Шупашкарти Уруков урамӗнче вырнаҫнӑ Патшалӑх истори архивӗнче «Минуты счастья в четыре руки» курав уҫӑлнӑ.
Унӑн авторӗсем — пултаруллӑ та ҫамрӑк Мария Евишева тата ӑна пулӑшса пыракан художникӗ-живописҫи, педагогӗ, Ҫӗнӗ Шупашкарти Ӳнер музейӗн ӑслӑлӑх ӗҫченӗ Наталия Нагорнова.
Куравра Машӑн тӗрлӗ техникӑпа тата стильпе пурнӑҫланӑ ӗҫӗсен коллекцийӗпе паллашма пулать.
Архив директорӗ Галина Ертмакова хӗрачана пулӑшса пынӑшӑн Наталия Юрьевнӑпа Владимир Порфирьевич Нагорновсене тав тунӑ.
Сусӑр ачасене пулӑшса пыракансене ырласа ыттисем те сӑмах каланӑ.
Етӗрнери ӳнерпе краеведени музейӗнче паллӑ художник-живописҫӑн, Раҫҫейри художниксен союзӗн пайташӗн Фёдор Анисимовӑн «Волжские пейзажи» (чӑв. Атӑлҫи пейзажӗсем) куравӗ ӗҫлет.
Курав чӳк уйӑхӗн вӗҫӗччен ӗҫлӗ. Паянхи кун тӗлне куравпа 119 ҫын паллашма ӗлкӗрнӗ. Юпа уйӑхӗнче музейра Раҫҫейӗн тава тивӗҫлӗ художникӗн Константин Долгашевӑн куравӗ ӗҫленӗ.
Чӑваш Енӗн Наци вулавӑшӗнче сунарпа паллаштаракан курав ӗҫлет.
«Охотничье поле Чувашии» (чӑв. Чӑваш Енӗн сунар уйӗ) ят панӑскер юпа уйӑхӗн 25-мӗшӗнче уҫӑлнӑ. Куравра сунарҫӑсем тытакан чӗрчунсен кӳлепипе ҫеҫ мар, ку темӑпа ҫыхӑннӑ ӳкерчӗксемпе, журналсемпе, хаҫатсемпе, кӗнекесемпе паллашма май пур.
Курав чӳк уйӑхӗн 25-мӗшӗччен ӗҫлӗ. Унпа вырсарникунсӑр пуҫне кашни кунах, ирхи 9 сехетрен пуҫласа 18 сехетчен, паллашма май килет.
Питӗр хулинчи «Выборгская сторона» (чӑв. Выборг тӑрӑхӗ) клубра Алиса Шарпаева художник-модельерӑн «Современные украшения женского костюма» (чӑв. Хӗрарӑм тумӗн хальхи вӑхӑтри эрешӗсем) куравӗ иккӗмӗш эрне ӗҫлет иккен.
Унта чӑвашсем пуҫа тӑхӑнакан тӗрлӗ хатӗрпе, саппунсемпе, тутӑрсемпе, мӑй ҫыххипе, тӗрлӗ эрешпе паллашма пулать.
Алиса Семёновна Питӗрти чӑвашсен культура обществин хастар членӗсенчен пӗри.
Чӑваш патшалӑх ӳнер музейӗнче В.Н. Яковлевӑн «В поисках Яндовы/ Оппукасси тӑрӑхӗнче» куравӗ уҫӑлнӑ.
– Виталий Николаевич кӗҫех 75 ҫул тултарать. Анчах ӑна вӑйпитти авторсен шутне кӗртес килет, – терӗ музей директорӗ Г.В. Козлов курава уҫнӑ май. – Кунта кӑтартакан пейзажсемпе портретсене пӑхса ҫаврӑнтӑм та ман ҫине вӗсен авторӗ кӑмӑллӑн кулса пӑхса тӑнине туйса илтӗм. Вӑл педагог, нумай ҫул хушши ачасене илемлӗх вӑрттӑнлӑхӗсене асӑрхаса вӗсене ӑша хывма вӗрентет. Тата вӑл кулӑш жанрне алла илнӗ, паллӑ график, нумай ҫул хушши «Капкӑн» журналпа ҫыхӑну тытнӑ.
