Пуш уйӑхӗн 25-мӗшӗнче пуҫласа Чӑваш наци музейӗ «Ялан янӑра, чӑваш чӗлхи!» ятпа чӑваш чӗлхи уйӑхлӑхне ирттерме палӑртса хунӑ. Вӑл шӑп та лӑп пӗр уйӑха тӑсӑлӗ.
Уйӑхлӑх вӑхӑтӗнче тӗрлӗ темӑпа экскурсисем, занятисемпе ӑсталӑх лаҫҫисем ӗҫлӗҫ. Вӗсем культура епле йӗркеленнипе, ҫырулӑхпа чӑваш литератури епле пуҫланса кайнипе паллаштарӗҫ.
Наци музейӗн ӗҫченӗсем руна паллисем ҫинчен каласа кӑтартӗҫ, «Уяв» тата «Киремет карти», «Чӑваш Енӗн асамлӑ ҫырӑвӗсем» интерактивлӑ занятисем, «Вупӑр» вӑйӑ ирттерӗҫ.
Ҫеҫпӗл Мишши музейӗ, Литература музейӗ, Чӑваш тӗррин музейӗ те кӑсӑклӑ программӑсем хатӗрлесе хунӑ.
Пуш уйӑхӗн 28-мӗшӗнче Шупашкарти Ф.П. Павлов ячӗллӗ музыка училищинче «Тӑмра кӗввинче – ӗмӗрсен сасси» ӑсталӑх лаҫҫи ӗҫлӗ.
Ӑна Хусанти Н.Г. Жиганов ячӗллӗ патшалӑх консеваторийӗн доценчӗ, РФ Композиторсен союзӗн членӗ, этномузыковед, искусствоведени кандидачӗ Геннадий Макаров ирттерӗ. Ӑсталӑх лаҫҫи вӑхӑтӗнче «Шурӑ пӳртсен умне», «Касас-касас тенӗ чӑрӑш йывӑҫ», «Ҫӳллӗ кӑна ҫӳллӗ, ай, тусем», «Чипер йӗкӗт пыратӑп, тет», «Хан хӗрӗ», «Авалхи Пӑлхар хулинче», «Авраамий ятлӑ ҫветтуй», «Ҫухалнӑ сурӑх», «Сирӗн пата шӑпчӑк ячӗ» юрӑсене тӑмрапа ӗнӗрлеме вӗренме май килӗ.
Кӑсӑклӑ мероприяти 10 сехетре Музыка учлищин кӗҫӗн залӗнче пуҫланӗ.
Ыран, пуш уйӑхӗн 21-мӗшӗнче, Чӑваш патшалӑх культура институтӗнче «Крещендо» оркестр концерт лартӗ. Нумай енлӗ коллективра – музыкантсем, Культура колледжӗн ӗсченӗсемпе студенчӗсем.
Курма пынисем балалайка, тӑмра, баян, ҫапса каламалли музыка инструменчӗсен янӑравӗпе киленме пултарӗҫ. Ку вӑл коллективӑн отчёт концерчӗ пулӗ. Ун вӑхӑтӗнче паллӑ вырӑс композиторӗсен тата хальхи вӑхӑтри ӑстасен хайлавӗсем, илемлетнӗ халӑх юрри-ҫемми, романссем, Тӑван ҫӗршывӑн аслӑ вӑрҫи вӑхӑтӗнчи юрӑсем янӑрӗҫ.
Оркестрӑн илемлӗх ертӳҫи тата дирижёрӗ – Чӑваш Республикин культурӑн тава тивӗҫлӗ ӗҫченӗ Геннадий Русскин.
Концерт Шупашкарти Энтузиастсен ҫуртӗнчи 26-мӗш адреспа вырнаҫнӑ Культура институтӗнче пуш уйӑхӗн 21-мӗшӗнче 14 сехетре пуҫланӗ.
Ака уйӑхӗн 1-мӗшӗнче, 18 сехет те 30 минутра, Шупашкарти Ф. Павлов ячӗллӗ музыка училищинче Тиля Хазанзун концертмейстер ҫуралнӑранпа 110 ҫул ҫитнине халалласа концерт лартса парӗҫ. Унӑн ячӗ Чӑваш Енӗн профессилле музыка ӳнерӗнче ылтӑн саспаллипе ҫырӑнса юлӗ.
