Степан Аслан чӑваш писателӗн «Ахрат» романне вырӑсла куҫарнӑ. Тӑлмачи — А. В. Асланина-Павлова.
Роман XIX ӗмӗр вӗҫӗнчи - XX ӗмӗр пуҫламӑшӗнчи чӑваш ялӗн пурнӑҫне ҫутатса парать. Кӗнекене Макарӑн биографийӗ евӗр йӗркеленӗ. Ача чухне вӑл выльӑх-чӗрлӗх пӑхать, ҫӑпата ҫыхнӑ, вунӑ ҫула ҫитнӗ ҫӗре тырӑ вырма вӗренсе ҫитет, вун иккӗ валли — сӳрелеме.
Ӗҫе мӗн пӗчӗкрен хӑнӑхнӑскер кайран та ӳрӗк пулса пурӑнать, таса чунлӑ пулса ӳсет.
Ҫу уйӑхӗн 8-мӗшӗнче Шупашкарти Хӗрлӗ тӳремре ҫӗршыврри тӗрлӗ халӑхӑн этнофестивалӗн гала-концерчӗ иртӗ. «Ясна музыка» фестиваль 15 сехетре пуҫланӗ.
Концертра тӗрлӗ халӑхӑн авалхи юррисене ҫӗнӗ аранжировкӑпа илемлетнӗ тӗрлӗ жанрлӑ юрӑсем янӑрӗҫ. Ҫав вӑхӑтрах йӑлана кӗнӗ музыка инструменчӗн сассипе киленме май килӗ.
Финалистсем — «Ясна музыка» этномузыка фестивалӗн ҫӗнтерӳҫисем:
1. Рабор – Кострома облаҫӗ,
2. Виктория Маралёва – Санкт-Петербург,
3. «ВАРЬЯ» фолк-ушкӑн – Пермь тӑрӑхӗ,
4. Дара Яра – Мускав,
5. Runa Project – Тула облаҫӗ,
6. Nati Tedeeva – Ҫурҫӗр Осети-Алани,
7. Гарпани Солинга – Саха-Якути,
8. «МАТРЁХА» фолк-ушкӑн – Челепир облаҫӗ,
9. Ladi Sveti – Удмурт Республики,
10. «ZAKARIA» фолк-ушкӑн – Тутарстан,
11. YALFY — Пушкӑртостан,
12. «Янтал» – Чӑваш Республики,
13. Валерия Филиппова – Коми Республики,
14. «ЛЕТО-ЛУНА» – Самар облаҫӗ.
Унсӑр пуҫне GURUDE этномузыкант, юрӑҫ тата композитор пулӗ.
Чӑваш патшалӑх ансамблӗн директорне Сергей Кузнецова отставкӑна янӑ. Йышӑну влаҫ органӗсен порталӗнче пур.
Сергей Валерианович ку должноҫре 4 ҫул ӗҫленӗ. Унччен вӑл Ҫеҫпӗл Мишши ячӗллӗ Ҫамрӑксен театрӗн, республикӑри халӑх пултарулӑхӗн центрӗн ертӳҫи пулнӑ.
Сергей Кузнецов умӗн Чӑваш патшалӑх ансамбльне Алмаз Якупов ертсе пынӑ. Ӑна ӗҫ вырӑнӗпе усӑ курнӑшӑн, сӗтевсем илнӗшӗн 5 ҫул та 10 уйӑхлӑха ирӗксӗр хӑварма йышӑннӑ.
Патӑрьелӗнче шӑпӑрлансем пултарулӑх ӑмӑртӑвне хутшӑннӑ. Унта ача пахчине ҫӳрекенсем хушшинче «Янра, сӑввӑм, хыттӑнрах» сӑвӑ конкурсне иртнӗ.
Патӑрьелти «Юмах» ача пахчине ҫӳрекен Екатерина Ялукова пӗрремӗш вырӑн йышӑннӑ. Кун пирки Мая Селендеева-Салампи халӑх тетелӗнчи хӑйӗн страницинче пӗлтернӗ. Катя «ача садне ҫӳрекенсем хушшинче ирттерекен «Янра, сӑввӑм, хыттӑнрах» сӑвӑсен конкурсне манӑн «Пуканеҫӗм, пукане» сӑввӑмпа хутшӑннӑ. 1-мӗш вырӑн ҫӗнсе илме пултарнӑ», – хыпарланӑ вӑл.
