Алексей Афанасьевӑн «Юманлӑх ҫулҫӑ тӑкмарӗ» романӗ кун ҫути курнӑ.
Чӑваш кӗнеке издательствин ӗҫченӗ Ольга Иванова «Контактри» хӑйӗн страницинче пӗлтернӗ тӑрӑх, романӑн пӗрремӗш кӗнеки 2023 ҫулта кун ҫути курнӑ, пӗлтӗр – иккӗмӗшӗ, нумаях пулмасть, ав, виҫҫӗмӗшӗ пичетленсе тухнӑ.
Алексей Афанасьев Тутарстанри Потап-Тӑмпӑрлӑ чӑваш ялӗнче ҫуралса ӳснӗ. Вӑл — прозаик, поэт тата куҫаруҫӑ. Пултаруллӑ ҫав ҫын вырӑсла та, удмуртла та лайӑх пӗлнӗ, ҫамрӑк чух шкулта ачасене удмурт чӗлхине вӗрентнӗ.
Шупашкарти Трактор тӑвакансен культура керменӗнче пуш уйӑхӗн 22-мӗшӗнче Пӗтӗм Раҫҫейри хор фестивалӗн регионти тапхӑрӗ иртӗ.
Унта Элӗк, Патӑрьел, Вӑрнар, Йӗпреҫ, Канаш, Куславкка, Комсомольски, Красноармейски, Хӗрлӗ Чутай, Сӗнтӗрвӑрри, Муркаш, Ҫӗрпӳ, Шупашкар, Ҫӗмӗрле, Етӗрне, Елчӗк тӑрӑхӗсенчи, Улатӑр, Канаш, Ҫӗнӗ Шупашкар, Шупашкар тата Ҫӗмӗрле хулисенчи 59 вокалпа хор коллективе хутшӑнӗ.
Пӑрачкав округӗнчи Кудеиха ялӗнче ҫӗнӗ культура ҫурчӗ пулӗ. Ӑна «Культура аталанӑвӗ» программӑпа килӗшӳллӗн хута яма палӑртнӑ.
Паллах, вӑл ялта культура мероприятийӗсене ирттермелли вырӑн пулӗ: концертсем, куравсем йӗркелӗҫ, кружоксем уҫӗҫ, пултарулӑх коллективӗсем чӑмӑртӗҫ.
Культура ҫуртне республика тата вырӑнти хыснасенчи укҫа-тенкӗпе хута яма палӑртнӑ.
Николай Ытарай сӑвӑҫӑн кӗнекине куҫ начар куракан ачасем валли пичетлесе кӑларнӑ. Унпа Л.Н. Толстой ячӗллӗ вулавӑшра паллашма пулать.
Кӗнекери сӑвӑсене брайлер шрифчӗпе пичетленӗ. Кӑларам ячӗ — «Чӗр чунсем – пирӗн туссем» = «Животные – наши друзья». Ӑна ҫыравҫӑ ҫуралнӑранпа 100 ҫул ҫитнине халалласа кун ҫути кӑтартнӑ. Сӑмах май каласан, Николай Васильевичӑн кӗнекине унччен апла шрифтпа пичетлесе кӑларман.
Сӗнтӗрвӑрри тӑрӑхӗнчи Шуршӑлти А.Г. Николаев ячӗллӗ мемориал комплексне кӑҫал юсама тытӑнасшӑн. Кун пирки Чӑваш Енӗн Культура министерствин коллегийӗн анлӑ ларӑвӗнче пӗлтернӗ.
Ларӑва ертсе пынӑ культура министрӗ Светлана Каликова пӗлтернӗ тӑрӑх, малашне те республикӑра клубсем хӑпартса лартӗҫ, пуррисене юсӗҫ. Кӑҫал 12 вулавӑш уҫма, Шуршӑлта А.Г.Николаев ячӗллӗ музее юсама тытӑнма палӑртса хунӑ. Юсав ӗҫӗ виҫӗ ҫула тӑсӑлӗ.
Сӗнтӗрвӑрри тӑрӑхӗнчи Шуршӑлти А.Г. Николаев ячӗллӗ мемориал комплексне кӑҫал юсама тытӑнасшӑн. Кун пирки Чӑваш Енӗн Культура министерствин коллегийӗн анлӑ ларӑвӗнче пӗлтернӗ.
Ларӑва ертсе пынӑ культура министрӗ Светлана Каликова пӗлтернӗ тӑрӑх, малашне те республикӑра клубсем хӑпартса лартӗҫ, пуррисене юсӗҫ. Кӑҫал 12 вулавӑш уҫма, Шуршӑлта А.Г.Николаев ячӗллӗ музее юсама тытӑнма палӑртса хунӑ. Юсав ӗҫӗ виҫӗ ҫула тӑсӑлӗ.
