Ӗнер, авӑнӑн 23-мӗшӗнче, «Тӑван Ен» хаҫат пӗлтернӗ тӑрӑх, Шемшер ял тӑрӑхне кӗрекен Шорчекасси ялӗнче Культура центрӗ уҫӑлнӑ. Ҫӗнӗ клубра ял ҫыннисем валли йӑлтах ҫӗнӗлле пулӗ. Кунта пысӑк та капӑр акт залӗ, спорт секцийӗсем ӗҫлемелли спортзал, таврапӗлӳ музейӗ пур. Кам шашка-шахмат, бильярд юратать, вӗсем валли уйрӑм секцисем ӗҫлеҫҫӗ. Халӑх путарулӑх ушкӑнӗсем валли ятарласа репетици пӳлӗмӗсем уйӑрнӑ.
Ял клубӗнчи юсав ӗҫӗсене ҫурла уйӑхӗнче пуҫланӑччӗ.
Ҫак кунсенче Японин Хоккайдо утравӗн кӑнтӑр-хӗвеланӑҫ енче вырнаҫнӑ Хакодатэ хулинче Пӗтӗм тӗнчери юрӑпа ташӑ фестивалӗ иртет. Вӑл ҫурлан 5-мӗшӗнче пуҫланнӑ та 11-мӗшччен тӑсӑлӗ. Унта пирӗн Чӑваш Республикинчен Чӑваш патшалӑх академи ташӑпа юрӑ ансамблӗ кайнӑ.
Яппунсене чӑваш юррисемпе ташшийӗсем питӗ кӑмӑла кайнӑ тет. Хакодатэ хулан мэрӗ Масанори Нишио концерта курса хавхаланнӑ хыҫҫӑн тав сӑмахӗ калама хӑйех тухнӑ. Чӑваш патшалӑх академи ташӑпа юрӑ ансамблӗн ертӳҫи Ольга Корольковӑна грамота пама та хӑй аллинчен панӑ. Концерта пынӑ яппунсем те чӑваш юрри-ташшипе ҫывӑхрах паллашма Чӑваш Ене ҫитсе курма хатӗррри пирки пӗлтереҫҫӗ.
Паян, ҫурлан 10-мӗшӗнче фестивале хутшӑнакан ушкӑнсем гала-концерт кӑтартӗҫ. Ҫапла май вара Хакодатэ хулинче ҫынсем чӑваш юрри-ташшипе ҫӗнӗрен паллашма пултараҫҫӗ.
Республикӑри халӑхсемпе ӗҫлекен канашӑн пайташӗсем тата хуласемпе районсенчи культура енӗпе ӗҫлекен пуҫлӑхсем паян Елчӗк районне пухӑнчӗҫ. Кунта «Республикӑн «Чӑваш Ен культури: 2006-2011 ҫулсем» тӗллевлӗ программин «Чӑваш Республикин патшалӑх наци политикин Концепцине пурнӑҫласси» пайне Елчӗк районӗнчи вырӑнти хӑйтытӑмлӑх органӗсем тата культура учрежденийӗсем пурнӑҫа кӗртес енӗпе пухнӑ опытпа палашасси» канашлу-семинар иртрӗ.
Канашлӑва пухӑннисем чи малтан Елчӗкри паллӑ вырӑнӗсемпе паллашрӗҫ — часовньӑра, районӑн тӗп вулавӑшӗнче, историпе краеведени музейӗнче, ӳнер шкулӗнче, физкультурӑпа сывлӑх комплексӗнче пулса курчӗҫ. Мишер Патирекре ҫӑлкуҫ путне ҫисе курчӗҫ, ялти вулавӑшпа, ҫӗнелнӗ культура ҫурчӗпе тата нумай пулмасть уҫӑлнӑ шкулпа паллашрӗҫ. Пур вырӑнта та хӑнасене тараватлӑн кӗтсе илчӗҫ — хитре чӑваш тумӗсемпе, юрӑ-ташӑпа.
