Валерий Алексин
«Эпӗ кӗнекешӗнех килнӗ пулӗ ҫак тӗнчене. Ӑна хаклама тата ӗмӗрлӗх упрама. Тата ӑна кам та пулин хапсӑнасран сыхласа пурӑнма…» Ҫапла ҫырнӑ чӑваш халӑх ҫыравҫи Хветӗр Уяр хӑйӗн ӗҫӗ-хӗлне кун-ҫул тӳпинчен хакласа. Ҫак йӗркесене автор хӑй пирки анчах мар, хӑйӗн аслӑ хӗрӗ пирки те каланӑ пулас. Луиза Федоровнӑн пӗтӗм пурнӑҫӗ кӗнеке ҫӳлӗкӗсем хушшинче иртнӗ теме пулать. Миҫе ҫухрӑм утнӑ-ши вӑл кӗнеке урамӗсемпе? Ҫак ҫул, тен, инҫет Сахалина кайса килме те ҫитӗ.
Ҫӗрпӳри культурӑпа ҫутӗҫ училищине хӗрлӗ дипломпа пӗтерсен вӑл Ленинградри библиотека институтне вӗренме кӗнӗ. Ун хыҫҫӑн Республика вулавӑшӗнче, каярахпа Шупашкарти «Энергозапчасть» завочӗн тата Шупашкарти промышленность тракторӗсен завочӗн вулавӑшӗсенче ӗҫленӗ. Ун пурнӑҫӗ кӗнеке ҫулӗпех, анчах кӑшт уйрӑм сукмакпа кайма пултарнӑ. 1965 ҫулта ӑна И.И. Одюковӑн «Чувашские народные песни социального протеста и революционной борьбы» кӗнекене редакцилеме явӑҫтараҫҫӗ. Ҫак ӗҫе ӑнӑҫлӑ вӗҫленӗ пулин те вӑл издательство пуканӗ ҫине куҫса ларма килӗшмен.
Чӑваш Енре «Земство кульура ӗҫченӗ» программа ӗҫлесе кайӗ. 50 пин ҫын таран пурӑнакан ял-салана ӗҫлеме каякан культура ӗҫченӗсем 1 миллион тенкӗ илме пултарӗҫ.
ЧР Элтеперӗ Олег Николаев пӗлтернӗ тӑрӑх, хальхи вӑхӑтра ЧР Культура министерстви нормативлӑ документсене хатӗрлет. Вакантлӑ должноҫсен списокне хатӗрлеме тытӑннӑ ӗнтӗ.
Раштав уйӑхӗн 16-мӗшӗнче «Атӑл Опера» театр сцени ҫинче Чайковский музыки янӑрӗ. Шупашкара «Академия Русской Музыки» (чӑв. – Вырӑс музыкин академийӗ)оркестр килӗ.
Мускаври ҫав коллектив паллӑ вырӑс композиторӗн паллӑ хайлавӗсемпе – «Лебединое озеро», «Спящая красавица», «Щелкунчик» – килӗ.
Ҫӗршывӑн тӗп хулинчи ҫав коллектив ҫӗршывӗпе паллӑ ушкӑн.
Чӑваш кӗнеке издательствинче «Халӑх ӑс-хакӑлӗн ахах-мерченӗ. Жемчужины народной мудрости» кӑларӑм пичетленсе тухнӑ. Ку хыпара Кӗнеке издательствин ӗҫченӗ Ольга Иванова халӑх тетелӗнчи хӑйӗн страницинче пӗлтернӗ.
Чӑваш халӑх сӑмахлӑхӗ, чӑн та, пуян. Юрри-такмакӗпе, юмахӗ-халапӗпе, шӳтлевӗ-витлевӗпе, ваттисен сӑмахӗсемпе, тупмалли юмахӗсемпе.
Маларах асӑнса хӑварнӑ кӑларӑма кӗнӗ материалсем — Никита Романов (1905–1960) педагог пухса хатӗрленӗскерсем иккен. Кӗнеке редакторӗ – Владимир Степанов. Чӑваш патшалӑх гуманитари ӑслӑлӑхӗсен институчӗ тимленипе кун ҫути кӑтартнӑ. Унта 2500 ытла ваттисен сӑмахӗпе каларӑш тата 1700 ытла тупмалли юмах кӗнӗ.
Чӑваш ёлки Кировра иртекен Пӗтӗм Раҫҫейри ёлка фестивальне хутшӑнать.
Паян, раштав уйӑхӗн 7-мӗшӗнче, «Киров – Новогодняя столица России» (чӑв. Киров – Раҫҫейри Ҫӗнӗ ҫулӑн тӗп хули) фестивале презентациленӗ. Ун вӑхӑтӗнче ҫӗршывӑн тӗрлӗ кӗтесӗнчи 89 ёлкӑпа паллаштарӗҫ. Кашни ёлкӑна халӑх теттисемпе илемлетнӗ. Чӑваш ёлки те вӗсенчен ним те кая мар.
Фестиваль кӑрлач уйӑхӗн 7-мӗшӗччен ӗҫлӗ.
Раштав уйӑхӗн 2-6-мӗшӗсенче Шупашкарти культура тата ӳнер институчӗн специалисчӗсем Бердянскри культура ӗҫченӗсене профессири ӑсталӑха туптама вӗрентеҫҫӗ.
