Чӑваш Республикин наци вулавӑшӗнчи «Чӑваш кӗнеки» центрӗнче Чӑваш таврапӗлӳҫӗ пӗрлӗхӗн канашӗн ларӑвӗ иртрӗ. Кун йӗркипе килӗшӳллӗн унта темиҫе ыйту сӳтсе яврӗҫ: чӑваш таврапӗлӳҫисен Х съездне 2012 ҫулхи пушӑн 23-мӗшӗнче ирттересси; пухӑва хатӗрленмелли ӗҫсене палӑртасси; тӑван тавралӑх ҫинчен чи лайӑх кӗнекесене конкурса тӑратасси.
Чӑваш таврапӗлӳҫисен союзӗн хисеплӗ ертӳҫи, И.Я. Яковлев ячӗллӗ Чӑваш патшалӑх педагогика университечӗн вӗрентекенӗ, филологи ӑслӑлӑхӗсен кандидачӗ В.П. Станьял районсенче иртекен таврапӗлӳҫӗсен конференцийӗсенче ял, район тата хула шкулӗсенчен, Пултарулӑх ҫурчӗсенчен, музейсенчен, клубсенчен, вулавӑшсенчен съезда килме делегатсем суйлама сӗнчӗ. Ларура Чӑваш Енӗн ӑслӑлӑхпа ӳнер академийӗн Президиумӗн членӗ С.Г. Отрыванов тухса калаҫрӗ. Вӑл таврапӗлӳ ӗҫӗнчи йӑласене сыхласа хӑварас енӗпе халӑх академикӗсемпе таврапӗлӳҫӗсен пӗрле ӗҫлемелли ҫинчен каларӗ. Наци вулавӑшӗн «Чӑваш кӗнеки» центрӗн ертӳҫи Г.
Пирӗн ентеш, паллӑ ҫар ертӳҫи Василий Иванович Чапаев ҫуралнӑранпа 125 ҫул ҫитнине халалласа Ҫӗмӗрлӗ тӑрӑхӗнчи вулав ҫуртӗсенче тата шкулӗсенче асаилӳ кунӗсем иртеҫҫӗ.
Ачасем В.И. Чапаев ҫинчен сӑвӑсем, калавсем вулаҫҫӗ. Хӑш-пӗр вырӑнсенче «Чапаев» кино куравӗсем йӗркеленӗ. Чӑваш ҫӗрӗ ҫӗршывӑмӑршӑн пуҫне хунӑ паттӑрсене манмасть, ҫитӗнекен ӑрӑва вӗрентсе тӗрӗс ҫулпа утма хистет.
Турхан ялӗнчи ачасем ку паллӑ куна асӑнса ӑмӑртусем йӗркеленӗ, ытти шкулсен ачисем час-часах Шупашкарти Чапаев музейӗнче те пулкалаҫҫӗ. Кашни шкултах «Ейӗк тӑрӑх Чапай ҫӳренӗ» ятлӑ калавсем те ҫыраҫҫӗ.
Ҫеҫпӗл Мишши ячӗллӗ кил-йыш вулавӑшӗнче «Смотрю я в глубину времени» (чӑв. «Пӑхатӑп ӗмӗрсен тӗпне») ятпа Петӗр Хусанкай ҫуралнӑранпа 105 ҫул ҫитнине халалланӑ пултарулӑх каҫӗ иртрӗ. Шкул ачисем, вӗрентекенсем, ЧПУ преподавателӗсем пухӑнчӗҫ. Ҫыравҫӑсемпе сӑвӑҫсем те килнӗччӗ — Порфирий Афанасьев, Светлана Асамат, Юрий Сементер. Пултарулӑх каҫне поэт мӑшӑрӗ, чӑваш халӑх артистки Вера Кузьмина та пынӑччӗ. Петӗр Хусанкайӑн сӑввисем ун сассипе чӑн та питӗ вӑйлӑ янрарӗҫ, пухӑннисем артисткӑна алӑ ҫупса тав турӗҫ.