Тиля Хазанзун — Чӑваш патшалӑх оперӑпа балет театрӗн пӗрремӗш концертмейстерӗ тата Шупашкарти музыка училищин педагогӗ пулнӑ. Училищӗре вӑл концертмейстер класӗн тата камера ансамблӗн уйрӑмне йӗркелесе янӑ.
Ятлӑ-сумлӑ чӑваш композиторсем ӑна пӗрремӗш номерлӗ концертмейстер теме юатнӑ. Раҫҫейӗн Чӑваш радион фончӗсем валли хайлавсем ҫырса илнӗ чухне концертмейстер пулма яланах Тиля Хазанзуна шаннӑ.
«Музыкальное приношение» программӑна музыка училищин студенчӗсемпе преподавателӗсем хутшӑнӗҫ. Концертмейстерӑн тӑванӗсене те йыхравланӑ.
Кӑҫал Чӑваш кӗнеке издательствинче «Чувашское народное творчество» ярӑмпа «Ыр-усал халапӗсем. Былички» икӗ чӗлхеллӗ кӗнеке пичетленсе тухнӑ. Ӑна филологи наукисен кандидачӗсем Галина Ильина тата Елена Федотова хатӗрленӗ. Халапсене истори наукисен кандидачӗ Алексей Леонтьев хатӗрленӗ.
Кӑларӑма Чӑваш патшалӑх гуманитари ӑслӑлӑхӗсен институчӗн ученӑйсен канашӗ пуҫарнипе пичетленӗ.
«Ыр-усал халапӗсем. Былички» кӗнекене 461 текст кӗнӗ, ҫав шутра 286 алҫыру пуҫласа кун ҫути курнӑ. Текстсенчен чылайӑшӗ маларах асӑннӑ институтӑн Ӑслӑлӑх архивӗнче, Чӑваш Республикин патшалӑх архивӗнче, Чӗмпӗр облаҫӗнчи патшалӑх архивӗнче упранать.
Елчӗк районӗнчи «Тарават» фольклор ансамблӗ Пӗтӗм Раҫҫейри ача-пӑча фольклориадине халалланӑ мероприятие хутшӑннӑ.
ВДНХри «Раҫҫей» куравра «Пирӗн культура» павильонта Фольклориадӑна халалланӑ савӑнӑҫлӑ мероприяти иртнӗ. Фольклориада Тутарстанра ҫӗртме уйӑхӗнче уҫӑлӗ. Унта хутшӑнакан коллективсене суйласа илӗҫ, делегатсене палӑртӗҫ.
Ҫӗршывӑн культура министрӗ Ольга Любимова палӑртнӑ тӑрӑх, калӑпӑшлӑ проекта Раҫҫейри халӑхсен культура эткерлӗхӗн ҫулталӑкӗнче Чӑваш Енре пуҫарса янӑ. Унта пултаруллӑ ачасем ҫӗршывӑн 76 регионӗнче пуҫтарӑннӑ.
Тутарстанри фольклориада ҫӗртме уйӑхӗн 19-23-мӗшӗсенче иртӗ.
Чӑваш Республикин литературӑпа ӳнер енӗпе патшалӑх премине илме тӑратнӑ ӗҫсенчен тӑваттӑшне конкурса хутшӑнма суйласа илнӗ.
Вӗсенчен пӗри — «Чӑваш Ен» издательствӑпа полиграфи комплексӗнчи Чӑваш Енри фотокорреспондентсен музейӗ, полиграфи музейӗ. Авторӗ — «Хыпар» издательство ҫурчӗн фотокорреспонденчӗ Сергей Журавлёв. Ӗҫе издательствӑпа полиграфи комплексӗ тӑратнӑ.
Кӗске метрлӑ «Мальчик из Шоршел» илемлӗ фильма Совет Союзӗн икӗ хут Геройне Андриян Николаева халалланӑ. Автор — Ҫӗнӗ Шупашкарти «Химик» культура ҫурчӗн директорӗн ҫумӗ Елена Еделеева. Ӗҫе конкурса «Химик» культура ҫурчӗ тӑратнӑ.