Ҫӗмӗрле районӗнчи Якур Ушкӑнь ялӗнчи культура ҫуртӗнче чӑваш халӑх пултарулӑхӗн «Мы из знатного рода» (чӑв. Эпир ятлӑ-сумлӑ йӑхран) ятпа регионсем хушшинчи фествиаль-конкурс иртнӗ.
Унта Чӑваш Енри 10 муниципаллӑ тӑрӑхран тата Мари Элти пӗр коллективсем хутшӑннӑ. Унта пулса курнисем пӗлтернӗ тӑрӑх, фестиваль питех те илемлӗ, кӑсӑклӑ тата хаваслӑ иртнӗ. Конкурса хутшӑннисем мероприятие ҫуллӗ шайра йӗркеленине палӑртнӑ. Тӳресем ҫирӗп, анчах тӗрӗс хакланине те асӑнса хӑварнӑ вӗсем. Фестиваль-конкурса 200 ытла ҫын хутшӑннӑ. Пултарулӑх ӑмӑртӑвӗ 5 сехет ытла пынӑ тесе пӗлтернӗ Ҫӗмӗрле муниципаллӑ округӗн администрацийӗн пуҫлӑхӗн ҫумӗ —ял хуҫалӑх тата туризм пайӗн пуҫлӑхӗ Андрей Мостайкин.
Шупашкарта Пӗтӗм тӗнчери балет фестивалӗ пуласси пирки унччен пӗлтернӗччӗ. Ака уйӑхӗн 5-мӗшӗнче вӑл уҫӑлнӑ. Сцена ҫине чи малтан Коми Республикинчи оперӑпа балет театрӗ хатӗрленӗ «Крик» спектакль тухнӑ.
Ӑна Александр Зиновьевӑн «Иди на Голгофу» романӗ тӑрӑх лартнӑ. Унӑн ҫӗнӗ версийӗ иртнӗ ӗмӗр вӗҫӗнче вырӑс литературин классикӗ ҫуралнӑранпа 100 ҫул ҫитнине халалласа тухнӑ. Тӗнче премьери вара 2014 ҫулта Одессӑра инкек пулнӑ чухне сцена ҫине тухнӑ. Спектакль Андрей Меркурьевшӑн хореограф-постановщик пек дебют пулнӑ. Хӑй каланӑ тӑрӑх, вӑл романри тӗп сӑнар пекрех.
«Крик» спектакле культура пуҫарӑвӗсен Президент фонче пулӑшнипе лартнӑ. Унта театр тӗнчинчи чи вӑйлӑ, пултаруллӑ ҫынсем выляҫҫӗ.
Чӑваш Ен Элтеперӗ Олег Николаев терроизм тата экстремизм профилактикипе ӗҫлес ыйтӑва агротехникӑпа танлаштарнӑ. Кун пирки вӑл Чӑваш Енре экстремизмпа терроризм идеологине хирӗҫ тӑрас, нацисем хушшинчи хутшӑнӑва ҫураҫӳллӑ тӑвас ыйтусемпе ирттернӗ ҫавра сӗтел вӑхӑтӗнче палӑртса хӑварнӑ. Унта тӗрлӗ наци представительне йыхравланӑ.
«Терроризмпа тата экстремизмпа кӗрешес ӗҫ, уйрӑмах ӳсекен ӑру хушшинче, агротехникӑри пекех тӑрӑшса ӗҫлеме хистет. Малтан эпир лайӑх вӑрлӑх суйласа илетпӗр, ӑна акса хӑваратпӑр, пирӗн культурӑна ҫумкурӑк сӑтӑр ан кӳтӗр тесе тӑрӑшатпӑр. Кайран паха тухӑҫ туса илетпӗр. Пирӗн ӗҫ, паллах, кӑткӑсрах. Ачасене тата ҫамрӑксене авалтан пыракан наци йӑли-йӗркине шута илсе воспитани памала, вӗсене тӗрӗс ҫул кӑтартмалла», — тенӗ Элтепер.
