Шупашкарти Вырӑс драма театрӗнче ҫӗнӗ спектакль лартма хатӗрленеҫҫӗ. Ӑна культура учрежденийӗн 100 ҫулхи юбилейне халаллӗҫ. Спектакль лартма Чӑваш Ен Элтеперӗн укҫипе усӑ курӗҫ.
«Леди на день» спектакле Олег Данилов пьесипе лартӗҫ. Ун валли Шупашкара Раҫҫейри паллӑ театр тата кино режиссёрне, Раҫҫей искусствӑсен тава тивӗҫлӗ ӗҫченне Дмитрий Астрахана чӗнсе илнӗ.
Дмитрий Астрахан — «Ты у меня одна», «Перекресток», «Желтый карлик», «Всё будет хорошо», «Алхимик» тата ытти фильм режиссёрӗ. Вырӑс драма театрӗн труппипе вӑл пуҫласа ӗҫлӗ.
Кӑҫал пирӗн республика халӑх юратакан артист, Мефодий Денисов (1922-1998), ҫуралнӑранпа 100 ҫул ҫитнине паллӑ тӑвать. Вӑл — Раҫҫейӗн тава тивӗҫлӗ артисчӗ, Чӑваш Енӗн халӑх артисчӗ, К.И. Иванов ячӗллӗ патшалӑх премийӗ лауреачӗ.
Юрӑҫа асра тытнине палӑртса Чӑваш Енӗн Наци вулавӑшӗнче «Портрет в музыке. Посвящение Мефодию Денисову» (чӑв. Кӗвӗ-ҫемӗри портрет. Мефодий Денисова халалласа) каҫ иртӗ. Вӑл, паян, пуш уйӑхӗн 12-мӗшӗнче, 11 сехетре пуҫланӗ.
Мефодий Денисов театр ӳнерӗнче паллӑ йӗр хӑварнӑ. Хӑйӗн баритон сассипе «Нарспи», «Шывармань», «Хамӑръял», «Прерванный вальс», «Сеспель» чӑваш наци оперисенче юрланӑ, классика репертуарӗнче ӑна куракансем Евгений Онегин, Алеко, Фигаро евӗр астуса юлнӑ. Романссене, совет композиторӗсен юррисене, фольклор композицийӗсене хитре шӑрантарнӑран та халӑх ӑна юратнӑ.
Мефодий Денисовӑн пултарулӑхне искусствоведени кандидачӗ, Любовь Бушуева музыковед, Раҫҫей тата Чӑваш Ен халӑх артисчӗ Петр Заломнов, Раҫҫей халӑх артисчӗ Юрий Васильев, педагогика наукисен кандидачӗ, Чӑваш Республикин тава тивӗҫлӗ артисчӗ Юрий Кудаков, Чӑваш халӑх писателӗ Анатолий Кибеч, Хальхи вӑхӑтри историн патшалӑх архивӗн специалисчӗсем тӗрлӗ енлӗн уҫса парӗҫ.
Чӑваш Енӗн тӗп хулинче «Магия родного языка» («Тӑван чӗлхе асамлӑхӗ») фестиваль-конкурса пӗтӗмлетнӗ. Конкурса онлайн-форматпа ирттернӗ. Ӑна Чӑваш Енре кӑҫал ирттерекен Паллӑ ентешсен ҫулталӑкне халалланӑ.
Фестивале 246 ҫын хутшӑннӑ, ҫав шутра — шкул ачисем, студентсем тата учительсем.
Фестиваль иртнӗ май «Эпӗ тӑван чӗлхене юрататӑп» сӑнӳкерчӗксен конкурсне, «Ташлатӑп та юрлатӑп, хавалӑ пурӑнатӑп!» пултарулӑх конкурсне, «Тӑван чӗлхе ҫинчен вулатӑп» хитре вулакансен конкурсне, «Мухтанатпӑр та тӗлӗнетпӗр чаплӑ ентешсемпе!» подкастсен конкурсне, «Чӑвашсен чаплӑ ҫыннисем» буктрейлерсен конкурсне йӗркеленӗ.
Шупашкарта кӑҫал «Сарпике» конкурса пуҫласа ирттерӗҫ. Республика шайӗнчи пултарулӑх ӑмӑртӑвне чӑвашсен пӗрремӗш хӗрарӑм-композиторне Олимпиада Агаковӑна халалланӑ. Конкурс пуш уйӑхӗн 15-мӗшӗнче иртӗ. Пултарулӑх ӑмӑртӑвне Шупашкарти ача-пӑча 3-мӗш музыка шкулӗ йӗркеленӗ.
