Марина Карягина тележурналист, поэт тата драматург Азири ҫыравҫӑсене хаклӗ. Вӑл — «Литературная Азия» (чӑв. Литература Азийӗ) конкурса тӑратнӑ ӗҫсене хаклакан жюри членӗ.
Унта Чӑваш Енри ҫыравҫӑсем те хутшӑнма пултараҫҫӗ.
Пултарулӑх ӑмӑртӑвӗ иртесси пирки Марина Карягина халӑх тетелӗнчи хӑйӗн страницинче пӗлтернӗ.
«Хисеплӗ ҫыравҫӑсем, сире конкурса хутшӑнма йыхравлатӑп!
Асӑннӑ темӑпа чӑвашла сӑвӑ е калав хайласа кӑтартнӑ адреспа майӑн 1-мӗшӗччен ярса памалла. Эпӗ жюрире, тӳрех мана кӑтартма та пултаратӑр», — хыпарланӑ постра.
Турцинче пичетленӗ кӗнекеyе чӑваш юмахӗсене кӗтнӗ. Ку хыпара эпир Марина Карягина тележурналист, сӑвӑҫ, драматург, сценарист халӑх тетелӗнчи хӑйӗн страницинче хыпарланинчен пӗлтӗмӗр.
390 страницӑллӑ кӗнекене Синан Гӳзель ҫамрӑк турккӑ ӑсчахӗ чылай чӑваш юмахӗ кӗртнӗ. Ҫӗнӗ кӑларӑма автор Марина Карягинӑна та ярса панӑ.
«Парнешӗн тав! Нумаях пулӑшаймарӑм, вуласа йӑнӑшсене тӳрлетме кӑна хутшӑннӑччӗ, анчах пархатарлӑ автор мана та тав тума чун ӑшши ҫитернӗ», — хыпарланӑ Марина Карягина.
Ҫу уйӑхӗн 9-мӗшӗнче, Ҫӗнтерӳ кунӗнче, Шупашкарти Хӗрлӗ тӳремре уҫӑ тӳпе айӗнче кино кӑтартӗҫ. Фильмсем Совет Союзӗнче ӳкернисем пулӗҫ.
Пӗтӗмпе 10 кино кӑтартӗҫ. Мӗнлисене? Ҫынсем хӑйсем суйлӗҫ. Ҫавна май "Уҫӑ хула" порталта сасӑлав пуҫарнӑ. Унта 11 кинокартинӑна кӗртнӗ: «А зори здесь тихие», «Аты-баты шли солдаты», «Битва за Москву», «В бой идут одни старики», «Два капитана», «Женя, Женечка и „катюша“», «Кортик», «Летят журавли», «Мальчишки ехали на фронт», «Офицеры», «Солдат Иван Бровкин».
Чӑваш Енри шкулсенче ӗҫлекен тӑван чӗлхе учителӗсене форума пухӗҫ. «Пӗрлӗхре — вӑй» ят панӑ форум ака уйӑхӗн 24-25-мӗшӗсенче Шупашкарта иртӗ.
Унта Тутарстан, Пушкӑрт, Мордва, Мари Эл республикисенчен, Чӗмпӗр, Самар облаҫӗсенчен, Мускавран та педагогсем килсе ҫитеҫ. Пурӗ 500-е яхӑн вӗрентекен.
Ака уйӑхӗн 18-мӗшӗнче Чӑваш Республикин Наци библиотекинчи «Варкӑш» клубра Ольга Васильеван (Фёдорован) «Килсӗр йытӑ» кӗнекине сӳтсе явӗҫ.
Вулавӑшра хыпарланӑ тӑрӑх, калав-повесть ҫырма Ольга Васильева Шупашкарти Г.С. Лебедев ячӗллӗ Чӑваш наци лицейӗнче вӗреннӗ чухне пуҫланӑ. Пӗрремӗш кӗнеки 2018 ҫулта «Юхать ҫӑлкуҫ…» ятпа пичетленсе тухнӑ. Каярах унӑн хайлавӗсем «Шурӑ туй кӗпи», «Ҫӗнӗ ятсем уҫатпӑр», «Кӗтмен юрату», «Саламлӑр аннӗре», «Куҫукпа Хураҫка. Потеряшка» кӗнекесенче кун ҫути курнӑ.
«Варкӑш» клуб ларӑвӗ 18 сехетре пуҫланӗ.
Ҫеҫпӗл Мишши ячӗллӗ Ҫамрӑксен театрӗнче паян «Чӑваш чӗлхине упрасси, вӗренесси тата аталантарасси» ҫумпрограммӑна пурнӑҫа кӗртес тӗлӗшпе стратегиллӗ сесси иртнӗ. Аса илтеретпӗр, ҫумпрограммӑна 2020 ҫулта «Культура» программӑн ҫумӗнче йышӑннӑччӗ.
Чӑваш чӗлхине аталантармалли мелсене сӳтсе явассине Вӗренӳ институчӗн директорӗ Юрий Исаев ертсе пычӗ. Ҫавӑн пекех Чӑваш Республикин культура, национальноҫсен ӗҫӗсен тата архив ӗҫӗн министрӗн ҫумӗ Татьяна Казакова, ытти тӳре-шара хутшӑнчӗ. Стратегисене пилӗк сӗтел тавра сӳтсе яврӗҫ: «Чӑваш чӗлхи тата ҫамрӑксем», «Чӑваш чӗлхи вӗренӳ системинче», «Чӑваш чӗлхи интернетра», «Чӑваш чӗлхи тата Шупашкар», «Чӑваш чӗлхи тата культура». Кашни сӗтел хӑйӗн сӗнӗвӗсене хатӗрлерӗ, кайран ӑна презентацилерӗ.
