Чӑваш Енӗн Наци вулавӑшӗнче раштав уйӑхӗн 4-мӗшӗнче 14 сехетре Чӑваш Республикин халӑх художникӗпе Праски Виттипе тӗлпулу иртӗ.
Виталий Петров – художник-монументалист, живописец, график, иллюстратор, вӗри эмаль ӑсти. Тӗнчери этномодернизм юхӑмне аталантараканӗсенчен пӗри. Ӑна чӑваш Пикасси те теҫҫӗ.
Тӗлпулу вӑхӑтӗнче «Тӗспе кӗлтуни. Молитва в цвете. Prayer in color» альбомпа та паллаштарӗҫ.
Раштав уйӑхӗн 5-мӗшӗнче Шупашкарти Ф.П. Павлов ячӗллӗ музыка училищинче «Павлов кунӗсем» фестивале халалланӑ мероприятисен ярӑмӗнчи черетлӗ концерт иртӗ. Тӗрӗсрех, унпа фестиваль вӗҫленӗ.
Училище сцени ҫине учрежденин чи лайӑх коллективӗсем, унтан тӗрлӗ ҫулта вӗренсе тухнисем (вӗсем паян ҫӗршыври тӗрлӗ хулара ӗҫлесе пурӑнаҫҫӗ) тухӗҫ.
Уяв программинче – тӗнче тата хамӑр ҫӗршыври классика хайлавӗсем тата чӑваш композиторӗсен сочиненийӗсем янӑрӗҫ.
Концерт 18 сехет те 30 минутра пуҫланӗ.
Ӗнер Чӑваш наци академикӗсен съезчӗ иртнӗ. Пухӑва вӗсем республикӑн Наци вулавӑшӗнче пуҫтарӑннӑ. Унта пухӑннисене, сӑмах май каласан, Шупашкар хулинчи халӑхӑн социаллӑ ыйтӑвӗсене тивӗҫтерекен комплекслӑ центрӗнчи «Калинушка» хор хӑйӗн пултарулӑхӗпе савӑнтарнӑ.
Академиксенчен нумайӑшӗ вара Наци вулавӑшӗнче Ҫеҫпӗл Мишши ячӗпе йӗркеленӗ «Чӗре йыхравӗ. Ҫеҫпӗл Мишшине халалласа» курава кӗрсе курнӑ.
Республикӑра тӑватӑ модельлӗ библиотека уҫӑлмалла. Вулакансене раштав уйӑхӗн 4-мӗшӗнче кӗтеҫҫӗ.
Шӑмӑршӑри, Хӗрлӗ Чутайри, Куславккари тӗп библиотекӑсем, Улатӑр, Ҫӗмӗрле тата Елчӗк округӗсенчи вулавӑшсем ҫӗнелнӗ. Вӗсенче интерьер, оборудовани ҫӗнӗ. Йӑлтах – хальхи пурнӑҫ ыйтнӑ пек.
Пушкӑртстанра тухса тӑракан «Урал сасси» хаҫат 35 ҫул тултарнине уявланӑ.
Унта «Хыпар» издательство ҫурчӗн ӗҫченӗсем те пулнӑ.
«Мӗн тери телейлӗ кун паян! Пуринчен ытла мана юратнӑ хаҫатӑм аякра, тӗрлӗ халӑх хушшинче, ниме пӑхмасӑр паянхи кун та ҫирӗппӗн малалла утни, аталанни, республикӑри мӗн пур чӑваша пӗрлештерсе тӑни савӑнтарать, мӑнаҫлантарать!
«Урал сасси» ача чухне мана ырӑ тӗслӗх кӑтартаканӗ, ҫул уҫса параканӗ пулнӑ! Халӗ те чуна ӑшӑтса, вӑй парса тӑрать», — хӑпартланса пӗлтернӗ издательство ҫурчӗн ача-пӑча кӑларӑмӗсен редакторӗ Елена Атаманова.
Чӑваш наци вулавӑшӗнчи «Варкӑш» литература клубӗн хастарӗсем «Хӗрӗх тӗслӗ хӗл» кӗнекене сӳтсе явма пуҫтарӑннӑ.
Чӑваш кӗнеке издательствин редакторӗ Ольга Иванова халӑх тетелӗнчи хӑйӗн страницинче пӗлтернӗ тӑрӑх, кӑларӑма вунӑ авторӑн – Денис Гордеевӑн, Елен Нарпин, Петр Маркинӑн, Елена Николаевӑн, Алена Аксупин, Рита Артин, Ангелина Павловскаян, Юрий Скворцовӑн, Валентин Константиновӑн тата Марина Карягинӑн – кӗске калавӗсемпе новеллисем тата повеҫӗ кӗнӗ.
