Кӑнтӑр-Сахалинскри режиссёр Шупашкарти театрсенчен пӗринче спектакль лартӗ. Хӑна ҫурла уйӑхӗн 10-мӗшӗнче ҫӑкӑр-тӑварпа кӗтсе илнӗ.
Раҫҫей Федерацийӗн культурӑн тава тивӗҫлӗ ӗҫченӗ Антонина Добролюбова Чӑваш патшалӑх пукане театрне килсе ҫитнӗ. Ӑна культура учрежденийӗн директорӗ Елизавета Абрамова ертсе пыракан ушкӑн чыслӑн кӗтсе илнӗ.
Антонина Александровна — режиссёр-постановщик, Сахалинти пукане театрӗн илемлӗх ертӳҫи. Вӑл Николай Носовӑн калавӗ тӑрӑх «Мишкина каша» ӗҫе куракан патне ҫитерӗ.
2020 ҫулта Антонина Добролюбова Чӑваш патшалӑх пукане театрӗнче «Три Толстяка», 2021 ҫулта «Снегурочка» спектакльсем лартнӑ.
Чӑваш патшалӑх академи симфони капелли авӑн уйӑхӗн 14-мӗшӗнче 55-мӗш концерт сезонне уҫӗ. Культура мероприятийӗ Чӑваш патшалӑх филармонийӗнче иртӗ.
Куракансене ҫав кун «Симфо — фолк — музыка на все времена» (чӑв. Симфо — фолк — пур саманари музыка) программӑна чӗнеҫҫӗ.
Чӑваш патшалӑх академи симфони капеллинче пӗлтернӗ тӑрӑх, ҫӗнӗ музыка проекчӗ симфони музыкине тата чӑваш халӑх юррине, чӑваш фольклорне тата халӑх пултарулӑхне пӗрлештерӗ. Симфони музыки ҫӗнӗлле, этно стильпе, янӑрӗ.
2022-2023 ҫулсенче тӗп халӑхсен чӗлхисен пӗтӗм тӗнчери вунӑҫуллӑхне уявлама ЮНЕСКО шайӗнчех йышӑннӑ. Пирӗн нумай нациллӗ ҫӗршывӑмӑрта тата Чӑваш Енӗмӗрте те ку датӑна сума сӑвӗҫ. Асӑннӑ вунӑҫуллӑха ирттерме республика Правительствин ларӑвӗнче йӗркелӳ комитетне ҫирӗплетнӗ.
Мероприятисен планне шкул ачисен чӑваш чӗлхипе тата литературипе иртекен олимпиадине, «Тӑван чӗлхепе литературӑн уҫӑ урокӗ» регионсем хушшинчи фестивальне, «Пӗтӗм чӑваш диктанчӗ» акцие, ӑслӑлӑхпа практика конференцийӗсене, ҫамрӑк авторсен «Ҫӗнӗ ятсем уҫатпӑр» литература конкурсне, чӑваш чӗлхин орфографи словарьне тата чӑваш чӗлхипе тата литературипе справка материалӗ пичетлесе кӑларассине тата ыттине те кӗртнӗ.
«Манӑҫми ят: Нелли Петровская 90-ра» - ҫакнашкал ятпа Елчӗк районӗнчи Ҫӗнӗ Пӑва вулавӑшӗнче калаҫу ирттернӗ. Унта ял тӑрӑхӗнчи депутатсене, вулавӑша тӑтӑшах ҫӳрекенсене ченнӗ.
Пухӑннисем Нелли Петровскаян пултарулӑхӗ, пурнӑҫӗ пирки калаҫнӑ, хӑйсем вуласа тухнӑ кӗнекесене сӳтсе явнӑ. Уйрӑмах Нелли Петровскаян юлашкинчен тухнӑ «Ылхан» кӗнекине тишкернӗ.
Нелли Андреевна ҫуралнӑранпа 90 ҫул ҫитнине халалласа вулавӑшра курав та йӗркеленӗ. Унта унӑн биографийӗпе, хайлавӗсемпе паллашма пулать.
Палӑртмалла: Нелли Петровская 1932 ҫулхи ҫурла уйӑхӗн 10-мӗшӗнче Тутарстанри Пӑва районӗнчи Альших ялӗнче ҫуралнӑ. 2001 ҫулта Звенигово хулинче пурнӑҫран уйрӑлнӑ.
Паян Чӑваш Енӗн Наци вулавӑшӗнче Питӗр хулинчи чӑвашсен наципе культура автономийӗ кӗнеке премьерипе паллаштарӗ. Общество организацийӗн ертӳҫи Валериан Гаврилов пухӑннисене «Календарь знаменательных и памятных дат землячества Санкт-Петербурга и Ленинградской области», А.К. Салминӑн «Древние праздники чувашей» тата А.Г. Арсентьевӑн «На одном дыхании» кӗнекисем ҫинчен каласа кӑтартӗ.
Антон Салмин — этнолог, религиовед, истори наукисен докторӗ. Вӑл чӑваш халӑхӗн этнологине, религине тата фольклорне тӗпчет.
70 ҫулти Александр Арсентьев — Мурманскри скульптор. Вӑл унти чӑвашсен «Чувашский край» (чӑв. Чӑваш ен) общество оргнаизацине ертсе пырать.
Кӗнекесен хӑтлавӗ 11 сехетре пуҫланӗ. Ыйтса пӗлмелли телефон 23-02-17 (хушса наборламалли номер 147).