«Чӑваш чӗлхи интернетра» сӗтел тавра пухӑннисем, сӑмахран, хӑйсен презентацине чӑваш чӗлхине чӑвашла калаҫсан аталантарма май пуррине тӗпе хурса хатӗрлерӗ. Килте те, шкулта та, ӗҫре те ытларах чӑвашла калаҫмалла тесе пӗлтерчӗҫ вӗсем. Ҫакӑн валли тӗрлӗ хатӗрсем туса парсан аван пулнине ҫирӗплетрӗҫ: чӗлхе синтезаторӗ, куҫаруҫӑсем, чӑвашла сарӑмсем, аудио-кӗнекесем, чӑвашла блогерсен йышне ӳстересси тата ытти те.
Чӑваш Енӗн Наци вулавӑшӗнче «Гаврил Федоров. Несӗлсен сасси» ятпа халӑх вокалӗн ӑсталӑх сехечӗ иртнӗ. Ӑна халӑх юрӑҫи тата чӑваш фольклорне пухнӑ Гаврил Фёдоров ҫуралнӑранпа кӑҫалхи пуш уйӑхӗн 29-мӗшӗнче 145 ҫул ҫитнине халалланӑ.
Ӑсталӑх класне Шупашкар районӗнчи «Телей» фольклор ансамблӗн ертӳҫи, халӑх юррин ӑсти, педагог, фольклорист Наталия Арсентьева ирттернӗ.
Пултарулӑх лабораторине (мероприяти пирки хыпарланинче ҫавӑн пек каланӑ) культурӑпа кану учрежденийӗсенче ӗҫлекенсем, «Телей» тата «Эткер» (ку коллектив вулавӑш ҫумӗнче ӗҫлет, унӑн ертӳҫи Земфира Яковлева) ансамбльсен солисчӗсем пухӑннӑ.
Чӑваш Енре тараватлӑх элчине (республикӑн влаҫ органӗсен официаллӑ порталӗнче амбассадор тенӗ) палӑртнӑ. Ҫав ҫын — Евгений Шуваев шеф-повар, фермер тата усламҫӑ.
Тараватлӑх элчисем ҫӗршывӑн 75 регионӗнче туризм пӗрлешӗвӗсене аталантарӗҫ.
Асӑннӑ хастарсен тӗллевӗ — туристсен шухӑш-кӑмӑлне улӑштарасси. Сӑмахран, хрантсуссен паштечӗ вырӑнне чӑвашсен ФуаГра паштечӗпе паллаштарасси, Крымри устрицӑпа Карелинчи форель ҫинчен каласа кӑтартасси...
Евгений Шуваев 15 ҫул каялла Чӑваш Енрен тухса кайса ҫӗршывӑн тӗрлӗ регионӗпе паллашнӑ, 2016 ҫулта тӑван тӑрӑха таврӑнса кунта туризма аталантарма тӗллев лартнӑ. Пӗлтӗр вӑл сысна ӗрчетме тытӑннӑ. Унран прошутто (итальянсен ветчини) тата лардо (итальянсем сысна ҫӑвӗнчен хатӗрлекен апат) хатӗрлет.
Шупашкартаи Арбатра «Вӑхӑтран маларах иртнӗ ҫын» курав уҫӑлнӑ. Вӑл Ехрем купса бульварӗнче вырнаҫнӑ. Курава чӑвашсен Ҫуттакӑларуҫи Иван Яковлев ҫуралнӑранпа 175 ҫул ҫитнине халалланӑ.
Эуспозицире – 36 информаци стенчӗ. Унта Иван Яковлевичӑн пурнӑҫне кӑтартакан сӑнӳкерчӗксене курма пулать. Ҫавӑн пекех куравра унӑн ӗҫӗсем пур. Хӑш-пӗр стенда унӑн вӗренекенӗсене халалланӑ.
Иван Яковлев ҫуралнӑранпа 175 ҫул ҫитнине халалласа чылай мероприяти ирттерме палӑртнӑ. Ҫавна май логотип палӑртас тӗллевпе конкурс ирттернӗ. Ӑна пӗтӗмлетнӗ.
Финала тӑватӑ ӗҫ тухнӑ. Конкурс комиссийӗ Владислав Кондратьевӑн ӗҫне пысӑк хак панӑ. Вӑл «Влад и КО» ертӳҫи.
Аса илтерер: РФ Патшалӑх Думинче те Иван Яковлева халалласа курав иртет. Канмалли кунсенче Шупашкарти Арбатра «Вӑхӑтран иртсе кайнӑ ҫын» курав уҫӑлнӑ.
Шупашкарта ҫывӑх вӑхӑтра (23.12.2024 21:00) тӗтреллӗ ҫанталӑк, атмосфера пусӑмӗ 756 - 758 мм, -4 - -6 градус сивӗ пулӗ, ҫил 3-5 м/ҫ хӑвӑртлӑхпа кӑнтӑр-хӗвелтухӑҫ енчен вӗрӗ.
| Мускав район сучӗ ЧАП пӗтермелли йышӑну тунӑ. | ||
Пулӑм хуш... |