«Azur Air» чартер компанийӗ авиапассажирсене Хусантан Занзибар утравӗ ҫине илсе кайма пуҫлассине пӗлтернӗ. Чӑваш Енпе кӳршӗллӗ регионтан самолетсем Африкӑри ҫав вырӑна юпа уйӑхӗн 31-мӗшӗнчен вӗҫме тытӑнӗҫ.
Занзибара, сӑмах май каласан, самолетсене авиакомпани Мускавран, Питӗртен, Дон ҫинчи Ростовра, Самартан тата Ҫӗнҫӗпӗртен вӗҫтерӗ. Рейссем 10 кунта пӗрре пулӗҫ. Пассажирсене «Boeing 777−300ER» самолетпа турттарӗҫ. Самолетсем кӗркуннерен пуҫласа хӗлӗпех вӗҫӗҫ.
Паянхи кун Раҫҫейрен темиҫе ҫӗршыва ҫеҫ самолетсем вӗҫеҫҫӗ. Танзани (Занзибар шӑпах ун йышӗнче) – ҫав йышрисенчен пӗри. Ҫумӑрлӑ кӗр кунӗсенче е сивӗ хӗлле океанта шыв кӗме ӗмӗтленекенсем валли Занзибар шӑпах лайӑх вырӑн. Турсене «Anex Tour» туроператор сутать.
Авӑн уйӑхӗн 21-мӗшӗнче Чӑваш Ен Наци вулавӑшӗнче Чӑваш ҫулҫӳревҫисен пӗрремӗш форумӗ иртӗ. Вӗсем кӑҫалхи ҫулла епле канни ҫинчен каласа кӑтартӗҫ. Инҫе ҫула тухсан мӗн пӗлмеллине ӑнлантарса парӗҫ. Ҫула тухсан ӳкерӗннӗ сӑн ӳкерчӗксемпе паллаштарӗҫ.
Форум Чӑваш Ен Наци вулавӑшӗнче (Шупашкар хули, Ленин проспекчӗ, 15-мӗш ҫурт) иртӗ. Вӑл 17 сехет те 30 минутра пуҫланӗ. Унта хутшӑнакансене 17 сехетре регистрацилеме тытӑнӗҫ.
Чӑваш Енри ҫулҫӳревҫӗсен пӗрремӗш форумне хутшӑнас ыйтусене 8 (8352)23-02-17 (хушма номер 128) телефон номерӗпе уҫӑмлатма пулать.
Раҫҫейӗн Ӗҫ министерствинче палӑртнӑ тӑрӑх, 2021 ҫулхи раштав уйӑхӗн 31-мӗшӗн пирӗн ҫӗршывра кану кунӗ пулӗ.
Ҫитес ҫул темиҫе уяв кунӗ кану кунӗпе пӗр килнӗрен канмалли кунсене куҫарма тивӗ. Кӑрлачӑн 2 тата 3-мӗшӗсем шӑматкунпа вырсарникуна лекӗҫ. Вӗсен вырӑнне чӳк уйӑхӗн 5-мӗшӗнче тата раштав уйӑхӗн 31-мӗшӗнче канас шанчӑк пур. Нарӑс уйӑхӗн 20-мӗшӗнчи шӑматкуна нарӑс уйӑхӗн 22-мӗшне куҫарма палӑртнӑ.
Ҫапла вара 2021 ҫулта пирӗн ҫӗршывра кану кунӗсем ҫапларах пулӗҫ: кӑрлач уйӑхӗн 1-10-мӗшӗсем; нарӑс уйӑхӗн 21-23-мӗшӗсем; пуш уйӑхӗн 6-8-мӗшӗсем; ҫу уйӑхӗн 1-3-мӗшӗсем тата 8-10-мӗшӗсем; ҫӗртме уйӑхӗн 12-14-мӗшӗсем;, чӳк уйӑхӗн 4-7-мӗшӗсем; раштав уйӑхӗн 31-мӗшӗ.
Тӳрех пӗлтерер: ку вӑл хальлӗхе проект шайӗнче ҫеҫ-ха. Ҫӗршыв Правительстви палӑртсан ҫеҫ йышӑну вӑя кӗрӗ.
Чӑваш Енри 43 шкул ачи «Большая перемена» (чӑв. Пысӑк тӑхтав) Пӗтӗм ҫӗршыври конкурсра ҫурма финала кӗме пултарнӑ. Вӗсем хӑйсен пултарулӑхне тӗрлӗ енӗпе тӗрӗслесе ӑслӑлӑх, укҫа-тенкӗ, вӗрентӳ, ӳнер тата спорт специалисчӗсем ырланине тивӗҫнӗ.
Пӗтӗм Раҫҫейри конкурсӑн ҫурма финалӗ Чулхулара ҫурла уйӑхӗн 9-20-мӗшсенче иртӗ.
