Чӑваш Енре литературӑпа ӳнер ӗҫченӗсене уйӑхсерен парса тӑракан стипендие илме документсене йышӑнма тытӑннӑ. Асӑннӑ укҫана 1 ҫулталӑк хушши уйӑхсерен парса тӑраҫҫӗ.
Документсене республикӑн Культура, национальноҫсен ӗҫӗсен тата архив ӗҫӗн министерстви ака уйӑхӗн 3-мӗшӗнчен пуҫласа ҫу уйӑхӗн 3-мӗшӗччен йышӑннӑ.
Ҫу уйӑхӗнчи уявсен тӗлӗнче Шупашкара Раҫҫей чемпионки Аделия Петросян килнӗ.
Хӗр Этери Тутберидзе командин турне хутшӑннӑ май пирӗн республикӑна килсе ҫитнӗ. Шоуна хутшӑнма килнӗскер хулапа паллашнӑ, кунти паллӑ вырӑнсемпе киленннӗ.
Хӑйӗн кӑмӑл-туйӑмӗпе фигуристка халӑх тетелӗнчи хӑйӗн страницинче паллаштарнӑ: «Шупашкар – хӑтлӑ та стильлӗ хула. Кунта урамсене тӗрлӗ вак-тӗвек илемлетет».
«Критики у нас, чувашей, не существует…»
А.С. Пушкин
«Туслӑха ҫухатас тесен – тӗрӗсне кала»
Халӑх сӑмахлӑхӗ
Паллах ӗнте, Чӗмпӗр хулинче «Еткер» телепередача тухма пуҫлани – Раҫҫейри ку таранччен пулман пулӑм пулса юлчӗ. Тутарсемпе пӗрле ятлӑ Республика тулашӗнче тӑван чӗлхепе тухакан кӑларӑмсем ку таранччен пулманччӗ Раҫҫей Федерацинче. Куншӑн, паллах, ку ӗҫе пуҫарса яракан хастарсене тав тумалла. Сӑмах май, ирҫе-мӑкшӑсем, вӗсене валли те бюджетран укҫа-тенкӗ те, эфира тухма вӑхӑт та уйӑрса панӑ пулин те, пӗр кӑларӑм та йӗркелеймерӗҫ. Олег Мустаевпа Рамис Сафин пек пултаруллӑ ҫамрӑксем (ҫуллисем те) тупӑнмарӗҫ пулас…
Чӑвашсене (Чӗмпӗр ен тӑрӑхӑнчисене кӑна мар), чӑннипех те, турра шӗкӗр, ӑнчӗ, маттур та пултаруллӑ Олег Мустаев тележурналист «Еткер» каларӑма ертсе пыма пуҫлани. Ку кӑларӑм паян кунччен те унӑн ячӗпе ҫыхӑнать пирӗн астӑвӑмра.
Аса илтерес килет, ун чух (иртӗ ӗмӗрти 90-мӗш ҫулсенче) пирӗн сенкер экрансем ҫинче хальхи пек виҫҫӗр ытла канал мар, икӗ канал кӑна пулнӑ, ҫавӑнпа та вырӑнти хыпарсен кӑларӑмӗсем сисӗнмесӗр иртме пултарайман.
Чӑваш Енри юрӑҫ Раҫҫей телеканалӗсенчен пӗри ирттерекен конкурса хутшӑнать.
«Ҫеҫпӗл» ансамблӗ солисчӗ Константин Живулин «Звезда» телеканал ирттерекен вокал конкурсне хутшӑнӗ. Чӑваш Енри юрӑҫ хутшӑннӑ кӑларӑма ҫу уйӑхӗн 4-мӗшӗнче 21 сехет те 15 минутра кӑтартӗҫ.
Юрӑ ӑмӑртӑвне ҫӗршыври 89 регионти артистсем хутшӑнӗҫ. Финала 16-ӑн лекӗҫ: саккӑрӑшне жюри суйласа илӗ, саккӑрӑшне – куракансем килӗштернине кура. Килӗшекен юрӑҫшӑн телеканалӑн сайтӗнче зазвезду.рф сасӑлама май килӗ.
Шупашкарти 3-мӗш ача-пӑча ӳнер шкулӗ «Культура» наци проекчӗпе ҫӗнӗ музыка оборудованийӗ туяннӑ. Федераци укҫисӗр пуҫне республикӑн Культура министерстви те укҫа уйӑрса пулӑшнӑ иккен.
Иртнӗ уйӑх вӗҫӗнче ҫавсен хӑтлавӗ иртнӗ.
Музыка инструменчӗ, оборудовани тата вӗренӳ материалӗ туянма 3,4 миллион тенке яхӑн тӑкакланӑ. Ҫав укҫапа 10 единица музыка инструменчӗ (пианино, баритон, тенор, туба, тромбон, саксофон, труба, флейта), 1 ноутбук тата 75 вӗренӳпе меслет пособийӗ илнӗ.
Чӑваш патшалӑх пукане театрӗ лартнӑ «Король Лир» спектакль «Атӑлҫи театр сезонӗ» фестивальте икӗ награда ҫӗнсе илнӗ. Вӑл ҫак кунсенче Самар облаҫӗнче иртнӗ.
«Пукане театрӗнчи чи лайӑх арҫын ролӗ» номинацире Лир король рольне вылянӑ Юрий Филиппов тивӗҫнӗ. «Пукане театрӗнчи чи лайӑх ҫамрӑк актриса» номинацире Корделия рольне калӑпланӑ Эльвира Соколова мала тухнӑ.