Олимпиада Яковлевна 1918 ҫулхи утӑ уйӑхӗн 23-мӗшӗнче Етӗрне районӗнчи Ҫуткассинче вӗрентекен ҫемйинче ҫуралса ӳснӗ. Етӗрнери педагогика училищинче, Шупашкарти музыка училищинче вӗреннӗ. Чӑваш патшалӑх юрӑпа ташӑ ансамблӗнче, Григорий Хирпӳ патӗнче радио хорӗнче ӗҫленӗ. 1960-1974 ҫулсенче вӑл Республикӑри культурӑпа ҫутӗҫ училищинче (Ҫӗрпӳ) вӗрентнӗ, пианистка концертсене хастар хутшӑннӑ. Унӑн репертуарӗнче классика оперисенчи арисем, романссем, чӑваш юррисем пулнӑ.
Чӑваш патшалӑх культурӑпа ӳнер институчӗ «Голос поэта – летопись жизни» театрланӑ концерт хатӗрленӗ. Ӑна чӑваш халӑх поэчӗ Петӗр Хусанкай ҫуралнӑранпа 115 ҫул ҫитнине халалланӑ.
Куракансене поэтӑн биографийӗнчи паллӑ саманчӗсемпе паллаштарӗҫ. Унта поэтӑн литература хайлавӗсенчи пурнӑҫпа, шӑпапа, юратупа ҫыхӑннӑ саманчӗсем янӑрӗҫ.
Мероприятие Петӗр Хусанкайӑн ывӑлӗ Атнер Петрович хутшӑнӗ. Концерта чӑваш халӑх артистки Августа Уляндина тата ача-пӑчан «Суварята» ансамблӗ илем кӳрӗҫ.
Концерт пуш уйӑхӗн 11-мӗшӗнче институтӑн концерт залӗнче 14 сехетре пуҫланӗ.
Чӑваш патшалӑх гуманитари ӑслӑлӑхӗсен институтӗнче пӗлтернӗ тӑрӑх, кӑҫал пирӗн республикӑра «Начало чувашского профессионального музыкального искусства. К 130-летию со дня рождения Ф.П. Павлова и С.М. Максимова» (чӑв. Чӑвашсен профессилле музыкин пуҫламӑшӗ. Ф.П. Павлов тата С.М. Максимов ҫуралнӑранпа 130 ҫул ҫитнӗ май) ятпа пӗтӗм ҫӗршыври ӑслӑлӑхпа практика конференцийӗ иртӗ. Мероприяти юпа уйӑхӗн 20-мӗшӗнче Чӑваш Енӗн Наци вулавӑшӗнче пулӗ.
Конференцие музыковедсене, фольклористссене, культура историкӗсене, художество енӗпе ӗҫлекен ӑслӑлӑх ӗҫченӗсене, музыкӑпа аслӑ тата вӑтам пӗлӳ паракан учрежденисенчи преподаваельсемпе аспирантсене йыхравлаҫҫӗ.
Нумаях пулмасть Вӑрнар районӗнчи тӗп вулавӑшра Анатолий Емельянов ҫыравҫӑна тата Петӗр Ялкире халалласа тӗлпулу ирттернӗ. Ку хыпара Чӑваш кӗнеке издательствин сайтӗнче хыпарланӑ.
Сайтри хыпарта Анатолий Емельянов ҫыравҫӑ «хӑйӗн геройӗсен пурнӑҫне, ӗҫне-хӗлне, шухӑш-кӑмӑлне витӗр курса-пӗлсе» тӑнине палӑртса хӑварнӑ. Унӑн паллӑрах кӗнекисем — «Ҫавал сарӑлсан», «Чапшӑн пурӑнмастпӑр», «Ҫырма Куҫми», «Кӗмӗл ҫил», «Шӑнкӑрав курӑкӗ», «Хура кӑрӑҫ». Анатолий Емельянов ҫуралнӑранпа кӑҫалхи кӑрлач уйӑхн 10-мӗшӗнче 90 ҫул ҫитнӗ. 2000 ҫулта вӑл ҫак тӗнчерен уйрӑлса кайнӑ.
«Петр Тихонов (Ялгир) Хӗрлӗ Чутай районӗнче ҫуралнӑ пулсан та вӑрнарсемшӗн ентеш пекех ҫывӑх, мӗншӗн тесен вӑл чылай ҫул хушши ҫак районта ӗҫленӗ, ку тӑрӑха савса сахал мар сӑвӑ шӑрҫаланӑ», — пӗлтернӗ Чӑваш кӗнеке издательстви.