Чӑваш халӑхӗн менталитетне тӗпченине халалланӑ спектакльсен «Моя Чувашия» трилогийӗн авторӗ — Алексей Болдырев. Вӑл — Чӑваш патшалӑх культурӑпа ӳнер институтӗнче актёр ӑсталӑхӗн тата режиссура кафедрин доценчӗ. Ӗҫе конкурса ҫав институт тӑратнӑ.
Е. Иванова-Блинован «Сурский рубеж» оперине Чӑваш патшалӑх оперӑпа балет театрӗ сӗннӗ.
Ака уйӑхӗн 5 тата 6-мӗшӗсенче Чӑваш патшалӑх академи драма театрӗнче «Аманнӑ шӑпа» ҫӗнӗ спектакль кӑтартӗҫ.
Пьесӑна вӑрҫӑра пулнӑ пушкӑрт писателӗ тата драматург Нажиб Асанбаев ҫырнӑ.
Театрта пӗлтернӗ тӑрӑх, «спектакль Тӑван ҫӗршывӑн аслӑ вӑрҫин авӑрне лекнӗ салтаксен шӑпи ҫинчен. Хаяр вӑрҫӑ витӗр тухсан телейлӗ пуласлӑхӑн шанӑҫне упраса хӑварма пулать-ши? Ҫакӑн пек йывӑрлӑх хыҫҫӑн ҫын чунӗ таса юлать-ши?» Спектакле кайса курнӑ хыҫҫӑн пирӗнтен кашниех хаклама пултарӗ.
Нумаях пулмасть Чӑваш кӗнеке издательствинче «Заповедные места Чувашии. Чӑваш Енри управ вырӑнсем» ятлӑ кӗнеке кун ҫути курнӑ. Унӑн авторӗ – Ольга Васильева, ӳнерҫи – Юлия Лутошкина. Издательствӑра пӗлтернӗ тӑрӑх, кӗнекене вырӑсла тата чӑвашла хатӗрленӗ, вӑл кутӑн-пуҫӑн ҫавӑрса вуламаллискер.
«Ҫулҫӳрев «Чӑваш вӑрманӗ» наци паркӗнчен пуҫланать, унтан чӗрчунсем «Сӑрьен» ҫутҫанталӑк заповедникне ҫитеҫҫӗ. Вӗсене Атӑл карӑкӗ кӗтсе илет.
Ун хыҫҫӑн ҫулҫӳревҫӗсем республикӑри чылай заказникра пулса кураҫҫӗ, унти чӗрчунсемпе паллашаҫҫӗ, курӑк-чечек курса тӗлӗнеҫҫӗ. Кӗнекере пӗлтерӗшлӗ информацие тӗрлӗ тӗспе ҫырса кӑтартнӑ. Сыпӑк вӗҫӗнче вара пӗр-пӗр ӗҫ пурнӑҫламалла», — хыпарланӑ Чӑваш кӗнеке издательствинче.
Ҫу уйӑхӗн 12-мӗшӗнче ҫӗршывӑн тӗрлӗ кӗтесӗнчи 100 ытла мӑшӑр Мускавра иртекен «Раҫҫей» куравра ҫемье ҫавӑрма пултарӗҫ. Мӑшӑрланакансем наци тумӗпе пулӗҫ. Христос тӗнне ӗненекенсен ҫав кун уяв — Антипасха.
Ҫав кун ҫуркунне ҫитсе пӗтнине пӗлтерет. Ҫав кун мӑшӑрланакансем уйрӑлмаҫҫӗ тесе шухӑшланӑ.
Аса илтерер: раштавӑн 1-мӗшӗнче ВДНХри курав вӑхӑтенче чӑвашла йӑла-йӗркепе Анастасия Мочалова тата Максим Горский ҫемье ҫавӑрнӑччӗ.
Шупашкарта ҫывӑх вӑхӑтра (23.12.2024 03:00) тӗтреллӗ ҫанталӑк, атмосфера пусӑмӗ 753 - 755 мм, -1 - 1 градус сивӗ пулӗ, ҫил 1-3 м/ҫ хӑвӑртлӑхпа кӑнтӑр-хӗвелтухӑҫ енчен вӗрӗ.
| Мускав район сучӗ ЧАП пӗтермелли йышӑну тунӑ. | ||
Пулӑм хуш... |