Паян, юпа уйӑхӗн 11-мӗшӗнче, Чӑваш патшалӑх филармонийӗнче «Ентешсен ҫӑлтӑрӗ» пӗтӗм тӗнчери V фестивалӗ уҫӑлӗ.
Эстрадӑпа джаз музыкин «Джаз ТОНиКа» оркестрӗ куракансемшӗн чӑн-чӑн парне вырӑнне пулӗ. Дирижёрӗ — Чӑваш Республикин искусствӑсен тава тивӗҫлӗ ӗҫченӗ Наталья Яклашкина.
Оркестр программӑна икӗ уйрӑмран хатерленӗ. Малтанхи пайӗнче Джордж Гершвин, Майкл Мэссер, Билли Холидей, Бритни Спирс тата ыттисен музыкипе киленме май килӗ, иккӗмӗшӗнче Юрий Антонов, Сергей Трофимов, Михаил Танич, Юрий Саульский тата хамӑр ҫӗршыври ытти композитор хайлавӗ янӑрӗ.
Программӑна Чӑваш Республикин тава тивӗҫлӗ артисчӗ Андрей Макаров, пӗтӗм тӗнчери конкурссен лауреачӗ Наталья Ильц тата килнӗ хӑнасем: Павел Васильев (Мускав), Дарья Кузьмичева (Мускав), Инга Долгова-Зиновьева (Мускав), TANINA L’Odore (Питӗр) — илем кӳрӗҫ.
Чӑваш патшалӑх академи драма театрӗнче «Нарспи» спектакль лартма грант выляса илнӗ. Халӗ театрта ҫӗнӗ ӗҫе хатӗрлессипе тӑрӑшаҫҫӗ.
Спектакле лартма чӑваш культурипе чӗлхи эксперчӗсене хутшӑнтарассине пӗлтернӗ театрта. Постановкӑна хатӗрленӗ чухне Александр Кӑлканпа Василий Алагерӑн 1952 ҫулхи ӗҫне тӗпе хурӗҫ.
Режиссер-постановщикӗ – ГИТИСра вӗреннӗ Данна Афаунова.
Художник-постановщикӗ – Мускаври Валентина Николайчук, ҫутӑшӑн явапли – Мускаври Юрий Курамшин. Сценографи консультанчӗ – Эмиль Капелюш, композиторӗ – Лолита Чекушкина.
Чӑваш Енре халӑх промыслисен чи лайӑх ӑстисемпе ремесленникӗсене чыслӗҫ. «Чувашия ремесленная» (чӑв. Ремеслаллӑ Чӑваш Ен) конкурса 110 заявка килсе ҫитнӗ.
Чи лайӑх ӗҫсене 24 номинацире чыслӗҫ.
Конкурса йывӑҫран, хӑваран, ҫӑмран, кӗҫҫерен, хурӑн хуппинчен, тӑмран, батикран тӗрлӗ япала ӑсталакансем, халӑх тумне хатӗрлекенсем хутшӑнма пултараҫҫӗ.
Ҫӗнтерӳҫӗсене чӳк уйӑхӗн 3-мӗшӗнче чыслӗҫ.
Шупашкарта археологи шыравӗ вӑхӑтӗнче 1800 ытла артефакт тупнӑ.
Шырав ӗҫне хулан историлле вырӑнӗнче йӗркеленӗ. Ҫав ӗҫпе Чӑваш патшалӑх гуманитари ӑслӑлӑхӗсен институчӗн ӗҫченӗсем тӑрӑшнӑ. Вӗсем Илем галерейин картишӗнче тата Константин Иванов урамӗнчи 17-мӗш ҫурт ҫумӗнчи тротуар ҫинче шырав ирттернӗ.
Тупнӑ япаласен шутӗнче – XVI–XVIII ӗмӗрсенчи керамика фрагменчӗсем, XVI–XVII ӗмӗрсенчи щит ҫинчи акӑш ӳкерчӗклӗ пӑхӑр ҫӗрӗ, тигель, тӑхлан лум, пуля тата ытти кӑсӑклӑ япала.
Шупашкарти 9 ҫулти Лена Еремеева «Ача-пӑча ҫӗнӗ хумӗ» сумлӑ конкурсӑн ҫурмафиналне лекнӗ. Вӑл унта Чӑваш Енрен - пӗртен-пӗр ача.
Лена 5 ҫулта «Голос. Дети» кӑларӑмӑн ТОП-80 списока лекнӗ, паллӑ ҫынсемпе - Александ Реввӑпа, Владимир Пресняковпа, Наталья Подольскаяпа - пӗр сцена ҫинче пулса курнӑ. Вӑл юрӑсем ҫырать, хӑйӗн пӗрремӗш кӗнекине те кӑларма хатӗрленет.
Юпа уйӑхӗн 11-мӗшӗнче Ҫӗрпӳ хулинчи М.В. Силантьев герой ячӗллӗ 1 номерлӗ шкулта «Пурӑн, пирӗн Ҫеҫпӗл!» — «Живи, наш Сеспель!» ятлӑ поэзи уявӗ иртӗ.
«Вӗрентекенсене, библиотека ӗҫченӗсене, кӑмӑл тата вӑхӑт тупакансене пурне те уява йыхравлаҫҫӗ», — тесе пӗлтернӗ Лидия Филиппова журналист мессенджерсенчен пӗринчи ушкӑнра.