Канашлу-семинарӑн тӗп пайӗ «Елчӗкри культурӑпа кану ценрӗнче» иртрӗ. Канашлӑва Чӑваш Республикин культурӑн, национальноҫсен ӗҫӗсен, информаци полтикипе архив ӗҫӗн министрӗ Роза Лизакова уҫрӗ.
Нумай пулмасть «Хусан чӑвашӗсем» ушкӑнӑн ертӳҫи Алексей Наумов Тутарстанра гитарӑпа каласа чӑвашла юрлакан ҫамрӑксен тӗлпулӑвне йӗркелеме шут тытнине пӗлтерчӗ. Бардсен тӗлпулӑвне утӑн 11-12 мӗшӗсенче Пӳлерти Валем хуҫа ҫӑлкуҫӗ патӗнче ирттерме хатӗрленеҫҫӗ. Унта палаткӑра ҫӗр каҫма, кӑвайт ҫинче хӑйшӗн апат ӑшӑтма тата гитарӑпа каласа юрлама вӗренес текен пур ҫамрӑка та йыхравлаҫҫӗ. Тӗлпулура пӗрлехи концерт, вырӑнти историпе палашни, гитаристсен мастер-класӗсем, чӑвашла ятсем илес ритуал кӗреҫҫӗ. Гитаристсем авалхи Сӑвар хули пулнӑ вырӑна та ҫитсе курма палӑртнӑ. Хальхи вӑхӑтра тӗлпулӑва Шупашкар, Ӗпхӳ ҫамрӑкӗсем хутшӑнма кӑмӑл туни паллӑ.
Ҫак мероприяти ТР ЧНКА ҫумӗнчи Ҫамрӑксен канашӗ, «Пума» ҫулҫӳрев агенстви, «Асамат» студи пулӑшнипе иртет. Информаци тӗлӗшӗнчен «Чуваш.Орг» интернет-пӗрлешӳ тата «Сувар» хаҫат пулӑшу кӳреҫҫӗ. Ыйтса пӗлмелли телефонсем: 89274038854, 89179076881.
Паян, ҫӗртмен 24-мӗшӗнче, Чӑваш Республикинче уяв — Республика кунӗ. Ӑна 1995 ҫулта, Чӑваш Республикине туса хунӑранпа 75 ҫул ҫитнӗ ятпа йӗркеленӗ. 2000 ҫулхи ҫу уйӑхӗн 4-мӗшӗнче вара Н.В. Фёдоров ку уява патшалӑх уявӗ шутне кӗртнӗ.
Кашни ҫул ҫак кун Чӑваш Ене Раҫҫейӗн тӗрлӗ регионӗсенчен, Раҫҫей тулашӗнчен нумай хӑна килет. Республика кунӗнче тӗрлӗ тӗслӗ мероприятисем иртеҫҫӗ — культура, экономика, спорт, савӑнӑҫ вӗсенче палӑрать.
Руспублика кунне халалланӑ чи пысӑк мероприятийӗсем шутне «Раҫҫей ҫалкуҫӗ» (малтан «Атӑлҫи ҫалкуҫӗ» ятлӑ пулнӑ) фестиваль, «Регионсем — чикӗсене пӑхӑнмасӑр килӗштерсе ӗҫлесси» регионсен хушшинчи курав кӗреҫҫӗ. Ҫавӑн пекех 23 сехетре фейерверк иртереҫҫӗ.
