Сайта кӗр | Регистраци | Сайта кӗрсен унпа туллин усӑ курма пулӗ
 -2.7 °C
Вӑррӑн пуҫ тӳпинчен пӑс тухать.
[ваттисен сӑмахӗ]
 

Хыпарсем: культура

Культура
«Ҫамрӑксен хаҫачӗн» «Контактра» страницинчен илнӗ сӑнӳкерчӗк
«Ҫамрӑксен хаҫачӗн» «Контактра» страницинчен илнӗ сӑнӳкерчӗк

Мускав облаҫӗнчи Подольск хулинчи Ӑрусен скверне пӑртан тӗрлӗ кӳлепе илем кӳрет. Унта юмахсенчи тӗрлӗ сӑнар пур.

«Ҫамрӑксен хаҫачӗ» пӗлтернӗ тӑрӑх, «асамлӑхпа тулнӑ вырӑнта» Шарль Перро хайлавӗнчи пушмаклӑ Кушак та, Добрыня Никитичпа Горыныч Ҫӗлен те, Цокотуха-Шӑна та, Салтан патша та пур. Ҫав шутра чӑваш халӑх юмахӗнчи сӑнар – Уйӑх ҫинчи хӗр, пур.

Ӑна Комсомольски салинчи Андрей Молоков ӑсталанӑ иккен. Ентешӗмӗр ӗҫне пысӑка хурса хакланӑ. Андрей Молоков пӑр кӳлепесен «Ҫӗр планета юмахӗсем» конкурсӗнче I степеньлӗ лауреат пулса тӑнӑ.

 

Чӑвашлӑх
chrio.cap.ru сӑнӳкерчӗкӗ
chrio.cap.ru сӑнӳкерчӗкӗ

Чӑваш Республикин Вӗренӳ институчӗ Республикӑри халӑх пултарулӑхӗн центрӗпе пӗрле пулса кӑҫал шкул ачисемпе ҫамрӑксем валли тӗрлӗ конкурспа фестиваль ирттерӗ.

Пултарулӑх ӑмӑртӑвне йӗркеленин тӗллевӗ — чӑваш культурипе, тӗррипе кӑсӑклантарасси, ачасене халӑх культурипе, ӑс-хакӑлпа шухӑш-кӑмӑл пуянлӑхӗпе паллаштарасси.

Килес ҫул «Сӗм авалхи уявсем» регионсем хушшинчи конкурсӗ, «Ҫӗр пин тӗрӗ ҫӗршывӗнче» республика конкурсӗ, «Пӗчӗк ҫеҫ путене» тата «Наци тӗрри − халӑх мӑнаҫлӑхӗ» фестивальсем иртмелле.

 

Культура
www.chuvbook.ru сӑнӳкерчӗкӗ
www.chuvbook.ru сӑнӳкерчӗкӗ

Чӑваш Енӗн Наци вулавӑшӗнче «Варкӑш» клуб малалла ӗҫлет. Тӑван литературӑна юратакансем, библиотекӑна ҫӳреме кӑмӑллакансем ҫӗнӗ ҫулхи пӗрремӗш тӗлпулура, 2022 ҫулхи кӑрлач уйӑхӗнче, Владислав Николаевӑн «Кӑшӑлвирус» кӗнекине тишкерме палӑртнӑ. Ҫӗнӗ кӑларӑм кӑҫал Чӑваш кӗнеке издательствинче пичетленнӗ.

Елчӗк ҫӗрӗ ҫинче ҫуралса ӳснӗ пултаруллӑ автор пьесӑсем те ҫырать.

Сӑмах май каласан, «Варкӑш» клуб хастарӗсен ҫак уйӑхри тӗлпулӑвӗнче Владимир Степанов ҫыравҫӑн «Хӗр пӗркенчӗкӗ» мистикӑлла калавне сӳтсе явнӑ (сӑнӳкерчӗкре).