«Пысӑк тӑхтав» конкурсӑн ҫӗнтерӳҫисем, 10 класа ҫӳрекен пурӗ 300 ача, 1-шер миллион тенкӗ укҫана тивӗҫӗҫ. Ӑна аслӑ шкулта вӗреннӗшӗн тӳлеме, вӗренӳ заведение ҫитме ҫул ҫинчи тӑкакланнине саплаштарма, хысна уйрӑмне вӗренме кӗрсен ипотека тӳлеме усӑ курма ирӗк парӗҫ. Кунсӑр пуҫне аслӑ шкула вӗренме кӗнӗ чух ҫав ачасен 5 балл хушӑнӗ. 8-9 классенче вӗренекен 300 ҫӗнтерӳҫӗне 200-шер пин тенкӗ парӗҫ. Ӑна хушма пӗлӳ илме тата тӗрлӗ енлӗн аталанма тӑкаклама юрӗ. Финалистсене, пурӗ 1200 ачана, «Артек» уйлӑха канма кайма путевка парӗҫ.
Кӑшӑлвируспа ҫыхӑннӑ чару мерисене пирӗн республикӑра тата ҫемӗҫтерме йышӑннӑ. Республика Элтеперӗн тивӗҫӗсене вӑхӑтлӑх пурнӑҫлакан Олег Николаев суту-илӳ центрӗсене тата урамри аттракционсене уҫма ирӗк панӑ.
Халӗ 800 тӑваткал метртан пысӑкрах суту-илӳ точкисене уҫма юрать. Апла пулин те вӗсен эпидемие хирӗҫ мерӑсене пӑхӑнмалла тата дезинфекци пирки манмалла мар.
Суту-илӳ залӗнче пӗр тӑваткал метр пуҫне 1 ҫынтан ытла пулмалла мар. Лавккасене маскӑпа ҫӳремелле. Суту-илӳ точкисене кӗнӗ ҫӗрте алла микробсемпе вируссенчен сиенсӗрлетме антисептик пулмалла.
Ача ҫурчӗсенче пурӑнакан Чӑваш Енри тӑлӑхсем ҫуллахи каникула ҫемьесенче ирттернӗ. Республикӑн Вӗренӳ тата ҫамрӑксен политикин министерствинче пӗлтернӗ тӑрӑх, ашшӗ-амӑшӗн хӳттисӗр юлнӑ 23 ачана ҫуллахи вӑхӑтра ҫемьесем хӑнана йышӑннӑ.
Ача ҫуртӗнче пурӑнакансене каникулта ҫемьене парас йӑла республикӑра унччен те пулнӑ. Унта лексем арҫын ачасемпе хӗрачасем ҫемьери ырӑ хутшӑнусене кураҫҫӗ, кил-тӗрӗшри ӗҫе пурнӑҫлама хӑнӑхаҫҫӗ.
Кӑҫалхи ҫулла пилӗк ача ҫемьере тӗпленнӗ. Ҫак уйӑх вӗҫлениччен тата тепӗр 4 ачана опекӑна илӗҫ. Ачасене хӑналанӑ ҫемьесем ҫавӑн пек тума йышӑннӑ.
Чӑваш Ен Элтеперӗн тивӗҫӗсене вӑхӑтлӑх пурнӑҫлакан Олег Николаев тӗнче тетелӗнчи хӑйӗн страницисенче ҫынсем мӗн ҫырнине вуласах тӑрать. Мӗнпур ыйтӑва хӑй хуравлама ӗлкӗреймесен те яваплӑ ведомствӑсем вӗсене сӑнаса тӑнине вӑл маларах пӗлтернӗччӗ. Хӑй те ҫынсен ыйтӑвӗсене тӑтӑш уҫӑмлатать.
Ҫынсем пирӗн республикӑра аквапарк ҫукки пирки те ҫырнӑ. Хусана е Сочине кайма тивнине пӗлтернӗ. Хамӑр патрах тума май ҫук-ши тесе кӑсӑкланнӑ.
Олег Николаев Инстаграмра пӗлтернӗ тӑрӑх, «Этнослӑ Чӑваш Ен» проектпа килӗшӳллӗн Шупашкарта аквапарк тумалла. Ӑна республикӑн социаллӑ пурнӑҫӗпе экономика аталанӑвӗн 2025 ҫулчченхи комплекслӑ программине кӗртнӗ.
Роспотребнадзорӑн Чӑваш Енри управленийӗ паянтан пуҫласа ҫурла уйӑхӗн 28-мӗшӗччен туристсен ыйтӑвӗсене уҫӑмлатӗ. Ун валли ведомство «хӗрӳ лини» номерӗсене уҫнӑ. Роспотребнадзорӑн республикӑри управленийӗнче телефон номерӗсем ҫапларах: 58-51-66, 58-25-95; Гигиена тата эпидемиологи центрӗнче — 56-46-66, 56-29-01, 56-29-00.
