Паян, ака уйӑхӗн 10-мӗшӗнче, «Ачана чӑвашла кӗнеке парнеле» акци пуҫланать. Ӑна йӗркелме Чӑваш Патшалӑх Канашӗн Ертӳҫи Альбина Егорова сӗннӗ. Ыр кӑмӑллӑх акцийӗ Чӑваш чӗлхи кунӗнче, ака уйӑхӗн 25-мӗшӗнче, вӗҫленӗ.
«Ашшӗпе амӑшӗ чӑваш ҫемьесенче те ачасем чӑвашла калаҫманни тӗл пулать. Чӑваш Енри халӑхӑн 67е яхӑн проценчӗ – чӑвашсем. Тӑван чӗлхене. йӑла-йӗркепе культурӑна упраса хӑвармалли пӗртен-пӗр меслет вӗсене чӑвашла вуласа пани», – тесе шухӑшлать Альбина Егорова.
Ыр кӑмӑллӑх акцине Чӑваш Енӗн Патшалӑх Канашӗн депутачӗсем хутшӑнӗҫ. Вӗсем ача пахчисене ҫӳрекенсене, шкулта вӗренекенсене, нумай ачаллӑ ҫемьесенчи ачасене чӑвашла кӗнекесем парнелӗҫ. Акцие уҫӑ кӑмӑллӑ ытти ҫынна та хутшӑнма сӗнеҫҫӗ вӗсем.
Ака уйӑхӗн 17-мӗшӗнче «Эпӗ пӗчӗкҫӗ чӑваш» видеосӑвӑсен конкурсӗн ҫӗнтерӳҫисене чыслӑпӑр! Чӑваш халӑх сайчӗ — ҫак конкурсра парнесемпе тивӗҫтерекенсенчен пӗри.
Ҫӗнтерӳҫӗсене эпир сӑнӳкерчӗксенчен хатӗрленӗ картинӑсем парнелес шухӑшлӑ, ҫавна май сирӗнтен сӑнӳкерчӗксем йышӑнма хатӗр. Вӗсем пичете юрӑхлӑ пулмалла, сӑнра тӑван тавралӑха ӳкерни пулсан аван.
Сӑнӳкерчӗке np@chuvash.org адреспа ярса панӑ чухне палӑртмалла:
- кам ӳкернӗ;
- ӑҫта ӳкернӗ (район, ял, мӗнле вырӑн);
- хӑш вӑхӑтра ӳкернӗ (дата).
Сӑнӳкерчӗксене эпир ака уйӑхӗн 12-мӗшӗччен тӳлевсӗр йышӑнатпӑр. Ӑна ярса пани пире вӑл сӑнӳкерчӗке пир ҫине пичетлесе картина тума ирӗк панипе, конкурс ҫӗнтерӳҫисене парнелеме килӗшнине пӗлтерӗ.
Аса илтеретпӗр, хальхи вӑхӑтра «Эпӗ пӗчӗкҫӗ чӑваш» видеосӑвӑсен конкурсӗн хаклав тапхӑрӗ пырать.
Тӗнче тетелӗнче, уйрӑмах «Контактра» халӑх ушкӑнӗнче, чӑвашла ушкӑнсем юлашки ҫулсенче йышланса кайнине ырламалла кӑна. Вӗсенчен хӑшӗсене журналистсем тытса пыраҫҫӗ, теприсене — юрӑҫсем. Хастар ҫамрӑксем те ун пек пабликсене йӗркелеҫҫӗ.
Ҫавӑн пек ушкӑнсенчен пӗринче Алексей Шадриковӑн «Хыт хура» юррине вырнаҫтарнӑ. Ҫӳле: «Ҫӗнӗ юрӑ», — тесе ҫавӑрттарса хунӑ.
Юрӑри «Ах, мӗн-ма-ши ҫакӑ ҫутӑ тӗнчере
Пире валли пӗр чӗптӗм те телей ҫук?..» текен икӗ йӗркене вуласан пӗр 15 ҫул каялла, тен, ытларах та пулӗ, хам юратса итлекен тата ӑшӑмра ӗнӗрлекен юрра аса илтӗм.
«Пуҫа ҫума ҫумӑр шывӗ пуҫтарам.