Иртнӗ ҫул Чӑваш кӗнеке издательстви вырӑссен аслӑ поэчӗ А.С. Пушкин ҫуралнӑранпа 225 ҫул ҫитнине халалласа «Я помню чудное мгновенье… Асрах асамӗ ҫав самантӑн…» сӑвӑ пуххине икӗ чӗлхепе пичетлесе кӑларчӗ. Чӑвашла ӑна Василий Кошкин-Кервень сӑвӑҫ куҫарнӑ. Кӗнеке тухнӑ ятпа йӗркеленӗ хӑтлавра, хаҫат-журналти рецензисенче, радиопа телевидени передачисенче асӑннӑ издание пысӑка хурса хакларӗҫ. Куҫаруҫӑ вырӑссен аслӑ поэчӗн сӑввисен тарӑн шухӑшне тата санарлӑхне чӑвашла вырӑнлӑ та виҫеллӗ куҫарнине, сӑвӑсен формине пысӑк ӑсталӑхпа тытса пынине палӑртрӗҫ.
Ҫак кунсенче асӑннӑ кӗнекене Раҫҫӗй ҫыравҫисен Союзӗн секретариатӗнче сӳтсе явнӑ, вырӑс генийӗн пултарулӑхне халӑх хушшинче сарас ӗҫри ҫитӗнӳсемшӗн Василий Кошкин-Кервене Пушкин ылтӑн медальне памалла тунӑ.
«Ҫамрӑксен хаҫачӗ» йӗркелесе янӑ ырӑ йӑлана малалла тӑсать: «Поэзи баттлӗ» конкурс кӑҫал та иртӗ. Ӑна кӑларӑм кун ҫути курма тытӑннӑранпа 100 ҫул тултарнине халаллаҫҫӗ. Поэзи тупӑшӑвӗ пуш уйӑхӗн 28-мӗшӗнче, эрнекун, Шупашкарти Пичет ҫуртӗнче (И.Яковлев проспекчӗ, 13-мӗш ҫурт) пулӗ.
Хаҫат вулаканӗсене, чӑваш поэзине юратакансене унта хутшӑнма чӗнеҫҫӗ. Заявкӑсене пуш уйӑхӗн 26-мӗшӗччен йышӑнаҫҫӗ. Конкурса хутшӑнас тесен чӑвашла 5 сӑвӑран кая мар вӗренмелле. Хӑвӑр ҫырнӑ сӑвӑсене те калама юрать.
Жюри членӗсем ӑсталӑха, хайлава илемлӗ вуланине, хӑйне евӗрлӗхе хаклӗҫ. Конкурса хутшӑнакансене сертификатпа хавхалантараҫҫӗ. Ҫӗнтерӳҫе вара парнепе чыслаҫҫӗ. Кунсӑр пуҫне ятарлӑ парне выляттараҫҫӗ. Заявкӑсене ҫак номерпе йышӑнаҫҫӗ: 8-967-470-13-38.
Сӑн ӳкерчӗкре: пӗлтӗрхи конкурс ҫӗнтерӳҫи — Элӗк округӗнчи Чӑваш Сурӑм шкулӗнче вӗренекен Семен Семенов.
Вӑрнарта Светлана Давыдова хӑйӗн куравне йӗркеленӗ, ӑна «Хӗрарӑмӑн чун киленӗҫӗ» ят панӑ.
Светлана поселокри Йӑла ҫуртӗнче ӗҫленӗ, машинӑпа хитре япаласем ҫӗленӗ. Мӑшӑрӗпе 4 ача ӳстернӗ, халӗ 8 мӑнукӗпе савӑнса пурӑнать. Анчах алӑ ӗҫӗ ӑна паянхи кун та кӑсӑклантарать. Унӑн ӗҫӗсемпе куравра паллашма пулать.
Пэчворк техникипе ҫӗленӗ вырӑн ҫиттисем тӗлӗнмелле хитре. Вӗсенче сюжетлӑ картинӑсене те асӑрхама пулать.
Пуш уйӑхӗн 7-мӗшӗнче Шупашкар тӑрӑхӗнчи Апашри халӑх театрӗ Чӑрӑшкассинче спектакль кӑтартнӑ.
Унта коллектив В. Михайлов ҫырнӑ «Пусӑ умӗнче» ташӑллӑ-юрӑллӑ кайнӑ.
Куракансем ялти артистсене ырӑ- кӑмӑлпа йышӑнса пысӑк хак панӑ.
Халӑх театрӗ халӑх тетелӗнчи хӑйӗн страницинче пӗлтернӗ тӑрӑх, «сцена ҫинчи артиссем те ӑшӑллӑха туйса пӗтӗм чун- хавалӗпе вылянӑ.
Спектакль вӗҫленсен куракан халӑх ура ҫине тӑрса тӑвӑллӑн алӑ ҫупса ушкӑна ырлӑх-сывлӑх сунса ҫӗнӗ ҫитӗнӳсем тума суннӑ».
Шупашкарта ҫывӑх вӑхӑтра (19.04.2025 15:00) уяр ҫанталӑк, атмосфера пусӑмӗ 749 - 751 мм, 23 - 25 градус ӑшӑ пулӗ, ҫил 5-7 м/ҫ хӑвӑртлӑхпа кӑнтӑр-хӗвеланӑҫ енчен вӗрӗ.
| Петров Юрий Филиппович, ветеринари ӑслӑлӑхӗсен тухтӑрӗ, профессор ҫуралнӑ. | ||
| Петров Леонид Порфирьевич, чӑваш чӗлхин тӗпчевҫи ҫуралнӑ. | ||
![]() | Пулӑм хуш... |