Чӳк уйӑхӗн 24-мӗшӗнче Чӑваш наци музейӗ Раҫҫей этнографи музейӗнче упранакан япаласен куравне уҫӗ.
«Сохраненная красота: раритеты чувашской культуры из собрания Российского этнографического музея» (чӑв. Упраса хӑварнӑ илем: Раҫҫей этнографи музейӗн пуххинче чӑваш культурин раритечӗсем) ят панӑ куравра XVIII-XIX ӗмӗрсенчи чӑвашсен япалисемпе паллашма май килӗ. Питӗре каймасӑрах.
Асӑннӑ этнографи музейӗнче чӑваш коллекцийӗнче 6 пине яхӑн япаларан тӑрать иккен. Вӑл Чӑваш наци музейӗнчинчен те маларах йӗркеленме пуҫланӑ. Туй тутӑрӗсене, сӑмахран, III Александрӑн Вырӑс музейӗн этнографи пайне 1902 ҫултах Хусанти университечӗн профессорӗ Иван Смирнов панӑ.
Ҫак кунсенче Ҫеҫпӗл Мишши ячӗллӗ Чӑваш патшалӑх ҫамрӑксен театрӗнче «СеспельФЕСТ» фестиваль пырать. Вӑл чӳк уйӑхӗн 14-мӗшӗнче уҫӑлнӑ. Регионсем хушшинчи ҫав мероприяти Иосиф Дмитриев (Трер) ячӗллӗ.
Фестивалӗн пӗрремӗш кунӗнче Мари Элти Ҫамрӑксен театрӗ Иван Гончаров романӗ тӑрӑх лартнӑ «Обломов. Теперь или никогда» спектакле кӑтартнӑ.
«Эпир кашни ҫулах фестивале килетпӗр, — тенӗ театрӑн илемлӗх ертӳҫи, РФ искусствӑсен тава тивӗҫлӗ ӗҫченӗ Олег Иркабаев. — Пирӗн спектакле сумлӑ жюри хаклани пирӗншӗн пысӑк чыс».
Ӗнер, чӳк уйӑхӗн 14-мӗшӗнче, Шупашкарти Богдан Хмельницкий урамӗнчи масар ҫинче СССР халӑх артисткин Вера Кузьминан палӑкне уҫнӑ.
Ҫав ятпа ирттернӗ меропритие культура министрӗ Светлана Каликова, унӑн ҫумӗ Георгий Богуславский, артистка ӗҫленӗ Чӑваш патшалӑх академи драма театрӗн артисчӗсем, сцени ӑстин ҫемйи пырса ҫитнӗ.
Светлана Каликова палӑртса хӑварнӑ тӑрӑх, чӑваш халӑхне Вера Кузьмина пулнишӗн питӗ ӑннӑ. Чӑн та, Вера Кузьмина калӑпланӑ сӑнарсем халӑх асӗнче юлӗҫ.
Ҫак кунсенче Кӳкеҫри «Бичурин тата хальхи самана» музейра хӑйсен чаплӑ ентешӗ ҫуралнине палӑртса хатӗрленӗ «Г.Ф. Трифонов» фотокурав ӗҫлет.
Чӑваш наци вулавӑшӗнче 2023 ҫулхи чӳк уйӑхӗн 10-мӗшӗнче чӑваш халӑхӗн шанчӑклӑ ывӑлӗ, геологӗ, философӗ, профессорӗ Геннадий Федорович Трифонов /1938-2020/ ҫуралнӑранпа 85 ҫул ҫитнине паллӑ турӗҫ. Унта философ пурнӑҫӗпе пултарулӑхӗ ҫинчен хӗрӗсемпе мӑнукӗсем, студентсем, ентешӗсемпе тӗпчевҫӗсем тухса калаҫрӗҫ, ятарласа кӑларнӑ кӗнекене хӑтларӗҫ.
Хаваслӑ каҫ 18 сехетре веҫленчӗ. Унта халӑх йышлӑ пулчӗ.
Чӳк уйӑхӗн 9-11-мӗшӗсенче Кироври Афанасьев ячӗллӗ пукане театрӗ Шупашкара гастроле килӗ.
ЧР Культура министерстви пӗлтернӗ тӑрӑх, пултарулӑх ушкӑнӗ хулари икӗ лапамра спектакльсем кӑтартӗ: Трактор тӑвакансен культура керменӗн сцени ҫинче тата Чӑваш патшалӑх пукане театрӗнче. Пӗрремӗшӗнче «Кентервильское приведение» постановкӑна кӑтартӗҫ, иккӗмӗшӗнче вара – «Гоголь. Спб», «Крошка Енот» спектакльсене.
Ҫакнашкал гастроль ют хуласенчи театрсемпе тачӑ ҫыхӑну йӗркелеме пулӑшнине палӑртнӑ Культура министерстви.
Чӑваш халӑх художникӗ Станислав Михайлов (Юхтар) хӑйӗн ӗҫӗсене Чӑваш патшалӑх ӳнер музейне парнелеме йышӑннӑ. Учреждение вӑл хӑйӗн 100 картинине парнеленӗ. Ҫав шутра — живопись тата графика.
Чӑваш патшалӑх ӳнер музейӗн директорӗ Геннадий Козлов ӑстана музей коллекцине пуянлатма пулӑшнӑшӑн тав тунӑ май вӑл художник ӗҫӗсем чӑваш халӑхӗн культурине упраса хӑварассинче пӗлтерӗшлине палӑртса хӑварнӑ.
