Чӑваш кӗнеке издательствинче нумай нациллӗ Чӑваш Ен ҫинчен кӗнеке пичетленсе тухнӑ.
«Чувашия: вехи истории и современность» (чӑв. Чӑваш Ен: аваллӑхпа хальхи пурнӑҫ тапхӑрӗсем) ят панӑ кӑларӑма Шупашкар хулин кунӗ тӗлне кун ҫути кӑтартнӑ.
Кӑларӑм авторӗсем — Е.В. Касимов, С.Н. Кодыбайкин, Ф.Н. Козлов паллӑ историксем.
Кӗнекене Чӑваш Ен культурипе тата историйӗпе кӑсӑкланакансем валли хатӗрленӗ. Кӗнеке издательствинче ӗнентернӗ тӑрӑх, кӑларӑма ансат чӗлхепе ҫырса хатӗрленӗ.
Чӑваш патшалӑх юрӑпа ташӑ ансамблӗ 100-мӗш сезона уҫма хатӗрленет.
Пултарулӑх коллективӗн пухӑвӗнче илемлӗх ертӳҫи Светлана Белова пӗлтернӗ тӑрӑх, юбиейлӑ сезонӑн тӗп пулӑмӗ — «Ҫул хыҫҫӑн – ҫул, 100 ҫул сулмаклӑн утрӑмӑр» театризациленӗ концерт программи. Унта ҫӗнӗ постановкӑсем, ансамблӗн йӑлана кӗнӗ репертуарӗнчен уйрӑлса тӑракан музыка пулӗ. Проектпа юпа уйӑхӗн 26-мӗшӗнче Чӑваш патшалӑх филармонийӗнче паллашма май килӗ.
Ҫав вӑхӑтрах ансамбль «В семье единой» (чӑв. Пӗрлехи ҫемьере), «Я – артист» (чӑв. Эпӗ — артист), «Виртуоз» программӑсене хатӗрлет. Паллӑ чӑваш композиторӗ Анисим Асламас ҫуралнӑранпа 100 ҫул ҫинине халалласа «Край родной – навек любимый» (чӑв. Тӑван кӗтес — ӗмӗр юратнӑскерӗм) концерт лартасшӑн.
Иркутск облаҫӗнчи Тагна ялӗнчи чӑвашсемпе ҫӗршывӑн тӗрлӗ хулинчи ҫамрӑксем пырса ҫитнӗ. Вӗсем — студентсем. Ҫавсем Мускавра, Питӗрте, Астраханьте, Томскра, Красноярскра, Чулхулара аслӑ пӗлӳ илеҫҫӗ.
Тӗлпулӑва «Студентсен туризмӗ» проектпа килӗшӳллӗн йӗркеленӗ. Ҫамрӑксем Тагна ялӗнчи таврапӗлӳ музейӗнче пулнӑ май унти экспонатсемпе кӑсӑкланса паллашнӑ.
Чӑвашсен йӑли-йӗрки ҫинчен каласа кӑтартнӑ май тӗрлеме те вӗрентнӗ, чӑваш апачӗпе те хӑналанӑ.
Ҫамрӑксем чӑваш ташшине ташласа пӑхнӑ, чӑвашла тумланса асӑнмалӑх сӑн ӳкерӗннӗ.
Сӗнтӗрвӑрри районенчи Нарат Чакки ялӗнче пурӑнакан Даньковсем ҫемье музейӗ йӗркеленӗ. Ӗнер-паян мар. 15 ҫул каяллах.
Ҫемье музейӗнче пулса курнӑ Чӑваш Енӗн наци телекуравӗн ӗҫченӗсем пӗлтернӗ тӑрӑх, «унти экспонатсене халиччен 16 ҫӗршывра пурӑнакансем килсе курнӑ. Кашнинех кил хуҫисем чӑваш ҫи-пуҫӗпе кӗтсе илеҫҫӗ».
