Ӗнер, ҫӗртме уйӑхӗн 5-мӗшӗнче, Ҫӗрпӳ тӑрӑхӗнче Аристарх Орлов-Шуҫӑм композиторӑн палӑкне уҫнӑ. Палӑка Апакасси ялӗнче туса лартнӑ.
Асӑннӑ ялтан ҫухрӑм ҫурӑра, Уйкасси ялӗнче, чӑваш музыкинче тарӑн йӗр хӑварнӑ композитор ҫут тӗнчене килнӗ. Ку вӑл 1914 ҫулта пулнӑ. Пӗчӗк чӑваш ялӗн арӗ паллӑ хор дирижёрӗ, композитор пулса тӑнӑ. Чӑваш АССРӗн телевиденийӗпе радивовещанин патшалӑх комитечӗн хорне пуҫарса янӑ. Вӑл коллектив паян Чӑваш патшалӑх академи симфони капелли пулса ырӑ ӗҫе малалла тӑсать.
Чӑваш патшалӑх юрӑпа ташӑ ансамблӗ ҫумӗнчи ача-пӑчан вокалпа хореографи студийӗн концерчӗ иртнӗ. Отчёт концертне Ачасене хӳтӗлемелли пӗтӗм тӗнчери куна хатӗрленӗ.
«Студие ҫӳрекенсем ҫулталӑк тӑршшӗпе тӑрӑшса ӑсталӑха алла илнӗ. Ку енӗпе вӗсене чӑн-чӑн проффессионалсем – Чӑваш патшалӑх юрӑпа ташӑ ансамблӗн артисчӗсем — пулӑшнӑ», – каласа кӑтартнӑ ансамблӗн директорӗн тивӗҫне пурнӑҫлакан Игорь Осипов.
Ҫулталӑк хушшинче 8 номер хатӗрленӗ, 2 сюита лартнӑ. 150 ытла костюм ҫӗленӗ. Ача-пӑча студине ҫӳрекенсем Питӗрте, Хусанта, Чулулара иртнӗ конкурссене хутшӑннӑ. Студие ансамбль ҫумӗнче 2021 ҫулта йӗркеленӗ.
Чӑваш Республикин культурӑн тава тивӗҫлӗ ӗҫченӗ, музыкант, хор дирижерӗ тата педагог Владимир Мочалов вилнӗ.
Вӑл хӑйӗн ӗмӗрӗнче нумай студента вӗрентсе кӑларнӑ, вӗсем Раҫҫейри тата Чӑваш Енри ятлӑ-сумлӑ музыкантсем пулса тӑнӑ.
Хӑй вӑл Хусанти патшалӑх консерваторийӗнче вӗреннӗ. Унӑн преподавателӗ Хусанти хор дирижёрӗсен шкулӗнче пысӑк тӳпе хӑварнӑ ҫын, Раҫҫей тата Тутарстан Республикин искусствисен тава тивӗҫлӗ ӗҫченӗ, Семён Казачков профессор (1909-2005) пулнӑ. Консерваторире Владимир Дмитриевич ун патӗнче 1961-1966 ҫулсенче вӗреннӗ, кайран ҫав ҫын ертсе пыракан кафедрӑра 5 ҫул ӗҫленӗ, унтан Чӑваш Ене таврӑннӑ.
Кунта вӑл 1987 ҫултанпа «Салют» культура керменӗнче халӑх юррин халӑх хорӗнче тӑрӑшнӑ, Ф.П. Павлов ячӗллӗ музыка училищинче преподаватель пулнӑ.
Чӑваш Енре нумай нациллӗ ҫамрӑксен слёчӗ иртӗ.
Чӑваш Республикин Культура институтӗнче пӗлтернӗ тӑрӑх, хальхи вӑхӑтра Нумай нациллӗ ҫамрӑксен регионсем хушшинчи форумне хатӗрленеҫҫӗ. Культурӑпа вӗренӳ слёчӗ ҫӗртме уйӑхӗн 18-22-мӗшӗсенче пулӗ.
