Ӗнер, нарӑс уйӑхӗн 29-мӗшӗнче, Чӑваш патшалӑх академи драма театрӗнче «Пӗртен-пӗр шанӑҫ» камит кӑтартрӗҫ. Михаил Задорнов сатирик пьесипе лартнӑ спектакле театрта икӗ кун умлӑ-хыҫлӑ лартрӗҫ: нарӑс уйӑхӗн 28 тата 29-мӗшӗсенче.
Тӳрех палӑртам: пӗрремӗш кун залра халӑх лӑк тулличчӗ. Ӗнер те пушӑ вырӑнсем ҫукпа пӗрехчӗ.
Камите Алексей Герасимов ҫамрӑк режиссёр лартнӑ. Спектакльте йӑлтах минимализм сисӗнчӗ. Декораци енчен те, спектакльте усӑ сӗтел-пукан тӗлӗшӗнчен те. Пьесӑри сӑнарсем юрату виҫкӗтеслӗхне лекнӗ те, сценӑна та, урайӗнчи паласа та виҫ кӗтеслӗ хатӗрленӗ. Усӑ курнӑ тӗссем вара иккӗ: шурӑ тата хура.
«Тӑван Атӑл» журнал 2024 ҫулхи 1-мӗш кӑларӑмра ҫӗнӗ сӑвӑҫпа — Таниял Элкейпе (Даниил Медведевпа) паллаштарнӑ. Вӑл Чӑваш патшалӑх университетӗнче юриста вӗренет. Хӑй Патӑрьел районӗнчи Кивӗ Ахпӳрт ялӗнчен Хӑйсен ял ачине паллӑ сӑвӑҫӑ Марина Карягина ӑшшӑн пилленӗ, питӗ пысӑк шанчӑкпа мухтаса илнӗ.
Сӑнӳкерчӗкре эпӗ сӑвӑҫӑн питӗ тимлӗ сӑн-сӑпатне тата кӑкӑрӗ ҫинчи сакӑр вӗҫлӗ Арама ҫӑлтӑрне курса савӑнтӑм. Ахальтен ҫакман чӑваш паллине каччӑ. Тӑван халӑхӑн историне вӑл тӗпрен пӗлет, ӑна хаклать. Тури Туҫа вӑтам шкулне мухтамалла-ши вӗренекенӗсем тӗплӗ пулнишӗн е сӑвӑҫ хӑй пулӑмсен тымарне тупма пӗлет? Апла-и, капла-и — Таниял кӑмӑлӗпе вӗлтӗртетекен, шухӑшӗпе хывӑх чуптаракан сӑмахҫӑ мар. Вӑл халех виҫе картне тупма пултарнӑ ӑста. Сайра тӗл пулакан пултарулӑх, ӑна «чӑваш тӗнчинче сайраран пӗрре ҫуралакан поэт» тенӗ умсӑмахра. Тӗрӗсех каланӑ. Упрантӑрччӗ вӑл, ӳстӗрччӗ. Хӑй каларӑш, «пулинччӗ вӑл Чӑваш Сӑмах эткерӗлӗхӗн сыхчийӗ».
Каҫса кайса вылять тӑван сӑмахпа Таниял. Калама май ҫуккине каласшӑн, курма май ҫуккине кӑтартасшӑн.
Ӗнер, нарӑс уйӑхӗн 28-мӗшӗнче, Чӑваш патшалӑх филармонийӗнче «Эпир пулнӑ, пур, пулатпӑр» концерт иртрӗ. Ун вӑхӑтӗнче Николай Казаков тӗрлӗ ҫулта ҫырнӑ юрӑсем янӑрарӗҫ. Хальтерех хайланисем те, тӑватӑ теҫетке ҫула яхӑн каялла кӗвӗлленисем те.
