Чӑваш патшалӑх гуманитари ӑслӑлӑхӗсен институчӗ Раҫҫей ӑслӑлӑх кунне халалланӑ пӗтӗмлетӳллӗ ӑслӑлӑх сессине йыхравланӑ. Вӑл пуш уйӑхӗн 1—2-мӗшӗнче иртӗ.
Унта хутшӑнакансене Ученӑй канашӗн залне йыхравлаҫҫӗ. Мероприяти ыран, пуш уйӑхӗн 1-мӗшӗнче, 10 сехетре институтӑн директорӗн тивӗҫӗсене вӑхӑтлӑх пурнӑҫлакан Геннадий Николаев уҫӗ.
Пӗрремӗш сессире чӑваш халӑхӗн этногенезӗпе кун-ҫулӗ ҫинчен калаҫӗҫ, иккӗмӗшӗнче Раҫҫей империйӗ пулса кайни тата чӑвашсем ҫинчен калаҫӗҫ. Кун йӗркинчи ытти ыйту та кӑсӑклӑ.
Пуш уйӑхӗн 4-мӗшӗнче, 18 сехет те 30 минутра, Чӑваш патшалӑх оперӑпа балет театрӗнче пӗтӗм тӗнчери конкурссен лауреачӗн, баритон-сасӑллӑ Иван Николаев солистӑн пултарулӑх каҫӗ иртӗ.
Иван Николаев Чӑваш патшалӑх культурӑпа ӳнер инстиутӗнче Раҫҫей тава тивӗҫлӗ артистки, Чӑваш Ен халӑх артистки, Валентина Смирнова-Геворкян профессор класӗнче вӗреннӗ. 2011 ҫулта Чӑваш патшалӑх оперӑпа балет театрӗнче ӗҫлеме пуҫланӑскер сцена ҫинчи 10 ҫулхине халаллӗ.
Уяв каҫӗнче анлӑ сарӑлнӑ классика, хитре хореографи номерӗсем, халӑх юррисем, эстрада хичӗсем тата ытти композици пулӗ. Ҫав концертра сцена ҫине Сартури тата Краснодарти солистсем, «Артикль» вокал проекчӗн ӑстисем, Чӑваш патшалӑх юрӑпа ташӑ ансамблӗ тухӗҫ.
Ҫеҫпӗл Мишши ячӗллӗ Чӑваш патшалӑх ҫамрӑксен театрӗнче икӗ премьерӑна хатӗрлеҫҫӗ.
Вӗсенчен пӗри — Юхма Мишшин мифологи романӗ тӑрӑх хатӗрлекен «Куккук куҫҫулӗ» спектакль. Хайлав тӑрӑх сцени чӗлхине Михаил Башкиров хатӗрленӗ. Режиссёр-постановщикӗ – Раҫҫей Федерацийӗн тата Калмӑк Республикин искусствӑсен тава тивӗҫлӗ ӗҫченӗ Борис Манджиев.
Тепӗр спектакль Андрей Ивановӑн «Это всё она» пьеси тӑрӑх пулӗ. Ӑна Тутарстан тата Пушкӑртстан республикисен искусствӑсен тава тивӗҫлӗ ӗҫченӗ Байрас Ибрагимов режиссёр-постановщик лартать.
Чӑваш Республикин Вӗренӳ институчӗ «Шкул ачисене халӑхсен культурипе ҫыхӑннӑ конкурса хатӗрлесси» темӑпа вӗренӳ семинарӗсен ярӑмне ирттернӗ. Кун пирки вӗренӳ учрежденийӗн сайтӗнче хыпарланӑ.
Семинарта республикӑри ятлӑ-сумлӑ пултарулӑх ӗҫченӗсем те хутшӑннӑ. Чӑваш Республикин тава тивӗҫлӗ артистки Надежда Кириллова сцена пуплевӗн ӑсталӑхӗ ҫинчен каласа панӑ, илемлӗ вулав техникипе практикум ирттернӗ. Чӑваш АССРӗн тава тивӗҫлӗ тата Чӑваш Енӗн халӑх артистки Лидия Попова «Чӑваш ташшин культури» темӑпа ӑсталӑх урокӗ ирттернӗ. Ку занятире семинара хутшӑннисем ташӑ картине епле йӗркелемелли мелсемпе паллашнӑҫ, чӑваш картин хӑш-пӗр хусканӑвне тума вӗреннӗ.
