Чӑваш Енре «Чӗнтӗрлӗ чаршав» республика конкурсне пӗтӗмлетнӗ. Кун пирки Телеграмри» Пуринчен малтан» каналта пӗлтернӗ.
«Чи лайӑх сценографи» номинацире «Сашка» спектакле илемлетнӗ Булат Ибрагимова палӑртнӑ (Чӑваш патшалӑх драма эксперимент театрӗ).
«Музыка енчен чи лайӑх илемлетнӗ спектакль» номинацире Чӑваш патшалӑх пукане театрӗн ӗҫченӗ Татьяна Алешина ҫӗнтернӗ.
Вырӑс драма театрӗнче тӑрӑшакан Вадим Валов «Иккӗмӗш планри чи лайӑх роль» номинацире палӑрнӑ.
«Ачасем валли чи лайӑх спектакль» – «В поисках Большой Медведицы» (К.В.Иванов ячӗллӗ Чӑваш патшалӑх академи драма театрӗ).
«Чи лайӑх арҫын ролӗ» номинаци ҫӗнтерӳҫи - Ҫеҫпӗл Мишши ячӗллӗ ҫамрӑксен театрӗнчи Николай Миронов. Вӑл «Мцыри» спектакльте тӗп роле вылянӑ.
Екатерина Апполонова (Вырӑс драма театрӗ) «Чи лайӑх хӗрарӑм ролӗ» номинацире палӑрнӑ.
«Ҫулталӑкри чи лайӑх спектакль» – «Мцыри» постановка. Ӑна Ҫеҫпӗл Мишши ячӗллӗ ҫамрӑксен театрӗн сцени ҫинче лартнӑ.
Акӑ черетлӗ чӑваш чӗлхи кунӗ ҫывхарса пырать. Шкулсемпе культура учрежденийӗсем ҫак уява уявлама хатӗрленме те пуҫланӑ пуль. Черетлӗ чӑваш чӗлхи диктанчӗ иртӗ, пирӗн Элтепер Чӑваш чӗлхи кунӗ ячӗпе саламлӗ, салам сӑмахӗсем тухса калӗ. Тата ытти ӗҫсемпе мероприятисем иртӗҫ. Юрать-ха пӗр эрне кӑна мар, уйӑх пек чӑваш чӗлхи тавра шавласа илӗҫ.
Чӑваш чӗлхи кунӗ ҫывхарнӑ май хамӑрӑн тӑван чӗлхен шӑпи пирки тепӗр хут сӑмах хускатассӑм килет. Паянхи кунхи лару-тӑрушӑн кам айӑплӑ-ши? Мӗншӗн-ха халӑх хӑйӗн тӑван чӗлхинчен писнӗҫемӗн писсе пырать?
Айӑплисене, паллах, нумай шырама кирлӗ мар. Чӑваш чӗлхин статусӗ ҫав тери анса ларнишӗн Мускаври политиксен витӗмӗ те пур, хамӑр республикӑри тӳре-шарасен айӑпӗ те, тӗнчери лару-тӑру та яваплӑ темелле. Айӑплисен ретне палӑртас тесен нумай-нумай сӑлтав шыраса тупма пулать. Ҫав шутра халӑхӑн та ман шутпа айӑпӗ питӗ пысӑк.
Мӗншӗн эпир, чӑвашсем, пит айӑплӑ? Ара, мускавсене витӗм кӳме ҫӑмӑлах мар, ку енӗпе самай вӑй хума тивӗ. Тӳре-шарана та юсасси ҫӑмӑл ӗҫ мар — вӗсем ытларах енӗпе ҫӳллӗрех шайрисене пӑхӑнса тӑраҫҫӗ, лешсем мӗн хушаҫҫӗ, ҫавна пурнӑҫлаҫҫӗ.
Паян, пуш уйӑхӗн 25-мӗшӗнче, Культура ӗҫченӗсен кунӗ. Чӑваш Енре культурӑпа ӳнерте 4,5 пин ытла ҫын ӗҫлет. Ку цифрӑна республикӑн влаҫ органӗсен официаллӑ порталӗнче пӗлтернӗ. Вӗсем — музейсен, вулавӑшсен, театрсен, пултарулӑх ҫурчӗсен, музыкӑпа ташӑ коллективӗсен ӗҫченӗсем.