Ӑш ҫуннине ҫӑл шывӗпе пусарам.
Ҫумӑр сивӗ сиплӗ теҫҫӗ, ӗҫме ҫук.
Ҫӑл шывӗнчен уҫӑраххи ним те ҫук», — паян та манӑҫман юратнӑ юрӑ сӑмахӗсем. Ӑна Светлана Асамат шӑрантаратчӗ.
Паянхи ҫамрӑксемшӗн тата Алексей Шадриков юрӑҫ репертуарӗшӗн вӑл юрӑ, чӑн та, ҫӗнӗ пулӗ. Анчах пирӗншӗн, аслӑраххисемшӗн, палланӑскер.
Вӗренӳ институчӗн ректорӗ, филологи ӑслӑлӑхӗсен докторӗ Юрий Исаев нумаях пулмасть хӑйӗн пултарулӑхӗн тата тепӗр енӗпе палӑрчӗ – 50 ҫулхи юбилейӗ тӗлне «Картсем: калавсем» ятлӑ кӗнеке пичетлесе кӑларчӗ.
Чӑн та, кӗнеки те хулӑнах мар, хайлавӗсене калав тесе палӑртни те тӗрӗсех мар, вӗсем пурте тенӗ пекех – аса илӳсем. Хӑшӗ-пӗри хӑй жанрӗпе тӗрленчӗке е эссене ҫывӑх, теприсене литература очеркӗ теме пулать. Ҫакӑ вӗсен ятӗнченех сисӗнет: калӑпӑр, «Вӑрманхӗрри Шӑхаль. Вӑтакасӑм, Вӑтакас…», «Кукамай шӑплӑхӗ» е тата «Мишша тете», «Миккуль тете», «Атте утарӗ» пайсенчен тӑракан хайлав. Сӑн ӳкерчӗксем те кӗнекене аса илӳ техӗмӗ кӗртеҫҫӗ: вӗсенче – автор ачалӑхӗ, тусӗ-юлташӗ, тӑванӗ-пӗтенӗ… «Ҫӑкӑр чӗллипе» «Кушак ҫури» ыттисенчен уйрӑлсарах тӑраҫҫӗ: ку хайлавсем автор ачалӑхӗпе ҫыхӑнман, вӗсенче сюжет аталанӑвӗ те пур.
Тепӗр тесен, жанр тасалӑхне хӳтӗлесси пархатарлӑ ӗҫ мар, критиксемпе литература тӗпчевҫисем ав Пушкинпа та килӗшмеҫҫӗ: унӑн кӗскен «Белкин повеҫӗсем» текен хайлавӗсем, тӗслӗхрен, нимле повеҫсем те мар иккен, вӗсем – новеллӑсем!
Ҫук-ха, ҫапла ҫирӗплетсех калама хальлӗхе иртерех. Анчах Шупашкар хулине ертсе пыракансем патне ҫав шухӑша сӗнекенсем пулнӑ-мӗн.
Гладков урамӗн пӗр пайне урӑх ят парасси пирки пуҫ ватаҫҫӗ. Алентей ятне Гладков урамӗпе паралельлӗ пыракан лаптӑкри урама парасшӑн. Ҫапла майпа чӑваш халӑх писательне, прозаикне, критикне, публицистне, Василий Алентея, сума сунине палӑртасшӑн. Ҫитменнине кӑҫал, юпа уйӑхӗн 16-мӗшӗнче, вӑл ҫуралнӑранпа пӗр ӗмӗр ҫитет.
Урама Василий Алентей ятне парас ыйтупа хула валҫӗсем халӑхра ыйтӑм ирттерӗҫ. Ун валли вӗсем яланхиллех «Открытый город» (чӑв. Уҫӑ хула) портала суйласа илнӗ. Сасӑлава хутшӑнакансем валли виҫе вариантлӑ хурав хатӗрленӗ: «ҫапла», «ҫук» тата «ку ыйтӑва специалистсен татса памалла».
Кӑҫал Шупашкарти кинофестиваль ҫу уйӑхӗн 20-24-мӗшӗсенче иртӗ. Кинофестивальте пӗтӗм тӗнчери программӑна кӑтартма палӑртнӑ, унта Австралири, Данири тата Польшӑри фильмсем кӗрӗҫ.