Республикӑра культура училищи текех пулмӗ. Чӑваш Енӗн Культура, национальноҫсен ӗҫӗсен тата архив ӗҫӗн министерствин пресс-службинче пӗлтернӗ тӑрӑх, Чӑваш патшалӑх культурӑпа ӳнер институтне реорганизацилес ӗҫ вӗҫленнӗ. Асӑннӑ вӗренӳ заведенийӗ ҫумне республикӑн культура училищине пӗрлештернӗ. Ҫак пулӑм нарӑс уйӑхӗн 22-мӗшӗнче пулса иртнӗ.
Училище уйрӑм вӗренӳ заведенийӗ евӗр ӗҫлеме пӑрахнӑ. Анчах вӑл институт тытӑмӗнче пулӗ. Вӑл аслӑ шкулӑн структура подразделенийӗ пулса тӑрса колледж евӗр ӗҫлӗ.
Нарӑс уйӑхӗн 22-мӗшӗнче Чӑваш Енӗн наци вулавӑшӗнче Владимир Степановӑн «Великие битвы наших предков. Пирӗн несӗлсен аслӑ вӑрҫисем» истори очеркӗсен пуххине хӑтлама пухӑннӑ.
«Презентацире халӑх йышлӑччӗ. Ҫӗнӗ кӑларӑма пахаланине ӳкерме Чӑваш телевиденийӗ те килме ӳркенмен. Шел те, кӗнекене вуласа тухнисем иккӗн ҫеҫчӗ залра: авторӗ хӑй тата редакторӗ – эпӗ. Кӑларӑмпа паллашма шантарнисем е килсе ҫитеймен, е очерксен пуххине шӗкӗлчеме ӗлкӗреймен иккен. Историксем те ҫукчӗ. Вӗсен хаклавне питӗ илтесшӗнччӗ Марина Карягина тележурналист тата ҫыравҫӑ. Ман шутпа, ку ыйту ыттисене те кӑсӑклантарчӗ. Шаннӑ кайӑк йӑвара пулмарӗ. Ҫавӑнпа мероприяти тӑршшӗпе ытларах Владимир Степановӑн калаҫма тиврӗ», — тесе пӗлтернӗ Чӑваш Енри профессионал ҫыравҫӑсен Фейсбукри ушкӑнӗнче хӑтлава хутшӑннӑ Чӑваш кӗнеке издательствин ӗҫченӗ, Владимир Степановӑн кӗнекин редакторӗ Ольга Иванова.
Ҫӗрпӳ хулинче хальччен республикӑра пулман культурӑн аталану центрне хута ярасшӑн. Кун пирки культура министрӗ Светлана Каликова ТАСС агентстӑна пӗлтернӗ.
Унта куракансен залӗ пулӗ, ҫавӑнтах кино кӑтартма майсем тӑвӗҫ. Кунсӑр пуҫне ташӑ залӗ, кружоксем ирттермелли пӳлӗмсем вырнаҫӗҫ, кафе пулӗ.
Министр каланӑ тӑрӑх, центр чечек евӗр ларакан корпуссенчен пулӗ. Унччен ку центра "Южный-2" микрорайонта тума палӑртнӑ.
Ҫӗрпӳри ҫӗнӗ йышши аталану центрне хута яма федераци хыснинчен 130 миллион тенкӗ ытла уйӑрӗҫ. Укҫан пӗр пайне республика хыснинчен пӑхса хурӗҫ.
Чӑваш Енри хальхи вӑхӑтри пултаруллӑ прозаик, поэт, куҫаруҫӑ, редактор Галина Матвеева иртнӗ эрнере 65 ҫул тултарнӑ. Ҫавна май Чӑваш наци вулавӑшӗнче унӑн бенефисӗ иртнӗ.
Галина Матвеева (Антонова) 1957 ҫулхи нарӑс уйӑхӗн 19-мӗшӗнче Вӑрнар районӗнчи Аҫӑмҫырми ялӗнче ҫуралнӑ. Урал университетӗнчи журналистика факультетӗнчен вӗренсе тухнӑскер «Коммунизм ялавӗ» («Хыпар»), «Хресчен сасси», «Советская Чувашия» хаҫатсенче ӗҫленӗ, Чӑваш кӗнеке издательствин тӗп редакторӗн ҫумӗ пулнӑ.
