Ҫеҫпӗл Мишши ячӗллӗ Чӑваш патшалӑх ҫамрӑксен театрӗнче Элинор Портер романӗ тӑрӑх лартнӑ «Поллианна» спектакле ҫӗнӗрен сцена ҫине кӑларасшӑн.
Ҫав ӗҫе куракан патне 2011 ҫулта пуҫласа ҫитернӗ. Тӑлӑх хӗрача ҫинчен каласа кӑтартакан ҫав спектакле куракансем ӑшшӑн йышӑннӑ. Анчах вӑхӑт иртнӗҫемӗн декорацисемпе тумсем кивелнӗ.
Ӗнер, ҫурла уйӑхен 23-мӗшӗнче, театрӑн художество канашӗ ларӑвӗ иртнӗ. Лариса Комиссарова художник-постановщик, Чӑваш Республикин культурӑн тава тивӗҫлӗ ӗҫченӗ тумсен тата декорацисен ҫӗнӗ эскизӗсемпе палаштарнӑ.
Ҫӗнетсе хатӗрленӗ спектакле куракансене авӑн уйӑхӗн 28-мӗшӗнче кӑтартма палӑртса хунӑ.
Чӑваш патшалӑх филармони артисчӗсем Хусана гастрольпе тухса кайӗҫ. Унта вӗсем «12 стульев» мюзикла кӑтартӗҫ.
Илья Ильфпа Евгений Петровӑн сатира романӗ тӑрӑх хатӗрленӗ ӗҫӗн режиссёр-постановщикӗ тата хореографӗ Кристина Игнатьева. Либретто авторӗ – Александр Вулых поэт, композиторӗ – Игорь Зубко.
Шупашкар ӑстисен пултарулӑхне тутарсем авӑн уйӑхӗн 27-мӗшӗнче хаклайӗҫ. Мюзикла Г. Камал ячӗлӗ Тутар академи драма театрӗн сцени ҫинче лартса парӗҫ.
Авӑн уйӑхӗн 26-мӗшӗнче, шӑматкун, «Ҫеҫпӗл» кинозалта кино тӳлевсӗр кӑтартӗҫ. Ҫав каҫ хамӑр ҫӗршывра кӑларнӑ «Чебурашка», «Вызов» тата «Праведник» илемлӗ фильмсене курма май килӗ. Вӗсене халӑх юратса пӑхать.
Программа ҫапларах. 17 сехетре Пысӑк залра «Чебурашка» (6+) илемлӗ фильм кӑтартӗҫ, вӑл 1 сехет те 53 минут пырӗ. Маларах асӑннӑ залра 19 сехет те 30 минутра «Вызов» (12+) кино пуҫланӗ. Вӑл 2 сехет те 44 минут пырать. 19 сехетре Пӗчӗк залра «Праведник» (12+) кӑтартӗҫ.
Вырӑнсене йышӑнас тесен (8352) 45-00-34 телефон номерӗпе е Ҫамрӑксен театрӗн сайтӗнче «Киноафиша» ярӑмра вырӑна суйласа илмелле. «Тӳлес» текен кнопкӑна пусмалла, анчах укҫана тӳемелле мар.
Ҫыннӑн мӗншӗн тӑван чӗлхене пӗлмелле? Ҫакӑн пирки калаҫрӗҫ паян «Россия 1» телеканалпа кӑтартнӑ видеоинтервьюра. Марина Карягина ертсе пыракан кӑларӑма Александр Блинов чӑваш хастарӗ хутшӑнчӗ.
Чӗлхе пӗлни ҫынпа хутшӑнма кирлӗ тесе палӑртрӗ телетӗпел хӑни. Кӑҫалхи «Хавал» чӑваш чӗлхи университетне Мурманск, Мускав хулисенчен, Осетирен те килсе ҫитнӗ. Асӑннӑ университета килнисен хушшинче — чӑвашла вӗренес текен вырӑсланнӑ чӑвашсем те, ытти халӑх ҫыннисем те пулнӑ. Вӗсем пурте чӑваш чӗлхи хутлӑхне кӗме пултарнӑ.