Ӑна Галина Антонова пухса хатӗрленӗ, хӑех редакциленӗ. «Хӗрӗх тӗслӗ хӗл» – «Алран алла» ярӑмпа пичетленнӗ пиллӗкмӗш кӗнеке иккен. Ку серие 2020 ҫулта пуҫарса янӑ-мӗн. Галина Антонова хӑтлав вӑхӑтӗнче палӑртса хӑварнӑ тӑрӑх, ку ярӑмри кӑларӑмсем чӑваш литературин антологийӗ майлӑ пулччӑр тесе шухӑшланӑ.
Якутскра тухса тӑракан «Чолбон» журналта чӑваш ҫыравҫин калавӗ саха чӗлхипе пичетленсе тухнӑ. Кунта сӑмах Дмитрий Моисеев пирки пырать.
Автор халах тетелӗнчи хӑйӗн страницинче пӗлтернӗ тӑрӑх, журналӑн ҫӗнӗ номерне унӑн тӗп редакторӗ, Раҫҫей писателӗсен союзӗн правлени членӗ Гаврил Андросов номерне ярса панӑ.
«Журналта манӑн пӗрремӗш кӗнекене кӗнӗ «Пушар хыҫҫӑн» калав саха чӗлхипе пичетленнӗ. Вырӑсларан сахалла хайлава Лилия Иванова куҫарнӑ. Чӗререн тав тӑватӑп», — хыпарланӑ ҫыравҫӑ.
Чӑваш патшалӑх академи драма театрӗн артистки Валентина Ситова Хветӗр Ҫитта пултарулӑхӗпе паллаштаракан кӗнеке кун ҫути курни тата ӑна нумаях пулмасть хӑтлани пирки пӗлтерет. Кун пирки вал халӑх тетелӗсенчен пӗринчи хӑйӗн страницинче хыпарланӑ.
Кӗнекене Тӑван ҫӗршывӑн аслӑ вӑрҫинче пуҫ хунӑ Хветер Ҫитта ҫap журналисчен, ҫыравҫан калавӗсемпе саввисем, очеркесемпе ҫыравӗсем, кун кӗнекинчи йӗркесем, савнӑ мӑшӑрӗн ҫырӑвӗсем кӗнӗ. «Хветӗр Ҫитта пултарулӑхéпе, кун-ҫyлӗпе ҫaкӑн пек туллин паллаштаракан кӗеке ку таранччен пулман», — тесе пӗлтернӗ Валентина Петровна.
Паня, чӳк уйӑхӗн 28-мӗшӗнче, Чаваш Енӗн Наци вулавӑшӗнче Станислав Сатур писателӗн 65 ҫулхине уявлама пуҫтарӑннӑ.
Пултарулах каҫне ҫыравҫӑсем, ученӑйсем, журналистсем пырса ҫитнӗ. Сӑмах тухса калакансем Митта Ваҫлейӗн премийӗн лауреачӗн пултарулӑхне сума сунине палӑртса хӑварнӑ, автора пултарулӑхра малашне те ӑнӑҫу суннӑ.
Чӑваш Енри тата тепӗр икӗ ҫынна «Чӑваш Республикин культурӑн тава тивӗҫлӗ ӗҫчӗнӗ» ята тивӗҫнӗ.
Вӗсенчен пӗри — Вӑрнар районӗнчи тӗп клуб тытӑмӗн директорӗ Светлана Журавлева. Хисепе тивӗҫнӗ тепӗр ҫын вара — Красноармейски тӑрӑхӗнче вырнаҫнӑ магистральлӗ газ пӑрӑхӗсен Заволжски производство управленийӗн культорганизаторӗ Елена Тюмерова.
Шупашкарта ҫывӑх вӑхӑтра (19.04.2025 15:00) уяр ҫанталӑк, атмосфера пусӑмӗ 749 - 751 мм, 23 - 25 градус ӑшӑ пулӗ, ҫил 5-7 м/ҫ хӑвӑртлӑхпа кӑнтӑр-хӗвеланӑҫ енчен вӗрӗ.
| Петров Юрий Филиппович, ветеринари ӑслӑлӑхӗсен тухтӑрӗ, профессор ҫуралнӑ. | ||
| Петров Леонид Порфирьевич, чӑваш чӗлхин тӗпчевҫи ҫуралнӑ. | ||
![]() | Пулӑм хуш... |