Чӑваш Енре Ҫемье, юрату тата шанчӑклӑх кунне халалласа кӑҫал та «Ҫемйи конкурс» иртӗ. Кун пирки Чӑваш Енӗн ӗҫ тата социаллӑ хӳтлӗх министрӗ Алёна Елизарова республикӑн Правительство ҫуртӗнче тунтикунсерен иртекен планёркӑра пӗлтернӗ.
Конкурса кӑҫал улшӑну кӗртнӗ. Муниципалитсенче иртекен суйлав турне ҫу уйӑхӗн 15-мӗшӗнчен пуҫласа утӑ уйӑхӗн 8-мӗшӗччен йӗркелемелле. Унччен ку тапхӑра юпа уйӑхӗн 1-мӗшӗччен тесе палӑртнӑ пулнӑ. Муниципалитетсенчи финал утӑ уйӑхӗн 8-мӗшӗнчен иртмелле. Финала тухнисен ӑмӑртӑвне Амӑшӗн кунӗ тӗлӗнче йӗркелесе 5 ҫемьене суйласа илӗҫ, вӗсенчен пӗри «Ҫулталӑк ҫемйи» ята тивӗҫӗ.
Конкурса мӑшӑрланса 10 ҫултан кая мар пурӑнакан, икӗ е унран ытларах ача ӳстерекен ҫемьесем хутшӑнайӗҫ.
Ҫу уйӑхӗн 15-мӗшӗнче «Ҫемье ушкӑнӗнче» республикӑри фестиваль-конкурс пуҫланӗ. Унта хӑй тӗллӗн вӗреннӗ тата профессилле авторсемпе авторсен ушкӑнӗсем хутшӑнма пултарӗҫ.
Республикӑн Культура министерствинче пӗлтернӗ тӑрӑх, конкурс тӗллевӗ — ҫемье хаклӑхне, йӑла-йӗркене упраса хӑварасси, ҫамрӑк ӑстасене аталанма пулӑшасси.
Ӗҫсене 4 номинаципе йышӑнаҫҫӗ: «Ачасем валли хайлавсем», «Ҫамрӑксем валли хайлавсем», «Хутӑш аудитори валли хайлавсем», «Куракансем юратнӑ хайлавсем».
Ӗпхӳ хулинче иртнӗ наци театрӗсен «Туганлык» фестивалӗнче Чӑваш патшалӑх ҫамрӑксен театрӗн «Куккук куҫҫулӗ» спектакльне пысӑка хурса хакланӑ тесе пӗлтернӗ асӑннӑ учрежденин пресс-служби.
Спектакльте Эльза сӑнарне калӑпланӑ Венера Пайгильдинӑна «За своеобразие актёрского воплощения» номинацире палӑртнӑ.
«Кун пек пӗлтерӗшлӗ те сумлӑ фестивальте ҫавӑн пек хака тивӗҫни кирек епле артистшӑн та паха», — тенӗ артистка.
«Куккук куҫҫулӗнчи» Венера Пайгильдина ӗҫне пӗлтӗр республикӑри «Чӗнтӗрлӗ чаршав» конкурсра «Чи лайӑх хӗрарӑм ролӗ» номинацире палӑртнӑ, 2022 ҫулта ӑна Чӑваш Енӗн литературӑпа ӳнер премине панӑ, унсӑр пуҫне вӑл «Чӑваш Республикин Патшалӑх премийӗн лауреачӗ» пулса тӑнӑ.
Аякри Санкт-Петербург хулинче «Шаг навстречу!» (чӑв. Хире-хирӗҫ утӑм) ятпа пӗтӗм тӗнчери пултарулӑх фестивалӗ иртнӗ. Унта Шупашкарти Вячеслав Ильин I степенльӗ лауреат ятне тивӗҫнӗ. Ача хулари Реабилитаци центрне ҫӳрет. Конкурсра вӑл «Пӗчӗккӗ пуласчӗ» юрра юрласа панӑ. Ӑна зал тӑвӑллӑн алӑ ҫупса хавхалантарнӑ.
Слава хутшӑннӑ конкурса Раҫҫейӗ 36- регионӗнчи сусӑр 285 ҫын хутшӑннӑ. Вӗсем хӑйсен ӳкерчӗкӗсене, алӑпа тунӑ илемлӗ ытти япалана илсе пынӑ. Хӑшӗсем вара сӑвӑ вуланӑ, юрӑ шӑрантарнӑ, ташласа кӑтартнӑ.
Чӑваш патшалӑх оперӑпа балет театрӗн илемлӗх ертӳҫи Андрей Попов театр ӗҫне йӗркелессипе Вахтангов премийӗн лауреачӗ пулса тӑнӑ.
Театр менеджерӗсен Вахтангов фестивальне Андрей Попов театрӑн ребрендингӗ, гастроль ӗҫӗ-хëлӗ, финанс, грантсем шучӗпе театра хушма укҫа-тенкӗ ҫинчен материалсем тӑратнӑ, Рустам Сагдиевӑн «Главный вопрос» космос цифра оперипе паллаштарнӑ.
Шупашкарта пурӑнакан ҫичӗ ачаллӑ Васильевсем «Это у нас семейное» (чӑв. Ку вӑл пирӗн ҫемье) Раҫҫей шайӗнчи конкурса хутшӑнаҫҫӗ. Нумаях пулмасть вӗсем ҫурма финала хутшӑннӑ.