Александр Блинов темиҫе ют чӗлхене пӗлет. Тӑван чӗлхене вӑл хӑй ӳссе ҫитсен тарӑннӑн вӗреннӗ.
Тӗнче тӑрӑх ҫӳреме пуҫласан унран: «Чӑвашла пӗлетӗн-и?» — тесе ыйтсан «Кӑштах пӗлетӗп», — хурав ӑна тивӗҫтерме пӑрахнӑ.
Красноармейски районӗнчи Янмурҫин ялӗнче вырӑнти хастарсем Этнографи музейӗ уҫнӑ. Вӑл унччен фельдшерпа акушер пункчӗ пулнӑ ҫуртра вырнаҫнӑ.
Этнографи музейне 2020 ҫулта ялти икӗ хӗрарӑм уҫнӑ. Юлия Леонидова тата Апполинария Иванова тӑван ялта авалхи документсене, сӑнӳкерчӗксене, ял историйӗпе ҫыхӑннӑ экспонатсене тирпейлӗн пухса пӗр вырӑнта вырнаҫтарнӑ.
Янмурҫин ялӗнче ФАП-ӑн ҫӗнӗ ҫуртне 2014 ҫулӑн вӗҫӗнче уҫнӑ. Кунти фельдшерпа акушер пункчӗ ҫавӑн пекех Кӗрекаҫ тата Пайсупин халӑхне йышӑнать.
«ВанГоги/VANГОГИ» ҫуллахи шкулта (ун пекки те пур иккен) канакан ачасем ҫыравҫӑсемпе тӗл пулнӑ. Чӑваш Енӗн Наци вулавӑшӗ умӗнчи лапамра иртнӗ тӗлпулура пӗчӗккисем валли автограф-сесси ирттернӗ.
«Читающий август» (чӑв. Вулакан август) программӑпа килӗшӳллӗн ирттернӗ меропрятие Раиса Воробьева, Любовь Петрова, Светлана Гордеева, Лидия Сарине тата Ара Мишши ҫыравҫӑсем пырса ҫитнӗ. Вӗсем пурте ачасем валли сӑвӑсем тата калавсем ҫыраҫҫӗ.
Ҫыравҫӑсем ачасем мӗнле кӗнекесем вулама юратнипе, чӑваш литературин классикӗсене пӗлнипе кӑсӑкланнӑ. Тупмалли юмахсен хуравӗсене шыранӑ, рифмӑсем шухӑшласа кӑларнӑ.
Тӗлпулу пӗрле сӑн ӳкерӗннипе тата ҫыравҫӑсем алӑ пусса кӗнеке парнеленипе вӗҫленнӗ.
Чӑваш кӗнеке издательствинче Галина Матвееван (Антонован) «Ҫил ҫинчи турат» кӗнеки пичетленсе тухнӑ.
Автор Вӑрнар районӗнчи Витӗртухан Ялтӑра (Аҫӑм-Ҫырми) ялӗнче ҫуралса ӳснӗ. Унччен вӑл «Коммунизм ялавӗ» (халӗ – «Хыпар»), «Хресчен сасси», «Советская Чувашия» хаҫатсенче ӗҫленӗ, Чӑваш кӗнеке издательствинче 2006 ҫултанпа тӑрӑшать.
Кӗнеке издательствин ӗҫченӗ Ольга Иванова пӗлтернӗ тӑрӑх, маларах авторӑн «Хамӑркка» (2011), «Чӑваш» (2013), «Его звали Чуваш» (2015), «Курак тӑманӗ» (2016), «Мӑшӑр ҫунат» (2019), «Хутлӑ-хутлӑ хут кермен. Волшебный дворец» (2021), «Ҫураҫми кӳршӗсем. Недружные соседи» (2023) кӗнекисем кун ҫути курнӑ.
Чӑваш Енри Писательсен союзне йӗркеленӗренпе 100 ҫул ҫитнине халалласа Лидия Филиппова журналист, публицист тата ҫыравҫӑ «Ух-х, шереметсем!» кӗнекен пӗрремӗш томне хатӗрленӗ.
