Чӑваш Енри профессионал писательсен союзӗ Литература ёлки пулассине пӗлтерет. Кун пирки вӑл халӑх тетелӗнчи хӑйӗн страницинче хыпарланӑ.
Кун пек мероприятие союз юлашки ҫулсенче пӗрмаях йӗркелет. Унта иртсе кайнӑ литература ҫулталӑкне пӗтӗмлетӗҫ, малашлӑх плансене сӳтсе явӗҫ.
Литература ёлки кӑрлач уйӑхӗн 12-мӗшӗнче Хусанкай урамӗнчи 20-мӗш ҫуртра 13 сехетре пуҫланӗ.
Чӑваш Енре Ҫамрӑк авторсен клубӗ ӗҫлесе кайнӑ. Вӑл иртнӗ ҫул вӗҫӗнче, раштав уйӑхӗн 27-мӗшӗнче, хӑйӗн ӗҫне пуҫӑннӑ.
«Вӗсене пӑхсан пирӗн республикӑра поэзин ҫӗнӗ варкӑшӗ килес пекех туйӑнчӗ. Мӗн тери шухӑшлӑ сӑвӑсем итлесе килентӗм Ҫамрӑк авторсен клубӗн пӗрремӗш тӗлпулӑвӗнче! В
Пӗрремӗш тӗлпулу Шупашкарта Л.Агаков ячӗллӗ вулавӑшра иртрӗ. Малалла вара тата кӑсӑклӑрах пулӗ. Ҫамрӑк авторсем кашни уйӑхрах ҫапла пуҫтарӑнса сӑввисемпе паллаштарӗҫ, калаҫусем ирттерӗҫ. Чӑвашла-и, вырӑсла-и е ытти чӗлхепе ҫыратӑр – Ҫамрӑк авторсен клубӗ пурне те хапӑл!» — хыпарланӑ Лариса Петрова сӑвӑҫ халӑх тетелӗнчи хӑйӗн страницинче.
Пӗлтӗр 100 ҫул тултарнӑ Чӑваш патшалӑх юрӑпа ташӑ ансамблӗ ҫав датӑна халалланӑ программӑпа пӗлтӗр 9 хулара пулнӑ.
Концерт учрежденийӗнче пӗлтернӗ тӑрӑх, театрализациленӗ гастроль программипе Екатеринбург, Тӗмен, Нефтеюганск, Нижневартовск, Сургут, Ханты-Мансийск, Пермь, Мускав тата Чулхула хулисенче пулнӑ.
Раштав уйӑхӗн 24-мӗшӗнче Трак ен - Красноармейски муниципалитет округӗ Нестер Янкас ячӗллӗ культурӑпа искусство тата литература пӗрлӗхӗ хӑй 35 ҫул тултарнине паллӑ турӗ. Ҫак кун 2024 ҫулшӑн паракан Нестер Янкас ячӗллӗ Премийӗн ҫӗнӗ лауреачӗсене чысларӗҫ. Вӗсем ҫаксем:
1. Чӑваш Республикин Цифра аталанӑвӗпе информаци политикин тата массӑллӑ коммуникацисен министерствин «Хыпар» издательство ҫурчӗ» хӑй тытӑмлӑ учрежденийӗн филиалӗ – «Ял пурнӑҫӗ» Красноармейски район хаҫачӗн редакцийӗ Красноармейски муниципалитет округӗн экономикӑпа социаллӑ политика аталанӑвне ҫӗклеме сумлӑ тӳпе хывнӑшӑн тата хаҫатӑн пӗрремӗш номерӗ тухнӑранпа 90 ҫул ҫитнӗ май тивӗҫнӗ. Лауреат ятне пама Чӑваш Республикин Цифра аталанӑвӗпе информаци политикин тата массӑллӑ коммуникацисен министерствин «Хыпар» издательство ҫурчӗ» хӑй тытӑмлӑ учрежденийӗ тӑратнӑ.
2. Афанасьева Любовь Владимировна, юрӑ-кӗвӗ тӗнчинче ырми-канми тӑрӑшнӑшӑн, чӑваш юррине халӑх хушшинче анлӑ сарнӑшӑн тата 2024 ҫулта пултарулӑх ӗҫӗнче пысӑк ҫитӗнӳсем тунӑшӑн тивӗҫнӗ. Лауреат ятне пама Красноармейски муниципалитет округӗнчи Кӗҫӗн Шетмӗ территори пайӗн Кану центрӗ тӑратнӑ.
(Владислав Пастухов-Анаткас сӑввисене вуласан)
Владислав Григорьевич Пастухов-Анаткас (1954 ҫ.ҫ.) — Муркаш тӑрӑхӗн каччи, журналист, адвокат, следователь, педагог, ҫичӗ тачка кӗнеке авторӗ. Раҫҫей писателӗсен союзӗн членӗ. Ӑна Чӑваш академийӗн ретне илнӗ. Журналистсен союзӗн пайташӗ. Лара-тӑра пӗлмен ӳрӗк те ӗҫлӗ чӑваш. Умма лартнӑ тӗллевсене пӑрӑнми пурнӑҫлакан ҫын вӑл. Хӑй тӗрӗс текен шухӑшран пӑрӑнма хӑнӑхман. Ку вара пуҫлӑхсене пит тарӑхтарать. Тӳрӗлӗхе пула Владислав Григорьевич ӗҫре пӑшӑхланса курчӗ. Урӑх специальноҫа вӗренме тиврӗ унӑн, ӗҫ вырӑнне улӑштармалла пулса тухрӗ. Парӑнса хуҫӑлмарӗ. Анаткас ачи ягель шыракан пӑлансемпе пӗрле Ҫӗпӗр тайгин юрне ашса курчӗ. Якутра, Магаданра, Колымара ылтӑн приискӗсемпе шахтӑсен тусанне ҫӑтрӗ. Нушара та ырри пур, теҫҫӗ. Ҫав манӑҫми вырӑнсем ӑнӑҫлӑ сӑвӑсен ярӑмӗсене кӗрсе юлчӗҫ.
