Чӑваш танкисчӗн хӗрне Шупашкара чӗннине Чӑваш халӑх сайчӗ пӗлтернӗччӗ. Аса илтерер, кунта сӑмах паттӑрлӑхне «Несокрушимый» фильмра сӑнарланине тивӗҫ пулнӑ Семен Коновалов танкистӑн хӗрӗ пирки пынӑччӗ.
Паян Чӑваш Енри кинозалсенче «Несокрушимый» фильма тӳлевсӗр кӑтартнӑ. Чӑваш патшалӑх ҫамрӑксен театрӗн залӗнче те кино курма май килнӗ. Унта фильмри тӗп сӑнар никӗсне лекнӗ Семен Коновалов танкистӑн, вӑл Совет Союзӗн Геройӗ ятне тивӗҫнӗ, хӗрӗ Ирина Бродская килнӗ. Семен Коновалов пӗр ҫапӑҫура 16 танка тӗп тунӑ.
Ирина Бродскаяпа Чӑваш Ен Элтеперӗ Михаил Игнатьев тӗл пулнӑ. Ӑна Ирина Бродская ача чухне Чӑваш Енри тӑванӗсем патне, Тӑвай районне, ашшӗ-амӑшӗпе час-часах килсе ҫӳренине каласа кӑтартнӑ.
Мурманскри тата Питӗрти чӑвашсем килӗштерсе ӗҫлеме калаҫса татӑлнӑ.
Мурманск облаҫӗнчи «Чувашский край» (чӑв. Чӑваш тӑрӑхӗ) общество организацийӗн ертӳҫи Валерий Осипов тата Питӗр хулинчи чӑвашсен наципе культура автономийӗн ертӳҫи Валериан Гаврилов социаллӑ пурнӑҫпа культура тата суту-илӳпе экономика енӗпе килӗштерсе ӗҫлесси ҫинчен алӑ пуснӑ.
Питӗрти чӑвашсем Мурманскрисем юлашки ҫулсенче питех те хастаррине пӗлтереҫҫӗ. Чӑваш культурине сарас тесе вӗсем мӗнпур района, ҫар чаҫне ҫитеҫҫӗ. Облаҫри мероприятисене пуҫараҫҫӗ. Культурӑна сарнипе пӗрлех суту-илӳпе экономика ӗҫ-хӗлне аталантараҫҫӗ. Чӑваш апат-ҫимӗҫне сутакан лавккасем уҫаҫҫӗ. Чӑваш Ене Мурманскри пулла ӑсатаҫҫӗ.
Валерий Гаврилов маларах Мурманскри чӑвашсен ертӳҫи пулнӑ май ҫакӑнта унӑн тӳпи тесе калаҫҫӗ.
Шупашкарти кинофестиваль ҫу уйӑхӗн 20-24-мӗшӗсенче иртесси пирки хыпарланӑччӗ. Кинофестиваль программи хатӗр ӗнтӗ. Хальхинче пирӗн пата мӗнле сумлӑ хӑнасем килӗҫ-ха?
Шупашкар Совет тата Раҫҫей театрӗпе киновӗн актерне, Раҫҫей халӑх артистне Александр Пашутина, Совет тата Раҫҫей театрӗпе киновӗн актерне Виктор Сухорукова, «Ералаш» киножурналӑн илемлӗх ертӳҫине Борис Грачевские, Беларуҫ тата Раҫҫей актрисине Янина Мелехована, Беларуҫ халӑх артистне Александр Ефремова, теле- тата радиоертӳҫе Ангелина Вовка кӗтсе илӗ.
Этника тата регион киновӗн конкурсне 17 ӗҫ кӗнӗ (Чӑваш Ен, Хакас Республики, Чечня, Бурят Республики, Якути, Пушкӑртстан, Тутарстан, Кабарда-Балкар, Алтай крайӗ, Ямал-Ненецк автономи округӗ). Ҫавӑн пекех Австрали, Польша киновӗсене, ача-пӑча фильмӗсене кӑтартма, пултарулӑх тӗлпулӑвӗсем тата ӑсталӑх класӗсем ирттерме палӑртнӑ.
Юрий Спиридонов режиссёр «Подполковник Варламов слушает» (чӑв. Варламов подполковник итлет) фильм ӳкерме пӗлтӗрех пуҫланӑччӗ. Вӑл кинокартина — вӑрҫӑ драми. Унта амӑш сӑнарне СССР халӑх артистки, К.В. Иванов ячӗллӗ Чӑваш патшалӑх академи драма театрӗн артистки Вера Кузьмина калӑплать.
Ӗнер, ҫу уйӑхӗн 7-мӗшӗнче, Шупашкарти «ГОЛОС» (чӑв. Сасӑ) сасӑ ҫыракан студире Вера Кузьминична пулнӑ. Унта чӑваш сценин ҫутӑ ҫӑлтӑрӗн сассине ҫырса илнӗ.
