Ҫӗртме уйӑхӗн 10-мӗшӗнче Елчӗкре Акатуй иртӗ. Ӑна уявлама вырӑнтисем Культура паркӗнче 10 сехетре пуҫтарӑнӗҫ.
Ӗҫпе юрӑ уявне Чӑваш патшалӑх юрӑпа ташӑ ансамблӗ те хутшӑнӗ. Районта пурӑнакансене сцена ӑстисем юрӑ-ташӑпа савӑнтарӗҫ.
Чӑваш халӑх артистки Ольга Лукова, пӗтӗм тӗнчери тата пӗтӗм Раҫҫейри конкурссен лауреачӗсем Ольги Кирилловой тата Фёдор Казанов хӑйсен репертуарӗнчи илемлӗ юрӑсем хатӗрлесе хунӑ та ӗнтӗ. Ансамблӗн ылтӑн фондӗнчи вокал тата хореографи номерӗсем те вырӑнтисемшӗн пысӑк парне вырӑнне пулӗҫ.
Чӑваш патшалӑх юрӑпа ташӑ ансамблӗ пысӑк концерт хатӗрлет. Куракансем ӑна кӑҫалхи юпа уйӑхӗнче хаклама пултарӗҫ.
Ӑна валли вӑл республика Элтеперӗн укҫипе (халь сак сӑмаха грант теме юратаҫҫӗ. — Т.Т. асӑрхаттарӑвӗ) усӑ курӗ. Пурӗ 5 милллион тенкӗ тӑкаклӗҫ.
Ҫӗнӗ программӑна «Ҫул хыҫҫӑн — ҫул, 100 ҫул сулмаклӑн утрӑмӑр» ят панӑ. Ӑна пултарулӑх ушкӑнне йӗркеленнӗренпе пӗр ӗмӗр ҫитнине халалланӑ.
Ҫӗнӗ программӑпа Мускав патшалӑх культура институчӗн педагогӗ, сценарист тата режиссер Анна Ангарова ӗҫлӗ. Юрӑпа ташӑ ансамблӗнче пӗлтернӗ тӑрӑх, унӑн ашшӗ Александр Ангаров чӑваш халӑх ташшине аталантарассипе нумай тӑрӑшнӑ иккен, патшалӑх ансамблӗнче тӗп балетмейстерта 30 ҫул ӗҫленӗ.
Ҫак уйӑхӑн 2-6-мӗшӗсенче ҫӗршывӑн тӗп хулинче «Красная площадь» (чӑв. Хӗрлӗ тӳрем) кӗнеке фестивалӗ иртӗ. Ӑна Мускавра ҫулсерен йӗркелеҫҫӗ, кӑҫалхи шучӗпе — тӑххӑрмӗш.
Кӗнеке куравне хамӑр ҫӗршыври 400-е яхӑн издательство хутшӑнӗ, ҫав шутра Чӑваш кӗнеке издательстви те пулӗ. Чӑваш кӗнекисемпе «Раҫҫей регионӗсем» 16-мӗш чатӑрта паллашма май килӗ. Мускава пирӗн республикӑран 150 кӗнеке илсе кайма палӑртнӑ.
Фестиваль кашни кунах ирхи 10 сехетре уҫӑлӗ. Пӗрремӗш кунхне, ҫӗртме уйӑхӗн 2-мӗшӗнче, вӑл 22 сехетчен ӗҫлӗ; 3-4-мӗшӗсенче – 22 сехет те 30 минутчен, 5-6-мӗшӗсенче – 21 сехет те 30 минутчен.
Чӑваш кӗнеке издательствинче «Сухви сехмечӗсем» ятлӑ кӗнеке пичетленсе тухнӑ. Асӑннӑ кӑларӑм — «Алран алла» ярӑмпа хатӗрленӗ тӑваттӑмӗш кӗнеке. Чӑваш кӗнеке издаельствинче пӗлтернӗ тӑрӑх, малтанхи виҫҫӗшӗ «Инкеклӗ телей», «Йӑкӑнат авланать», «Виҫҫе пайланнӑ ӗмӗр»ятпа кун ҫути курнӑ.
