Чӑваш Енӗн прокуратурине учитель тата хаҫатҫӑ пулнӑ ҫын ертсе пырӗ. Республикӑн Патшалӑх Канашӗн паянхи сессийӗнче тӑван тӑрӑхӑмӑрӑн прокурорӗн кандидатурине пӑхса тухнӑ. Малтан эпир урӑх МИХа таянса пӗлтерни тӳрре килчӗ: ку пукана Адыгея прокурорне Василий Пословские сӗннӗ. Татӑклӑ сӑмаха РФ Президенчӗ Владимир Путин калӗ — прокурора ҫирӗплетекен хушӑва вӑл алӑ пусать.
Раҫҫейӗн генпрокурорӗ Юрий Чайка сӗннӗ кандидатура прокуратура тытӑмӗнче виҫӗ теҫетке ҫул ытла тӑрӑшать. Юлашки ҫулсенче вӑл Адыгейӑра ӗҫленӗ. Правӑна сыхлакан тытӑма куҫиччен Воронеж облаҫӗн ҫынни Василий Пословский учительте те ӗҫленӗ, район хаҫатӗнче литература сотрудникӗнче те, комсомол органӗнче те. Чӑваш парламенчӗн хӑш-пӗр депутачӗ калашле, Совет саманинче пиҫӗхнӗ. Парламентарисен кашни ыйтӑвне те вӑл тивӗҫлипе хуравларӗ.
Чӑваш Республикин культура, национальноҫсен тата архив ӗҫӗн министерствин этноконфесси хутшӑнӑвӗсен пайӗн пуҫлӑхӗ Лидия Филиппова пире пӗлтернӗ тӑрӑх пуш уйӑхӗн 25-мӗшӗнче Шупашкарта наци культурин автономийӗсен пуҫлӑхӗсене пухса ҫавра сӗтел ирттересшӗн. «Кӗмел сасӑ» тата наци тумӗн конкурсӗсен йышӗнче йӗркеленӗ мероприятинче малалли ӗҫсене сӳтсе явасшӑн.
Тӗлпулӑва РФ ПАтшалӑх Думин депутачӗ Леонид Черкесов, Чӑваш Республикин культура, национальноҫсен тата архив ӗҫӗн министрӗ Константин Яковлев, Чӑваш наци конгресӗн президенчӗ Николай Угаслов тата ыттисем хутшӑнӗҫ.
Ҫӑвра сӗтел Чӑваш патшалӑх филармонийӗн пӗчӗк залӗнче иртӗ, 15 сехетре пуҫланӗ.
Ӗнер, пуш уйӑхӗн 7-мӗшӗнче, Чӑваш Енӗн сывлӑх сыхлав министрӗн ҫумне ҫирӗплетнӗ. Иван Моторин премьер-министр алӑ пуснӑ хушупа ку должноҫе Ҫӗнӗ Шупашкарти медицина центрӗн тӗп врачӗ пулнӑ Алексей Кизилова шаннӑ.
Алексей Владимирович 1974 ҫулхи пуш уйӑхӗн 31-мӗшӗнче Крым облаҫӗнчи Киров районӗнчи Владиславовка ялӗнче ҫуралнӑ. И.Н. Ульянов ячӗллӗ Чӑваш патшалӑх университетӗнче аслӑ пӗлӳ илнӗ. Мускавра ансетизиологи тата реаниматологи енӗпе аспирантурӑра вӗреннӗ. 2013 ҫултанпа — медицина наукисен кандидачӗ. Шупашкарта пурӑнать. Аслӑ категориллӗ врач. Ӑна пӗлтӗр Ҫӗнӗ Шупашкарти Депутатсен пухӑвӗн депутатне 12-мӗш суйлав округӗпе суйланӑ. Унта вӑл — хысна тата вӗренӳ енӗпе ӗҫлекен яланхи комиссисен пайташӗ.
РФ Патшалӑх Думин депутачӗсем ларура ларасшӑн мар. Ҫакна хыпарланӑ май «РБК» информаци агентстви час-час сиктерекенсем хушшинче «Пӗрлӗхлӗ Раҫҫей» парти пайташӗсем нумайраххине асӑрханӑ. Ларӑва ҫӳреме кӑмӑлламаннисем хушшинче депутат-ҫӑлтӑрсемпе пуян усламҫӑсем палӑраҫҫӗ.
Юлашки виҫӗ уйӑхра депутатсенчен кам епле тытнине сӑнанӑ та, маларах асӑннӑ парти пайташӗсенчен 30-а яхӑн ҫын пленарлӑ ларусене ҫурринчен пуҫласа чӗрӗк пайӗ таран сиктернӗ. Ларӑва «Тӗрӗслӗхшӗн Раҫҫей» парти пайташӗсем те кӑмӑлласах каймаҫҫӗ темелле-ши — сиктерессипе вӗсем иккӗмӗш вырӑнта. Коммунистсемпе либерал-демократсем вӑл енчен лайӑххисен шутӗнче — ку партисен пайташӗсем хӑйсен тивӗҫне манмаҫҫӗ.