Вера Кузмина 1923 ҫулхи чӳк уйӑхӗн 16-мӗшӗнче хальхи Тӑвай районӗнчи Енӗш Нӑрваш ялӗнче ҫуралнӑ. А.В. Луначарский ячӗллӗ театр институтӗнче вӗреннӗ. Чӑваш театрӗнче вӑл хӑватлӑ вун-вун сӑнара ӗнентермелле калӑпланӑ. Паян та Вера Кузьмина сцена ҫине тухать.
Шупашкарти Пӗтӗм тӗнчери кинофестивале Кӑнтӑр Корейӑри кино ӑсти хаклӗ.
Паян, ҫу уйӑхӗн 6-мӗшӗнче, Чӑваш Енӗн Наци вулавӑшӗнче пресс-конференци иртнӗ. Унта кинофестивальпе ҫыхӑ ыйтусене сӳтсе явнӑ. Надежда Смирнова журналист пӗлтернӗ тӑрӑх, «ытти чухне унта чикӗ леш енчи фильмсене ячӗшӗн кӑна кӑтартнӑ пулсан, кӑҫал вара Австрали, Польша, ытти патшалӑх картинисем пуласса шантарнӑ». Программӑна 90 ытла мероприяти кӗртнӗ, ҫав шутра 10 илемлӗ фильм, этника тата регион киновӗн 12 картини пулӗ. Конкурссемпе ӑсталӑх класӗсем, тӗлпулусем иртӗҫ.
Регионти кино конкурсӑн тӳрисен ертӳҫи пулма Кӑнтӑр Корейӑри киноведа, Хонг Санву режиссера шаннӑ. Илемлӗ фильмсен конкурсӗн жюрине Раҫҫей тата Узбекистан киносценарисчӗ Ольдеша Агишев ертсе пырӗ.
Кинофестиваль ҫу уйӑхӗн 20-24-мӗшӗсенче иртӗ.
Паян, ҫу уйӑхӗн 6-мӗшӗнче, чӑваш тӗнчин хастарӗсем Шупашкарти Богдан Хмельницкий ҫӑви ҫинче пулнӑ. Унти масарта Чӑваш халӑх поэчӗ, публицисчӗ, общество ӗҫченӗ, СССР Писательсен союзӗн членӗ, Ӗҫлӗх Хӗрлӗ ялав орденӗн тата Ленин орденӗн кавалерӗ Ҫемен Элкер ӗмӗрлӗх канлӗх тупнӑ. Пултаруллӑ ҫыравҫӑна, чӑваш классикне сума сӑвакансем унӑн вил тӑпри ҫинче пулнӑ.
Чӑваш Енри Профессионал ҫыравҫӑсен пӗрлешӗвӗн ертӳҫи Лидия Филиппова пӗлтернӗ тӑрӑх, чечек хума Ҫемен Элкерӗн нумай енлӗ пултарулӑхне хаклакансем пухӑннӑ.
Ҫемен Элкер 1894 ҫулхи ҫу уйӑхӗн 1-мӗшӗнче Чӑваш Республикин Йӗпреҫ районӗнчи Мӑн Упакасси ялӗнче ҫуралнӑ. Вӑл 1966 ҫулхи авӑн уйӑхӗн 6-мӗшӗнче Шупашкарта вилнӗ. Унӑн хайлавӗсене пилӗк томпа пухса кӑларнӑ (1960-1964) тата «Хурапа шурӑ» кӗнекере (1994) пичетленнӗ.
«Сувар» хаҫат ҫумӗнчи литпӗрлешӳ ертӳҫи Евгений Турхан «Сувар» хаҫатра «Пӗр роман — икӗ типографире» рецензи пичетлесе кӑларчӗ. Унта Николай Сорокинӑн «Тӑлӑх арӑм минтерӗ» романӗ пирки сӑмах пуҫарнӑ. «Чӑваш халӑх сайтӗнче» пичетленнӗ «Ҫакӑ-и илемлӗ литература?» статьяпа танлаштарсан асӑннӑ кӗнекене пачах урӑх хак панӑ.
«Ҫак кунсенче Шупашкарти икӗ типографире – Чӑваш кӗнеке издательствинче тата «Ҫӗнӗ вӑхӑтра» – пӗр харӑс Николай Сорокинӑн «Тӑлӑх арӑм минтерӗ» ятлӑ «савнисен романне» пичетлесе кӑларчӗҫ. 1000-шер экземплярпа. Халӗ вырӑсла вариантне пичете пама хатӗрлеҫҫӗ. Хусанта пурӑнакан ҫыравҫа пысӑк хак параҫҫӗ».
Тӳрех каласа хӑварар: Чӑваш кӗнеке издательстви типографи мар, пичете хатӗрленӗ кӗнекесене вӑл тӗрлӗ типографине парса пичетлет. Ҫакна Евгений Турхан хӑйӗн «Каганлӑх тӗпренчӗкӗ» кӗнекине уҫса пӑхсан та пӗлме пултарнӑ. Роман тухнӑ кӑна-ха, вулакансен аллине те лекеймен, апла пулин те ӑна пысӑк хак параҫҫӗ иккен.