«Организационно-правовые основы социально-культурной деятельности» (чӑв. Социакультура ӗҫӗнчи йӗкелӳпе право никӗсӗ) курса инҫет ҫыхӑну мелӗпе йӗркеленӗ.
Чӑваш Енри специалистсем Бердянск муниципаллӑ округӗнчи 27 ҫынна вӗрентнӗ. Ушкӑнра культура пайӗн 4 ӗҫченӗ, культура ҫурчӗсен 13 директорӗ, вулавӑшсенче тӑрӑшакан 10 ҫын.
Паян, раштав уйӑхӗн 4-мӗшӗнче, Кӳкеҫри культура ҫуртӗнче К.В. Иванов ячӗллӗ Чӑваш патшалӑх академи драма театрӗ «Чунӑм, Лиза-Акулина» спектакль кӑтартнӑ.
Аса илтерер: асӑннӑ ӗҫе Александр Пушкинӑн «Барышня-крестьянка» пьеси тӑрӑх хатӗрленӗ. Романтикӑлла камите лартассипе Светлана Зверева художник, Чӑваш Енӗн ӳнер тава тивӗҫлӗ ӗҫченӗ Андрей Галкин композитор, Чӑваш Республикин культура тава тивӗҫлӗ ӗҫченӗ Зоя Александрова хореограф ӗҫленӗ. Спектаклӗн режиссёрӗ — Наталия Сергеева. Спектакль валли Пушкин хайлавне Лидия Филиппова чӑвашла куҫарнӑ.
Раштав уйӑхӗн 3-мӗшӗнче Чӑваш патшалӑх академи драма театрӗнче РСФСР тава тивӗҫлӗ артисчӗ Геннадий Терентьев ҫуралнӑранпа 95 ҫул ҫитнине халалланӑ каҫ иртнӗ.
Астӑвӑм каҫне пуҫтарӑннисем артистӑн ырӑ сӑнарне, унӑн тӗлӗнсе каймалла пултарулӑхне аса илнӗ.
Астӑвӑм каҫне Александр Васильев тата Дмитрий Никифоров музыкантсем те хутшӑннӑ, вӗсем хуткупӑспа хитре каласа тӗлӗнтернӗ.
Мероприятие Геннадий Терентьевич мӑшӑрӗ Елена Константиновна тата Аринӑпа Лариса хӗрӗсем хутшӑннӑ.
Пирӗн республикӑра шкулти театрсен «Асам» фестивалӗ кӑҫалхипе иккӗмӗш хут иртте. Унта хутшӑнакансене республика Элтепере Олег Николаев саламланӑ.
«Чаплӑ ҫак фестиваль иккӗмӗш хут иртет. Ҫак асамлӑха эсир тата сирӗн педагогӑрсемпе аслӑ тусӑрсем, театр ӳнерӗн ӗҫченӗсем тӑваҫҫӗ. Спектакльсене соцсеть урлӑ хаклакан ҫынсен шучӗ икӗ хут ӳснӗ: 58 пинрен пуҫласа 102 пине ҫитнӗ. Професси сцени ҫинчи малтанхи утӑмсем нумай ачашӑн хумхануллӑ самант патне тӑвакан утӑм пуласса шанатӑп», — тенӗ вӑл.
«Пӗчӗк формӑри чи лайӑх спектакль» номинацире Ҫӗмӗрлери 8-меш гимнази хатӗрленӗ ӗс палӑрнӑ. «Чи лайӑх сценографи» тесе Ҫӗрпӳри пӗтӗмӗшле пӗлӳ паракан вӑтам шкулӑн ӗҫне палӑртнӑ, «Режиссерӑн чи лайӑх ӗҫӗ» номинацире Вӑрмарти вӑтам шкулти «Мельпомена» шкул театрӗн ертӳҫи Елена Ларионова мала тухнӑ. Ӗҫсене ытти номинаципе те хакланӑ.
Шупашкарти Оксана (Ксения) Фёдорова Пӗтӗм Раҫҫейри «Живи, узор чувашский» (чӑв. Пурӑн, чӑваш эрешӗ) конкурсра Гран-прие тивӗҫнӗ. Ырӑ хыпара халӑх тетелӗнчи хӑйӗн страницинче Геннадий Иванов-Орков искусствовед пӗлтернӗ.
Нумаях пулмасть вӑл Чӑваш тӗррин наци шкулӗнчен вӗренсе тухнӑ. Талпӑнуллӑ ал ӑсти хӑйӗн ӗҫне чунтан юратса пурнӑҫлать.
Шупашкарта ҫывӑх вӑхӑтра (19.04.2025 15:00) уяр ҫанталӑк, атмосфера пусӑмӗ 749 - 751 мм, 23 - 25 градус ӑшӑ пулӗ, ҫил 5-7 м/ҫ хӑвӑртлӑхпа кӑнтӑр-хӗвеланӑҫ енчен вӗрӗ.
| Петров Юрий Филиппович, ветеринари ӑслӑлӑхӗсен тухтӑрӗ, профессор ҫуралнӑ. | ||
| Петров Леонид Порфирьевич, чӑваш чӗлхин тӗпчевҫи ҫуралнӑ. | ||
![]() | Пулӑм хуш... |