Кашни ҫул Республика кунне тӗрлӗ районсенче палӑртаҫҫӗ — кӑҫал ҫак тивӗҫ Шупашкар хулипе Вӑрмар районне лекнӗ. Вӑрмар районне илес пулсан кунта паян ҫакӑн пек мероприятисем иртӗҫ:
* «Тӗрлӗ тӗслӗ палитра» (Раҫҫей Федерацийӗн халӑх художникӗн Ревель Федоровӑн, Чӑваш Республикин тава тивӗҫлӗ ӳнерҫин Николай Садюковӑн картинисен куравӗ)
* Энӗшпуҫӗнче пӗтӗмӗшле практика (ҫемье) врачӗн уйрӑмне уҫни
* велоспорт-маунтинбайк енӗпе ирттерекен Раҫҫей Кубокӗн тапхӑрӗ, Чӑваш Ен Кубокӗн II тапхӑрӗ, Вӑрмар районӗн уҫӑ чемпионачӗ тата ӑмӑртӑвӗ (Ара юханшыв хӗрри)
* «Ырӑ кун, тӑван ен» (Вӑрмар районӗнчи пултарулӑх коллективӗсен уяв концерчӗ).
Чӗмпӗрте Чӑваш Республикипе Ульяновск облаҫӗ хушшинче «Диалог культур» ятпа культура ҫыхӑнӑвӗсене анлатма Килӗшӳ туса ҫирӗплетрӗҫ. Ҫак тӗллевпе Чӗмпӗре Шупашкартан делегаци пырса кайрӗ: культура министерӗн ҫумӗ Казакова Т.В., пай пуҫлӑхӗ Краснов М.Н., ЧПУ доценчӗ Абрамов В.А., РФ тава тивӗҫлӗ художникӗ В.П.Нагорнов.
Ҫак Килӗшӳ тӑрӑх Культура программи Ульяновск облаҫӗнче чӳк уйӑхӗччен тӑсӑлмалла. Унта ҫыравҫӑсен, ӳнерҫӗсен тата ытти пултарулӑх ҫыннисен тӗлпулӑвӗсем иртмелле.
Чӗмпӗрсем умӗнче Чӑваш патшалӑх академи ансамблӗ пысӑк концерт кӑтартрӗ.
Юрӑ кӗнекисене эсир, паллах, пурте курнӑ. Ташӑ пуххисемпе вара паллашма тӳр килнӗ-и сире? Шупашкарти «Ҫӗнӗ вӑхӑт» издательствӑра ҫак кунсенче «Образцы танцевальных мелодий (для баяна и аккордеона)» вӗренӳ хатӗрӗ пичетленсе тухрӗ. Кӗнеке икӗ пайран тӑрать. Пӗрремӗшӗ — «Мелодии для музыкального оформления урока народно-сценического танца», тепри — «Мелодии народов Поволжья для хореографической постановки». Иккӗмӗш пайӗнче тӗрлӗ халӑх ташшисене ушкӑнӑн-ушкӑнӑн вырнаҫтарнӑ — чӑвашсен, тутарсен, ҫармӑссен, удмуртсен, мӑкшӑсен, калмӑксен тата пушкӑртсен ташӑ кӗввисем черетленнӗ. Чӑвашлисем: «Линкка-линкка», «Кай-кай Ивана», «Чӑваш кӑтрелӗ», «Савӑнӑҫ ташши», «Тури чӑвашсен ташши», «Ҫамрӑксен ташши» т.ыт.те. Пӗрремӗш пайра «Тӳнкки-тӳнкки», «Патӑрьелле тӑпӑртатни», «Хӗрсен ташши» пур. Кунтах тӗнчери паллӑ ташӑсен кӗввисене тупма пултаратӑр% «Краковяк», ”Гопак”, «Лезгинка», «Тарантелла», «Чардаш», «Летка-енка», «Барыня». Ку ҫеҫ-и! Инди, чикан, мексикан, испан, таджик, украин, молдаван, белорус халӑхӗсен ташӑ тӗслӗхӗсем те пур. Пӗри баянпа е аккордеонпа кӗввине каласа тӑтӑр, эсир вара — кӑмӑлӑра кура — ташша ярӑр, ташша ҫапӑр, ташша хуҫӑр, ташша илтерӗр.
Ака уйӑхӗн 12-мӗшӗнче Н.В. Фёдоров «Чӑваш Республикинчи культурӑна пулӑшу кӳмелли хушма мерӑсем пирки» Хушӑва тӳрлетӳсем кӗртнӗ. Тӳрлетӳсемпе килӗшӳллӗн професионаллӑ пултарулӑх ушкӑнӗсем валли икӗ миллионлӑ виҫӗ грант йӗркеленӗ.