Юлашки 5 ҫулта асӑннӑ сферӑна 4,7 миллиард тенкӗ хывнӑ, ҫавна пула 500-е яхӑн объекта техникӑпа тивӗҫтерне, юсаса ҫӗнетнӗ.
Культура ӗҫченӗн кунӗ ҫинчен тӗплӗнрех РУВИКИ-н чӑваш уйрӑмӗнче вуласа пӗлме пулать.
Пуш уйӑхӗн 21-мӗшӗнче К.В.Иванов ячӗллӗ Чӑваш патшалӑх академи драма театрӗнче РСФСР искусствӑсен тава тивӗҫлӗ ӗҫченне Леонид Никонорович Родионова тата СССР халӑх артистне Алексей Константинович Ургалкина халалланӑ пултарулӑх каҫӗ иртнӗ.
Культура учрежденийӗн халӑх тетелӗнчи ушкӑнӗнче пӗлтернӗ тӑрӑх, «тӗлӗнмелле кӑмӑллӑ аса илӳсем, архиври видеосем, спектакльсен сыпӑкӗсем янӑранӑ теарта». Астӑвӑм каҫне камсем пырса ҫитнине кӗске хыпарта пӗлтермен,театрӑн сайтӗнче те ун пек хыпара курмарӑмӑр.
К.В. Иванов ячӗллӗ Чӑваш патшалӑх академи драма театрӗнче «Ҫимӗк каҫӗ» спектакль кӑтартӗҫ. Премьерӑна ака уйӑхӗнчи репертуара кӗртнӗ. Ҫӗнӗ ӗҫе сцена ҫине ака уйӑхӗн 17 тата 18-мӗшӗсенче кӑларӗҫ.
Театр спектакль пирки анонсланинче ҫапларах ҫырса хунӑ: «Ҫимӗк валли ҫичӗ вӑрман хӗрринчен, ҫичӗ ҫырма тӑрринчен ҫитмӗл ҫичӗ тӗрлӗ курӑк пухмалла…
Чӑвашӑн ҫакӑн пек йӑла пулнине пӗлнӗ-и эсир?
Геннадий Терентьевӑн пьеси тӑрӑх лартнӑ «Ҫимӗк каҫӗ»музӑкӑллӑ камитре ку тата урӑх чӑваш халӑхӗн авалхи йӑли-йӗркисене сӑнласа кӑтартнӑ.
Камитри сюжет Санюкпа Ванюк юратӑвӗ тавра аталанса пырать. Хуларан яла килнӗ бизнесмен Толик Санюка юратса пӑрахать… Ҫапла вара асар-писер самана пуҫланать те унчченхи лӑпкӑ чӑваш ялӗнче. Мӗн пулса иртет-ши ҫимӗк каҫӗнче?»
Чӑваш Республикин ачасемпе ҫамрӑксен вулавӑшӗ пӗлтӗр чи нумай кӗнеке вуланӑ ачан ятне пӗлтернӗ. Вӑл – Шупашкарти Альвина Горбунова. Вӑл пӗлтӗр тӗлӗнмелле нумай кӗнеке вуланӑ – 112!
Альвина ку вулавӑша 3,5 ҫул каялла килнӗ. Ун чухне ӑна амӑшӗ ҫавӑтса пынӑ. Ҫавӑнтанпа хӗрача библиотекӑна тӑтӑшах ҫӳрет.
Сӑмах май, Альвина 37-мӗш шкулта вӗренет.
Паян, пуш уйӑхӗн 20-мӗшӗнче, пирӗн республикӑра «ШупашкАРТ-2025» курав-конкурс уҫӑлӗ.
Вӑл Чӑваш Енӗн Наци вулавӑшӗнче ӗҫлӗ.