Ҫапах та экспертсенчен хӑшӗсем партисем тӑрӑх уйӑрнипе килӗшесшӗнех мар. Вӗсен шучӗпе, «Пӗрлӗхлӗ Раҫҫей» парти пайташӗсен шучӗ нумай, ларӑва сиктерекенсенчен нумайӑшӗ ҫавна май вӗсем пек пулса тухаҫҫӗ.
Икӗ кун каялла, нарӑс уйӑхӗн 17-мӗшӗнче, Чӑваш Республикин тава тивӗҫлӗ культура ӗҫченӗ, уҫӑ та хитре сасӑллӑ, ҫӗр-ҫӗр ҫын юратакан Валерий Клементьевӑн ҫуралнӑ кунӗ пулнӑ. Ҫав ятпа ун ячӗпе Чӑваш Енӗн культура, наци ӗҫӗсен тата архив ӗҫӗсен министрӗ Константин Яковлев саламлӑ ҫыру янӑ. Унта вӑл Етӗрне ҫӗрӗ ҫинче ҫуралса ӳснӗ ҫак юрӑҫӑн нумай енлӗ пултарулӑхне, унӑн юррисене халӑх юратнине асӑнса хӑварнӑ.
Паллӑ юрӑҫа, сӑмах май, Чӑваш Енӗн парламенчӗн спикерӗ Валерий Филимонов, ЧР Патшалӑх Канашӗн депутачӗ Николай Малов та саламланӑ. Вӗсем те Валерий Клементьева мухтаса ӑшӑ сӑмахсем ҫырнӑ саламсем ӑсатнӑ. Министр пекех вӗсем те юрӑҫӑн пур енлӗ пултарулӑхне палӑртнӑ, малашне те ӑнӑҫу суннӑ.
Паян ЧР Патшалӑх Канашӗн черетлӗ сессийӗнче ачасен правине хӳтӗлекен уполномоченнӑя суйланӑ. Депутатсен нумай пуҫ ватма тивмен. Пӗр кандидатура ҫеҫ пулнӑ. Вӑл ЧР ӗҫлев министрӗн пӗрремӗш ҫумӗ Елена Сапаркина.
Хӑшӗ-пӗри каланӑ тӑрӑх, вӑл — Михаил Игнатьевӑн тӑванӗ, арӑмӗн пӗртӑванӗн хӗрӗ. Елена Сапаркина унччен Пенси фончӗн Шупашкарти управленийӗн пуҫлӑхӗн ҫумӗнче ӗҫленӗ. 2015 ҫул вӗҫӗнче ЧР Ӗҫлев министерствине куҫнӑ.
Уҫӑ Раҫҫей координаторӗ Дмитрий Семенов каланӑ тӑрӑх, Сапаркинӑсӑр пуҫне тепӗр икӗ кандидата сӗннӗ: Алексей Глухов (Уҫӑ Раҫҫей), Сергей Беккер (Тӗрӗслӗхшӗн Раҫҫей). Анчах влаҫ икӗ кандидата та йышӑнман.
Паян сесси умӗн пӗр ҫын, Уҫӑ Раҫҫейрен, пӗр пикет ирттернине пӗлтернӗччӗ. Вӑл ҫапла ҫырнӑ плакат тытнӑ: «Игнатьевсен тӑванӗсен прависене хӳтӗлекен уполномоченнӑй пулас килет». ЧР Элтеперӗ Михаил Игнатьев пикетчика курсан чӗнмесӗр иртмен: «Провокаторсен информацине йышӑнмастӑп, вӑл манӑн тӑван мар».
Паян Чӑваш Енӗн Патшалӑх Канашӗн черетлӗ пиллӗкмӗш сессийӗ иртрӗ. Правительство ҫурчӗ умӗнче пӗр арҫын плакатпа кӗтсе тӑнӑ. Ҫул кӑтартас тӗллевпе мар. Арҫын: «Хочу быть уполномоченным по правам родственников Игнатьева» (чӑв. Игнатьев тӑванӗсен прави енӗпе уполномоченнӑй пулас килет)», — тесе ҫырнӑ хутпа саркаланнӑ.
Александр Белов журналист хыпарланӑ тӑрӑх, полицейскисем акци тӗллевӗпе кӑсӑкланнӑ. Юрий Сидоров ятлӑ оппозиционер влаҫа тӑвансем йышӑннине хирӗҫҫине депутатсене кӑтартас шухӑшлӑ пулнӑ имӗш.
Маларах «Тӗрӗслӗхшӗн Раҫҫей» партин депутатне Игорь Молякова яваплӑ должноҫе педагогикӑри опытсӑр ҫынна, республикӑн ӗҫ тата социаллӑ хӳтлӗх министрӗн ҫумне Елена Сапаркинана, сӗнни тӗлӗнтернине эпир пӗлтернӗччӗ.