«Чӑваш Республикинчи культурӑна пулӑшу кӳмелли хушма мерӑсем пирки» Хушӑва 2006 ҫулхи ҫу уйӑхӗнче ала пусса ҫирӗплетнӗ — унпа килӗшӳллӗн грантсен шучӗ иккӗ пулнӑ, вӗсен пысӑкӑшӗ пӗр миллион тенкӗпе танлашнӑ.
Ку грант укҫипе, тӗслӗхрен, «Нарспи» мюзикла лартнӑ.
Нарӑсӑн 7-мӗшӗнче «Культура» телеканалпа Чӑваш Ен тата Шупашкар пирки каласа паракан фильм эфира тухать. Кӑларӑм 13 сехет те 35 минутра пуҫланать. Сюжет никӗсӗ — К.В. Ивановӑн «Нарспи» поэми 100 ҫул тултарнипе ҫыхӑннӑ. Илемле фильм "Письма из провинции" ярӑмри пӗр передача. Ҫитес кӑларӑм чӑваш халӑхӗн мухтавлӑ ывӑл-хӗрӗ пирки, культури тата халӑх йӑли-йӗрки ҫинчен пулӗ.
Чӑваш этеплӗхне аталантаракансем эсир – ПУТЕНЕСЕМ!
Чӳк уйӑхӗн 6-мӗшӗнче Ульяновскри филармонире облаҫри чӑваш ачисен пӗрремӗш юрӑ фестивалӗ – “Путене” иртрӗ. Ӑна йӗркелекенсем – УОЧНКА тата облаҫри вӗрентӳ департаменчӗ. Уява И.Я. Яковлев 160 ҫул тултарнине халалланӑ. Унта тӗрлӗ районсенчен пурӗ 195 ача хутшӑнчӗ.
Пӗчӗк артистсене саламлама кӗпeрнаттӑра пулӑшаканӗ Т.В. Сергеева, вӗрентӳ департаменчӗн представителӗ Е.Н. Моргун, Хула Думин ертӳҫин пӗрремӗш ҫумӗ П.К. Столяров, УОЧНКА ертӳҫи В.И. Сваев, вӗрентӳ департаменчӗн тӗп специалисчӗ Ф.Т. Улендеева пынӑ.
Малтанах сӑмах Татьяна Сергеева илчӗ:
- Паян сирӗншӗн чӑн-чӑн уяв. Ман шутпа, сирӗн хушӑрта ҫӗнтерӳҫӗсем пулмалла мар. Туслӑх ҫӗнтерӳҫӗ пултӑр!
Елена Моргун чӑваш ачисен уявӗнче пӗрремӗш хут. Вӑл пултаруллӑ ачасемшӗн савӑнни пирки пӗлтерчӗ. "Эсир – халӑх культурине аталантаракансем", – терӗ вӑл ӑнӑҫусем сунса.
Владимир Сваев чи малтан ачасемпе ырми-канми тӑрӑшакан вӗрентекенсене, ашшӗ-амӑшне тав сӑмахӗ каларӗ. "Малашне те чӑвашлӑха аталантарас ӗҫе ачасене явӑҫтармалла. Чӗлхе, культура сыхланса юласси—вӗсенче", – терӗ вӑл.
Шупашкарта ҫывӑх вӑхӑтра (23.12.2024 03:00) тӗтреллӗ ҫанталӑк, атмосфера пусӑмӗ 753 - 755 мм, -1 - 1 градус сивӗ пулӗ, ҫил 1-3 м/ҫ хӑвӑртлӑхпа кӑнтӑр-хӗвелтухӑҫ енчен вӗрӗ.
| Мускав район сучӗ ЧАП пӗтермелли йышӑну тунӑ. | ||
Пулӑм хуш... |