Музея тӑвасси арчаран пуҫланнӑ. Чӑваш эрешӗллӗ арчари авалхи япалсенчен пуҫланса кайнӑ музея ял ҫыннисем те пулӑшаҫҫӗ, авалхи япаласене кӑларса перес вырӑнне Даньковсене пырса параҫҫӗ.
Пирӗн ентешӗмӗрсем – Роман Сергеев тата Михаил Елисеев – «Казачок» нумай сериллӗ фильмӑн авторӗсенчен пӗрисем пулса тӑнӑ. Асӑннӑ фильма халӗ Псков облаҫӗнче ӳкереҫҫӗ. Унта Алексей Кравченко, Георгий Дронов, Владимир Епифанцев паллӑ актёрсем те выляҫҫӗ.
«Казачок» – ҫамрӑксем валли ӳкерекен нумай сериллӗ фильм. Сюжет тӑрӑх, Мускавра пурӑнакан шкул ачине, Степана, ашшӗ-амӑшӗ тӑна кӗтмелле тесе асламӑшӗ патне яла яраҫҫӗ. Вӑл унта ҫӑла кӗрсе ӳкет аваллӑха ҫакланать. Стёпа хӑйӗн ҫав вӑхӑтра пурӑннӑ тӑванӗсемпе палалшать, 1612 ҫулта пулса иртнӗ пулӑмсене хутшӑнать.
Маларах асӑннӑ Романпа Михаил – Хаваслисемпе тавҫӑруллисен клубӗн ертӳҫисем. Унччен вӗсем «Тайна пропавшей деревни» камит сериалӗн сценарисчӗсем пулнӑ. Ҫав ӗҫӗн премьерине «ТНТ» телеканал утӑ уйӑхӗнче кӑтартнӑ.
Ыран, ҫурла уйӑхӗн 9-мӗшӗнче, Шупашкар районӗнчи Ишлейре «Вкусы Чуваши» (чӑв. Чӑваш Ен тути) фестиваль иртӗ.
Уява пухӑннисем чӑваш наци кухнин куравӗпе паллашайӗҫ, вырӑнти апат-ҫимӗҫе астивсе пӑхайӗҫ. Ачасемпе аслисем валли тӗрлӗ ӑсталӑх класӗ ӗҫлӗ.
Вырӑнти пултарулӑх ӑстисемпе паллӑ чӑваш артисчӗсем концерт лартса парӗҫ.
Фестиваль Ишлейри Ҫӗнтерӳ паркӗнче 16 сехетре пуҫланӗ.
Ӗнер, ҫурла уйӑхӗн 3-мӗшӗнче, Шупашкарти Константин Иванов ячӗллӗ Литература музейӗнче Альберт Канаш поэт ҫуралнӑранпа 95 ҫул ҫитнине халалланӑ литературӑпа музыка уявӗ иртнӗ.
Мероприятие писательсемпе журналистсем, вӗрентекенсемпе шкул ачисем пуҫтарӑннӑ. Музейра поэтӑн сӑнӳкерчӗкӗсемпе тата кӗнекисемпе паллаштаракан «Эпир – аптрамансем» курав йӗркеленӗ.
«Мероприятие Литература музейӗн наука ӗҫченӗ Галина Еливанова ертсе пычӗ. Уява «Надежда» халӑх ансамблӗ «Чечексем, чечексем» юрӑпа уҫрӗ. Сӑввин авторӗ, паллах, – Альпӑрт Канаш. Унӑн лирикӑллӑ хайлавӗсемпе композиторсем чылай юрӑ кӗвӗленӗ.
Ҫӗрпӳ районне кӗрекен Чурачӑк шкулӗнчи чӑваш чӗлхи вӗрентекенӗ Венера Иванова Литература музейне пӗччен мар, мӑнукӗсемпе пӗрле килнӗ – Шупашкарти 30-мӗш шкулта ӑс пухакан Артемпа Арина Парусовсем А. Канашӑн сӑввисене пӑхмасӑр каларӗҫ», — хыпарланӑ Чӑваш кӗнеке издательствинче.
