҫӗсене вулавӑша килекенсем курма пултараҫҫӗ.
Малтанах Анна Ҫӗнӗ ҫул валли вӗтӗ шӑрҫаран чӑрӑш хатӗрленӗ. Унтан юман, пилеш «чӗрӗлнӗ». Анна ҫак ӗҫе журналтан пӑхса вӗреннӗ. Пурӑна-киле унӑн аллинче ӗҫ вӗреме тытӑннӑ.
Унӑн килӗнче вӑрман ӳсет темелле. Пур йывӑҫ та — вӗтӗ шӑрҫаран. Анна унран чечексем те, капӑрлӑхсем те хатӗрлет. Анна ку ӗҫе хӑнӑхса пынине ҫӗҫ калать, мӗншӗн тесен унӑн вӗренмелли нумай-ха.
Анна ку ӗҫпе чунӗ ыйтнипе аппаланать. Алӗҫӗпе вӑл мӗн ачаранах кӑсӑкланнӑ. Темиҫе ҫул каялла Етӗрнене Леонид Якубович килсен вӑл ӑна тӗрленӗ картина парнеленӗ. Унччен вӗсем упӑшкипе «Асамлӑх уйӗ» кӑларӑмра пулса курнӑ. Унта вӗсем урапа выляса илнӗ.
Анна малашне вӗтӗ шӑрҫаран пысӑк кӳлепесем ҫыхма вӗренесшӗн.
Авӑн уйӑхӗн 4-мӗшӗнче ЧР Наци вулавӑшӗнче «Чӑваш Енри литератури: вуламалли 100 кӗнеке» электрон хӑтлав иртнӗ. Акцие ЧР Культура министерстви пуҫарнипе Наци вулавӑшӗ йӗркеленӗ.
Ӑна Раҫҫейри Литература ҫулталӑкне тата Чӑваш Енри Константин Иванов ҫулталӑкне халалланӑ. Вӑл пулӑшнипе наци литературинчи чи лайӑх кӗнекесене палӑртаҫҫӗ, ӑна ыттисене вуласа тухма сӗнеҫҫӗ.
Кун валли ятарласа эксперт ушкӑнӗ йӗркеленӗ. Ӑна Виталий Родионов профессор ертсе пырать. Ушкӑн тӗнче тетелӗнчи сасӑлава тишкернӗ, вуламалли чи лайӑх 100 кӗнекен списокне хатӗрленӗ.
Наци вулавӑшӗн ӗҫченӗсем кӗнекесене тӗнче тетелне куҫарас тӗллевпе пин-пин страницӑна сканер витӗр кӑларнӑ, темиҫе хут тӗрӗсленӗ. Авӑнӑн 1-мӗшӗ тӗлне электрон пухмача ЧР Наци вулавӑшӗн сайтне вырнаҫтарнӑ. Ҫапла кашниех килтен тухмасӑрах чӑваш литературинчи чи лайах кӗнекесемпе паллашма пултарать. Вӗсемпе ЧР Наци вулавӑшӗн сайтӗнче паллашма май пур.
Ӗнер Чӑваш халӑх сайчӗ 10 ҫул тултарчӗ. Ҫак куна палӑртса эрнекун, авӑнӑн 11-мӗшӗнче «Чӑваш халӑх сайчӗн аталану ҫулӗ» ҫавра сӗтел ирттерме палӑртрӑмӑр. Вӑл Чӑваш наци библиотекинче иртӗ. 15:30 валли 218 пӳлӗме пухӑнмалла.
Ҫавра сӗтелте эпир сире Чӑваш халӑх сайчӗн йышне кӗрекен пайсемпе паллаштарӑпӑр, малашнехи утӑмсене сӳтсе явма, аталану ҫулне тупма тӑрӑшӑпӑр. Ҫавӑн пекех интернетри чӑваш чӗлхин вырӑнне те сӳтсе явӑпӑр.