Вӑл – ачасемпе ҫамрӑксем валли ҫырнӑ «Хамӑркка», «Чӑваш», «Его звали Чуваш», «Курак тӑманӗ», «Мӑшӑр ҫунат», «Хутлӑ-хутлӑ хут кермен. Волшебный дворец» кӗнекесен авторӗ.
Пултаруллӑ хӗрарӑм сӑвӑсем те ҫырать, ача-пӑча литературине чӑвашла куҫарать.
К.В. Иванов ячӗллӗ Чӑваш патшалӑх академи драма театрӗнче премьера хатӗрлеҫҫӗ. «Айӑпсӑр чун» спектакле М. Ладо пьеси тӑрӑх лартӗҫ. Премьерӑпа пуш уйӑхӗн 3-мӗшӗнче паллашма май килӗ.
Спектакле Алексей Герасимов режиссер лартать.
Сӑмах май каласан, асӑннӑ пьесӑпа хӑй вӑхӑтӗнче Ҫеҫпӗл Мишши ячӗллӗ Чӑваш патшалӑх ҫамрӑксен театрӗнче спектакль лартнӑччӗ. Аса илтерер: унти тӗп геройсем — чӗрчунсем. Автанӗ те пур, лаши те. Кашни хӑйӗн пурнӑҫӗ, кун-ҫулӗ.
Паян, нарӑс уйӑхӗн 21-мӗшӗнче, — Тӑван чӗлхесен кунӗ. Ҫавна май Фейсбукра Леонид Пэленич хӑйӗн шухӑшне ҫыпрса пӗлтернӗ. Тӗрӗсрех палӑртсан, чун ыратӑвне темелле-тӗр.
«Паян пур чӑвашӑн кӑмӑла ҫӗклемелли кун. Пурте тенӗ пекех пӗлетпӗр ӗнтӗ, паян пӗтӗм тӗнчери тӑван чӗлхесен кунӗ. Ҫав хушӑрах ҫак йӑпануллӑ самантра темле савӑк туйӑмсем пур пулин те, те тӗнчери лару-тӑрӑва пула, те «мӗн юлать-ши тата эпӗр кайсан?», — шухӑша пула темле салхулӑх чӗпӗтет чуна... «Каласан — ҫынна йывӑр, каламасан — хуна йывӑр». Эпир мар, тӑван халӑх каланӑ! Тӗнчене чӗлхе тытса тӑрать тетпӗр пулсан, кӑштах малалла ҫырма та тивет пулӗ.
Юрӗ. Маларах каланӑ шӑпаллӑ шухӑш ҫаврӑнӑлӑхне илес пулсассӑн, чи малтан ҫапах та пирӗншӗн те ку уяв лайӑх самант пулнине палӑртмаллах. Эпир те хамӑр тӑван чӗлхепе калаҫнине, пурӑннине, юрласа-ташласа савӑннине тепӗр хут ҫак ҫӗрпе пӗлӗт хушшинчи тӗнчене чӑннипех (курмӑш-илтмӗш пуррисем те ҫук мар пулӗ!) пӗлтерме пултаратпӑр. Ӑнланатпӑр-ха, ӑна юратни кӑна ҫителӗксӗр, ҫине тӑрсах сыхласа хӑварма, аталантарма тӑрӑшмалла. Пӗтӗмпех хамӑртан килет. Ҫак шухӑш кашни чӑвашӑн юнри-чунри-чӗрери малашнехи талпӑнӑвӗ пулмаллах тесе калассӑм килет!
Шупашкарта ҫывӑх вӑхӑтра (26.12.2024 15:00) тӗтреллӗ ҫанталӑк, атмосфера пусӑмӗ 762 - 764 мм, -1 - -3 градус сивӗ пулӗ, ҫил 3-5 м/ҫ хӑвӑртлӑхпа кӑнтӑр-хӗвеланӑҫ енчен вӗрӗ.
| Василий Давыдов-Анатри, чӑваш халӑх сӑвӑҫи ҫуралнӑ. | ||
| Мишутин Николай Степанович, ҫыравҫӑ ҫуралнӑ. | ||
Пулӑм хуш... |