Музея парнеленӗ ӗҫсемпе куравсем йӗркеленӗ чух усӑ курӗҫ. Хӑш-пӗр ӗҫ Раҫҫейӗн музей фондӗнче упранӗ, вӗсемпе госкаталог.рф сайтра паллашма май килӗ.
Ӗнер, чӳк уйӑхӗн 5-мӗшӗнче, Ҫӗмӗрлери ятарлӑ автомобильсен завочӗн вокалпа инструментсен ансамбльне Андрей Малаховӑн кӑларӑмӗнче кӑтартрӗҫ.
Андрей Малахов ертсе пыракан «Песни от всей души» шоуна шӑматкунсерен тата вырсарникунсерен «Россия1» телеканалпа кӑтартаҫҫӗ. Ӗнерхи кӑларӑмра Ҫӗмӗрлери заводӑн «Трудовые резервы» вокалпа инструментсен ансамблӗ пулчӗ. Ушкӑнра — заводра тӑрӑшакан арҫынсем. Вӗсем пӗлтернӗ тӑрӑх, репетицие эрнере икӗ хутчен пухӑнаҫҫӗ.
Чӑваш литератури илемпе сӑнарлӑх хӑватне ҫухатманшӑн чылай ҫул савӑнса пурӑнтӑм. Ӗмӗр чиккинче Хӗветӗр Агивер, Василий Эктель, Анатолий Смолин, Арсений Тарасов, Борис Чиндыков, Николай Исмуков, Николай Ыдарай, Виталий Захаров тата ҫамрӑксем ҫырнисене ырласа вулаттӑм.
Сасартӑк лару-тӑру хирӗҫле улшӑнчӗ. Литература ӗҫӗ пӑтранма пуҫларӗ. Ҫыравҫӑсен пӗрлешӗвӗ 100 ҫул ҫитнине уявланӑ кунсенче паянхи пирки шутламалли пайтах хускалчӗ.
«Ҫӗнӗлле йӗркелӳ» пӑтравӗ вӑраха пычӗ. Писательсен, художниксен, краеведсен пӗрлӗхӗсене астарса-хистесех иккӗ-виҫҫе пайларӗҫ. Аркату прорабӗсем паллӑ. Вӗскӗртекенӗсем ҫеҫ аякран пулчӗҫ.
2009 ҫултанпа Чӑваш писателӗсен тӗп союзне Сергей Павлов ертсе пычӗ. Тепӗр съездра та ӑнах председательте хӑварчӗҫ. Ертӳлӗхе (правление) унпа пӗрле Денис Гордеева, Николай Ишентее, Геннадий Максимова, Марина Карягинӑна, Елен Нарпие тата писатель мар Виталий Родионовпа Валентин Абрамова суйларӗҫ. «Хирӗҫсе пайламалли ҫук» тесе пӗлтерчӗ съезд. Анчах хӑйсемех хирӗҫӗве ҫивӗчлетрӗҫ. Шупашкарта виҫӗ союз пулни ҫитмерӗ, 2015 ҫулта тӑваттӑмӗшне йӗркелерӗҫ: ҪИП (ҫыравҫӑсен ирӗклӗ пӗрлешӗвне) турӗҫ.
Килес ҫул пирӗн Чӑваш Енӗн тӗп хулипе Мари Элти Юрино хушшинче «Метеор» ҫӳреме пуҫлӗ. Кун пирки республикӑн экономика министрӗ Дмитрий Краснов «ТАСС» информаци агентствине пӗлтернӗ.
Чулхулари «Водолет» компани Шупашкартан Мари Элти Юринӑна илсе ҫӳреме тытӑнӗ. Унта Шереметев замокӗ вырнаҫнӑ.
«Метеор» асӑннӑ маршутпа ҫеҫ хутлӗ-и е Чулхуларан Хусана кайнӑ чухне ҫула май чарӑнӗ-и — министр кун пирки пӗлтермен.
Пӗлтӗртен пирӗн республикӑран шыв тӑрӑх Хусана тата Свияжска «Валдайсем» хутлаҫҫӗ. Вӗсемпе халӑх йышлӑ ҫӳрет.
Ыран, чӳк уйӑхӗн 4-мӗшӗнче, Чӑваш патшалӑх юрӑпа ташӑ ансамблӗн вокалпа хореографи студийӗн преподавателӗсем тӗрлӗ халӑх ташшине ташлама хӑнӑхтарӗҫ.
Ансамбль артисчӗсем ташӑри кашни хускану мӗне пӗлтерни ҫинчен каласа кӑтартӗҫ.
Ӑсталӑх сехечӗ Шупашкарти Хусанкай урамӗнчи 20-мӗш ҫуртра иртӗ. Вӑл 16 сехетре пуҫланӗ. Унта 6-13 ҫулсенчи ачасене йыхравлаҫҫӗ.
Шупашкарта ҫывӑх вӑхӑтра (23.12.2024 15:00) тӗтреллӗ ҫанталӑк, атмосфера пусӑмӗ 755 - 757 мм, 0 - -2 градус сивӗ пулӗ, ҫил 3-5 м/ҫ хӑвӑртлӑхпа кӑнтӑр-хӗвелтухӑҫ енчен вӗрӗ.
| Мускав район сучӗ ЧАП пӗтермелли йышӑну тунӑ. | ||
Пулӑм хуш... |