Николай Казаковӑн хӑйӗн стилӗ. Вӑл пултаруллӑ чӑваш сӑвӑҫин Борис Чиндыковӑн сӑввисемпе хайланӑ юрӑсем рограммӑр йышлӑ пулчӗҫ. Пирӗн ҫулхисем яш чухне пуҫласа илтнӗ «Ман тӗлӗксен суранӗнчен» пуҫласа «Анне», «Шупашкар», «Тӑван халӑх сасси» таранах. Борис Чиндыков сӑввисемпе кӗвӗленӗ юрӑсен кашни сӑмахне антӑхса каясла итлеме пулать: «Тарӑн-тарӑн ҫырмара тӑрӑ-тӑрӑ шыв юхать».
Сцена ҫинче халӑх юратакан «Ҫавал», «Ҫеҫпӗл» ансамбльсем, «Дуняша Style» фолк-ушкӑн, Августа Улянидинӑпа «Ярды» ушкӑн тата ытти пултаруллӑ ӑста пулчӗ.
Хӗрлӗ Чутайра культура еткерлӗхӗн объектне реставраци тӑвасшӑн. Йывӑҫ шкула хӑй вӑхӑтӗнче Таланцев меценатсен укҫипе хӑпартнӑ. Унта, «Раҫҫей главгосэкспертизи» пӗлтернӗ тӑрӑх, 1971 ҫулта Владимир Ленинӑн ашшӗ Илья Ульянов педагог пулса курнӑ.
Ҫурта 19-мӗш ӗмӗр вӗҫӗнче-20-мӗш ӗмӗр пуҫламӑшӗнче хута янӑ. Ӑна ятарласа Етӗрнери спиртсавучӗн ывӑлӗсем Зиновипе Николай Таланцевсем валли тунӑ. Шкулта виҫӗ класс, вӗрентекен валли хваттер пулнӑ.
Хальхи вӑхӑтра унпа усӑ курмаҫҫӗ. Реставраци проекчӗ патшалӑх экспертизи витӗр тухнӑ.
Нарӑс уйӑхӗн 27-мӗшӗнче Чӑваш музыка училищин пысӑк концерт залӗнче «Тӑван ҫӗршыв кӗввисем» концерт иртӗ. Ун вӑхӑтӗнче паллӑ чӑваш композиторӗсен Анисим Асламасӑн, Герман Лебедевӑн, Гигорий Хирпӳн, Филипп Лукинӑн, Михаил Алексеевӑн, Лариса Быренкован хайлавӗсем татат чӑваш халӑх юррисем янӑрӗҫ.
Сцена ҫине тӗрлӗ пултарулӑх ушкӑнӗ, преподавательсем, студентсем, хӑй вӑхӑтӗнче музыка училищинчен вӗренсе тухнисем тухӗҫ.
Концерт 18 сехет те 30 минутра пуҫланӗ. Вӑл тӳлевсӗр пулӗ.
Паян, нарӑс уйӑхӗн 27-мӗшӗнче, Чӑваш Енӗн наци вулавӑшӗнче Пермь хулинчи художникпа, дизайнерпа Светлана Панинӑпа онлайн-тӗлпулу иртӗ. Вӑл 11 сехетре пуҫланӗ.
Светлана Панина – «Шонди арт» ӳнер мастерскойӗн ертӳҫи, Пермьри тата ҫав тӑрӑхри куравсене хастар хутшӑнать, «Этносӑнар» арт-объектсемпе парков скульптурисен эскизӗсен авторӗ.
Художник хӑйӗн пултарулӑхӗпе паллаштарӗ, онлайн-тӗлпу3лӑва хутшӑнакансен ыйтӑвӗсене хуравлӗ.
Чӑваш патшалӑх ҫамрӑксен театрӗнче Ҫеҫпӗл Мишшши поэта халалланӑ спектакль хатӗрленине эпир унччен пӗлтернӗччӗ-ха. Аса илтерер: ӗҫе Марина Карягина драматургӑн «Ҫӗн Кун Ачи» пьеси тӑрӑх Борис Манджиев режиссёр лартать.