Чи малтанах вӗрентекенсем сӑмах илчӗҫ. Шкулта ачасене чӑваш чӗлхине ӑса хывакансем Петр Хусанкай пултарулӑхӗпе тунӑ тӗпчевсемпе тата ӗҫӗсемпе паллаштарчӗҫ. Ҫав шутра «Таня» поэмӑна тӗпе хурса хатӗрленӗ сценарий те питӗ кӑсӑклӑччӗ. Пултарулӑх каҫне пынӑ хаклӑ хӑнасем сӑвӑҫпа ҫыхӑннӑ самантсем пирки каласа пачӗҫ, хӑйсен хӑш-пӗр хайлавӗсемпе паллаштарчӗҫ.
Нарӑсӑн 7-мӗшӗнче урамра шартлама сивӗ пулин те Ҫеҫпӗл Мишши ячӗллӗ ҫемье вулав центрне халӑх йышлӑн пуҫтарӑнчӗ. Кунта Петӗр Хусанкай паллӑ сӑвӑҫӑмӑр ҫуралнӑранпа 105 ҫул ҫитнине халалласа тӗлпулу каҫӗ йӗркеленӗ. Вулавӑшӗн хӑтлӑ пӳлӗмне Чӑваш Республикин сумлӑ ҫыннисене — Вера Кузьмина Чӑваш халӑх артисткине, Юрий Сементерпе Порфирий Афанасьев Чӑваш халӑх поэчӗсене, Светлана Асамат юрӑҫ-композитора — тата тӗрлӗ вӗрентӳ заведенийӗсенче вӑй хуракан доцентсемпе учительсене, шкул ачисене пӗр ҫӗре пуҫтараканӗ тата уява ертсе пыраканӗ вара — асӑннӑ вулавӑшӑн ӗҫченӗ А.А. Сосаева.
Тӗлпулу П.Хусанкая астӑвакансен асаилӗвӗсенчен пуҫланчӗ. Унтан уява Вӗрентӳ институчӗн доценчӗ Н.Г. Иванова ертсе пынипе килнӗ тӗрлӗ шкулсен вӗрентекенӗсем Петӗр Хусанкай пултарулӑхне шкулта вӗрентес меслетсемпе паллаштарчӗҫ, слайд-презентацисем ирттерчӗҫ.
НАР | 07 |
Ҫак кунсенче Хӗрлӗ Чутай вулавӑшӗнче Галина Зотова ҫырнӑ «Штанашский край. Краткая энциклопедия Штанашского сельского поселения» кӗнеке хӑтлавӗ иртрӗ.
Пухӑннисем автор кун-ҫулне сӑнлакан презентаципе паллашрӗҫ. Галина Зотова шкулта акӑлчан чӗлхи вӗрентет, пушӑ вӑхӑтра халап-юмах хайлать, шкул ачисене пултарулӑх ӑмӑртӑвӗсене явӑҫтарать. Вӑл 2008-мӗш ҫултанпа писательсен Союзӗн пайташӗ, нумаях пулмасть ӑна республикӑри чӑваш халӑх ӑсчахӗсем хӑйсен ретне йышӑннӑ. Галина Зотова — «Хатӗр пул» журналӑн 2006 ҫулхи Марфа Трубина ячӗллӗ преми лауреачӗ.
Кӗнеке авторӗ ун пирки каласа пачӗ: «Штанаш салин кун-ҫулӗ питех те интереслӗ, кӗнекере ку тӑрӑхра ҫуралса ӳснӗ 8 ӑсчах, вун-вун ҫар ҫыннин пултарулӑхӗ, орден-медаль илме тивӗҫ пулнӑ 180 ҫын пирки каласа кӑтартнӑ. Ял, шкул, колхоз, пульница, чиркӳ историйӗсемпе, ку тӑрӑхри паллӑ вырӑнсемпе паллаштарнӑ». Вӑл ҫавӑн пекех вулавӑшҫӑсене Николай Плотников пухса хатӗрленӗ «Асамлӑх ҫулӗ» (2010) тата «Урхамахсем тӑраҫ тапӑртатса» (2011) кӗнекесем пирки те сӑмах хушрӗ, чӑваш халӑх сайчӗ ирттерекен ӑмӑртусене хастар хутшӑнма чӗнсе каларӗ, вулавӑша асӑнмалӑх икӗ кӗнекине те парнелерӗ.