Чӑваш кӗнеке издательствинче «Микки мыскарисем» кӗнеке пичетленсе тухнӑ. Унӑн авторӗ – Чӗмпӗрте пурӑнакан Николай Ларионов ҫыравҫӑ-журналист.
Кӗнеке издательствинче пӗлтернӗ тӑрӑх, асӑннӑ кӗнекен алҫырӑвӗ ачасемпе ҫамрӑксем валли чӑвашла ҫырнӑ произведенисен 2022 ҫулхи конкурсӗнче ҫӗнтернӗ.
Кӗнекене кӗҫӗн ҫулхи ачасем валли шӑрҫаланӑ 11 калав кӗнӗ.
Ҫӗнӗ кӑларӑм редакторӗ – Ольга Федорова, художникӗ — Юлия Лутошкина.
Чӑваш Енре тӗрлӗ ялта ял кунӗсем иртеҫҫӗ. Нумаях пулмасть Етӗрне тӑрӑхӗнчи Анат Явӑшра та иртнӗ.
Унта пухӑннисем чи малтан Анат Явӑш ялӗн ҫӑви ҫинче пуҫтарӑннӑ. Унта Чӑваш наци конгресне 16 ҫул ертсе пынӑ Геннадий Архипов вил тӑприйӗ ҫине чечек хунӑ.
Унтан уяв ялти ятарлӑ лапамра иртнӗ. Асӑннӑ тӑрӑхра ҫуралса ӳссе тӗрлӗ тӑрӑха сапаланнӑ ентешсем те пырса ҫитнӗ.
Чӑваш эстрада юрӑҫисем, Куславккапа Хӗрлӗ Чутай тӑрӑхӗсенчи пултарулӑх ушкӑнӗсем хаваслӑ юрӑ-ташӑпа, мыскарасемпе савӑнтарнӑ.
«Хыпар» Краснов депутата явап тыттарасшӑн. Ҫапларах пӗтӗмлетме пулать «Правда ПФО» тӗнче тетелӗнчи хаҫатра утӑ уйӑхӗн 31-мӗшӗнче «Краснов о тиражах и миражах» ятпа пичетленнӗ блогра.
Асӑннӑ ҫӑлкуҫ хыпарланӑ тӑрӑх, «Хыпар» хаҫат ӗҫченӗсен пӗр ушкӑнӗ республика парламенчӗн депутатне Пётр Краснова редакцие пӗрмай критикленӗшӗн (ӑнланманлӑх пирки Чӑваш халӑх сайтӗнче «Петр Краснов депутат «Хыпара» мӗншӗн тапӑннӑ?» ятпа пичетленнӗ хыпарта Софья Савнеш унччен пӗлтернӗччӗ-ха) явап тыттарма ыйтса Чӑваш Енӗн Патшалӑх Канашӗн этика енӗпе ӗҫлекен комиссине заявлени ҫырса панӑ-мӗн. Комисси вара ҫав хута пӑхса тухассине каярах вӑхӑта хӑварнӑ имӗш.
Асӑннӑ блогра Пётр Краснов депутат ӗнентернӗ тӑрӑх, унӑн тӗп чӑваш хаҫатне е пӗр-пӗр ҫынна тапӑнас тӗллев ҫук. Вӑл, республикӑн пӗрремӗш пичет министрӗ пулнӑскер, «Хыпар» шӑпишӗн питӗ пӑшӑрханать-мӗн.
Шупашкарта ҫывӑх вӑхӑтра (23.12.2024 15:00) тӗтреллӗ ҫанталӑк, атмосфера пусӑмӗ 755 - 757 мм, 0 - -2 градус сивӗ пулӗ, ҫил 3-5 м/ҫ хӑвӑртлӑхпа кӑнтӑр-хӗвелтухӑҫ енчен вӗрӗ.
| Мускав район сучӗ ЧАП пӗтермелли йышӑну тунӑ. | ||
Пулӑм хуш... |