Пӗтӗмпе те 22 ҫул ҫеҫ пурнӑнса ӗлкӗрнӗ Ҫеҫпӗл Мишши тӑван халӑхӗн ҫутӑ пуласлӑхӗ пирки ӗмӗтленнӗ. Театрта пӗлтернӗ тӑрӑх, «Борис Манджиев режиссёр Ҫеҫпӗл пурнӑҫӗпе пултарулӑхӗ ҫинчен театр чӗлхипе каласа кӑтартать. Спектакльти шухӑшсем ҫамрӑксене те, ҫитӗннӗ ҫынсене те ӑнланмалла янӑраҫҫӗ. Спектакле чӑвашла лартнӑ, вырӑсла синхронлӑ куҫару пур».
Нарӑс уйӑхӗн 28-мӗшӗнче Чӑваш патшалӑх филармонийӗнче хальхи вӑхӑтри паллӑ чӑваш композиторӗн Николай Казаковӑн юррисен концерчӗ пулӗ.
«Эпир пулнӑ, пур, пулатпӑр» программа вӑхӑтӗнче чӑн-чӑн этно-шоу пулассине шантараҫҫӗ. Вӑл чӑваш халӑхӗн музыка пуянлӑхӗпе паллаштарӗ. Концерта «Ҫеҫпӗл» тата «Ҫавал» ансамбльсем, «Дуняша Style» фольк-ушкӑн, «Nota «G» ташӑ ушкӑнӗ хутшӑнӗ. Уяв каҫӗн хӑнисем — чӑваш халӑх артистки Августа Уляндина, «Ярды» фолк-ушкӑн тата Алексей Московский.
Мускаври ВДНХра иртекен «Раҫҫей» курав-форума Питӗрти «Парне» чӑваш фольклор ансамблӗ ҫитсе курнӑ. Вӗсем Чӑваш Ен экспозицийӗпе паллашнӑ.
«Парне» малтан Леонид Якубович Пӗрремӗш каналпа ертсе пыракан «Асамлӑх уйӗ» каларӑма хутшӑннӑ.
Ансамбль 2005 ҫулта Питӗрти чӑвашсен культура обществи ҫумӗнче йӗркеленнӗ. Унта аслӑ ӳсӗмрисем те, ҫамрӑксем те юрлама-ташлама ҫӳреҫҫӗ. Ансамбль юрӑ-ташӑ урлӑ чӑваш культурипе, йӑли-йӗркипе паллаштарать.
Нарӑс уйӑхӗн 21-мӗшӗнче Лидия Попова артистка 70 ҫул тултарнӑ. Вӑл — ташӑҫӑ, хореограф, педагог, Чӑваш АССРӗн тата Чӑваш Республикин халӑх артистки.
Лидия Авинеровна Чӑваш Республикин культура училищинче, унтан Мускаври патшалӑхӑн культурӑпа ӳнер институтӗнче вӗреннӗ. Тӗрлӗ ҫулта Шупашкарти Фёдор Павлов ячӗллӗ музыка училищинче, республикӑри Халӑх пултарулӑхӗн ҫуртӗнче тӑрӑшнӑ. 1972–1998 ҫулсенче Чӑваш патшалӑх юрӑпа ташӑ ансамблӗн ташӑ ушкӑнӗнче ертсе пыракан солист пулнӑ.
Шупашкарта ҫывӑх вӑхӑтра (20.04.2025 21:00) пӗлӗтлӗ ҫанталӑк, атмосфера пусӑмӗ 749 - 751 мм, 17 - 19 градус ӑшӑ пулӗ, ҫил 0-2 м/ҫ хӑвӑртлӑхпа кӑнтӑр енчен вӗрӗ.
| Золотов Василий Гордеевич, халӑха ҫутта кӑларас ӗҫе йӗркелекенӗсенчен пӗри ҫуралнӑ. | ||
| Иванов Алексей Иванович, чӑваш чӗлхи тӗпчевҫи, журналист редактор вилнӗ. | ||
![]() | Пулӑм хуш... |