Вӑрнар районӗнчи тӳре-шара унччен пионерлагерь пулнӑ вырӑнта санаторипе курорт комплексӗ уҫасшӑн.
Унччен «Ласточка» (чӑв. Пӗчӗк чӗкеҫ) пионерлагерь пулнӑ кану вырӑнӗ питех те илемлӗ вырӑнта тӗпленнӗ. Юнашарах Ҫавал юханшывӗ юхса иртет. Лӑсӑллӑ йывӑҫсен сулхӑнӗнче темччен уҫӑлса ҫӳреме, техӗмлӗ те сиплӗ сывлӑшпа кӑкӑр туллин сывлама кама килӗшмӗ?
Ҫутҫанталӑкӑн ырлӑхӗпе чунтан киленме май пур вырӑнта санаторипе курорт комплексӗ уҫасшӑн. Ҫитменнине халӗ хамӑр ҫӗршывра тата тӑван тӑрӑхра туризма аталантарас юхӑм вӑй илсе пырать.
Проекта хӳтӗлеме май килсен укҫана федераци хыснинчен илме май килессе шанаҫҫӗ вӑрнарсем.
Ыран, пуш уйӑхӗн 22-мӗшӗнче, 14 сехетре, Чӑваш Республикин тава тивӗҫлӗ художникӗн Андрей Анохинӑн куравӗ уҫӑлӗ. Ӳнер ӑстин пултарулӑхӗпе Чӑваш патшалӑх ӳнер училищи паллаштарма йышӑннӑ.
Андрей Анохин — живопись ӑсти, Раҫсей Федерацийӗн художникӗсен союзӗн пайташӗ. Андрей Павлович 1957 ҫулхи ҫӗртме уйӑхӗн 3-мӗшӗнче Шупашкарта ҫуралнӑ. 1976 ҫулта Шупашкарти ӳнер училищинче вӗренсе тухнӑ, 1991 ҫулта — Чӑваш Енӗн патшалӑх педагогика институтӗнчен. 1991 ҫултанпа вӑл асӑннӑ аслӑ шкулта ҫамрӑксене вӗрентет.
Чӑваш Енре фотокорреспондентсемпе паллаштаракан кӗнеке пичетленсе тухнӑ. Нумаях пулмасть ӑна хӑтлама пуҫтарӑннӑ. Унта культура, национальноҫсен тата архив ӗҫӗ министрӗ Светлана Каликова та хутшӑннӑ.
«Фотокорреспонденты Чувашии. Биографии. Чӑваш Ен фотокорреспонденчӗсем. Вӗсен пурнӑҫ ҫулӗ» альбом-справочника кун ҫути кӑтартассишӗн С.В. Журавлев, А.В. Борзов тата А.П. Хузангай тӑрӑшнӑ. Текстсене икӗ чӗлхепе: вырӑсла тата чӑвашла — пичетленӗ. Вырӑсларан чӑвашла Л.Н. Петрова куҫарнӑ. Ҫӗнӗ кӑларӑмӑн тиражӗ – 1000 экземпляр.
Кӗнекене 21 фотокорреспондентӑн биографийӗпе ӗҫӗсем кӗнӗ. Вӗсен йышӗнче — Александр, Георгий тата Николай Костинсем, Юрий Ананьев, Георгий Зиньков, Виталий Исаев, Борис Иванов, Семен Игнатьев, Вячеслав Романов...
Чӑваш наци вулавӑшӗнчи Китай информаципе культура центрӗнче ҫӗнӗ курав уҫӑлнӑ. «Национальная кухня из Поднебесной» ят панӑскер Китай халӑх апат-ҫимӗҫӗпе паллаштарать.
Куравпа паллашнӑ Чӑваш Енӗн Наци телекуравӗ пӗлтернӗ тӑрӑх, «сӑн ӳкерчӗксенче тӳрех хӗрлӗ тӗс ытларах курӑнать. Чӑн та – ку ӑнӑҫу, ырӑлӑх палли иккен. Чӑвашсем салма ҫиеҫҫӗ пулсан, китайсем вӑрӑм лапша – вӑл мӗн чухлӗ вӑрӑмрах, ҫавӑн чухлӗ лайӑхрах – вӑрӑм ӗмӗре пӗлтерет».
