Чӑваш Енри ике ҫынна паян «Чӑваш Республиикн культурӑн тава тивӗҫлӗ ӗҫченӗ» хисеплӗ ят панӑ.
Вӗсенчен пӗри — Мария Васендина. Вӑл Сӗнтӗрвӑрри муниципаллӑ округӗнче «Тӗп вулавӑш тытӑмӗ» учрежденире сектор заведующийӗнче тӑрӑшать. Иккӗмӗшӗ вара — Ольга Фёдорова. Вӑл – Чӑваш патшалӑх пукане театрӗн йӗркелӳпе право пайӗн пуҫлӑхӗ.
Паян, нарӑс уйӑхӗн 21-мӗшӗнче, Пӗтӗм тӗнчери тӑван чӗлхе кунӗ. Ҫак куна 1999 ҫулта ЮНЕСКО шайӗнчех палӑртма йышӑннӑ. Шӑп та лӑп паян, 1952 ҫулта, Бангладешри Дакка хулинче студентсем тӑван чӗлхене патшалӑх чӗлхисенчен пӗри тесе йышӑнма ыйтса демонстрацие тухнӑ, вӗсене вара йӗрке хуралҫисем персе пӑрахнӑ.
Паянхи кун пирӗн чӑваш чӗлхине упраса хӑварасси пирки тепӗр унчен шухӑшласа пӑхма сӑлтав пур. Эпир вилӗмпе куҫа-куҫӑн тӑмасан та тӑван чӗлхемӗре хамӑр та ыррӑн пӗлместпӗр, ачамӑрсемпе мӑнукӑмӑрсене те ҫуралсанах унран пистеретпӗр. Ҫут тӗнчене килнӗ ҫӗнӗ чуна ют чӗлхепе, ан тив вӑл патшалӑх чӗлхи пулсан та, лӑпкани пистерниех пулать ӗнтӗ.
Хӑйӗн чӗлхине пӗлмен ҫын ытти чӗлхене тата тӑван ҫӗршыва хисеплӗ-ши?
Ӗнер Шупашкарта «Манӑн чӗлхе – манӑн халӑх» конкурс ҫӗнтерӳҫисене чысланӑ.
Пултарулӑх ӑмӑртӑвне Республикӑри халӑхсен туслӑхӗн ҫурчӗ йӗркеленӗ. Ӑна паян палӑртакан Тӑван чӗлхесен пӗтӗм тӗнчери кунне халалланӑ.
Конкурса Халӑхсен туслӑхӗн ҫурчӗ кӑҫал виҫҫӗмӗш хут ирттернӗ. «Сӑвва илемлӗ калассипе пӗтӗмпе 8 халӑх ачи тупӑшрӗ, конкурс йӗркелӳҫисем 130 ӗҫ йышӑннӑ.
Жюри йышне лекни – маншӑн паха опыт. Кашни ҫынранах мӗне те пулин вӗренме пулать. Ҫак пултаруллӑ ачасенчен те тӗслӗх илмелли тупрӑм», — тесе пӗлтернӗ Лариса Петрова ҫыравҫӑ халӑх тетелӗнчи хӑйӗн страницинче.
Чӑваш Енӗн Наци вулавӑшӗнчи «Хавхалану» клубӑн черетлӗ пуш уйӑхӗн 13-мӗшӗнче иртӗ.
Поэтсен тата сӑвӑ вулама е итлеме юратакансен мероприятийӗ
15 сехетре пуҫланӗ.
Клуб ларӑвӗн иккӗмӗш пайӗнче Михаил Сунталӑн (1945-2021) пултарулӑхне аса илсе унӑн сӑввисене те вулӗҫ. Кун пирки вулавӑш ӗҫченӗ Антонина Андреева халӑх тетелӗнчи хӑйӗн страницинче пӗлтернӗ. Пурӑннӑ пулсан Сарри Мишши кӑҫал 80 ҫул тултарӗччӗ.
Нарӑс уйӑхӗн 19-мӗшӗнче Ҫеҫпӗл Мишши ячӗллӗ Чӑваш патшалах ҫамрӑксен театрӗнче «Эхо войны» (чӑв. Ҫӗнтерӳ ахрӑмӗ) балладӑпа паллаштарӗҫ. Ӑна Тӑван ҫӗршывӑн аслӑ вӑрҫинче ҫӗнтернӗренпе 80 ҫул ҫитнине халалланӑ.
Проекта театрӑн тӗп режиссёрӗ Дмитрий Михайлов вӑрҫӑ мӗнне пӗлекен поэт-классиксен сӑввисене тӗпе хурса хатӗрленӗ.
Балладӑри пластикӑшӑн явапли — Пушкӑртстан Республикин тава тивӗҫлӗ артистки, культурӑн тава тивӗҫлӗ ӗҫченӗ Рамиза Мухаметшина яваплӑ. Ӗпхури балетмейстерпа тетар унччен те пӗрлехи проектсене пурнӑҫа кӗртнӗ.