Ҫавра сӗтеле Чӑваш халӑх сайтне пуҫлама пулӑшакансене, унти калаҫусемпе сӳтсеявусене хутшӑнакансене, информаципе тултарма пулӑшакансене, тӗнче тетелӗнчи чӑваш чӗлхине аталантаракансене пурне те йыхравлатпӑр!
Канаш районӗнчи хӗрача Раҫҫейре чи нумай кӗнеке вулакансен йышне кӗме пултарнӑ. Евгения Михайлова «Чи нумай вулакан шкул ачи» Пӗтӗм Раҫҫей конкурсӗн танлаштарӑмӗнче (рейтингӗнче) 5-мӗш вырӑн йышӑннӑ.
Евгения Канаш районӗнчи Аслӑ Мами ялӗнче пурӑнать. 8 ҫулти хӗрача Канашри 9-мӗш шкулта вӗренет. Вӑл вӗренӳ ҫулӗнче 472 кӗнеке вуласа тухнӑ.
Конкурс ҫӗнтерӳҫисене Мускавра кӗнекесен пӗтӗм тӗнчери ярмӑрккӑ куравӗ уҫӑлнӑ ҫӗрте чысланӑ. Шкул ачисене парнесене Олимп чемпионки Татьяна Навка тата Раҫҫей Почтин генеральнӑй директорӗн ҫумӗ Инесса Галактионова панӑ.
Ачасем валли ятарласа Мускавра экскурси йӗркеленӗ. Вӗсем Раҫҫей патшалӑх вулавӑшне ҫитсе курнӑ.
Ӗмӗрлӗх илем юрӑҫи. Ҫакӑн пек ятпа Патӑрьелти тӗп вулавӑшра кӗнеке куравӗ хатӗрленӗ. Ӑна чӑвашсен профессилле сӑнар ӳнерӗн никӗслевҫине, живопиҫ ӑстине, графика, педагога, чӑваш тӗррин тӗпчевҫине тата общество деятельне Моисей Спиридонова халалланӑ.
Моисей Спиридонов ҫуралнӑранпа ӗнер 125 ҫул ҫитрӗ. Ҫак куна патӑрьелсем асра тытаҫҫӗ. Ентеш мар пулин те. Моисей Спиридонов Тӑвай районӗнчи Енӗш Нӑрваш ялӗнче 1890 ҫулта ҫуралнӑ. 1981 ҫулхи пушӑ уйӑхӗн 31-мӗшӗнче ҫӗре кӗнӗ.
М. Спиридонов ячӗ Чӑваш Енӗн литературӑпа искусствинчи хисеплӗ ятсен хушшинче сумлӑ вырӑн йышӑнать. Живопиҫ ӑсти тата график аваллӑхпа хальхи пурнӑҫа миҫе хайлавра сӑнаман-ши?! Патӑрьелти куравра унӑн пурнӑҫӗпе пултарулӑхӗпе паллаштаракан кӗнекесем кӑна мар, унӑн ӗҫӗсем те вырӑн тупнӑ.
Утӑн 24-мӗшӗнче Элӗкри тӗп вулавӑшра Иван Антоновпа тӗлпулу иртнӗ. Вӑл — полици майорӗ, таврапӗлӳҫӗ, Чӑваш халӑх академикӗ, Халӑх ҫыравҫисен пӗрлӗхӗн пайташӗ. Иван Сергеевич ҫак районти Кӗҫӗн Тӑван ялӗнче ҫуралса ӳснӗ.
Мероприятие унӑн арӑмӗ, хӗрӗпе кӗрӗвӗ тата тӑванӗсем те хутшӑннӑ. Иван Антонов вулавӑша килнисене хӑйӗн ҫӗнӗ «Пирӗн пурнӑҫ» кӗнекипе паллаштарнӑ. Хӗрӗ Татьяна поэма мӗнле ҫырӑнни пирки каласа кӑтартнӑ.