Китай ҫыннисем шыв ӗҫме юратаҫҫӗ иккен. Унта тӗрлӗ чир-чӗр сиксе тухсан вӗри шыв ӗҫме хушаҫҫӗ-мӗн.
Чӑваш Енре «Тӑван ятсем» проект малалла аталанать. Унӑн йӗркелӳҫисем паллӑ ентешӗмӗрсемпе ҫывӑхрах паллашма пулӑшаҫҫӗ.
Чӑваш Енӗн телерадиокомпанийӗ пӗдлтернӗ тӑх, асӑннӑ проект йӗркелӳҫисем Шупашкарти 1-мӗш гимназинче ӑс пухакансемпе тӗл пулнӑ, чӑвагсен пӗрремӗш актрисин Тани Юнӑн пултарулӑхӗпе, унӑн кун-ҫулӗпе паллаштарнӑ.
Етрӗне районӗнче ҫуралса ӳснӗ Тани Юн «Сарпике», «Хура Юпа», «Апайка» кинофильмсенче ӳкерӗннӗ. Вӑл кинокартинӑсене Америкӑра, Египетра, Германире кӑтартнӑ.
Тани Юн мӑшӑрӗ — Чӑвашкиностудие йӗркеленӗ Иоаким Максимов-Кошкинский.
Ҫеҫпӗл Мишши ячӗллӗ Чӑваш патшалӑх ҫамрӑксен театрӗнче пуш уйӑхӗн 15-мӗшӗнче ҫӗнӗ ӗҫпе паллаштарнӑ. Юхма Мишшин «Куккук куҫҫулӗ» романӗ тӑрӑх драмӑлла фантазине сцена ҫине Раҫҫейӗн искусствӑсен тава тивӗҫлӗ ӗҫченӗ, Калмӑк Республикин искусствӑсен тава тивӗҫлӗ ӗҫченӗ, Азербайджанри культурӑн хисеплӗ ӗҫченӗ, тӗрлӗ преми лауреачӗ Борис Манджиев лартнӑ.
«Эпир Юхма Мишшин стильне тата концепцине упраса хӑвартӑмӑр. Спектакле лартас ӗҫре хусканусем, ҫипуҫ, музыка, сценографи тата режиссура енӗпе чылай специалиста явӑҫтартӑмӑр», — тенӗ Борис Манджиев.
Пуш уйӑхӗн 18-мӗшӗнче, 16 сехетре, Чӑваш патшалӑх ӳнер музейӗнче Владимир Агеев художникӑн юбилейлӑ куравӗ уҫӑлӗ. Вӑл графика тата живопись енӗпе нумай ӗҫленӗ. Ҫав ӳкерчӗксенче чӑваш халӑхӗн историне тата мифологине кӑтартса панӑ.
Владимир Агеев 1932 ҫулхи ака уйӑхӗн 2-мӗшӗнче Елчӗк районӗнчи Аслӑ Елчӗк ялӗнче ҫуралнӑ. Шупашкарти ӳнер училищинче вӗреннӗ. Унӑн педагогӗсем Н.К. Сверчков, В.М. Макаров, П.Г. Григорьев-Савушкин тата Е.Е. Бургулов пулнӑ. Художникӑн пултарулӑхне А. Дюрер, Э. Греко, П. Рубенс, Д. Веласкес художниксем пысӑк витӗм кӳни те сисӗнет.
Чӑваш Республикин ача-пӑчапа ҫамрӑксен вулавӑшӗ сӑвӑ-калав ҫыракансене кӑҫал та конкурса хутшӑнма йыхравлать.
Пултарулӑх ӑмӑртӑвне ӗҫсене «Проза», «Поэзи», «Драматурги» номинацисемпе йышӑнаҫҫӗ. Вӗсене чӑвашла та, вырӑсла та ҫырма юрать. Ӗҫсене Шупашкар хулинчи Иван Яковлев проспектӗнчи 8-мӗш «А» ҫурта ҫитерсе памалла. Сӑвӑ-калавпа драма хайлавӗсене вулавӑшӑн краеведенпе наци литературинчен пайӗнче йышӑнаҫҫӗ.