«Аса илмеллисем – кашнин ҫителӗклех. Вӗсенчен хӑшне-пӗрне манса та пыратӑн, теприсем вара ӗмӗрлӗх ҫырӑнса юлаҫҫӗ. Вӗсене аса илсессӗн, нумай чухне, чӗре те урӑхла тапма пуҫлать.
Ҫапла-а-а, темӗн тӗрлӗ ӗҫ-пуҫ пулса иртнӗ, иртет те сӑмах ӑстисен пурнӑҫӗнче. Ҫакӑ та – пирӗн, чӑваш халӑхӗн, чӑваш литературин хӑйне евӗр историйӗ. Эппин, пӗлмеллех, манмалла мар пирӗн килес ӑрусен те ҫавӑн пек самантсене. «Ух-х, шереметсем!» кӗнекере чӑн пурнӑҫра чӑваш ҫыравҫисемпе, литературӑпа ҫывӑх вӗсен тусӗсемпе пулса иртнӗ 100 ытла калав-халапра (чылайӑшне автора сӑмах ӑстисем хӑйсем каласа панӑ) та вӗсен пурнӑҫӗнчи паллӑ, анчах халӑх, вулакан пӗлсех кайман самантсем сӑнарланнӑ», — пӗлтернӗ Лидия Филиппова халӑх тетелӗнчи хӑйӗн страницинче.
Кӗнекене пӗр ҫын укҫипе пичетлеме хаклӑ, ҫавӑнпа та ҫыравҫӑ уҫӑ кӑмӑллисене кӗнекене кӑларма пулӑшма ыйтать.
Шупашкарти 1-мӗш гимназире тӑван чӗлхене вӗренмелли калаҫу кружокне йӗркелесшӗн. Кун пирки асӑннӑ шкулта вӗренекен хӗрача республика Элтеперӗнчен ыйтнӑ.
«Белые камни» (чӑв. Шурӑ чул) физкультурӑпа сиплев центрӗнче «Страна героев» (чӑв. Паттӑрсен ҫӗршывӗ) ҫарпа истори лагерӗн пӗрремӗш сменинче канакансемпе «Пӗр тан диалог» калаҫу ирттернӗ. Унта вӗрентӳпе ҫыхӑннӑ самантсене, патриотизм темине, волонтёр юхӑмне аталантарссине, регионти туризм тата ытти ыйтӑва сӳтсе явнӑ.
Тӑван чӗлхене вӗренмелли калаҫу кружокне йӗркелессине республикаертӳҫи Олег Николаев ырласа йышӑннӑ.
Чӑваш кӗнеке издательствинче нумай нациллӗ Чӑваш Ен ҫинчен кӗнеке пичетленсе тухнӑ.
«Чувашия: вехи истории и современность» (чӑв. Чӑваш Ен: аваллӑхпа хальхи пурнӑҫ тапхӑрӗсем) ят панӑ кӑларӑма Шупашкар хулин кунӗ тӗлне кун ҫути кӑтартнӑ.
Кӑларӑм авторӗсем — Е.В. Касимов, С.Н. Кодыбайкин, Ф.Н. Козлов паллӑ историксем.
Кӗнекене Чӑваш Ен культурипе тата историйӗпе кӑсӑкланакансем валли хатӗрленӗ. Кӗнеке издательствинче ӗнентернӗ тӑрӑх, кӑларӑма ансат чӗлхепе ҫырса хатӗрленӗ.
Шупашкарта ҫывӑх вӑхӑтра (23.12.2024 15:00) тӗтреллӗ ҫанталӑк, атмосфера пусӑмӗ 755 - 757 мм, 0 - -2 градус сивӗ пулӗ, ҫил 3-5 м/ҫ хӑвӑртлӑхпа кӑнтӑр-хӗвелтухӑҫ енчен вӗрӗ.
| Мускав район сучӗ ЧАП пӗтермелли йышӑну тунӑ. | ||
Пулӑм хуш... |