Мероприятие Чӑваш халӑх поэчӗ Юрий Сементер, Лидия Филиппова, Василий Захаров, Любовь Петрова, Николай Ишентей, Георгий Хавал, Ортем Гали, Роза Беляева, Геронтий Никифоров хутшӑнӗҫ.
Чӑваш патшалӑх гуманитари ӑслӑхӗсен институтчӗн ӗҫченӗ ҫӗнӗ кӗнекепе паллаштарнӑ. Кӑларӑм ҫинчен вӑл «Чӑваш Ен» наци телерадиокомпанийӗн эфирӗнче, «Ир пулсан» передачара каласа кӑтартнӑ.
Филологи наукисен кандидачӗ, гуманитари ӑслӑхӗсен институтчӗн аслӑ ӑслӑлӑх ӗҫченӗ Галина Ильина «Ыр-усал халапӗсем. Былички» кӗнекепе туллин паллаштарнӑ. Ӑна институтӑн фольклор ӗҫченӗсем хатерленӗ.
Кӗнекене Чӑваш кӗнеке издательствинче пичетлесе кӑларнӑ.
Юпа уйӑхӗн 3-мӗшӗнче Чӑваш патшалӑх филармонийӗнче кантӑк арфа тата орган янӑрӗ. Вӑл концерта «Музыкальные истории от барокко до классицизма» (чӑв. Бароккӑран классицизм таран) пӗтӗм ҫӗршыври проектпа килӗшӳллӗн хатӗрленӗ. Ӑна «Ӳнер тӗкӗрӗ» общество пурнӑҫа кӗртет.
Программӑра И.С. Бах тата В.А. Моцарт, А. Марчелло тата Л. Боккерини хайлавӗсем янӑрӗҫ.
Проекта Шупашкарта ҫеҫ мар, Ленинград облаҫӗнче, Владивосток, Самара, Сарту, Иркутск, Пермь, Челепир, Барнаул, Ярославль хулисенче кӑтартӗҫ.
Кантӑк арфӑпа Александр Лемешев, органпа Раҫҫей халӑх артисчӗ Даниэль Зарецкий вылӗ.
Василий Кервен аслӑ вырӑс поэчӗн Александр Пушкинӑн сӑввисене чӑвашла куҫарнӑ. Кун пирки «Чӑваш Ен» патшалӑх телерадио компанийӗ пӗлтернӗ.
Куҫарнӑ ӗҫсене хаклама Чӑваш Енӗн наци вулавӑшӗнче пуҫтарӑннӑ. Кервен Пушкинӑн чӑвашла куҫарнӑ сӑввисене «Асрах асамӗ ҫав самантӑн» ятпа кӗнекене пухса кӑларнӑ.
Василий Кервен Александр Пушкин пултарулӑхне шкулта вӗреннӗ чухнех тӗпчеме пуҫланӑ-мӗн. «Вырӑс чӗлхи вӗрентекенӗ вӗсене классике чӑвашла куҫарттарнӑ. Ун хыҫҫӑн сумлӑ поэтӑн сӑввисем патне пӗрре мар таврӑннӑ Василий Гаврилович. Ҫакӑ ӑна каярах Коопераци институтӗнче студентсене вӗрентнӗ чухне те кирлӗ пулнӑ. Пӗлтӗр вара Шупашкарти 62-мӗш шкулта чӑваш чӗлхи вӗрентекенсем ӑна Пушкин сӑввисене чӑвашла куҫарма ыйтнӑ. Вӑл пысӑк яваплӑха туйса ӗҫе пикеннӗ», — хыпарланӑ телесюжетра.
Шупашкарти халӑхӑн социаллӑ ыйтӑвӗсене тивӗҫтерекен комплекслӑ центрӗнчи музыкӑпа литература тӗпелне ҫӳрекен ватӑсем паян Шупашкар муниципалллӑ округӗнчи Кӑрмӑш ялне тухса концерт ирттернӗ.
Асӑннӑ учреждени ҫавӑн пек вӗҫӗмех тухса ҫӳрет, уйӑхра пӗр хутчен тӗрлӗ ҫӗре ҫитсе концерт лартать. Кӑрмӑшри ваттисен ҫуртӗнче пурӑнакансем артистсене кӑмӑлтан кӗтсе илнӗ, номерсене тӑвӑллӑн алӑ ҫупса йышӑннӑ, пӗрле юрлани.
«Надежда» хора Чӑваш Республикин культурӑн тава тивӗҫлӗ ӗҫченӗ Владимир Арланов ертсе пырать.
Шупашкарта ҫывӑх вӑхӑтра (20.04.2025 03:00) уяр ҫанталӑк, атмосфера пусӑмӗ 748 - 750 мм, 14 - 16 градус ӑшӑ пулӗ, ҫил 3-5 м/ҫ хӑвӑртлӑхпа кӑнтӑр енчен вӗрӗ.
| Золотов Василий Гордеевич, халӑха ҫутта кӑларас ӗҫе йӗркелекенӗсенчен пӗри ҫуралнӑ. | ||
| Иванов Алексей Иванович, чӑваш чӗлхи тӗпчевҫи, журналист редактор вилнӗ. | ||
![]() | Пулӑм хуш... |