 

Тӗнчере
Фото : Υπουργείο Πολιτισμού και Αθλητισμού
Фото : Υπουργείο Πολιτισμού και Αθλητισμού

Грецире археологсем туника тӑхӑннӑ хӗрарӑм кӳлепине тупнӑ. Малтанлӑха палӑртнӑ тӑрӑх ӑна Рим империйӗ вӑхӑтӗнче ӑсталанӑ. Кун пирки Грецин культурӑпа спорт министерстви пӗлтернӗ.

Кӳлепене Пелопоннесӑн ҫурҫӗр-тухӑҫ енче вырнаҫнӑ авалхи Эпидавр хулира асӑрханӑ. Вӑл Асклепия хрампа тата театрпа паллӑ, юлашкинче ҫулсерен театраллӑ куравсем ирттереҫҫӗ. Кунта археологсем пӗр вӗҫӗм ӗҫлеҫҫӗ.

«Кӗҫнерникун, раштавӑн 16-мӗшӗнче, авалхи Эпидавр пасарӗнче питӗ пӗлтерӗшлӗ япала тупма май килчӗ. Ку вӑл — мрамортан ҫын виҫипе ӑсталанӑ хӗрарӑм кӳлепи, вӑл аван упранса юлнӑ. Статуйӑн пуҫӗпе аллисем ҫук — вӗсем, ахӑртнех, кӳлепе персе аннӑ чухне катӑлса ӳкнӗ», — ӑнлантарса панӑ министерство.

«Ҫӗр чавмалли тапхӑр кӑҫал вӗҫленнӗччӗ пулин те вӑйлӑ ҫумӑр тӑпрана юхтарса кайнӑ, ҫавна пула вара ытлах тарӑнӑша кӗрсе кайман вырӑнта кӳлепен хыҫалти пӗр пайне уҫӑлчӗ. Унта тӳрех ҫӗр чавма тытӑннӑ», — малалла пӗлтернӗ министерство.

Кӳлепере туникӑпа манти тӑхӑннӑ хӗре сӑнланӑ. Унашкал сӑнара ӗлӗк-авал качча кайнӑ хӗрарӑма сӑнланӑ чухне тунӑ. Сӑмахран, Асклепий хӗрӗ тата арӑмӗ шутланакан сывлӑх туррине — Гигеяна — ҫапла сӑнарланӑ.

Малалла...

 

Культура

«ОТР» телеканал хӑйӗн кураканӗсене Ҫӗнӗ ҫул умӗн ҫӗршывӑн тӗрлӗ регионӗнчи Хӗл Мучисене саламлаттарать. Ӗнер, раштав уйӑхӗн 29-мӗшӗнче, телекуравҫӑсене чӑваш Хӗл Мучийӗ ырӑ суннӑ.

Унӑн асамлӑ туйи ҫемӗ те каласа кӑтартнӑ. Хӑй вӑл сӑхман тата чӑвашла эрешпе капӑрлатнӑ калпак тӑхӑннӑ. Юрпике те чӑвашла тумланнӑ. Пуҫне вӑл тухья тӑхӑннӑ.

«Телекуравҫӑсене Ҫӗнӗ ҫул ячӗпе саламлатӑп. Ырлӑх-сывлӑх сунатӑп!» — саламланӑ Хӗл Мучи тӑван чӗлхепе. Унтан вӑл тата Юрпике салама вырӑсла вӗҫленӗ.

 

Чӑваш чӗлхи
Ютубри Turkbodn diLanguage страницӑран илнӗ сӑнӳкерчӗк
Ютубри Turkbodn diLanguage страницӑран илнӗ сӑнӳкерчӗк

Японири Киото хулинче чӑваш чӗлхи курсне йӗркеленӗ. Кун пирки «Хавал» ушкӑн «Контактра» страницӑри хӑйӗн пабликӗнче пӗлтернӗ.

«Унта Масанори Готто вӑл курса ертсе пырать пулӗ. Мӗншӗн тесен Японире чӑн чӑвашла калаҫма пултараканни Масанори кӑна», — тесе пӗлтернӗ хӑйӗн шухӑшне ҫав хыпара вуласа пӗлнӗ хыҫҫӑн Наталия Кашкар ятлӑ ҫын. «Тата Yuto аванах калаҫма пӗлет. Масая кӑшт кӑна. Анчах та вӗрентмешкӗн пуҫламӑш шайра ҫителӗклӗ)», — хуравланӑ ӑна Александр Блинов.

