Паян, ака уйӑхӗн 21-мӗшӗнче, Чӑваш патшалӑх филармонийӗн «Ҫавал» ансамблӗн концерчӗ пулӗ. Вӑл филармонире 19 сехетре пуҫланӗ.
Концертра вырӑс, чӑваш, казак юррисем янӑрӗҫ, халӑх инструменчӗсен сассипе киленме май килӗ.
Коллективӑн 45 ҫулхине халалланӑ концертӑн ятарлӑ хӑнисем — «Nota G» ташӑ ушкӑнӗ, Чӑваш Республикин тава тивӗҫлӗ артисчӗ Юрий Катков, Хакас Республикин тава тивӗҫлӗ артисчӗ Сергей Кузнецов.
Ҫӗмӗрле районӗнчи Турханти ял вулавӑшӗнче «Ун мӑнаҫлӑхӗ — яланлӑхах!» кӗнеке куравне йӗркеленӗ. Районӑн официаллӑ сайчӗ пӗлтернӗ тӑрӑх, ӑна хальхи чӑваш ҫырулӑхӗн никӗслевҫине И. Я. Яковлева халалланӑ. Палӑртса хӑварар, чӑваш халӑхне ҫутта кӑлараканӑн ҫуралнӑ кунӗнче, ака уйӑхӗн 25-мӗшӗнче, Чӑваш чӗлхи кунне паллӑ тӑваҫҫӗ.
Кӗнеке куравӗ темиҫе пайран тӑрать. Куракансем Иван Яковлевӑн биографийӗ ҫинчен пӗлме ҫеҫ мар, ҫавӑн пекех ачасем валли ҫырнӑ кӗнекесемпе те паллашма пултарӗҫ. Куравра Лев Кураковӑн, Геннадий Волковӑн, Юхма Мишшин тата ыттисен кӗнекисене вырнаҫтарнӑ.
Кӗнеке куравӗ ака уйӑхӗн 26-мӗшӗччен ӗҫлӗ.
Ыран, ака уйӑхӗн 21-мӗшӗнче, Халӑхсен туслӑхӗн ҫуртӗнче Анатолий Кокель чӑваш художникӗн «Пурнӑҫ урапи» куравӗ уҫӑлӗ. Культура мероприятийӗ Раҫҫей халӑхӗсен культура еткерлӗхӗн ҫулталӑкне уявланӑ май иртӗ, ӑна Паллӑ ентешсен ҫулталӑкне халалласа йӗркелӗҫ.
Куравра 100 яхӑн ӳнерҫӗ ӗҫне тӑратнӑ. Вӗсен йышӗнче хальхи вӑхӑтри ҫынсен портречӗсем, натюрмортсем, пейзажсем пулӗҫ.
«Манӑн ӗҫсен сӑнарӗсем — тӗрлӗ наци ҫыннисем, пирӗн ентешсем, унӑн историне йӗркеленӗ ял ӗҫченӗсем, ҫавӑн пекех хама художник ӗҫне алла илме пулӑшнӑ ҫынсем», — хӑйӗн куравӗ ҫинчен художник ҫапла каласа панӑ.
Куравӗ ыран, ака уйӑхӗн 21-мӗшӗнче, 15:00 сехетре уҫӑлӗ.
Ака уйӑхӗн 15-мӗшӗнче Чӑваш патшалӑх пукане театрне уҫнӑранпа 77 ҫул ҫитнӗ. 1945 ҫулхи ака уйӑхӗн 15-мӗшӗнче театрта «Три подружки» спектакль лартнӑ. Культура учрежденийӗн йӗркелӳҫи, пӗрремӗш директорӗ тата режиссёрӗ Сергей Мерзляков пулнӑ.
Хальхи вӑхӑтра театра Чӑваш Республикин культурӑн тава тивӗҫлӗ ӗҫченӗ Елизавета Абрамова директор пулса ертсе пырать, илемлӗх ертӳҫи — Чӑваш Республикин тава тивӗҫлӗ артисчӗ Юрий Филиппов.
Театр труппи 19 артистран тӑрать.