Шупашкар хулин кунне уявланӑ май республикӑмӑрӑн тӗп хулин историлле пайӗпе паллаштаракан тӳлевсӗр экскурсисем иртӗҫ. Ӑна хулари музейпа туризм центрӗ йӗркелӗ. Экскурсисем ҫурла уйӑхӗн 12-14-мӗшӗсенче пулӗҫ.
Ҫуран утакансен ҫулҫӳревӗсем 1,5-2 сехет тӑсӑлӗҫ. Унӑн маршручӗ ҫапларах: ««Шупашкар» пограничникпа хурал карапӗ – Юханшыв порчӗ – Хӗрлӗ тӳрем – Мускав ҫыранӗ».
Гид Шупашкарӑн историйӑпе тата культурипе паллаштарӗ, «Шупашкар» карап ҫине те кӗртсе кӑтартӗ.
Экскурсие юханшыв порчӗ патне пуҫтарӑнмалла. Ҫулҫӳреве 10, 13 тата 15 сехетре тухӗҫ.
Экскурсие 23-20-36 телефонпа (ирхи 8 сехетрен пуҫласа 16.30 сехетчен, кӑнтӑрлахи апат вӑхӑчӗ 12 сехетрен пуҫласа 13 сехетчен).
Чӑваш Енре мигрантсем сахал мар. Вӗсене республикӑн социокультура пурнӑҫне явӑҫтарас ыйтӑва ӗнер, ҫурла уйӑхӗн 8-мӗшӗнче, тӗрлӗ шайри тӳре-шара пухӑнсах сӳтсе явнӑ.
Республикӑн культура, национальноҫсен ӗҫӗсен тата архив ӗҫӗн министрӗн ҫумӗ Георгий Богуславский мигрантсене адаптацилес, миграци политикин ыйтӑвӗсем паян кирек хӑш ҫӗршывпа регионшӑн та ҫивӗч тесе палӑртса хӑварнӑ. Республикӑри мигрантсенчен 90 проценчӗ ытларах паян Шупашкарта регистрациленнӗ. Вӗсенчен хӑшӗсем пирӗн тӑрӑхра ӗҫлесе пурӑнас кӑмӑллӑ.
Чӑвашсем Хусанта иккӗмӗш хут иртнӗ «Этно-fashion» фестивале хутшӑннӑ. Кун пирки Телеграмри чӑвашла каналсенчен пӗри пӗлтернӗ.
Культура фестивалӗнче «Паха тӗрӗ» фабрика хӑй ӑсталакан тумтире кӑтартса панӑ. Чӑваш пикисем наци тумне «Ҫиларман» ушкӑн юрри янӑранӑ, Александр Воробьевпа Олег Вунберов чӗрӗ сасӑпа юрласа чӑваш тумӗн куравне тата илемлӗрех тума пулӑшнӑ.
«Культура кочӗ — пурнӑҫ стилӗ» ятпа йӗркеленӗ ӗҫ-пуҫ Хусанти Г. Камал ячӗпе хисепленекен театр умӗнчи тӳремре иртнӗ.
Раҫҫейре пурӑнакансенчен иккӗ-виҫҫӗмӗш пайӗ ют ҫӗршывсенче пачах та пулса курман. Ҫакна «Общественное мнение» (чӑв. Халӑх шухӑшӗ) фонд ыйтӑмӗ кӑтартса панӑ.
Ыйтӑма фонд сайтӗнче йӗркеленӗ, унта 18 ҫултан аслӑраххисем пурӗ 1,5 пин респондент хутшӑннӑ.
Ыйтӑма хутшӑннисенчен 59 проценчӗ чикӗ леш енче пулса курман. Тепӗр 9 проценчӗ ют ҫӗршыва канма 10 ҫул каярах кайнӑ. Чикӗ леш енне кайнӑранпа ҫулталӑк та ҫитменнисен хисепӗ — 2 процент. 1 ҫултан пуҫласа 3 ҫулччен кайнисен тата 5 ҫултн пуҫласа 10 ҫулччен маларах кайнисен хисепӗ — 6-шар процент.
И.Н.Ульянов ячӗллӗ Чӑваш патшалӑх университетӗнче вӗренекен ют ҫӗршыв студентки «Раҫҫейри туризм мисӗ» конкурса хутшӑнса «Пултарулӑх мисӗ» номинацире ҫӗнтернӗ.
Конкурс финалӗ Чӑваш Енре утӑ уйӑхӗн 18-24-мӗшӗсенче иртнӗ. Конгӑран килнӗ Комбле Олонго ҫак номинацире ҫӗнтерме пултарнӑ.
Хӗр ЧПУра вырӑс чӗлхипе литературине вӗреннӗ. Халӗ Комбле ҫак аслӑ шкулӑн медицина факультетне вӗренме кӗресшӗн.
Шупашкарта ҫывӑх вӑхӑтра (25.12.2024 15:00) тӗтреллӗ ҫанталӑк, атмосфера пусӑмӗ 760 - 762 мм, -6 - -8 градус сивӗ пулӗ, ҫил 0-2 м/ҫ хӑвӑртлӑхпа кӑнтӑр-хӗвелтухӑҫ енчен вӗрӗ.
| Кӑлкан Александр Дмитриевич, чӑваш сӑвӑҫи, драматургӗ, тӑлмачӗ ҫуралнӑ. | ||
| Зайцев Юрий Антонович, чӑваш живописецӗ, фотографӗ вилнӗ. | ||
| Аслан Степан Степанович, чӑваш ҫыравҫи ҫут тӗнчерен уйрӑлса кайнӑ. | ||
Пулӑм хуш... |