Ҫӗнӗ кӑларӑма Григорий Лучӑн, Петӗр Львовӑн, Геннадий Мальцевӑн, Виталий Енӗшӗн, Микиш Павӑлӗн, Николай Мартыновӑн, Юлия Силэмӑн, Нелли Петровскаян калавӗсем тата Александр Угольниковӑн повеҫӗ кӗнӗ.
Кӗнеке издательствинче хакланӑ тӑрӑх, «Г. Лучӑн, П. Львовӑн, Микиш Павӑлӗн, Г. Мальцевӑн, В. Енӗшӗн калавӗсенче шӳтлесе те юптарса калани сахал мар. Ю. Силэм, Н. Мартынов, Н. Петровская хайлавӗсене вуласан ирӗксӗрех шухӑша путатӑн».
Республика влаҫӗ ҫитес ҫул хӑш паллӑ ҫыннӑн ҫуралнӑ кунне паллӑ тӑвассине палӑртнӑ. 2024 ҫулта чӑваш поэчӗ Ҫеҫпӗл Мишши ҫуралнӑранпа 125 ҫул ҫитет.
Михаил Кузьмич Кузьмин Канаш районӗнчи Касаккасси (халӗ - Ҫеҫпӗл) ялӗнче 1899 ҫулхи чӳк уйӑхӗн 16-мӗшӗнче ҫуралнӑ. "Ҫеспӗл" псевдонима вӑл 1918 ҫулта илнӗ. 1922 ҫулхи ҫӗртме уйӑхӗн 15-мӗшӗнче вӑл хӑйӗн ҫине алӑ хунӑ. Унӑн вилтӑпри - Украинӑри Остёр хулинче.
Сӑмах май, республикӑра кӑҫал Иван Яковлев ҫуралнӑранпа 175 ҫул ҫитнине паллӑ тӑваҫҫӗ.
Ҫу уйӑхӗн 27-мӗшӗнче елчӗксем Шупашкарта ентешлӗх уявне пуҫтарӑннӑ. Кун пирки асӑннӑ тӑрӑхра ҫуралса ӳснӗ, халӗ И.Н. Ульянов ячӗллӗ Чӑваш патшалӑх университетӗнче ӗҫлекен Елена Нарпи халӑх тетелӗнчи хӑйӗн страницинче пӗлтернӗ.
«Елчӗксен ентешлӗх кунӗ Шупашкарта майӑн 27-мӗшӗнче «Амазони» паркра иртрӗ. Тӑвансене, пӗлӗш-тантӑшсене курса савӑнтӑм. Маттур пирӗн тӑрӑхра ҫуралса ӳснӗ халӑх. Юрри-ташши кӑмӑла ҫӗклет, тӗрри-эрешӗ куҫа илӗртет. Савӑнатӑп хам та ҫак тӑрӑхран пулнишӗн. Уява йӗркелекенсене вара пысӑк таймапуҫ!» — хыпарланӑ Елена Нарпи.
Кӳкеҫри ачасен интернат-ҫуртӗнче пурӑнакансем «Национальное достояние – 2023» (чӑв. Наци пуянлӑхӗ — 2023) Пӗтӗм тӗнчери телевидени конкурс-фестивалӗнче лауреат ятне ҫӗнсе илнӗ.
Конкурсӑн финалӗ ака уйӑхӗн 28-мӗшӗнчен пуҫласа ҫу уйӑхӗн 1-мӗшӗсенче Шупашкарта иртнӗ. Конкурса хутшӑнакансене Мускаври профессиллӗ тӳресем хакланӑ.
Конкурса хамӑр ҫӗршыври тӗрлӗ регионтан тата ют ҫӗршывсенчен хутшӑннӑ.
Кӳкеҫри ачасен интернат-ҫуртӗнче пурӑнакансем «Ӳнер тата декораципе прикладной пултарулӑх» номинацире хӑйсен тантӑшӗсен хушшинче I степеньлӗ лауреат ятне тата кубока ҫӗнсе илнӗ.
