Ӗнер, раштав уйӑхӗн 24-мӗшӗнче, Чӑваш Енӗн Наци вулавӑшӗнчи «Варкӑш» клубра Ольга Австрийская ҫыравҫӑн «Пӗррехинче кайӑк-кӗшӗк картишӗнче» кӗнекине сӳтсе явнӑ.
12 ҫултан аслӑрах ачасем валли пичетлесе кӑларнӑ ҫав кӗнекене кӑларӑм ячӗллӗ повесть-юмах кӗнӗ.
Ольга Австрийская — чӑваш ҫыравҫи, журналист, Чӑваш Енри тата Раҫҫейри профессионал писательсен союзӗсен членӗ, И.Н. Ивник тата А.В. Емельянов ячӗллӗ премийӗсен лауреачӗ.
Раштав уйӑхӗн 21-мӗшӗнче Шупашкар хулин 40-мӗш шкулӗнче чӑваш чӗлхипе литературине вӗрентекенсен хула шайӗнчи меслетлӗх семинарӗ иртнӗ. Кун пирки Александр Степанов вӗрентекен халӑх тетелӗнчи хӑйӗн страницинче пӗлтернӗ.
Ҫав кун республика Элтеперӗн гранчӗпе ҫӗнетнӗ чӑваш чӗлхипе литератури пӳлӗмне уҫнӑ. Унтагн Александр Степанов вӗрентекен 2-мӗш класс ачисемпе «Хӗл мучи патӗнче» уҫӑ урок ирттернӗ, интерактивлӑ доскан вӗрентӳ ирттермелли майӗсене кӑтартнӑ.
«Суварята» ача-пӑча ташӑ ушкӑнӗ «Халӑх пултарулӑхӗн тава тивӗҫлӗ ушкӑнӗ» ята тивӗҫнӗ. Анатолий Музыкантов ертсе пыракан коллектив Раҫҫей министерстви палартнӑ 49 пултарулӑх ушкӑнӗ йышне кӗнӗ.
Ку ят сумлӑ шутланать. Ӑна ҫӗршывӑн культура еткерлӗхне упрас ҫӗре тӳпе хывнӑшӑн параҫҫӗ.
Чӑваш Енӗн Наци вулавӑшӗн «Ылтӑн ӗмӗр» галерейинче Раҫҫейри дизайнерсен союзӗн пайташӗн Иван Ивановӑн куравӗ уҫӑлнӑ. «Мифология цвета» (чӑв. Тӗс мифологийӗ) куравра — батик, гобелен, живопись.
Автор Шупашкарта 1960 ҫулта ҫуралнӑ. А. Н. Косыгин ячӗллӗ Мускаври пир-авӑр институтӗнче (халӗ Раҫҫейри патшалӑх университечӗ) вӗреннӗ. Пӗр вӑхӑт Тверьте ӗҫленӗ, унтан — И.Я. Яковлев ячӗллӗ Чӑваш патшалӑх педуниверситетӗнче ӗҫленӗ.
Иван Иванов пултарулӑхӗнче гобелен тата батик уйрӑм вырӑн йышӑнаҫҫӗ. Гобелена хатӗрлеме темиҫе уйӑх ҫеҫ мар, ҫул тата иртет. Хӑйӗн ӗҫӗсенче художник чӑваш халӑхӗн прикладной ӳнерне, культурине тӗпе хурать.
Раштав уйӑхӗн 18-мӗшӗнче Пӗрремӗш канал чӑваш Хӗл Мучийӗпе Юрпикине кӑтартнӑ. Вӗсене «Жить здорово» кӑларӑма йыхравланӑ.
Аса илтерер: асӑннӑ кӑларӑма Елена Малышева тухтӑр ертсе пырать. Унта сывлӑха епле упрамалли, тӗрлӗ чир-чӗртен епле сывалмалли ҫинчен каласа кӑтартаҫҫӗ.
Телекӑларӑма хутшӑннӑ Хӗл Мучипе Юрпике — Чӑваш патшалӑх ӑкадеми драма театрӗнчен. Вӗсем Ҫӗнӗ ҫула чӑвашсем мӗнле кӗтсе илни, пӗр-пӗрне мӗн сунни, уявра мӗнле апат-ҫимӗҫпе сӑйланни ҫинчен каласа кӑтартнӑ.