«Сувар» хаҫат ҫумӗнчи литпӗрлешӳ ертӳҫи Евгений Турхан «Сувар» хаҫатра «Пӗр роман — икӗ типографире» рецензи пичетлесе кӑларчӗ. Унта Николай Сорокинӑн «Тӑлӑх арӑм минтерӗ» романӗ пирки сӑмах пуҫарнӑ. «Чӑваш халӑх сайтӗнче» пичетленнӗ «Ҫакӑ-и илемлӗ литература?» статьяпа танлаштарсан асӑннӑ кӗнекене пачах урӑх хак панӑ.
«Ҫак кунсенче Шупашкарти икӗ типографире – Чӑваш кӗнеке издательствинче тата «Ҫӗнӗ вӑхӑтра» – пӗр харӑс Николай Сорокинӑн «Тӑлӑх арӑм минтерӗ» ятлӑ «савнисен романне» пичетлесе кӑларчӗҫ. 1000-шер экземплярпа. Халӗ вырӑсла вариантне пичете пама хатӗрлеҫҫӗ. Хусанта пурӑнакан ҫыравҫа пысӑк хак параҫҫӗ».
Тӳрех каласа хӑварар: Чӑваш кӗнеке издательстви типографи мар, пичете хатӗрленӗ кӗнекесене вӑл тӗрлӗ типографине парса пичетлет. Ҫакна Евгений Турхан хӑйӗн «Каганлӑх тӗпренчӗкӗ» кӗнекине уҫса пӑхсан та пӗлме пултарнӑ. Роман тухнӑ кӑна-ха, вулакансен аллине те лекеймен, апла пулин те ӑна пысӑк хак параҫҫӗ иккен.
«Тытса вулас килсе тӑракан кӗнекем пур — мехелӗ ҫитеймерӗ-ха», — ҫапла хыпарланӑ Марина Карягина тележурналист, поэт тата драматург паян Фейсбукра. Кӗнеке авторне курсанах тата ӑна кам хатӗрленине пӗлсенех хамӑн та ҫав туйӑмах ҫуралчӗ.
«Ӑна уҫсан, автограф курӑнса каяссӑн туйӑнать. Ҫук ҫав, аллине тытса ӗлкӗреймерӗ Иосиф хӑйӗн пӗртен-пӗр кӗнекине...», — ҫапларах хакланӑ Марина Карягина кӗнекене.
«Чи малтанах — тав Борис Чиндыкова. Пухса, хатӗрлесе кӑларнӑшӑн. Тайма пуҫ Николай Лукианова — пичетлеме кӗмӗлпе кӑмӑл тупнӑшӑн.
Борис пек, Иосиф пек ӑслӑ та тарӑн шухӑшлӑ, пултаруллӑ та ирӗк вӑйлӑ чӑвашӑн ӗҫӗпе паллашмассерен хама хам саспа каласа ярап: «Пӗтмелли халàх мар ку...», — Карягина каланӑ кашни сӑмахпа килӗшес килет.
Ҫӗнӗ кӗнекене Иосиф Дмитриев-Трерӑн (йывӑр тӑпри ҫӑмӑл пултӑр) ӗҫӗсем кӗнине вулакан ӑнланчӗ пулӗ.
Улатӑрти халӑх ташӑ ансамблӗ 45 ҫул тултарнине паллӑ тунӑ. Паян коллектива Ирина Хромченко ертсе пырать. Ушкӑн хулари тӗрлӗ мероприятие ҫеҫ мар, республикӑри тата Раҫҫейри конкурссене пӗр вӗҫӗм хутшӑнать. Улатӑрти культура ҫуртӗнчи ытти ушкӑнпа та туслӑ ҫыхӑну тытать.
Улатӑр хулин администрацийӗнче пӗлтернӗ тӑрӑх, халӑх ташӑ ушкӑнӗн 45 ҫулхине вырӑнта пурӑнакансем йышлӑн пухӑннӑ. Унтисем ку ушкӑна пӗлмен ҫын та ҫук тесе ӗнентереҫҫӗ.
Коллектива саламлама хула администрацийӗн пуҫлӑхӗ Юрий Боголюбов та ҫитнӗ. Вӑл ушкӑна пысӑка хурса хакланӑ, ӑшӑ сӑмахсемпе хавхалантарнӑ. Пуҫлӑх ансамбль ертӳҫисене ҫамрӑксене ташӑ ӳнерӗпе туслаштарнӑшӑн тав тунӑ. Ушкӑна Юрий Боголюбов ташӑ тумӗ парнеленӗ.
Шупашкарта ҫывӑх вӑхӑтра (09.01.2025 21:00) тӗтреллӗ ҫанталӑк, атмосфера пусӑмӗ 752 - 754 мм, 0 - -2 градус сивӗ пулӗ, ҫил 3-5 м/ҫ хӑвӑртлӑхпа кӑнтӑр-хӗвеланӑҫ енчен вӗрӗ.
| Быков Александр Артемьевич, Мухтав орденӗн тулли кавалерӗ ҫуралнӑ. | ||
| Васильев Александр Георгиевич, чӑваш кӗвӗ ҫыраканӗ ҫуралнӑ. | ||
| Юдин Василий Николаевич, чӑваш ҫыравҫи, талмачӗ, публицисчӗ вилнӗ. | ||
Пулӑм хуш... |