Вӑрнар районӗнчи Хапӑс ялти тӗслӗхлӗ вулавӑшра тунсӑх тӗпленеймест те пулӗ — кунта яланах хаваслӑ. Ачасен интересӗсене тивӗҫтерес тӗлӗшпе мӗнле кӑна ӑмӑрту, мӗнле кӑна мероприяти иртмест пулӗ.
Ак нумай пулмасть кунта «Ку юмаха пӗлетӗн-и?» ятпа викторина иртрӗ. Вӑл ҫеҫ те мар, ачасем «Пирӗн таврари йывӑҫсем» сӑмахкаҫмӑшӑн тупсӑмӗсене хӑварт шырассипе те тупӑшрӗҫ.
Ҫӗнтерессе вара, паллах, туслӑх ҫӗнтерчӗ!
Ҫӗмӗрле тӑрӑхӗнчи Хутар шкулӗнче таврари пӗрремӗш вулавӑшсенчен пӗри ӗҫлет. Ку вулав ҫуртне 1870 султа И.Н. Ульянов уҫнӑ теҫҫӗ. Чи малтанхи кӗнекесен хуплашкисенче Илья Николаевич хӑй аллипе «Хутар шкулне парне» тесе ҫырнӑ. Унтанпа 141 сул иртрӗ ӗнтӗ. Вулавӑшӑн статусӗ те улшӑннӑ. Кунта вуншар пин кӗнекесем сӗр пуҫне компьютер технологийӗсемпе усӑ курса ӗҫлемелли майсем те пайтах. Халӗ вӑл кӗнеке пуххи кӑна мар, кунта районти наукӑпа практикӑ конференцийӗсем час-часах пулса иртеҫҫӗ.
Шӑматкун, раштавӑн 3-мӗшӗнче, Шупашкарти Чӑваш Республикин наци библиотекинче пирӗн пӗрлӗх пухса кӑларнӑ «Урхамахсем тӑраҫ тапӑртатса» кӗнекен хӑтлавӗ иртрӗ.
Кӗнекене 2010 ҫулта ирттернӗ «Урхамахсем тӑраҫ тапӑртатса...» интернетри литература ӑмӑртӑвне хутшӑннӑ хайлавсем кӗнӗ. Ҫак конкурссен тӗллевӗ — яш-кӗрӗмӗн литература пултарулӑхне аталантарасси, ҫут ҫанталӑкри тата кулленхи пурнӑҫри пулӑмсене илемлӗ ҫырулӑх мелӗпе уҫса пама хӑнӑхтарасси.
11 сехетре пуҫланнӑ мероприятие шкул ачисемпе вӗрентекенсем Республикӑн тӗрлӗ районӗсенчен самаях пухӑнчӗҫ. Кӗнеке пирки ӑна пухса кӑларакан Николай Плотников, ачасене ӳкерчӗксем ӑсталас ӗҫе явӑҫтаракан Станислав Юхтар ӳнерҫӗ, текстсенчи йӑнӑшсене тӳрлетнӗ Алина Сосаева каласа пачӗҫ, хӑйсен шухӑшӗсене пӗлтерчӗҫ. Кӗнекене кӗнӗ ӳкерчӗксемпе вара кунтах паллашма май пурччӗ — ятарлӑ курав ӗҫлерӗ.
«Урхамахсем тӑраҫ тапӑртатса» кӗнеке хӑтлавне ҫавӑн пекех чӑваш халӑх ҫыравҫи Юхма Мишши те килнӗччӗ — вӑл ачасене чӑваш чӗлхине юратма, тӑрӑшса вӗренме сунчӗ. Юрӑпа вара пухӑннӑ халӑха Альбина Пӑрчӑкан савӑнтарчӗ.