Вӗренӳ учрежденийӗсемпе ҫамрӑксен организацийӗсен арт-платформи «Ясна» этноэкологи комплексӗнче ӗҫлӗ. 50-а яхӑн ҫамрӑк чӑваш халӑхӗн йӑли-йӗркипе тата культурипе паллашӗ.
Ҫу уйӑхӗн 31-мӗшӗнче «Поэзи ҫеҫпӗлӗ» конкурса пӗтӗмлетнӗ. Унта хутшӑннисем Ҫеҫпӗл Мишши поэтӑн тата автор сӑвввисене илемлӗ вулассипе ӑмӑртнӑ.
Конкурсӑн финалне хутшӑннисем поэзи батлне ирттернӗ. Сӑвӑсене вӗсем Шупашкарти Ҫеҫпӗл Мишши музейӗ умӗнче вуланӑ.
Чӑвашла сӑвӑ вулакансен «Поэзи ҫеҫпӗлӗ» конкурсне Ҫеҫпӗлӗмӗр ҫуралнӑранпа 125 ҫул ҫитнине халалланӑ. Конкурс кӑҫалхи нарӑс уйӑхӗн 1-мӗшӗнче пуҫланнӑ. Конкурсантсен сӑвӑ вуланине видеопа ӳкерсе илсе ярса памалла пулнӑ.
Финала 20 ача тухнӑ, вӗсенчен 17-шӗ Шупашкарти ӑмӑртӑва хутшӑннӑ. Шкул ҫулне ҫитменнисенчен Ефим Лиллин пӗрремӗш вырӑна тухнӑ. Шкул ачисенчен Гран-пие Иван Савельев тивӗҫнӗ. Пӗрремӗш вырӑна Анна Жидова, Алена Егорова, Зинаида Катурова, Анна Степанова, Наталья Прокопьева. Семен Семенов, Арсентий Иванов йышӑннӑ.
Хӑйсем ҫырнӑ хайлавсене вуланисенчен Виктория Леонтьева «Пирӗн Ҫеҫпӗлӗмӗр» сӑвӑпа мала тухнӑ.
Шупашкарти Хӗрлӗ тӳремре Тӗрленӗ картта музейӗ пулассине унчченех пӗлтернӗччӗ. ЧР Элтеперӗ Олег Николаев ун строительстви кӗҫех пуҫланассине хыпарланӑ. Кун пирки Правительство ҫуртӗнче иртнӗ канашлура калаҫнӑ.
Музей картта вырнаҫмалӑх пулӗ - 250 тӑваткал метр. «Промсвязьбанк» спонсор пулӑшӑвӗ парӗ.
Аса илтерер: Раҫҫейӗн тӗрленӗ карттине 2022 ҫулхи ҫӗртме уйӑхӗнче хӑтланӑ.
Чӑваш патшалӑх оперӑпа балет театрӗнче ҫӗртме уйӑхӗн 9-16-мӗшӗсенче Пӗтӗм тӗнчери V оперетта фестивалӗ иртӗ.
Сцена ҫине театрти пултаруллӑ артистсемпе чӗннӗ хӑнасем тухӗҫ: Елена Заставная (Питӗрти «Зазеркалье» театр); Жанна Дромбовская тата Александр Трофимов (Питӗрти Мариински театр); Александр Кузнецов (Питӗрти Михайлов театрӗ); Денис Немцов тата Наталья Глух (Белоруҫри академи музыка театрӗ, Минск хули); Максим Райчёнок (Питӗр).
Фестиваль Имре Кальманӑн «Фиалка Монмартра» опереттипе уҫӑлӗ. Ҫӗртме уйӑхӗн 13-мӗшӗнче Дмитрий Шостаковичӑн «Москва, Черёмушки» музыкӑллӑ камитне кӑтартӗҫ, 14-мӗшӗнче — Иоганн Штраусӑн «Летучая мышь» опереттине, 15-мӗшӗнче — Имре Кальманӑн «Сильва» опереттине.
Фестиваль гала-концертпа хупӑнӗ.