Чӑваш чӗлхи урокне «Ютуб» видеохостингра «Turkbodn diLanguage» страницӑра вырнаҫтарнӑ.

 

Чӑваш чӗлхи
«Хавал» ушкӑнри видеоран илнӗ сӑнӳкерчӗк
«Хавал» ушкӑнри видеоран илнӗ сӑнӳкерчӗк

Мускавра пурӑнакан Василиса тата Кирилл Ербулатовсем «Кушакпа йытӑ» юптарӑва пӑхмасӑр каласан панине ӳкерсе илнӗ, видеона «Ютуб» видеохостингра вырнаҫтарнӑ.

«Маттурсем! Мӗнле вӑрӑм пулсан та вӗреннӗ, интонаци мӗне тӑрать!» – ырланӑ вӗсене «Хавал» ушкӑн «Контактра» страницӑра.

Асӑннӑ ушкӑнра хыпарланӑ тӑрӑх, ачасем иккӗшӗ те Мускавра ҫуралса ӳснӗ. Вӗсемпе мӗн ҫуралнӑран чӑвашла калаҫма ҫемье ятарлӑ ҫынна тупнӑ.

Шупашкарти е чӑваш ялӗсенчи хӑш-пӗр ҫемьен вӗсенчен тӗлӗнмелӗх, чӑн та, пур.

 

Культура
chgiki.ru сӑнӳкерчӗкӗ
chgiki.ru сӑнӳкерчӗкӗ

Чӑваш Енӗн культура сферинче тӑрӑшакан харӑсах темиҫе ҫын Ҫӗнӗ ҫул умӗн «Чӑваш Республикин культурӑн тава тивӗҫлӗ ӗҫченӗ» ята тивӗҫнӗ.

Сумлӑ йышра — Республикӑри халӑх пултарулӑх центрӗн информаципе аналитика пайӗн заведующийӗ Вера Дилек, Йӗпреҫ районӗнчи Пучинкери вӑтам шкулта ӗҫлекен Лилия Иванова вӗрентекен, Йӗпреҫ районӗнчи Культура аталанӑвӗн центрӗн халӑх театрӗн режиссёрӗ Наталия Романова, Шупашкарти «Салют» культура керменӗнчи «Дуэт» бал ташшин халӑх ансамблӗн балетмейстерӗ Елена Яртукина.

Республикӑри пултаруллӑ ҫынсене чысласси ҫинчен калакан хушӑва Олег Николаев Элтепер иртнӗ эрнере алӑ пуснӑ.

 

Культура
culture.cap.ru сӑнӳкерчӗкӗ
culture.cap.ru сӑнӳкерчӗкӗ

К.В. Иванов ячӗллӗ Чӑваш патшалӑх академи драма театрӗ Паллӑ ентешсен ҫулталӑкне халалласа «Ырӑ ят мултан паха» фестиваль ирттерӗ. Ӳнер учрежденийӗ хӑйӗн репертуарӗнчи 5 спектакле «Пушкин карттиллӗ» яш-кӗрӗмпе хӗр-упраҫа кӑтартӗ.

Ҫитес ҫулхи кӑрлач уйӑхӗн 28-мӗшӗнче «Шуйттан чури» спектакле йыхравлаҫҫӗ, нарӑс уйӑхӗн 25-мӗшӗнче — «Вӗри юнлӑ ҫемҫе чун» спектакле, пуш уйӑхӗн 25-мӗшӗнче – «Ялта» спектакле, ака уйӑхӗн 22-мӗшӗнче — «Эп сӳннӗ чух – эс ҫун!» спектакле, ҫу уйӑхӗн 20-мӗшӗнче — «Сурхури сӑри» спектакле. Спектакльсем 13 сехетре пуҫланӗҫ.