Сӑнсем (40)
Наци библиотекинче сусӑррисен прависене хӳтӗлес ыйтусене сӳтсе явнӑ. Тӗлпулӑва прокуратура, Наци библиотеки тата «Раҫҫейри юристсен пӗрлешӗвӗн» Чӑваш енри уйрӑмӗн ӗҫченӗсем йӗркеленӗ.
Инвалидсене хӳтӗлес тӗлӗшпе саккунсене епле пурнёӑҫлани пирки Анна Бочкарева прокурор пӗлтерчӗ. Ҫитменлӗхсем сахал мар. Ҫуртсенчен нумайӑшӗнче пандуссем вырнаҫтарман. Тротуарсенче коляскӑпа анса хӑпармалли, машина лартмалли ҫӗрте ятарлӑ вырӑнсем ҫукки сусӑрсене чылай чӑрмав кӳрет.
Сусӑр ҫынсене раштавӑн 4-мӗшӗнче иртекен суйлава хутшӑнма майсем туса парасси пирки те калаҫрӗҫ тӗл пулура. Килтен тухса ҫӳрейменнисем патне суйлав участокӗнче ӗҫлекенсем хӑйсем ҫитӗҫ. Право сехетне килнисем эмелпе, техника хатӗрӗсемпе тивӗҫтерессипе, пӗлӳ илессипе ҫыхӑннӑ ыйтусене те хускатрӗҫ.
Ҫакнашкал тӗлпулусем тӑтӑшах ирттермеллине палӑртрӗҫ пухӑннисем. Пӗрле хутшӑнса ӗҫлесен кӑна йывӑрлӑхсене татса пама пулать.
Юпан 19-мӗшӗнче Вӑрманкас Ухман (Канаш районӗ) ялти тӗслӗх вулавӑшӗнче вулакансемпе кӑсӑклӑ та информаципе пуян калаҫу-тишкерӳ иртрӗ. Ӑна библиотека ӗҫченӗсем Виталий Енӗш 70 ҫул тултарнине халалласа хатӗрлерӗҫ, ҫавӑнпа ячӗ те ҫак куна ҫывӑхччӗ — «Виталий Енӗш — ҫыравҫӑ, сӑвӑҫ тата тӑлмач».
Мероприятине пухӑннисем кӑмӑллӑ юлчӗҫ, ҫыравҫӑ пирки тем те пӗр кӑсӑкли пӗлчӗҫ — калаҫӑва ирттерекен ун пурнӑҫне, пултарулӑхне тӗплӗн сӑнласа пачӗ. Виталий Григорьевичӑн тӗп хайлавӗсемпе те паллашрӗҫ — ку тӗлӗшӗнчен вара ҫыравҫӑн «Ҫӗр тӗрекӗ», «Чун кӑварӗ», «Пурҫӑн йӑлмак» кӗнекисем пулӑшрӗҫ.
Виталий Енӗш 1941 ҫулхи юпан 19-мӗшӗнче Канаш районӗнчи Пратьякас Енӗш ялӗнче ҫуралнӑ. Тӗрлӗ вӑхӑтра токарь, слесарь, Пушкартстанри Авӑркас район хаҫатӗнче ӗҫленӗ. «Капкӑн» журнал редакторӗн ҫумӗ пулнӑ. Пултарулӑх анине «Ялан халӑхпа пӗрле» очеркпа кӗнӗ.
Шупашкарта ҫывӑх вӑхӑтра (20.04.2025 03:00) уяр ҫанталӑк, атмосфера пусӑмӗ 748 - 750 мм, 14 - 16 градус ӑшӑ пулӗ, ҫил 3-5 м/ҫ хӑвӑртлӑхпа кӑнтӑр енчен вӗрӗ.
| Золотов Василий Гордеевич, халӑха ҫутта кӑларас ӗҫе йӗркелекенӗсенчен пӗри ҫуралнӑ. | ||
| Иванов Алексей Иванович, чӑваш чӗлхи тӗпчевҫи, журналист редактор вилнӗ. | ||
![]() | Пулӑм хуш... |