Дизайн, архитектура тата декораципе прикладной ӳнерӗн пӗтӗм тӗнчери куравӗ кӑҫалхипе 11-мӗш хут уҫӑлать. Ӑна йӗркелекенни – Чӑваш Енри дизайнерсен пӗрлешӗвӗ.
Мероприяти тӗллевӗ — пултаруллӑ ҫамрӑксене тупса палӑртасси, пултарулӑх пӗрлешӗвӗсем хушшинче туслӑ ҫыхӑну йӗркелесе ярасси.
Фестиваль «Кӗмӗл ӗмӗр» галерейӑра 16 сехетре уҫӑлӗ.
И.В. Данилова музыкҫӑ «Союз композиторов Чувашии: вчера и сегодня» (чӑв. Чӑваш Енри композиторсен союзӗ: ӗнер тата паян) ятра лекци ирттернӗ. Кун пирки Вера Архипова халӑх тетелӗнчи хӑйӗн страницинче пӗлтернӗ.
Чӑваш Енри композиторсен союзӗ кӑҫал 85 ҫул тултарать.
Ҫавна май Чӑваш Енӗн Наци вулавӑшӗнчи «Мерчен» тӗпелте лекци ирттернӗ. Ку мероприятие вулавӑшсӑр пуҫне Чӑваш патшалӑх университечӗ, маларах асӑннӑ пӗрлешӳ йӗркеленӗ.
Лекторӗ - ученӑй-музыковед,Чӑваш Енӗн искусствӑсен тава тивӗҫлӗ ӗҫченӗ, Раҫҫейри Композиторсен союзӗн членӗ, 50 ытла ӑслӑлӑх ӗҫӗн авторӗ
Ирина Данилова.
Алексей Афанасьевӑн «Юманлӑх ҫулҫӑ тӑкмарӗ» романӗ кун ҫути курнӑ.
Чӑваш кӗнеке издательствин ӗҫченӗ Ольга Иванова «Контактри» хӑйӗн страницинче пӗлтернӗ тӑрӑх, романӑн пӗрремӗш кӗнеки 2023 ҫулта кун ҫути курнӑ, пӗлтӗр – иккӗмӗшӗ, нумаях пулмасть, ав, виҫҫӗмӗшӗ пичетленсе тухнӑ.
Алексей Афанасьев Тутарстанри Потап-Тӑмпӑрлӑ чӑваш ялӗнче ҫуралса ӳснӗ. Вӑл — прозаик, поэт тата куҫаруҫӑ. Пултаруллӑ ҫав ҫын вырӑсла та, удмуртла та лайӑх пӗлнӗ, ҫамрӑк чух шкулта ачасене удмурт чӗлхине вӗрентнӗ.
Шупашкарти Трактор тӑвакансен культура керменӗнче пуш уйӑхӗн 22-мӗшӗнче Пӗтӗм Раҫҫейри хор фестивалӗн регионти тапхӑрӗ иртӗ.
Унта Элӗк, Патӑрьел, Вӑрнар, Йӗпреҫ, Канаш, Куславкка, Комсомольски, Красноармейски, Хӗрлӗ Чутай, Сӗнтӗрвӑрри, Муркаш, Ҫӗрпӳ, Шупашкар, Ҫӗмӗрле, Етӗрне, Елчӗк тӑрӑхӗсенчи, Улатӑр, Канаш, Ҫӗнӗ Шупашкар, Шупашкар тата Ҫӗмӗрле хулисенчи 59 вокалпа хор коллективе хутшӑнӗ.
Шупашкарта ҫывӑх вӑхӑтра (19.04.2025 03:00) уяр ҫанталӑк, атмосфера пусӑмӗ 752 - 754 мм, 11 - 13 градус ӑшӑ пулӗ, ҫил 2-4 м/ҫ хӑвӑртлӑхпа кӑнтӑр енчен вӗрӗ.
| Петров Юрий Филиппович, ветеринари ӑслӑлӑхӗсен тухтӑрӗ, профессор ҫуралнӑ. | ||
| Петров Леонид Порфирьевич, чӑваш чӗлхин тӗпчевҫи ҫуралнӑ. | ||
![]() | Пулӑм хуш... |