Чӑваш кӗнеке издательствинче Чӑваш халӑх ҫыравҫин Хветӗр Уярӑн ҫырнисен пуххин 4-мӗш томӗ 1 пин тиражпа пичетленсе тухнӑ. Ӑна В.Н. Алексеев пухса хатӗрленӗ, редакторӗ Н.В. Вечеркина, художникӗ С.А. Бритвина.
– Ҫырнисен пуххин 1-2 томӗсене «Шурча таврашӗнче» историллӗ романа кӗртнӗччӗ (2021 – 2022), – каласа парать пирӗн корреспондента В.Н. Алексеев пухса хатӗрлекен. – 3-мӗш томра – повеҫсемпе калавсем (2023). Юлашки тӑваттӑмӗш том ҫыравҫӑ ҫуралнӑранпа 110 ҫул тӗлне пичетленсе тухрӗ, унта очерксем, асаилусемпе статьясем. Калас пулать, чӑваш литературине Хв. Уяр хӑйӗн чаплӑ историлле романӗпе, чуна тыткӑнлакан повӗҫсемпе калавӗсемпе кӑна мар, ҫивӗч публицистикипе те кӗрсе юлнӑ. Вӑл Ҫӗпӗр тайгине, Инҫет Хӗвелтухӑҫне, тундрӑна ҫитсе килнӗ, БАМ ҫулӗсемпе вуншар ҫухрӑм кутамкка ҫакса утнӑ, ҫав вырӑнта ӗҫлесе пурӑнакан чӑвашсене шыраса тупса вӗсемпе калаҫнӑ. Ҫыравҫӑн сукмакӗсем Индипе Шри-Ланка еннелле те тӑсӑлнӑ, вулакансене вӑл ҫавӑн пекех Болгари тата Венгри ҫӗршывӗсемпе паллаштарнӑ. Асаилӳсемпе статьясенче чӑваш тата вырӑс ҫыравҫисен пултарулӑх уйрӑмлӑхӗсене уҫса кӑтартнӑ. «Ҫынсем пек ҫырма вӗренеймерӗм», «Ӑҫта ҫитсе тухрӑмӑр эпир?
Паян Чӑваш патшалӑх академи драма театрӗнче РСФСР халӑх артистне Николай Григорьева 85 ҫулхи юбилейпа саламланӑ.
Чӑваш Енри Театр ӗҫченӗсен союзӗн ертӳҫи Сергей Павлов Николай Даниловича пӗрлешӗвӗн чи пысӑк наградипе — «Чӑваш Енӗн театр ӳнерне аталантарма пысӑк тӳпе хывнӑшӑн» медальпе чысланӑ.
Театрта пӗлтернӗ тӑрӑх, унсӑр пуҫне юбиляра унӑн вӗренекенӗсем те саламларӗҫ, вӗсем хушшинче театрти ҫамрӑк артистсем те, культура тата ӳнерсен институчӗн студенчӗсем саламланӑ.
Шупашкарти К.В. Иванов ячӗллӗ музейра чӑваш халӑх поэчӗ Ҫемен Элкер ҫуралнӑранпа 130 ҫул ҫитнине халалланӑ мероприяти иртнӗ.
Унта хутшӑннӑ педагогика наукисен кандидачӗ, профессор, Юлия Дмитриева Александр Васильев композитор Ҫемен Элкерӗн «Хӗн-хур айӗнче» поэми тӑрӑх опера хатӗрлессипе ӗҫлени ҫинчен пӗлтернӗ.
Пысӑк Упакассинчи тата Йӗпреҫри шкул ачисем поэтӑн сӑввисене вуланӑ. Нина Ерилеева тата Раиса Евграфова краеведсем тӑван тӑрӑхӗсенче поэта халалласа ирттерекен мероприятисем ҫинчен каласа кӑтартнӑ. Шупашкарти комплекслӑ социаллӑ центрӑн «Надежда» хорӗ юрӑсем шӑрантарнӑ.
Юбилярӑн мӑнукӗ Людмила Эльгер пуҫтарӑннисене хӑйӗн ҫывӑх ҫыннине асра тытнӑшӑн тав туса сӑмах каланӑ.
Ҫак эрнере Шупашкарти 183-мӗш ача пахчинче Зинаида Воронова модельер пӗчӗккисемпе тӗлпулнӑ.
Чӑваш наци тумне тата эрешне хатӗрлекен ӑста тӑван халӑхӑмӑрӑн мӗн тери пуян эткерлӗхӗ ҫинчен ачасене ӑнланмалла ансат чӗлхепе каласа кӑтартнӑ. Наци тумӗ культурӑн пӗр пайӗ пулни пирки палӑртса хӑварнӑ вӑл. Хӑна ачасене чӑваш тумӗпе паллаштарнӑ. Пӗчӗкскерсем ҫӑвара шыв сыпнӑн итлесе ларнӑ, япаласемпе кӑсӑкланса паллашнӑ.
Шупашкарта ҫывӑх вӑхӑтра (23.12.2024 03:00) тӗтреллӗ ҫанталӑк, атмосфера пусӑмӗ 753 - 755 мм, -1 - 1 градус сивӗ пулӗ, ҫил 1-3 м/ҫ хӑвӑртлӑхпа кӑнтӑр-хӗвелтухӑҫ енчен вӗрӗ.
| Мускав район сучӗ ЧАП пӗтермелли йышӑну тунӑ. | ||
Пулӑм хуш... |