Культура учрежденийӗ ҫулсерен тӗрлӗ фестиваль ирттерет.
Шупашкарти К.В. Иванов ячӗллӗ В литература музейӗнче «Диалог с писателем» (чӑв. Ҫыравҫӑпа диалог) ярӑмпа тӗлпулусем ирттереҫҫӗ. Вӗсене Чӑваш чӗлхи кунне халалланӑ.
Пӗрремӗш тӗлпулӑва ака уйӑхӗн 7-мӗшӗнче йӗркеленӗ. Ун чухне хӑнана Шупашкарти 166-мӗш ача пахчинчи шӑпӑрлансене йыхравланӑ. Вӗсем Альбина Юрату поэтпа тӗл пулнӑ. Пӗчӗкскерсем валли музейҫӑсем «Чӑваш литературин тӗнчине ҫулҫӳрев» экскурси ирттернӗ.
Ака уйӑхӗн 11-мӗшӗнче Ордем Гали чӑваш ҫыравҫипе Шупашкарти Андриян Николаев ячӗллӗ 10-мӗш вӑтам шкулти 4-мӗш «И» тата «Б» класра вӗренекенсем тӗл пулнӑ.
Ҫыравҫӑсемпе тӗлпулусем ака уйӑхӗн 20-мӗшӗнче вӗҫленӗҫ.
Литература музейӗнче ака уйӑхӗн 13-мӗшӗнче пӗлтернӗ тӑрӑх, шкул ачисемпе тата студентсемпе курнӑҫма Раиса Воробьевӑна, Лидия Филипповӑна, Зоя Сывлӑмпине, Улькка Эльменне чӗнме палӑртса хунӑ.
Ака уйӑхӗн 22-мӗшӗнче Чӑваш чӗлхи кунне халалласа Чӑваш Республикин Хальхи вӑхӑтри историйӗн патшалӑх архивӗнче «Реализация чувашского языка в XX в. — начале XXI в. в Чувашии» (чӑв. Чӑваш Енре XX ӗмӗрте — XXI ӗмӗр пуҫламӑшӗнче чӑваш чӗлхине аталантарни) темӑпа урок иртӗ.
Урока интерактивлӑ лекци мелӗпе, электрон презентаци евӗр йӗркелӗҫ. Вӗренекенсене Чӑваш чӗлхи кунӗ, чӑваш ҫырулӑхне йӗркелес тата аталантарас енӗпе Иван Яковлев педагог-педагогӑн пӗлтерӗшӗ, Николай Ашмарин ӗҫӗ-хӗлӗ тата ытти кӑсӑклӑ нумай япала ҫинчен каласа кӑтартӗҫ.
Красноармейски салинчи Культура ҫуртӗнче Нестер Янкас ячӗллӗ культурӑпа искусство тата литература пӗрлӗхӗн 2021 ҫулхи Преми лауреачӗсене чысларӗҫ. Пӗрлӗхӗн ертӳҫи Прокопьев И.А. (Иван Чураль), наградӑсем парас енӗпе ӗҫленӗ комиссин председателӗ Михайлов В.М. (Аксар Чунтупай) Премие тата Лауреат ятне ҫак уйрӑм ҫынсене пама йышӑнни ҫинчен пӗлтернӗ:
Степанов Александр Иванович (Пӑртта) артиста, драматурга тата сӑвӑҫа. Тӑван театрта 70 ытла сӑнар калӑплама пултарнӑшӑн, драматургире 12 пьеса ҫырса сцена ҫине кӑларнӑшӑн тата 2021-мӗш ҫулта «Хӗллехи юратуллӑ каҫсем» (повесть, калавсем, пьесӑсем) пичетлсе кӑларнӑшӑн тивӗҫнӗ. Лауреат ятне пама Чӑваш Республикин Шупашкарти «Трак ен» ентешлӗх тӑратнӑ.