Ольга Крайкина тата Валентина Морышкина сусӑр ачасем Татьяна Афанасьевӑпа Татьяна Харитонова педагогсем ертсе пынипе чӑваш пуканисене ӑсталанӑ, конкурса ҫавӑнпа хутшӑннӑ.
Чӑваш Енӗн Наци вулавӑшӗнче Станислав Юхтарпа тӗлпулу иртӗ.
Станислав Юхтар — Чӑваш Республикин тава тивӗҫлӗ художникӗ, Раҫҫей художникӗсен союзӗн членӗ, Нестер Янкас тата Ҫеҫпӗл Мишши ячӗллӗ премисен лауреачӗ.
Станислав Юхтар – республикӑри паллӑ иллюстраторсенчен пӗри. Вӑл чӑваш ҫыравҫисен нумай кӗнекине хӑйӗн ӳкерчӗкӗсемпе илемлетнӗ.
Тӗлпулӑва вулавӑшра «Параллели: песни мудрости народов Поволжья» курав ӗҫленӗ май йӗркелеме йышӑннӑ.
Тӗлпулу искусство литературин секторӗнче ҫу уйӑхӗн 25-мӗшӗнче 15 сехетре пуҫланӗ.
Чӑваш Республикин Халӑхсен туслӑхӗн ҫуртӗнче Ҫӗнӗ Шупашкарта пурӑнакан Виктор Артемьевӑн «С любовью к родной земле» (чӑв. Тӑван ҫӗре юратса) куравӗ усӑлнӑ. Экспозицире вырӑн тупнӑ ӗҫсенче ӗҫ ҫыннине, ял ҫыннине сӑнланӑ.
Халӑхсен туслӑхӗн ҫурчӗн ертӳҫи Юрий Токмаков Виктор Артемьевӑн ӗҫӗсене пысӑка хурса хакланӑ май вӗсем Республика кунӗ тӗлне лайӑх парне пулассине палӑртса хӑварнӑ.
Вӑл пӗлтернӗ тӑрӑх, куравпа ҫамрӑксем те, ҫав шутра шкул ачисемпе студентсем, вӗсен преподавателӗсем паллашӗҫ.
Художник тивӗҫлӗ канура пулин те ӳкерме вӑл малтанхиллех юратать иккен.
Ҫу уйӑхӗн 27-мӗшӗнче, шӑматкун, 27 мая, Чӑваш Енӗн Наци вулавӑшӗнче «Библионочь» (чӑв. Библиокаҫ) Пӗтӗм Раҫҫейри акци черетлӗ хутчен иртӗ. Кӑҫалхи пулӑмӑн девизӗ — «Пӗрле вулатпӑр».
Вулавӑшра ӗнентернӗ тӑрӑх, библиокаҫра иртекен мероприятисем тӗрлӗ енлӗ пулӗҫ. Библиотекӑна пӗрмай ҫӳрекенсем те, сайра хутра пырса каякансем те унта хӑйсене валли кӑсӑкли тупасса шанаҫҫӗ.
Театр ӳнерне юратакансем валли ҫав каҫ Александр Островскин «Волки и овцы» пьеси тӑрӑх лартнӑ инсценировкӑна тата испани поэчӗн Федерико Гарсиа Лоркӑн «Нить судьбы» лирики тӑрӑх хатӗрленӗ моноспектакле кӑтартӗҫ.
Шупашкарта ҫывӑх вӑхӑтра (23.12.2024 21:00) тӗтреллӗ ҫанталӑк, атмосфера пусӑмӗ 756 - 758 мм, -4 - -6 градус сивӗ пулӗ, ҫил 3-5 м/ҫ хӑвӑртлӑхпа кӑнтӑр-хӗвелтухӑҫ енчен вӗрӗ.
| Мускав район сучӗ ЧАП пӗтермелли йышӑну тунӑ. | ||
Пулӑм хуш... |