Ӗнер, нарӑс уйӑхӗн 15-мӗшӗнче, Комсомольски тӑрӑхӗнче «Ачалӑх ячӗпе, ачалӑхшӑн» марафон уҫӑлнӑ. Ӑна йӗркелӳ комитечӗн ертӳҫи, Чӑваш Ен Элтеперӗ Михаил Игнатьев уҫнӑ. Раҫҫейри ача-пӑча фончӗн республикӑри уйрӑмӗн ертӳҫи, ЧР Патшалӑх Канашӗн депутачӗ, Шупашкарти 2-мӗш ҫӑкӑр савучӗн пуҫлӑхӗ Юрий Кислов та ку мероприятие яланхиллех хутшӑннӑ.
Чӑваш Енӗн ертӳҫи шухӑшланӑ тӑрӑх, «Ачалӑх ячӗпе, ачалӑхшӑн» марафон миллионшар ҫынна пӗр чӑмӑра пуҫтарать. Кашни ҫын хӑйӗн тӳпине хывма тӑрӑшать».
Марафонӑн кӑтартӑвӗпе Юрий Кислов паллаштарнӑ. Пӗлтӗр ҫав акци вӑхӑтӗнче 8 млн тенкӗ пухӑннӑ. Ку енчен пӗлтӗр комсомольскисем уйрӑмах хастар пулнӑ: вӗсем пурӗ 400 пин тенкӗ ытла куҫарнӑ. Кӑҫалхи марафона каҫал тӑрӑхӗнче уҫни те ҫавӑнпах ҫыхӑннӑ.
Шупашкарти сӗт-ҫу савутне ҫӗр налукӗнчен хӑтарӗҫ. Хальлӗхе ку ыйтӑва Шупашкарти Депутатсен пухӑвӗн президиумӗн ӗнерхи ларӑвӗнче ырланӑ. Депутатсем черетлӗ ларӑва нарӑсӑн 20-мӗшӗнче пуҫтарӑнӗҫ те президиумра пӑхса тухнӑ ыйтусемпе татӑклӑ йышӑну тӑвӗҫ.
Аса илтеретпӗр, ҫӗнӗрен ӗҫлесе кайма пуҫтарӑнакан сӗт-ҫу савучӗ хӑйне ҫӗр налукӗнчен хӑтарма ыйтнӑччӗ. Предприяти пуҫлӑхӗ Алексей Гирюк Шупашкар хулин Депутатсен пухӑвӗн кӑрлачӑн 18-мӗшӗнчи президиумӗнче каланӑ тӑрӑх, ку ҫӑмӑллӑхпа предприяти малтанхи 5 ҫулта усӑ курасшӑн.
Хула администрацийӗн тарифсене йӗркелекен, предприятисен экономики тата инвестици енӗпе ӗҫлекен управленийӗн пуҫлӑхӗ Евгений Максимов савута ҫӗр налукӗнчен ҫитес пиллӗк ҫуллӑха хӑтарас шухӑшлине пӗлтернӗ.
Тӑвай районӗнчи Ямпулат ялӗнче 1955 ҫулта ҫуралнӑ Николай Иванов чӑваш Чечня Правительствинче ӗҫлеме тытӑннӑ. Унта ӑна Наци политикин, тулаш ҫыхӑнусен, пичет тата информаци политикин министрӗн ҫумне лартнӑ. Хушӑва нарӑсӑн 6-мӗшӗнче Чечня Правительствин пуҫлӑхӗ Р.С.-Х. Эдельгериев алӑ пуснӑ, документа официаллӑ сайтра тепӗр кунне вырнаҫтарнӑ.
Ӗҫ биографине Николай Иванов Чӑваш ял хуҫалӑх академине пӗтернӗ хыҫҫӑн «Чувашхмельпром» предприятири инженертан пуҫланӑ. 1984 ҫултан вӑл «Химпромра» тӗп инженерта ӗҫлеме тытӑннӑ. Теприсем ӑна Ҫӗнӗ Шупашкар хула администрацийӗнче пуҫлӑхра тӑрӑшнипе астуса юлнӑ пулӗ. 2000 ҫулхи нарӑсӑн 14-мӗшӗнче Чӑваш Республикин Патшалӑх Канашӗн Председательне суйланӑ. Ҫав вӑхӑтрах вӑл РФ Федераци Канашӗн пайташӗ пулнӑ. 2001 ҫултанпа Николай Иванов РФ Федераци Канашӗн тытӑмӗнче тимлеме тытӑннӑ.
Мускавра пурӑнать. Хӑй вӑхӑтӗнче ӑна «Тӑван ҫӗршыв умӗнчи тава тивӗҫлӗ ӗҫсемшӗн» II степеньлӗ медальпе наградӑланӑ.
Шупашкарта ҫывӑх вӑхӑтра (20.04.2025 21:00) пӗлӗтлӗ ҫанталӑк, атмосфера пусӑмӗ 749 - 751 мм, 17 - 19 градус ӑшӑ пулӗ, ҫил 0-2 м/ҫ хӑвӑртлӑхпа кӑнтӑр енчен вӗрӗ.
| Золотов Василий Гордеевич, халӑха ҫутта кӑларас ӗҫе йӗркелекенӗсенчен пӗри ҫуралнӑ. | ||
| Иванов Алексей Иванович, чӑваш чӗлхи тӗпчевҫи, журналист редактор вилнӗ. | ||
![]() | Пулӑм хуш... |