Паллӑ ҫыравҫӑсен ячӗпе йӗркеленӗ тӗлпулусене Профессиллӗ писательсен союзӗн председателӗ Улькка Эльмен, Людмила Сачкова, Лидия Филиппова, Анатолий Кибеч тата Галина Антонова (Матвеева) ҫыравҫӑсем, Чӑваш кӗнеке издательствин редакторӗ Галина Антонова хутшӑннӑ.
Пуш уйӑхӗн 3-мӗшӗнче Чӑваш патшалӑх филармонийӗнче «Ҫавал» эстрадӑпа фольклор ансамблӗн 45 ҫулхине халалласа уяв концерчӗ иртнӗ. Концерт курма тата артистсене паллӑ кунпа саламлама республикӑн культура мнистрӗ Светлана Каликова тата ытти тӳре-шара та пырса ҫитнӗ.
Чӑваш Республикин Элтеперӗн Тав хучӗпе Александр Жуковские, Чӑваш Республикин Культура, национальноҫсен тата архив ӗҫӗсен министерствин Хисеп хучӗпе Ольга Николаевӑна, асӑннӑ ведомствӑн Тав хучӗпе Михаил Николаевпа Иван Степанова хавхалантарнӑ.
Концертра халӑх юратакан «Ах, савни, савни», «Хура лаша», «Кил ӑшши», «Тарӑн-тарӑн ҫырмара», «Шупашкар», «Как за Доном», «За тихой рекой», «Россиюшка», «Нам жить — не тужить» тата ытти юрӑ янӑранӑ.
Ӗнер, пуш уйӑхӗн 3-мӗшӗнче, Чӑваш Енӗн Наци вулавӑшӗнче «Мелодии чувашских узоров. Асамлӑ тӗрӗ» курав ӗҫлеме тытӑннӑ. Ӑна ӗҫе пуҫӑнакан ӑстасен тӗррисенчен йӗркеленӗ. Вӗсем — вулавӑшри «Асамлӑ тӗрӗ» кружока ҫӳрекенсем.
Пултарулӑх ушкӑнне халӑх художество промыслисен ӑсти Надежда Кузнецова ертсе пырать. Кружока вулавӑшра 2013 ҫулхи юпа уйӑхӗнче ӗҫлеттерсе янӑ. Ӑна пуҫарса яма Чӑваш Республикин культурӑн тава тивӗҫлӗ ӗҫченӗ Евгения Жачева хутшӑннӑ. Пултарулӑх ушкӑнне вӑл 5 ҫул ертсе пынӑ.
Вулавӑшра ӗнер уҫӑлнӑ курава Раҫҫей халӑхӗсен культура эткерлӗхн ҫулталӑкне халалланӑ.
Шупашкар районӗнчи Ҫӗньял ял тӑрӑхӗнчи Мошкассинчи клуб заведующийӗнче ӗҫлекен Эльвира Альмешкина «Чӑваш Республикин культурӑн тава тивӗҫлӗ ӗҫченӗ» ята тивӗҫнӗ.
Тӗрлӗ ҫӗрте тӗрлӗ клуб тӗрлӗрен ӗҫлет. Тилхепене тар тӑкас кӑмӑллӑ профессионала тыттарсан ӗҫ те каять.
Эльвира Альмешкина культура отраслӗнче мӗн ҫамрӑкранпах вӑй хурать. Ҫав енӗпе вӑл ятарлӑ пӗлӳ те илнӗ. Юратнӑ ӗҫӗ чун киленӗҫӗпе пӗр килнӗрен хӗрарӑм хӑйӗн тивӗҫне ӗмӗрӗпех кӑмӑлтан пурнӑҫлать.
Тӑрӑшуллӑ культура ӗҫченӗ – чӑвашла тата вырӑсла сценарисемпе методика сӗнӗвӗсен, ҫӗнӗ формӑллӑ мероприятисен авторӗ. Мероприятисен ре-жиссер-постановщикӗ те вӑлах. Унсӑр пуҫне тӗрлӗ конкурса хореограф евӗр хутшӑнать.
Шупашкарта ҫывӑх вӑхӑтра (26.12.2024 15:00) тӗтреллӗ ҫанталӑк, атмосфера пусӑмӗ 762 - 764 мм, -1 - -3 градус сивӗ пулӗ, ҫил 3-5 м/ҫ хӑвӑртлӑхпа кӑнтӑр-хӗвеланӑҫ енчен вӗрӗ.
| Василий Давыдов-Анатри, чӑваш халӑх сӑвӑҫи ҫуралнӑ. | ||
| Мишутин Николай Степанович, ҫыравҫӑ ҫуралнӑ. | ||
Пулӑм хуш... |