Яланхи пекех этника тата регион киновӗн конкурсӗ иртӗ. Унта Пушкӑртстанри, Кабарда-Балкарти, Бурят Республикинчи тата ытти регионти ӗҫсем кӗрӗҫ. «Кино – ачасене» программа та пулӗ.
«Ҫыхӑнура» портал хыпарланӑ тӑрӑх, кинофестивале Раҫҫей халӑх артисчӗ Виктор Сухоруков килме кӑмӑл тунӑ. Паллах, ытти паллӑ хӑна та пулӗ.
Каласа хӑвармалла: кинофестиваль кӑҫалхипе 12-мӗш хут иртет. Ӑна 2008 ҫулта ЧР Президенчӗ Николай Федоров ҫирӗплетнӗ. 2009 ҫулта республика правительстви ӑна ҫулсерен ирттермелле тунӑ.
Ӗнер, ака уйӑхӗн 4-мӗшӗнче, Шупашкарта вырнаҫнӑ Халӑх туслӑхӗн ҫуртӗнче Якут Республикинчен килнӗ ачасем пулнӑ. Ҫамрӑк хӑнасем — асӑннӑ регионти музыкантсем. Вӗсем Якутскри «Дети солнца» (чӑв. Хӗвел ачисем) и «Божественный свет» (чӑв. Турӑ ҫути) этника ушкӑнӗсене ҫӳреҫҫӗ.
Аякри ҫула ҫывӑхлатса пӗчӗк музыкантсем Тӗрӗк халӑхӗсен Пӗтӗм тӗнчери VII «URMAI-ZALIDA» культурӑпа искусство фестивальне килнӗ. Мероприяти Комсомольски районӗнчи Урмаелте иртет. Фестивале этномузыкӑна сарассипе ӗҫлекен ушкӑнсене тата уйрӑм юрӑҫсемпе музыкҫӑсене тупса палӑртса вӗсене аталантарма пулӑшас тӗллевпе йӗркелеҫҫӗ. Раҫейри регионсемпе ют ҫӗршывсемпе тытакан туслӑ ҫыхӑнӑва сарас шухӑш та пур.
Якутскран килнӗ хӑнасене чӑвашсемпе эрменсен художникӗн Каллиста Иванован «Урӑх тӗнче» куравӗпе тата ытти ӗҫпе паллаштарнӑ. Республикӑри халӑх пултарулӑх центрӗн музейӗн экспоначӗсемпе те ачасем кӑсӑклансах паллашнӑ.
Ӗнер Чӑваш Енӗн Вӗренӳ институтӗнче «Туслӑх хӗлхемӗ» республика фестивалӗ иртнӗ. «Хыпар» издательство ҫурчӗн сайтӗнче пӗлтернӗ тӑрӑх, унта республикӑн тӗрлӗ районӗпе хулинчен «чи маттур ачасем» пуҫтарӑннӑ.
Конкурсра хамӑр пулман та, анчах сӑнӳкерчӗксене пӑхсан шӑпӑрлансем маттурри, чӑн та, сисӗнет. Пит-куҫ вылявӗ кӑна мӗне тӑрать! Пултарулӑх тупӑшӑвӗ 1-4-мӗш классем хушшинче иртнӗ. Кӗҫӗн класссенче вӗренекенскерсем «Чӑваш вӑййи», «Сӑмах илемӗ», «Чӑваш апачӗ», «Чӑваш ташши», «Янра, чӑваш юрри» номинацисенче ӑмӑртнӑ.
Конкурс иртни ҫинчен калакан хыпарпа паллашнисене ачасен пӗр ушкӑнӗ сцена ҫине ҫӑпатапа тухни тӗлӗнтернӗ.
«Пӗчӗкрен ҫӑпата тӑхӑнса ҫӳрӗр ӗнтӗ! Ӗлӗк-авал вара пурте ҫӳренӗ пуль ҫӑпатапа, чӑвашсем ҫеҫ мар, урӑх халӑхсем ун пек тӑхӑнса ҫӳренине халь кам кӑтартать!!!?...Хамӑра хамӑр мӗскӗн пек тӑватпӑр!...», — тесе шухӑшлать, сӑмахран, Савтимер Миххей.