Иван Антонов 1938 ҫулта ҫуралнӑ, Ураскилтри вӑтам шкула пӗтернӗ, Уральск хулинчи авиаци ҫар училищинчен вӗренсе тухнӑ. 1985 ҫултанпа ҫыравҫӑ ӗҫне кӳлӗннӗ. Ун чухне вӑл тивӗҫлӗ канӑва тухнӑ.
Иван Антонов Кӗҫӗн Тӑван ялӗн историйӗпе, йӑла-йӗркепе, паллӑ ҫынсен кун-ҫулӗпе кӑсӑкланма тытӑннӑ. Вӑл «Кӗҫӗн Тӑван: ял пурнӑҫӗ», «Кӗҫӗн Тӑван таврашӗнчи юрӑсем», «Тӑван Кӗҫӗн Тӑван: пьеса» кӗнекесем кӑларнӑ. Вӗсене ҫырнӑ чухне вӑл архивсенчи документсемпе паллашнӑ.
Иван Антонов Элӗк вулавӑшне «Пирӗн пурнӑҫ» кӗнекен 50 экземплярне парнеленӗ.
Утӑ уйӑхӗн 2-мӗшӗнчен пуҫласа ҫурлан 25-мӗшӗччен Крым ҫурмаутрав ҫинче ҫамрӑксен «Таврида» вӗренӳ канашлӑвӗ иртет. Унта Чӑваш Енри пулас ҫыравҫӑсем, ҫамрӑк журналистсем те хутшӑнаҫҫӗ.
Вӗсем хӑйсен проекчӗсене федераци эксперчӗсен умӗнче хӑтланӑ. Палӑртма кӑмӑллӑ: Чӑваш Енри пӗр ҫамрӑк хӑйӗн проектне пурнӑҫа кӗртмешкӗн грант ҫӗнсе илнӗ.
И.Н.Ульянов ячӗллӗ ЧПУра вӗренекен Юлия Шелтукова «Эпӗ — вулакан» проектне хӳтӗлесе ӑна пурнӑҫа кӗртмешкӗн 100 пин тенкӗ грант илме пултарнӑ.
Юлия Шелтуковӑн проекчӗ ҫамрӑксене «Квест» евӗр вӑййи Шупашкарти вулавӑшсемпе паллашма май парать. Юля Крымра килӗшнине, унтан каяс та килменнине палӑртнӑ вӑл.
Шупашкар районӗнчи Ишлей вулавӑшӗнче «Ҫӑкӑра сӗтел ҫинче мухтав!» сехет ирттернӗ. Унта ҫӑкӑр «хакӗ» пирки, ӑна мӑн асаттесемпе асаннесем хисеплени ҫинчен калаҫнӑ.
Ишлейсем те шухӑша кайнӑ: ҫӑкӑра тивӗҫлипе хаклама пӗлетпӗр-и эпир? Ара, ӑна хисеплесе ватӑсем тӗрлӗ каларӑш шутласа кӑларнӑ: «Ҫӑкӑртан асли ҫук», «Ылтӑнсӑр пурӑнайӑн, ҫӑкӑрсӑр вара — ҫук» тата ытти те.
Вулавӑш ӗҫченӗ Н.Н.Александрова пухӑннисене ҫӑкӑр сӗтел ҫине мӗнле лекнине каласа кӑтартнӑ. Унта камсем хутшӑнаҫҫӗ? Хӑнасене ҫӑкӑр-тӑварпа кӗтсе илес йӑла-йӗрке ӑҫтан тухнӑ? Ҫак тата ытти ыйтусене пурте пӗрле уҫӑмлатнӑ.
Электронлӑ хӑтлав вара йӑлтах куҫпа курма май панӑ. Вулавӑша килнисем 1947 ҫулта Ленинградра ҫӑкӑр илнӗ чӑн-чӑн талонсене те алӑпа тытса пӑхма пултарнӑ.