 

Харпӑр шухӑш Культура

«КУРАКАНСЕНЕ ХИСЕПЛЕС ПУЛАТЬ!» Ҫапла кӑшкӑру палли лартсах ят панӑ Леонид Агаков писатель, театровед 1959-мӗш ҫулхи ҫу уйӑхӗн 13-мӗшӗнче «Коммунизм ялавӗ» хаҫатра К.В. Иванов ячӗллӗ Чӑваш патшалӑх академи драма театрӗ лартнӑ спектакльсене пахаласа ҫырнӑ хӑй статйине. Леонид Яковлевич Агаков писатель, 1935-мӗш ҫулта Мускаври патшалӑх театр институтӗнчи театроведени факультетӗнчен вӗренсе тухнӑскер, Чӑваш театрӗн спектаклӗсем пирки статьясем ҫырсах тӑнӑ, тӗрӗс тата вӑхӑтра критиклеме тӑрӑшнӑ, кирлӗ чух театр коллективне хавхалантарма та пултарнӑ. Вӑл вӑхӑтра пирӗн республикӑра Наукӑпа тӗпчев институтӗнче театроведени уйрӑмӗ уҫӑлайман-ха. Вӑл уйрӑм каярах, 1966-мӗш ҫулта тин кун ҫути курса майӗпен аталанма пуҫлать. Ҫавна кура та чылай писатель, поэт чӑваш театрӗн сцени ҫине тухакан спектакльсем ҫинчен, театр проблемисемпе ун аталанӑвӗ ҫинчен ҫырас миссине хӑй ҫине илнӗ, мӗншӗн тесен вӑл вӑхӑтра Чӑваш театрӗ чӑвашсемшӗн ТӖП ТЕАТР шутланнӑ. «Чӑваш театрӗ аталанса пырсан, ӑна кура ытти театрсен аталанӑвӗпе шайӗ те ҫӳлелле ҫӗкленсе пырӗ», ҫапла шутланӑ ҫыравҫӑсем.

Малалла...

 

Страницӑсем: 1 ... 109, 110, 111, 112, 113, 114, 115, 116, 117, 118, [119], 120, 121, 122, 123, 124, 125, 126, 127, 128, 129, ... 447
Orphus

Баннерсем

Шутлавҫӑсем

0 Хурал кӗтесӗ (чат)

Ҫанталӑк

Шупашкарта ҫывӑх вӑхӑтра (26.12.2024 15:00) тӗтреллӗ ҫанталӑк, атмосфера пусӑмӗ 762 - 764 мм, -1 - -3 градус сивӗ пулӗ, ҫил 3-5 м/ҫ хӑвӑртлӑхпа кӑнтӑр-хӗвеланӑҫ енчен вӗрӗ.

Гороскоп

СурӑхВӑкӑрЙӗкӗрешРакАрӑсланХӗрТарасаСкорпионУхӑҫӑТу качакиШывтӑканПулӑсем
Сурӑх: Нумай ӗҫлемелли эрне кӗтет, пуҫӑннисене вӗҫлемелле. Ҫӗнӗ ҫула парӑмсемпе кӗмелле мар. Харпӑр пурнӑҫра кӗтмен кӑмӑллӑ пулӑмсем пулӗҫ. Ҫывӑх ҫынсене вӑхӑт ытларах уйӑрӑр.

Раштав, 26

1917
107
Василий Давыдов-Анатри, чӑваш халӑх сӑвӑҫи ҫуралнӑ.
1921
103
Мишутин Николай Степанович, ҫыравҫӑ ҫуралнӑ.
Пулӑм хуш...Пулӑм хуш...

Ыйтӑм

Чӑваш йӑли тӑрӑх хӑнана пынӑ арҫынна камӑн ӑсатмалла?
хуҫа тарҫи
хуҫа хӑй
ӑсатма тухни — ҫылӑх, юрамасть
пӗтӗм кил-йышпа тухаҫҫӗ
хуҫин ҫитӗннӗ ачисем
хуть те кам тухсан та
хӑни ҫулне ахаль те пӗлет, ӑсатмасӑр та
хуҫа арӑмӗ
хӑнана ӑсатма никам та тухмасть
кил-йышри арҫын