Ирина Юрьевнӑпа Владимир Пименович ҫичӗ ача ӳстереҫҫӗ. Асли, Никон, 20 ҫулта; кӗҫӗнни, Анатолий, 2-ре. Вӗсем ашшӗ-амӑшӗн ҫулӗпе кайнӑ – каратэ енӗпе кӗрешсе тӗрлӗ шайра ҫитӗнӳ тӑваҫҫӗ.
Сӑмах май каласан, ачасен амӑшӗ пулас упӑшкипе тренировкӑра паллашнӑ. Халӗ Владимир Пименович Шупашкарти 30-мӗш шкулта тренер-преподаватель пулса ӗҫлет. Вӑл хура пиҫиххине пиллӗкмӗш данне тивӗҫнӗ, каратэ енӗпе тӗнче чемпионӗ. Ирина Юрьевна хӑй вӑхӑтӗнче ҫӑмӑл атлетикӑпа, велоспортпа, каярах каратэ енӗпе кӑсӑкланма тивнӗ. 2019 ҫулта Раҫҫей чемпионатӗнче кӗмӗл призёр пулса тӑнӑ.
Шупашкарти хӗрарӑм илем конкурсӗнче ҫӗнтернӗ.
Надежда Ускова "Мировая модель 2024" халӑхсем хушшинчи конкурса хутшӑннӑ. Вӑл 40 ҫултан аслисем хушшинче палӑрнӑ.
Надежда — усламҫӑ. Шупашкарти коопераци институтӗнче вӗреннӗ. Виҫӗ ача амӑшӗ пите илемлетме вӗрентекен курса ертсе пырать.
Коронӑна Шупашкар хӗрарӑмне Сергей Зверев стилист тата илем конкурсӗсен патши Руслан Бернес парнеленӗ.
Ҫеҫпӗл Мишши ячӗллӗ Чӑваш патшалӑх ҫамрӑксен театрӗн «Куккук куҫҫулӗ» спектаклбне Наци театрӗсен «Туганлык – 2024» пӗтӗм тӗнчери VIII фестивалӗнче кӑтартӗҫ. Мероприяти Ӗпхӳре иртӗ.
Фестивале ҫӗршыври пысӑк театрсем хутшӑнӗҫ. Унта сумлӑ режиссёрсен ӗҫӗсемпе паллашма май килӗ.
Драма фантазине Юхма Мишшин мифологилле романӗпе Раҫҫей тата Калмӑк Республикин искусствӑсен тава тивӗҫлӗ ӗсченӗ Борис Манджиев 2022 ҫулта лартнӑ. Театр ӳнерӗн «Чӗнтӗрлӗ чаршав» республикӑри XXIII конкурсӗнче вӑл «Чи лайӑх спектакль» номинацире ҫӗнтернӗ. Авторсен коллективне 2022 ҫулта Чӑваш Енӗн литературӑпа ӳнер премине панӑ.
Республикӑра «Ҫулталӑкри вӗрентекене» палӑртнӑ. Кӑҫал ку ята Ҫӗнӗ Шупашкарти 18-мӗш лицейра историпе обществознани предмечӗсене вӗрентекен Артем Максимвов тивӗҫнӗ.
Ҫӗнтерӳҫӗсене ӗнер, ҫу уйӑхӗн 14-мӗшӗнче, К.В.Иванов ячӗллӗ Чӑваш патшалӑх академи драма театрӗнче чысланӑ. Вӗрентекенсене 11 номинацире палӑртнӑ. Ҫӗнтерӳҫӗ Чӑваш Ен чысне Раҫҫей шайӗнче хӳтӗлӗ.
Артем Максимов – 32 ҫулта. Вӑл Ҫӗнӗ Шупашкарти 6-мӗш гимназирен вӗренсе тухнӑ, унтан И.Я.Яковлев ячӗллӗ Чӑваш патшалӑх педагогика университечӗн истори факультетне пӗтернӗ. Вӑл вӗренӳ тытӑмӗнче 10 ҫул ӗҫлет.
Чӑваш патшалӑх академи юрӑпа ташӑ ансамбльне директор кирлӗ. Кун пирки республикӑн Культура, наци ӗҫӗсен тата архив ӗҫӗн министерстви пӗлтернӗ.
Пуҫлӑх пуканне йышӑнас кӑмӑллӑ ҫыннӑн аслӑ пӗлӳллӗ
(экономика, юридици, культура тата ӳнер, педагогика, техника) пулмалла, ертсе пыракан должноҫра 5 ҫултан кая мар тӑрӑшни кирлӗ.
Документсене паянтан, ҫу уйӑхӗн 14-мӗшӗнчен, пуҫласа ҫу уйӑхӗн 27-мӗшӗччен йышӑнӗҫ.
Шупашкарта ҫывӑх вӑхӑтра (23.12.2024 03:00) тӗтреллӗ ҫанталӑк, атмосфера пусӑмӗ 753 - 755 мм, -1 - 1 градус сивӗ пулӗ, ҫил 1-3 м/ҫ хӑвӑртлӑхпа кӑнтӑр-хӗвелтухӑҫ енчен вӗрӗ.
| Мускав район сучӗ ЧАП пӗтермелли йышӑну тунӑ. | ||
Пулӑм хуш... |