Тутарстанра пурӑнакан паллӑ журналист Николай Сорокин нумаях пулмасть Чӑваш кӗнеке издательствинче «Тӑлӑх арӑм минтерӗ» роман пичетлесе кӑларчӗ. Хаҫат-журнал ҫийӗнчех асӑрхарӗ ҫакна, кӗнекери ӗҫ-пуҫ епле тӗвӗленсе аталанни, унти геройсен шӑпи пирки вырӑнлӑ сӑмах хускатрӗ.
«Тылра юлнӑ хӗрарӑмсем йывӑр ӗҫпе асапланни – литературӑра ҫӗнӗ тема мар. Ешӗл Йӑмраллӑ чӑваш ялӗнче те пӗтӗм пурнӑҫ вӗсем ҫинче тытӑнса тӑрать. Ҫапах та «Тӑлӑх арӑм минтерӗ» роман авторӗ вӗсенче ӗҫ лашисене мар, хӗрсемпе хӗрарӑмсенех курать, вӗсен черчен чунне уҫса пама тӑрӑшать. Ҫавӑнпа вӑл тӑлӑх арӑмсен ыйхӑллӑ мар, хуйхӑллӑ каҫӗсене пусӑмласа сӑнарлать. Хӗрарӑмсене вӑйран яракан, тӑнран кӑларакан вилӗм хучӗсем вара пӗрин хыҫҫӑн тепри килеҫҫӗ. Тӑлӑх арӑмсем — ялӗпе! (Г. Матвеева. Тӑлӑх пулмаллаччӗ-и вӗсен? «Чӑваш хӗрарӑмӗ», 7.03.2919).
«Тутарстанри Атӑл ҫывӑхӗнчи Ешӗл Йӑмраллӑ ял тӑлӑха тӑрса юлнӑ, Тӑван ҫӗршывӑн Аслӑ вӑрҫи вӑхӑтӗнче фронта кайнӑ ик ҫӗр ытла арҫын пуҫ хунӑ, хыпарсӑр ҫухалнӑ. Ним тӑвайманнипе хӗрарӑмсем упӑшкасӑр тӑрса юлнӑ Веселина Кузнецова чӗннипе влаҫа хирӗҫ ҫӗкленеҫҫӗ.
Коми Республикинче асӑннӑ тӑрӑха аталантарма тӳпе хывакан чӑвашсемпе паллаштаракан курав уҫӑлнӑ. Кун пирки асӑннӑ регионӑн ял хуҫалӑх министрӗнче ӗҫлекен Анатолий Князев тӗнче тетелӗнчи халӑх ушкӑнӗсенчен пӗринче пӗлтернӗ.
Унта ҫырнӑ тӑрӑх, курав паллӑ ҫынсемпе паллаштарать тата «Нарспи» чӑвашсен наципе культура обществин пайташӗсен, вӗсен тусӗсен ӗҫ-хӗлне кӑтартса парать.
Фотокурав валли материалсене чӑвашсен пӗрлешӗвӗн хастарӗсем хӑйсен архивӗнчен уйӑрнӑ.
Ку хыпара вуланисенчен пӗри, Михаил Лесников ятлӑ ҫын, курава Коминчи патшалӑх педагогика институчӗн ректорӗпе, Василий Николаевич Ахмеев профессорпа пуянлатма сӗннӗ. Коми Республикине аталантарма вӑл капашсӑр пысӑк тӳпе хывнине палӑртнӑ.
Шупашкарта ҫывӑх вӑхӑтра (09.01.2025 15:00) тӗтреллӗ ҫанталӑк, юр ҫума пултарать, атмосфера пусӑмӗ 745 - 747 мм, 0 - 2 градус ӑшӑ пулӗ, ҫил 2-4 м/ҫ хӑвӑртлӑхпа кӑнтӑр-хӗвеланӑҫ енчен вӗрӗ.
| Быков Александр Артемьевич, Мухтав орденӗн тулли кавалерӗ ҫуралнӑ. | ||
| Васильев Александр Георгиевич, чӑваш кӗвӗ ҫыраканӗ ҫуралнӑ. | ||
| Юдин Василий Николаевич, чӑваш ҫыравҫи, талмачӗ, публицисчӗ вилнӗ. | ||
Пулӑм хуш... |