Спектакле илемлетекенни — Дмитрий Михайлов.
Ӗнер, нарӑс уйӑхӗн 17-мӗшӗнче, Тӑвай районӗнчи «Ял ӗҫченӗ» хаҫӑт 90 ҫул тултарнӑ.
Пӗрремӗш номере А. Каховский яваплӑ редактор ала пуснӑ. Вӑл вӑхӑтра хаҫат эрнере виҫӗ хутчен, икшер полосапа, тухса тӑнӑ. Кӑларӑмӑн теп тӗллевӗ — коллективизацие хӑвӑртлатасси. Хаҫат ҫавна май «Большевикла колхозшӑн» ятпа пичетленнӗ.
Унтан «Сталин ялавӗ» те, «Ленинец» та пулнӑ. 1966 ҫулта вӑл «Ял ӗҫченӗ» пулса тӑнӑ.
Ҫеҫпӗл Мишши ячӗллӗ Ҫамрӑксен театрӗ йӑлана, кӗнӗ «Театра – аттепе пӗрле» акци ирттерет. Ӑна Тӑван ҫӗршыв хӳтӗлевҫин кунне халалланӑ. Акци нарӑсӑн 22-23-мӗшӗсенче иртӗ.
Ашшӗсем, аслашшӗсемпе кукашшӗсем театра мӑнукӗпе килсен спектакле тӳлевсӗр курма пултараҫҫӗ. Нарӑсӑн 22-мӗшӗнче Самуил Маршакӑн «Кошкин дом» спектаклӗ пулӗ, нарӑсӑн 23-мӗшӗнче – «Незнайка и его друзья».
Ҫавӑн пекех нарӑсӑн 23- мӗшӗнчӗ арҫынсем кинозалта Тӑван ҫӗршывӑн Аслӑ вӑрҫи пирки ӳкернӗ «Вӑрҫӑ тата музыка» фильма тӳлевсӗр курма пултараҫҫӗ.
Чӑваш Енӗн Культурӑпа ӳнер институтӗнче нарӑс уйӑхӗн 12-мӗшӗнче «Звенящая россыпь талантов» (чӑв. Пултаруллисен янӑравлӑ сасси) концерт кӑтартнӑ. Ӑна Чӑваш музыкин XIV фестивалӗ иртнӗ май йӗркеленӗ.
Культура институчӗпе культура училищи фестивале темиҫе ҫул ӗнтӗ хутшӑнать.
«Кашни концертрах эпир пирӗн преподавательсемпе студентсем чунтан тӑрӑшса хатӗрленнине асӑрхатпӑр», – тесе палӑртать аслӑ шкулӑн воспитани енӗпе ӗҫлекен проректорӗ Рустам Саиткулов.
Шупашкарти Хӗрлӗ тӳремре Раҫҫейӗн тӗрленӗ карттин музейне тӑваҫҫӗ. Ҫак кунсенче унта вывеска ҫакнӑ.
Аса илтерер: пӗрремӗш чула пӗлтӗр ҫӗртмен 21-мӗшӗнче хунӑ. Ун чухне ЧР Элтеперӗ Олег Николаев музей ҫав ҫулах Чӑваш тӗррин кунӗ тӗлне (чӳкӗн 26-мӗшӗ) пулассине пӗлтернӗ. Анчах калани чӑна килмен. Кайран Олег Алексеевич ӗҫе ҫулталӑк пӗтиччен вӗҫлеме шантарнӑ.
Халӗ вара – нарӑс варри. Строительсем халӗ те объектра ӗҫлеҫҫӗ.
Наталья Соколова художник-аниматор тата режиссер-постановщик Шупашкарти ҫамрӑксене ӑсталӑх лаҫҫине йыхравланӑ.
Вӑл хӑйӗн ӗҫӗсене «Пилот», «Аэроплан», «Пластилин» тата «Союзмультфильм» легендарлӑ студисем валли сахал мар хатӗрленӗ.
Шупашкара килсен шкул ачисемпе студентсем валли ӑсталӑх лаҫҫисен ярӑмне йӗркеленӗ. Ал айӗнчи япаласенчен сӑнарсем хатӗрлеме те вӗрентнӗ, ӗҫ ӑнӑҫлӑ пулса тухасси сценӑран нумай килнине те палӑртса хӑварнӑ.
Шупашкарта ҫывӑх вӑхӑтра (19.04.2025 03:00) уяр ҫанталӑк, атмосфера пусӑмӗ 752 - 754 мм, 11 - 13 градус ӑшӑ пулӗ, ҫил 2-4 м/ҫ хӑвӑртлӑхпа кӑнтӑр енчен вӗрӗ.
| Петров Юрий Филиппович, ветеринари ӑслӑлӑхӗсен тухтӑрӗ, профессор ҫуралнӑ. | ||
| Петров Леонид Порфирьевич, чӑваш чӗлхин тӗпчевҫи ҫуралнӑ. | ||
![]() | Пулӑм хуш... |