Сӑвӑҫӑн «Раҫҫей-аннемӗре пуҫ тайса: сӑвӑсемпе поэма» ятлӑ чӑвашла-вырӑсла пысӑк кӗнекене (Ш., «Ҫӗнӗ вӑхӑт», 2024, 564 с.) вуласа тахҫанах хам шухӑша ҫырнӑччӗ. Ҫеҫпӗл Мишшипе Андриян Николаев юбилейӗсене халалланӑ пухчӑна, вӗсен ячӗпе ятарласа пайсем уйӑрнӑ.
Чӑваш кӗнеке издательствинче Лариса Петровӑн кӗнеки кун ҫути курнӑ. «Кун ячӗсем. Дни недели» ят панӑ ӑна.
Ҫамрӑк ҫыравҫӑ «Хыпар» издательство ҫуртӗнче ӗслет.
Кӗнеке издательствинче пӗлтернӗ тӑрӑх, кӑларӑма сӑвӑлла виҫӗ юмах кӗнӗ: «Кунсем выляҫҫӗ», «Кунсем ӗҫлеҫҫӗ» тата «Кунсем – хӑнара». Кӗнекепе пӗрле кун ячӗсемпе паллаштаракан карточка пуххи те пур-мӗн. Вӗсем чӑвашсен кун ячӗсем мӗне пӗлтернине каласа параҫҫӗ.
Ҫӗнӗ кӑларӑм редакторӗ – Ольга Федорова, ӳнерҫи – Юлия Лутошкина.
«Пуринчен малтан» телеграм-канал пӗлтернӗ тӑрӑх, Раҫҫейри ӑслӑлӑхсен академийӗн Ҫӗпӗрти уйрӑмӗн филологи институчӗн наука ӗҫченӗ, журналист тата фольклорҫӑ Алексей (Элтияр) Александров кӗнеке кӑларма хатӗрленет. Элтияр вӑл мӗн пири пулнине пӗлтернӗ: вулакансене чӑваш мифологийӗпе паллаштарасшӑн.
Кӗнеке 7 пин экземплярпа ьухӗ. Вӑл Мускаври «МИФ» издательствӑра кун пичетленӗ.
Красноармейски районӗнчи культура ҫуртӗнче Нестер Янкас ячӗллӗ культура, ӳнер тата литература пӗрлӗхӗн 35 ҫулхине уявлама пухӑннӑ. Мероприяти раштав уйӑхен 24-мӗшӗнче иртнӗ.
Ҫав кун пӗрлӗхӗн преми лауреачӗсене те чысланӑ.
Ҫак ҫулсенче ку хисепе 100 ытла ҫын тивӗҫнӗ. Кӑҫалхисен йышӗнче «Ял пурнӑҫӗ» район хаҫачӗ те пур иккен.
Ӗнер, раштав уйӑхӗн 24-мӗшӗнче, Чӑваш Енӗн Наци вулавӑшӗнчи «Варкӑш» клубра Ольга Австрийская ҫыравҫӑн «Пӗррехинче кайӑк-кӗшӗк картишӗнче» кӗнекине сӳтсе явнӑ.
12 ҫултан аслӑрах ачасем валли пичетлесе кӑларнӑ ҫав кӗнекене кӑларӑм ячӗллӗ повесть-юмах кӗнӗ.
Ольга Австрийская — чӑваш ҫыравҫи, журналист, Чӑваш Енри тата Раҫҫейри профессионал писательсен союзӗсен членӗ, И.Н. Ивник тата А.В. Емельянов ячӗллӗ премийӗсен лауреачӗ.
Раштав уйӑхӗн 21-мӗшӗнче Шупашкар хулин 40-мӗш шкулӗнче чӑваш чӗлхипе литературине вӗрентекенсен хула шайӗнчи меслетлӗх семинарӗ иртнӗ. Кун пирки Александр Степанов вӗрентекен халӑх тетелӗнчи хӑйӗн страницинче пӗлтернӗ.
Ҫав кун республика Элтеперӗн гранчӗпе ҫӗнетнӗ чӑваш чӗлхипе литератури пӳлӗмне уҫнӑ. Унтагн Александр Степанов вӗрентекен 2-мӗш класс ачисемпе «Хӗл мучи патӗнче» уҫӑ урок ирттернӗ, интерактивлӑ доскан вӗрентӳ ирттермелли майӗсене кӑтартнӑ.
Шупашкарта ҫывӑх вӑхӑтра (19.04.2025 03:00) уяр ҫанталӑк, атмосфера пусӑмӗ 752 - 754 мм, 11 - 13 градус ӑшӑ пулӗ, ҫил 2-4 м/ҫ хӑвӑртлӑхпа кӑнтӑр енчен вӗрӗ.
| Петров Юрий Филиппович, ветеринари ӑслӑлӑхӗсен тухтӑрӗ, профессор ҫуралнӑ. | ||
| Петров Леонид Порфирьевич, чӑваш чӗлхин тӗпчевҫи ҫуралнӑ. | ||
![]() | Пулӑм хуш... |