Тӗрлӗ кӗнекере е литература альманахӗнче унччен пичетленсе тухнӑ ӗҫсене йышӑнмӗҫ.
Етӗрне хулинче паллӑ чӑваш ӑсчахӗ Николай Ашмарин ҫуралса ӳснӗ ҫурта юсаса ҫӗнетӗҫ. Икӗ хутлӑ ҫав ҫурт япӑхса та ишӗлсе ларни ҫинчен Чӑваш халӑх сайчӗ те унччен пӗлтернӗччӗ. Кӑҫал пирӗн республикӑра Паллӑ ентешсен ҫулталӑкӗ пулнӑ май историлле ҫав ҫурта юсӗҫех.
Республика Элтеперӗ Олег Николаев Телеграмра паян ирпе пӗлтернӗ тӑрӑх, Федерацин Атӑлҫи тӑрӑхӗнчи культура эткерлӗхӗн объекчӗсене упрассине 2021 ҫулта иртнӗ форумра сӳтсе явнӑ. Унта Чӑваш чӗлхин музейӗ уҫассине те асӑнса хӑварнӑ.
Асӑннӑ учреждени Етӗрнери Ленин урамӗнчи 18-мӗш ҫуртра (унта чӑваш чӗлхин тӗпчевҫин Николай Ашмаринӑн ачалӑхӗ иртнӗ) вырнаҫӗ. Революциччен ҫав ҫурт Николай Ашмаринӑн ашшӗн тӑванӗн, Александр Филиппович Ашмарин купсан, пулнӑ. Унта бакалей тата гастрономи лавккисем пулнӑ.
Ҫурта юсассипе ҫыхӑннӑ хутсене хатӗрлеме маларах республика хыснинчен укҫа уйӑрнӑ, халӗ вара – юсав ирттерме. Ӗҫе ҫывӑх вӑхӑтра пуҫӑнмалла.
Пуш уйӑхӗн 10-мӗшӗнче Ф.П. Павлов ячӗллӗ Шупашкарти музыка училищинче паллӑ чӑваш композиторӗ Григорий Хирпӳ ҫуралнӑранпа 110 ҫул ҫитнине халалласа концерт лартнӑ. Унта Чӑваш Республикин культурӑн тава тивӗҫлӗ ӗҫченӗсем Элла Леонтьева, Елена Ананьева, Татьяна Асламас, Ольга Шарыкина, училище преподавателӗсем Раиса Андреева, Надежда Данилова, Зоя Долгова, вокал уйрӑмӗн студенчӗсем Мефодий Галкин тата Роман Волков хутшӑннӑ.
Григорий Хирпӳ 1911 ҫулхи чӳк уйӑхӗн 27-мӗшӗнче Хусан кӗпернинчи Шупашкар уесӗн (халӗ Чӑваш Республикин Сӗнтӗрвӑрри районӗ) Чикмеҫын ялӗнче ҫуралнӑ. Ленинградри консерваторире пӗлӳ илнӗ. Чӑвашрадиори вокал ансамбльне, Чӑваш Енри Хор обществине чылай ҫул ертсе пынӑ.
Пултарулӑх енӗпе 50 ҫул ытла ӗҫленӗ хушӑра Григорий Хирпӳ тӗрлӗ жанрлӑ тата содержаниллӗ 5 пин ытла вокал сочиненийӗ ҫырса хӑварнӑ. Григорий Хирпӳ 1983 ҫулхи ҫурлан 17-мӗшӗнче ҫут тӗнчерен уйрӑлса кайнӑ.
Шупашкарта ҫывӑх вӑхӑтра (26.12.2024 03:00) тӗтреллӗ ҫанталӑк, атмосфера пусӑмӗ 762 - 764 мм, -5 - -7 градус сивӗ пулӗ, ҫил 0-2 м/ҫ хӑвӑртлӑхпа кӑнтӑр-хӗвелтухӑҫ енчен вӗрӗ.
| Василий Давыдов-Анатри, чӑваш халӑх сӑвӑҫи ҫуралнӑ. | ||
| Мишутин Николай Степанович, ҫыравҫӑ ҫуралнӑ. | ||
Пулӑм хуш... |