Чӑваш Енӗн тӗп хулинче патриотизм темипе концертсемпе спекталкьсем кӑтартӗҫ. «Своих не бросаем» (чӑв. Хамӑрӑннисене пӑрахмастпӑр) акци ӗнер Чӑваш паташлӑх филармонийӗнче пуҫланнӑ. Ун чухне сцена ҫине филармони солисчӗсем «Служу России» программӑпа тухнӑ.
Концерта курма ҫамрӑксем те, аслӑраххисем те пуҫтарӑннӑ. «Кун пек концертсем ҫамрӑксене патиотизм воспитани парас ӗҫе питех те паха. Ун пеккисене вӗсене кӑтартмалла», — хавхаланса калаҫнӑ концетра пулса курнӑ Галина Николаева пенсинерка.
Ака уйӑхӗн вӗҫӗччен пыракан акцие республикӑри мӗнпур патшалӑх театрӗпе концерт учреденийӗ хутшӑнӗ. Акцие хутшӑнса кӑтартнӑ ӗҫсем вӑхӑтӗнче пухнӑ укҫана ятарлӑ ҫар операцине хутшӑнакансене пулӑшма куҫарса парӗҫ.
Чӑваш кӗнеке издательстви Мускаври ВДНХра иртекен «Раҫҫей» курав-форума хутшӑнать.
Паян кӗнеке издательстви ача-пӑча кӗнекисемпе паллаштарать. Кӑларӑмсем ҫинчен Чӑваш кӗнеке издательствин тӗп редакторӗн ҫумӗ, писатель, куҫаруҫӑ Ольга Федорова (Васильева) каласа кӑтартать.
«Пирӗн кӗнекесемпе паллашма пыракансем вӗсене уҫса пӑхнӑ чухне чунтан ырлаҫҫӗ. Питӗрти, Самарӑри, Мускаври, Калининградри, Чӑваш Енри тата Пушкӑртстанри ҫынсем пирӗн кӗнекесене ырласа калаҫнине итлеме кӑмӑллӑ», – пӗлтернӗ Ольга Леонидовна.
Раҫҫейре «Хӗрарӑмсем – йӑла-йӗркене упрассишӗн» онлайн-марафона пӗтӗмлетнӗ. Унта ҫӗршыври 30 ытла регионтан хутшӑннӑ. Хӗрарӑмсем килти вучаха епле упрани пирки, йӑла-йӗрке ҫинчен каласа кӑтартнӑ.
Ҫӗнтерӳҫӗсен йышӗнче Патӑрьел округӗнчи Майринсем те пур. Вӗсем ҫемйипех тӗрӗпе кӑсӑкланаҫҫӗ. Тамара Майрина алӑ ӗҫӗпе шкултах кӑсӑкланма тытӑннӑ. 9-мӗш класра чухне пӗрремӗш салфеткине тӗрленӗ.
Унтанпа 40 ытла ҫул иртнӗ. Халӗ Тамара йывӑртарах тӗрӗсемпе ӗҫлет. Ку ӑсталӑха кинне те парать. Екатерина качча кайиччен алӑ ӗҫӗпе кӑсӑкланман та. Халӗ вара ӑна чӑн-чӑн ӑста теме пулать.
Майринсем конкурса хӑйсем ӑсталанӑ пуканесен, пуҫ хатӗрӗсен, наци тумӗсен сӑнӳкерчӗкӗсене, видео ярса панӑ. Екатерина Майрина онлайн-марафонра мала тухнӑ пилӗк ҫын йышне кӗнӗ.
Шупашкарта ҫывӑх вӑхӑтра (20.04.2025 21:00) пӗлӗтлӗ ҫанталӑк, атмосфера пусӑмӗ 749 - 751 мм, 17 - 19 градус ӑшӑ пулӗ, ҫил 0-2 м/ҫ хӑвӑртлӑхпа кӑнтӑр енчен вӗрӗ.
| Золотов Василий Гордеевич, халӑха ҫутта кӑларас ӗҫе йӗркелекенӗсенчен пӗри ҫуралнӑ. | ||
| Иванов Алексей Иванович, чӑваш чӗлхи тӗпчевҫи, журналист редактор вилнӗ. | ||
![]() | Пулӑм хуш... |