Ӗнер Чӑваш Енӗн Наци вулавӑшӗнче регионсен шайӗнче ирттернӗ «Чӗре йыхравӗ. Ҫеҫпӗл Мишшине сума суса» марафон ӗҫӗсене пӗтӗмлетнӗ.
Асӑннӑ вулавӑш ӗҫченӗ Антонина Андреева халӑх тетелӗнчи хӑйӗн страницинче пӗлтернӗ тӑрӑх, мероприятие пынӑ чӑваш халӑх поэчӗсем Юрий Сементер тата Светлана Смирнова-Азамат, Сергей Павлов чӑваш халӑх присателӗ, Виталий Родионов тата Юлия Дмитриева профессорсем, Элли Юрьев мӑшӑрӗ Галина Юрьева, Марина Карягина поэт тата драматург, Надежда Кириллова актриса тата педагог, библиографсем Ҫеҫпӗл Мишшин пурнӑҫӗпе пултарулӑхне тивӗҫлипе хакланӑ.
Раштав уйӑхӗн 18-мӗшӗнче Чӑваш Енӗн Наци вулавӑшӗнче «Голос сердца. Посвящение Михаилу Сеспелю» (чӑв. Чӗре сасси. Ҫеҫпӗл Мишшине халалласа) регионсем хушшинчи марафона пӗтӗмлетме пуҫтарӑнӗҫ.
Астӑвӑм-презентацие культура тата ӳнер, вӗрентӳпе ӑслӑлӑх ӗҫченӗсем, общество хастарӗсем, вулакансем хутшӑнӗҫ.
Марафона Шупашкарта, Мускавра тата Хусанта ирттернӗ.
Ӗнер Канаш мунициапллӑ округӗнчи «Ҫеҫпӗл» центрӑн концеренц-залӗнче Ҫеҫпӗл Мишши пурнӑҫӗпе пултарулӑхӗпе паллаштаракан кӗнекене хӗтлама пуҫтарӑннӑ.
Асӑнна кӑларӑм авторӗ — Сергей Павлов. Сергей Лукиянович асӑннӑ тӑрӑхри Ушанар ялӗнче ҫуралнӑ.
«Кам-ши вӑл, Ҫеҫпӗл? Кто он, Сеспель?» Чӑваш кӗнеке издательствинче кун ҫути курнӑ.
Раштав уйӑхӗн 20-мӗшӗнче чӑваш юрӑҫи, проазикӗ тата куҫаруҫи Валентин Урташ (20.12.1924 — 18.04.1973) ҫуралнӑранпа ҫул ҫитет. Ҫавна май Шупашкарти К.В. Иванов ячӗллӗ Литература музейӗнче астӑвӑм каҫӗ иртӗ.
Мероприяти ыран, раштавӑн 18-мӗшӗнче, 14 сехетре пуҫланӗ. Литература музейӗ Ленинград урамӗнчи 29-мӗш ҫуртра вырнаҫнӑ.
Нумаях пулмасть Шупашкарти Культура колледжӗ тӗнчери халӑхсен юрри-ташшипе паллаштаракан «Заплетаем в косы песни»т (чӑв. Ҫивӗтлесе юрлатпӑр) фестиваль-концертне ирттернӗ.
Асӑннӑ фестивале унта иккӗмӗш ҫул ирттереҫҫӗ. Хальхинче ӑна «Этнохудожество пултарулӑхӗ» специальноҫа алала илекен студентсем хатӗрленӗ.
Мероприятире тӗнчери 15 халӑх юрри-ташшин илемне кӑтартса панӑ. Сцена ҫине колледжӑн вокалпа хореографи ансамблӗ, пултарулӑх коллективӗсем чӗннӗ. Чӑваш Ен халӑх артисчӗ Августа Уляндина тата «Ярды» этно-фолк ушкӑн та пулнӑ.
Шупашкарта ҫывӑх вӑхӑтра (19.04.2025 15:00) уяр ҫанталӑк, атмосфера пусӑмӗ 749 - 751 мм, 23 - 25 градус ӑшӑ пулӗ, ҫил 5-7 м/ҫ хӑвӑртлӑхпа кӑнтӑр-хӗвеланӑҫ енчен вӗрӗ.
| Петров Юрий Филиппович, ветеринари ӑслӑлӑхӗсен тухтӑрӗ, профессор ҫуралнӑ. | ||
| Петров Леонид Порфирьевич, чӑваш чӗлхин тӗпчевҫи ҫуралнӑ. | ||
![]() | Пулӑм хуш... |