Чӑваш патшалӑх ӳнер музейӗнче «Победители. Орест Филиппов» (чӑв. Ҫӗнтерӳҫӗсем. Орест Филиппов) курав уҫӑлнӑ. Ӑна художник ҫуралнӑранпа 100 ҫул ҫитнине халалланӑ.
Раҫҫейӗн тава тивӗҫлӗ художникӗ Виктор Бритвин Орест Ивановича ӑшӑпа аса илсе каласа кӑтартнӑ. Вӑл ӑна художник, учитель тата ӗҫтеш евӗр пӗлнӗ.
«Директорта ӗҫлеме ҫирӗплӗх ҫитмест тесе ун пирки каланине астӑватӑп. Ӗҫри тавлашусенче вӑл час-часах парӑнатчӗ. Ман шухӑшпа, вӑл вӑрҫӑ, вилӗм, юлташсене ҫухатни мӗнне пӗлнӗ, чӗрӗ юлса Ҫӗнтерӗве кӗтсе илнӗ. Ҫавӑн пеккисемпе танлаштарсан ытти уншӑн вак-тӗвекӗн туйӑннӑ пулинех», — тенӗ Виктор Бритвин.
Кӑҫалхи утӑ уйӑхӗн 1-2-мӗшӗсенче «Чӑваш халӑх еткерлӗхӗ» ятпа регионсем хушшинчи фестиваль иртӗ. Ӑна Чӑваш таврапӗлӳҫисен пӗрлӗхӗ йӗркелӗ.
Фестивале Чӑваш Енпе, чӑвашсен историйӗпе, этносӗпе тата культурипе паллаштарас тӗллевпе ирттереҫҫӗ. Фестиваль ӗҫӗ-хӗлӗн тӗп ҫул-йӗрӗсем ҫаксем: шкул таврапӗлӗвӗ, археологи таврапӗлӗвӗ, экологи таврапӗлӗвӗ, ҫарпа истори таврапӗлӗвӗ, туризм таврапӗлӗвӗ, литература таврапӗлӗвӗ, музыка таврапӗлӗвӗ. Унта 14-26 ҫулхи вӗренекенсемпе студентсене, ҫавӑн пекех вӗсен ертӳҫисене хутшӑнма сӗнеҫҫӗ.
Фестиваль «Чӑваш Керем» этнографи комплексӗнче иртӗ.
Чӑваш Енре тата тепӗр музей уҫнӑ. Халӑх инструменчӗсен музейӗ Шупашкар районӗнчи Кӑшавӑшра, унти «Ясна» этнокомплексра вырнаҫнӑ.
Музейра тӗрлӗ инструмент вырӑн тупнӑ, ҫав шутра 200 ҫула яхӑн маларах хатӗрленӗ кӗсле те пур.
Унти инструментсемпе ҫавсене ӑсталакан Даниил Даниловпа Николай Фомиряков темччен паллаштарма тата инструментсемпе каласа кӑтартма пултараҫҫӗ.
Истори астӑвӑмӗ — иртнӗ вӑхӑт мар вӑл, вӑл пуласлӑхӑн никӗсӗ. Ҫакӑн пек шухӑшлать Чӗмпӗрти Николай Кондрашкин скульптор. Раҫҫейре патриотизма аталантармалли сӑлтав — аслӑ пулӑмсемпе пирӗн несӗлӗмӗрсен паттӑрлӑхӗ тесе шухӑшлать.
Скульптор пӗлтернӗ тӑрӑх, Раҫҫейӗн историлле туризмӗ паян асӑннӑ авторӑн пултарулӑх центрӗ хатӗрленӗ лаша монуменчӗсемпе те пуянланать. Вӗсене Патӑрьел, Шӑмӑршӑ, Ҫӗмӗрле районӗсенче вырнаҫтарнӑ. Асӑннӑ ӗҫсемпе туристсем те кӑсӑкланса паллашаҫҫӗ иккен.
Николай Кондрашкин хӑйӗн ӗҫӗсенче 434-453 ҫулсенчи хунсен ертӳҫине Аттилӑна кӑтартса парать.
Чӑваш патшалӑх юрӑпа ташӑ ансамблӗ хӑйӗн черетлӗ 99-мӗш сезонне хупассине пӗлтернӗ. Ҫу уйӑхӗн 11-мӗшӗнче пултарулӑх коллективӗ куракансене «С душой к родному краю» (чӑв. Чунпа тӑван тӑрӑхпа) концерта йыхравлать.
Артистсем Шупашкарти Трактор тӑвакансен культура керменӗн сцени ҫине тухӗҫ. Концерт 18 сехет те 30 минутра пуҫланӗ. Пултаруллӑ музыкантсемпе хореографсен концертне кайса курас тесен 300 тенкӗрен пуҫласа 500 тенкӗ таран тӳлемелле.
Эрнекун, ака уйӑхӗн 28-мӗшӗнче, Шӑмӑршӑ муниципаллӑ округӗн тӗп клуб системинче шкул театрӗсен «Асам» фестивалӗн муниципаллӑ этапӗ иртнӗ. Мероприятие Телейлӗ ачалӑх ҫулталӑкне халалласа ирттернӗ.
Фестивале мӗнпурӗ 100 ытла ача хутшӑннӑ, вӗсем 8 шкулта ӑс пухаҫҫӗ. Ачасем спектакльсене чӑвашла та вырӑсла та лартнӑ.