Тӑвай районӗнчи вулавӑшра кӗнеке-билигвсем пур-мӗн. Вырӑссен тата ют ҫӗршыври паллӑ классиксен кӑларӑмӗсене, икӗ чӗлхепе тухнӑскерсене, вулавӑша парнеленӗ.
Тӑвайри тӗп вулавӑша кунашкал 69 кӗнеке килсе ҫитнӗ. Вулавӑш Анна Ахматовӑн вырӑсла тата итальянла тухнӑ сӑвӑсене пуххипе, Михаил Лермонтовӑн вырӑсла, пӑлхарла, венгрла, грекла, испанла, итальянла тата ытти чӗлхепе пичетланнӗ «Демон» кӗнекипе пуянланнӑ. Ҫавӑн пекех ҫӳлӗксем ҫинче Австри, Германи, Швейцари ҫыравҫисен хайлавӗсем вырӑн тупнӑ. Вӗсене Михаил Рудницкий куҫарнӑ.
Икӗ чӗлхеллӗ кӗнекесене ҫӗртме уйӑхӗнчех парнеленӗ. Унпа ытларах шкулта вӗренекенсем усӑ кураҫҫӗ. Акӑлчанла ытларах вулаҫҫӗ-мӗн.
Чӑваш Республикин наци вулавӑшӗнче нумай пулмасть Раҫҫей академи ӑслӑлӑхӗсен академикне, филологи ӑслӑлӑхӗсен тухтӑрне, РФ тава тивӗҫлӗ ӑслӑлӑх ӗҫченне Леонид Михалова 80 ҫул тултарнӑ ятпа саламланӑ. Кун пирки Тимӗр Акташ журналист пӗлтерет.
Ҫавра ҫул тултарнӑ ӑсчаха тӑван тӑрӑхӗнчи тӑванӗсем тата паллӑ ҫыннисем саламланӑ. «Академик Михалов Леонид Михайлович» кӗнеке авторӗсем те — ЧПГӐИ ӑсчахӗсем А.А. Трофимовпа Л.П. Петров — юбиляр пирки темиҫе ӑшӑ сӑмах тухса каларӗҫ. Ҫавӑн пекех салам сӑмахӗсемпе наци вулавӑшне Владимир Алмантай, Евгений Ерагин, Чӑваш Ен халӑх сӑвӑҫи Юрий Сементер ҫитнӗ.
Леонид Михайлов мероприятие ҫитнӗ кашни ҫынна тав турӗ. Хӑйӗн сӑмахӗнче вӑл хальхи вӑхӑтра тӗрӗк чӗлхисене те тӗпчеме пуҫлани пирки пӗлтерчӗ. Сӑмаха вӗҫленӗ май юбиляр наци вулавӑшне «Деловой немецкий язык» (чӑв. Ӗҫлӗ нимӗҫ чӗлхи) кӗнеке парнелерӗ.
Михайлов Леонид Михалович Сӗнтӗрвӑрри районне кӗрекен Кивӗ Тукай ялӗнче 1935 ҫулта ҫуралнӑ. Шкула медальпе вӗренсе пӗтернӗ.
Шупашкарта ҫывӑх вӑхӑтра (20.04.2025 21:00) пӗлӗтлӗ ҫанталӑк, атмосфера пусӑмӗ 749 - 751 мм, 17 - 19 градус ӑшӑ пулӗ, ҫил 0-2 м/ҫ хӑвӑртлӑхпа кӑнтӑр енчен вӗрӗ.
| Золотов Василий Гордеевич, халӑха ҫутта кӑларас ӗҫе йӗркелекенӗсенчен пӗри ҫуралнӑ. | ||
| Иванов Алексей Иванович, чӑваш чӗлхи тӗпчевҫи, журналист редактор вилнӗ. | ||
![]() | Пулӑм хуш... |