Ҫу уйӑхӗн 28-мӗшӗнче Чӑваш Енӗн Наци вулавӑшӗнче «Варкӑш» литература клубӗн черетлӗ тӗлпулӑвӗ иртнӗ. Чӑваш кӗнеке издательствин редакторӗ тата ҫыравҫӑ Ольга Иванова «Контактра» халӑх тетелӗнчи страницинче пӗлтернӗ тӑрӑх, пӗлтӗр кун ҫути курнӑ «Чӗре тӗпӗнчи туйӑм» коллективлӑ сборника сӳтсе явнӑ.
Ольга Иванова хыпарланӑ тӑрӑх, «кӑларӑма юрату темипе ҫырнӑ калавсемпе повесть кӗнӗ. Авторӗсем – паянхи чӑваш ҫыравҫисем: Константин Малышев, Татьяна Ишмуратова, Оля Рубцова, Дмитрий Моисеев, Ольга Австрийская, Владислав Николаев, Владимир Степанов, Ольга Васильева. Произведенисенчи тӗп сӑнарсем – юрату авӑрне кӗрсе ӳкнӗ яшсемпе хӗрсем».
Хӑтлава хутшӑннӑ Людмила Сачкова прозаик кӗнекене туллин тишкернӗ, кашнин ҫинче уйрӑммӑн чарӑнса тӑнӑ.
«Ольга Австрийскаян чӗлхи сӑнарлӑ, пуян, ҫыравҫӑ детальсемпе вырӑнлӑ усӑ курать, сюжета тирпейлӗ йӗркелет», – тенӗ, сӑмахран, калем ӑсти.
Ҫу уйӑхӗн 27-мӗшӗнче Чӑваш патшалӑх драма театрӗ умӗнчи К. Иванов палӑкӗ умне чечек хунӑ. Ҫав кун вилӗмсӗр «Нарспи» поэма авторӗ ҫуралнӑранпа 134 ҫул ҫитрӗ.
Чечек хунӑ ҫӗре республикӑн культура министрӗ Светлана Каликова, Чӑваш Енри профессионал писательсен союзӗн председателӗ Ольга Куликова (Улькка Эльмен), Чӑваш академи драма театрӗн ертӳҫисемпе артисчӗсем, писательсемпе поэтсем хутшӑннӑ.
«Чӑваш литературинче сыпӑк илемӗпе, сӑнарсемпе Константин Ивановӑн «Нарспи» поэминчен иртекен ӗҫсем ҫук. Вӑл хайлав пире те. культура учрежденийӗсене те хавхалантарса тӑрать», – тенӗ министр. Палӑк умӗнче сӑмах каланӑ ытти сумлӑ ҫын та Константин Иванов пултарулӑхне пысӑка хурса хакланӑ.
Ҫӗртме уйӑхӗн 5-мӗшӗнче Чӑваш патшалӑх академи симфони капелли «Арҫын тата хӗрарӑм» концерт кӑтартӗ. Ӑна юратӑва халалланӑ.
«Innocence» Kenny G ҫемӗн пӗрремӗш аккорчех арҫынпа хӗрарӑм хушшинчи ҫепӗс туйӑмсен авӑрне илсе кӗртсе кайӗ. Кашни нота, кашни аккорд ытарайми илемлӗ те черчен.
Концерт программине М. Легранӑн «Буду ждать тебя», К. Гарделӗн «Танго» хайлавне кӗртнӗ. Д. Ластӑн «Одинокий пастух», Ф. Лейӑн «Мужчина и женщина» классикӑлла хайлавӗсем те чуна витереҫҫӗ.
Шупашкарта ҫывӑх вӑхӑтра (23.12.2024 03:00) тӗтреллӗ ҫанталӑк, атмосфера пусӑмӗ 753 - 755 мм, -1 - 1 градус сивӗ пулӗ, ҫил 1-3 м/ҫ хӑвӑртлӑхпа кӑнтӑр-хӗвелтухӑҫ енчен вӗрӗ.
| Мускав район сучӗ ЧАП пӗтермелли йышӑну тунӑ. | ||
Пулӑм хуш... |