«Пысӑк формӑллӑ чи лайӑх спектакль» номинацире Кивӗ Чукал шкулӗнчи «Сказочники» шкул театрӗ (ертӳҫисем: Денисова Л.И., Малеева Т.М.) ҫӗнтернӗ. «Чӑвашла лартнӑ чи лайӑх спектакль» номинацире Пуянкасси шкул ачисем ҫӗнтернӗ, театр ӑсталӑхне вӗсене Пушкина Н.И. вӗрентет. «Халӑх тетелӗнче сасӑланӑ чи лайӑх театр» хальлӗхе палӑрман-ха, ҫӗнтерӳҫӗне сасӑлавсене пӗтӗмлетнӗ хыҫҫӑн пӗлтерӗҫ.
«Асам» фестивалӗн республика шайӗнчи этапра Шӑмӑршӑ тӑрӑхӗн чысне «Пысӑк формӑллӑ чи лайӑх спектакль» номинацире ҫӗнтернӗ ушкӑн хӳтӗлӗ.
Етӗрне муниципаллӑ округӗн тӗп вулавӑшӗнче Вӗрентекенпе ӑс паракан ҫулталӑкне халалласа литературӑпа ҫыхӑннӑ педагогсем ҫинчен курав уҫнӑ. Унта Етӗрне тӑрӑхӗнчи паллӑ вӗрентекенсем пирки каласа панӑ.
Куравра, тӗслӗхрен Артемьев Геннадий Фёдорович кун-ҫулӗпе паллашма пулать, вӑл «Жизнь Ивана Кукши» (чӑв. Иван Кукша пурнӑҫӗ) трилоги авторӗ. Геннадий Фёдорович ачасене истори, логикӑпа психологи тата ытти предметсене ӑса хывма пулӑшать. Кунтах вулакансем Наталия Мазюковӑн пултарулӑхӗпе те паллашма пултараҫҫӗ. Вӑл мӗнпурӗ 17 кӗнеке авторӗ, сӑвӑллӑ тата прозӑллӑ хайлавсем ҫырать. Наталия Витальевна шкулта вырӑс чӗлхипе литературӑна вӗрентет.
Пултаруллӑ педагогсем Етӗрне тӑрӑхӗнче чӑн та чылай: Белов Валерий Софронович, Скребков Виталий Николаевич, Александров Николай Иванович тата ыттисем. Вӗсен йышӗнче уйрӑммӑн Михаил Леонтьевич Леонтьева палӑртма пулать. Ачасене вӑл химипе биологи вӗрентнӗ, каярахпа таврапӗлӳпе кӑсӑкланса кайнӑ. Вӑл Етӗрне районӗнчи Хурамал, Наснар, Яракасси, Тукасси, Турхла, Уйкас, Ҫуткасси ялсем пирки кӗнекесем кӑларнӑ.
Юбилейлӑ "Смолин вулавӗсем" Куславкка районӗнче иртнӗ. Кӑҫалхипе ӑна 10-мӗш йӗркеленӗ.
Палӑртмалла: Анатолий Смолин чӑвашла тата вырӑсла ҫырнӑ. Поэзие вӑл чунпа парӑннӑ. Унӑн куҫару ӗҫӗ те кӑсӑклӑ пулнӑ.
Куславккари культура ҫуртне пухӑннӑ конкурҫӑсем, поэзие юратакансем, темиҫе номинацире ӑмӑртнӑ. Ҫӗнтерӳҫӗсене наградӑсемпе тата парнесемпе хавхалантарнӑ.«»
Чӑваш Енре «О нематериальном этнокультурном достоянии Российской Федерации в Чувашской Республике» (чӑв. Раҫҫей Федерацийӗн пурлӑх мар этнокультура пуянлӑхне Чӑваш Республикинче упрасси) саккун проектне ырланӑ.
Ҫавна май Чӑваш Енӗн Культура министерстви этнокультура пурлӑхне тупса палӑртас, тӗпчес, усӑ курас, актуализацилес, упраса хӑварас тата халӑхра сарас енӗпе ӗҫлӗ. Наципе культура автономийӗсене пулӑшассишӗн тата этнокультурӑн пурлӑх мар эткерлӗхӗн объекчӗсен регионти пӗрехи реестрне хатӗрлӗ.
Ака уйӑхӗн 26-мӗшӗнче Ҫеҫпӗл Мишши ячӗллӗ Чӑваш патшалӑх ҫамрӑксен театрӗнче тӑван халӑхӑмӑрӑн патриархӗн Иван Яковлевӑн мӑнукӗн ывӑлӗпе тӗл пулу иртнӗ.
Владимир Павловӑн кукамӑшӗ Лидия Ивановна Яковлева (Некрасова) Иван Яковлевӑн хӗрӗ пулнӑ, вӑл 1906 ҫулта ҫуралнӑ. Владимир — Лидия Ивановнӑн хӗрӗн Екатеринӑн ывӑлӗ. Владимир 1940 ҫулта Мускавра ҫуралнӑ. Владимир Всеволодович — Раҫҫей тава тивӗҫлӗ арисчӗ, М.Н. Еромолова ячӗллӗ театрти ертсе пыракан актёрсенчен пӗри.
Шупашкарта ҫывӑх вӑхӑтра (23.12.2024 21:00) тӗтреллӗ ҫанталӑк, атмосфера пусӑмӗ 756 - 758 мм, -4 - -6 градус сивӗ пулӗ, ҫил 3-5 м/ҫ хӑвӑртлӑхпа кӑнтӑр-хӗвелтухӑҫ енчен вӗрӗ.
| Мускав район сучӗ ЧАП пӗтермелли йышӑну тунӑ. | ||
Пулӑм хуш... |