Порфирьева Елена Юрьевна (Эншей) радиожурналиста тата эстрада юрӑҫине. Чӑваш эстрадине аталантарса ҫӗнӗрен те ҫӗнӗ юрӑсем шӑратнӑшӑн, чӑваш культурине Интернет-медиа анлӑшӗнче сарма тӑрӑшулӑх кӑтартнӑшӑн, обществӑшӑн тунӑ сумлӑ ӗҫсемшӗн тата Чӑваш патшалӑх радикомпанинче илемлӗ передачӑсем хатӗрленӗшӗн тивӗҫнӗ. Лауреат ятне пама Чӑваш Республикин Красноармейски муниципаллӑ округӗнчи Хӗрарӑмсен канашӗ тӑратнӑ.
Чӑваш патшалӑх культура тата ӳнер институчӗн хушма пӗлӳ паракан центрӗ ятарлӑ вӗрентӳ йӗркелеме йышӑннӑ. Специалистсене актёр ӑсталӑхӗ тата режиссура, халӑх художество пултарулӑхӗн, ӳнер теорийӗн, музыка пӗлӗвӗн кафедрисемпе пӗрле вӗрентӗҫ.
Ака уйӑхӗн 14 тата 15-мӗшӗсенче пьеса лартас ӑсталӑха вӗрентнӗ. Ака уйӑхӗн 19-21-мӗшӗсенче чӑваш халӑхӗн декораципе прикладной пултарулӑхне хӑнӑхтӑрӗҫ. Ака уйӑхӗн 26-27-мӗшӗсенче ачасемпе ҫамрӑксене чӑваш композиторӗсен хайлавӗсене вӗрентесси пирки калаҫӗҫ, ака уйӑхӗн 28-29-мӗшӗсенче — чӑваш ташши пирки.
Ака уйӑхӗн 16-мӗшӗнче Чӑваш Енӗн Наци вулавӑшӗнче Ирина Кузьминӑн «Тӗлӗнмелле япаласем-2» курав уҫӑлӗ.
Экспозицире 25 жанрлӑ ӗҫсем пулӗҫ. Вӗсене тӗлӗнмелле техникӑпа – ҫӑм акварельпе — тунӑ.
Ирина Кузьмина — Пӗтӗм тӗнчери XXIV куравпа хальхи ӳнер искусствин «Раҫҫей ӳнер эрни» конкурса хутшӑннӑ, Будапештра иртнӗ «Венгрири ӳнер эрни» конкурс ҫӗнтерӳҫи. Ирина Кузьмина Чӑваш патшалӑх педагогика университетӗнче, Шупашкарти гуманитарипе экономика университечӗн филиалӗнчен вӗренсе тухнӑ.
Чӑвашкинона Хальхи истори патшалӑх архивӗпе пӗрлештерме йышӑннине Чӑваш халӑх сайчӗ пӗлтернӗччӗ. Аса илтерер: Чӑвашкинон хӑш-пӗр пайне культура учрежденийӗсен хушшинче пайланӑ. Ҫамрӑксен театрӗ кинотеатрсене аталантарас енӗпе ӗҫлӗ.
Театр директорӗ Елена Николаева пӗлтернӗ тӑрӑх, культура учрежденийӗ Кино фончӗн конкурсне хутшӑнса кинозал уҫма 7 муниципалитета документсем хатӗрлесе пама хатӗ. Кунта сӑмах Улатӑр, Канаш, Красноармейски, Муркаш, Шӑмӑршӑ, Ҫӗмӗрле тата Елчӗк районӗсем пирки пырать. Паянхи куна илсен,4 хулапа 14 районта 18 культура учрежденийӗнче кинозалсем пур.
Шупашкарта ҫывӑх вӑхӑтра (26.12.2024 03:00) тӗтреллӗ ҫанталӑк, атмосфера пусӑмӗ 762 - 764 мм, -5 - -7 градус сивӗ пулӗ, ҫил 0-2 м/ҫ хӑвӑртлӑхпа кӑнтӑр-хӗвелтухӑҫ енчен вӗрӗ.
| Василий Давыдов-Анатри, чӑваш халӑх сӑвӑҫи ҫуралнӑ. | ||
| Мишутин Николай Степанович, ҫыравҫӑ ҫуралнӑ. | ||
Пулӑм хуш... |