Ирхи 9 сехетрен пуҫласа 12 сехетчен, 13 сехетрен пуҫласа 16 сехетчен шӑнкӑравламалла.
Унсӑр пуҫне территорири уйрӑмсен номерӗсемпе ҫыхӑнма май пур: Патӑрьел районӗнчин номерӗ — (83532) 5-03-45; Канашрин — (83533) 2-24-49; Ҫӗрпӳрин — (83545) 2-13-30; Ҫӗмӗрлерин — (83536) 2-29-15; Ҫӗнӗ Шупашкартин — (8352) 78-44-19.
Пӗрлехи консультаци центрне 8-800-555-49-43 номерпе тӳлевсӗр шӑнкӑравлама юрать. Унти вырӑсла, акӑлчанла тата китайла хуравлама хатӗр.
Чӑваш ҫыннисем Черногорие кайма пултараҫҫӗ. Ырантан, ҫурла уйӑхӗн 5-мӗшӗнчен, Черногори Раҫҫей ҫыннисемшӗн хӑйӗн чиккине уҫассине пӗлтернӗ. Асӑннӑ ҫӗршыв «симӗс» зонӑна Раҫҫее кӗртнӗ. Анчах унта пирӗн патран самолетсем хальлӗхе вӗҫмеҫҫӗ.
Кӑшӑлвируса пула хупӑннӑ чикӗсем майӗпен уҫӑлма тытӑнчӗҫ. Ҫурла уйӑхӗн 1-мӗшӗнчен пирӗн ҫӗршыв Турци, Великобритани, Танзани тата Абхази чиккисене уҫрӗ. Ҫурла уйӑхӗн 15-мӗшӗнчен самолетсем Швейцаринчи Женева хулине эрнере пӗрре вӗҫме тытӑнӗҫ.
Абхазие Краснодар крайӗнчи Адлерти чукун ҫул вокзалӗнчен тата Сочири аэропортран пӗрлехи билетпа ҫитме май килӗ. Кун пирки Раҫҫейӗн Транспорт министерстви пӗлтернӗ. Пӗрлехи билетпа Абхазинчи пилӗк хулана: Гагрӑна, Пицундӑна, Гудаутӑна, Ҫӗнӗ Афона тата Сухума — кайма май пур.
Шупашкар хитреленнӗҫем хитреленет, хӑтлӑланнӑҫем хӑтлӑланать. Ҫакна ҫӗршывӑн тӗрлӗ хулинче ҫеҫ мар, тӗрлӗ ҫӗршывра пулса курнисем те палӑртаҫҫӗ. Атӑлӑн Мускав ҫыранӗнчи спорт зони тӗрлӗ оборудованипе тата пуянланмалла. Кун пирки хула администрацийӗн пуҫлӑхӗ Алексей Ладыков Инстаграмра пӗлтернӗ. Юпа уйӑхӗн вӗҫӗччен ландшафт тӗмескисем, скейт-парк, дарт- тата памп-трексем вырнаҫтармалла. Ҫак енӗпе ӗҫсем пуҫланнӑ.
«Эрне каялла «лӑпкӑ зона» уҫрӑмӑр. Кӗске вӑхӑтрах унӑн пулӑшӑвӗпе 400 ытла ҫын усӑ курнӑ. Ҫыран хӗрринче хула ҫыннисем ҫемьесемпе уҫӑлса ҫӳренине, скейтсемпе, спорт велосипечӗсемпе, сигвейсемпе ярӑннине пӑхма кӑмӑллӑ. Электросамокатсем та анлӑ сарӑлчӗҫ. Трасса меллӗ, хам тӗрӗслерӗм», — пӗлтернӗ хулан сити-менеджерӗ.
Шупашкарта ҫывӑх вӑхӑтра (02.04.2025 03:00) тӗтреллӗ ҫанталӑк, атмосфера пусӑмӗ 751 - 753 мм, 7 - 9 градус ӑшӑ пулӗ, ҫил 0-2 м/ҫ хӑвӑртлӑхпа хӗвелтухӑҫ енчен вӗрӗ.
| Петров Константин Константинович, чӑваш ҫыравҫи ҫуралнӑ. | ||
| Смолин Анатолий Семёнович, чӑваш сӑвӑҫи, тӑлмачӗ ҫуралнӑ. | ||
| Ухли Владимир Васильевич, чӑваш ҫыравҫи, драматургӗ ҫут тӗнчерен уйрӑлнӑ. | ||
![]() | Пулӑм хуш... |