– Мана ытларах портретсем тыткӑнларӗҫ, – пӗлтерчӗ Чӑваш халӑх художникӗ Н.А. Енилин. – Хӑйӗн геройӗсене сӑнарланӑ чух автор вӗсен «пысӑк талантне» анчах мар, ҫынлӑхне те тарӑннӑн уҫса пама пултарнӑ.
– Ҫӗнӗ Шупашкарти ӳнер музейӗн директорӗ В.А. Ильин тата Н.А. Алимасова художник шухӑшӗпе куравра кӑтартакан картинӑсенче пысӑк тӗнчен пӗр пӗчӗк пайӗ хӑй вырӑнне тупнӑ, ку эпир пӗлнӗ, эпир ҫитӗннӗ кӗтес, автор ӑна куракан кӑмӑлне ҫӗклемелле ӳкерсе кӑтартнӑ.
Курава пынисене Шупашкарти «Классика» капелла солисчӗсем илемлӗ юрӑ-кӗвӗпе «сӑйларӗҫ».
Раҫҫей Патшалёх Думин депутатне Анатолий Аксакова Чӑваш халӑх художникӗ, Чӑваш патшалӑх педагогика университечӗн профессоре, живопись ӑсти, Анатолий Данилов хӑйӗн картинине парнеленӗ. Кун пирки Анатолий Аксаков «Контактра» хыпарланӑ. Депутат пӗлтернӗ тӑрӑх, ӳкерчӗксем ӑна ачалӑхне Крымра ирттернине аса илтернӗ.
Кӑҫалхи нарӑс уйӑхӗнче художник Аксаковран пулӑшу ыйтнӑ-мӗн. Вӑл Чӑваш Енри тата Тутарстанри художниксем Крымри ӗҫтешӗсемпе тачӑ ҫыхӑну йӗркелеме, унта куравсемпе ӑсталӑх сехечӗсем ирттерме ӗмӗтленнине пӗлтернӗ.
Аксаков Крым муниципалитечӗн ертӳҫисемпе тӳрех ҫыхӑннӑ-мӗн, проекта пурнӑҫа кӗртме май килнӗ. Халӗ чӑваш художникӗ депутата тав туса хӑйӗн картинине парнеленӗ.
Юпа уйӑхӗн 25-мӗшӗнче Красноярскри чӑвашсен наципе культура автономийӗ Халӑхсен туслӑхӗн ҫуртӗнче Владимир Мешков ҫуралнӑранпа 105 ҫул ҫитнине халалласа пуҫтарӑнӗҫ.
Мероприяти Красноярск рабочий проспектри 100В ҫуртра иртӗ. Унта Шупашкар районӗнче ҫуралнӑ ентешӗмӗр, Владимир Мешков художникӑн куравӗ уҫӑлӗ.
Ӗнер, юпа уйӑхӗн 3-мӗшӗнче, Республикӑри кинематографистсен союзӗн ертӳҫи, «Сувар-фильм» телевидеокомпани президенчӗ, Халӑхсем хушшинчи Ҫеҫпӗл Мишши ячӗллӗ преми лауреачӗ Олег Цыпленков 65 ҫул тултарнине эпир унччен пӗлтернӗччӗ-ха.
Аса илтерер: Олег Цыпленков — чӑваш тӗнчин хастарӗ, Чӑваш Енри кинематографистсен союзӗн ертӳҫи ҫеҫ мар, вӑл «Чунҫӳрев» йӗркелекенӗ те.
Ӗнер Чӑваш Енӗн Наци вулавӑшӗнче Ултияр Цыпленковӑн фотокуравӗ уҫӑлнӑ. Курава унӑн ҫавра кунне те халалланӑ. Кун пирки Лидия Филиппова журналист мессенджерсенчи ушкӑнсенчен пӗринче пӗлтернӗ.
Хусанта Праски Витти художник ӗҫӗсен куравӗ ӗҫлет. Ӑна авӑн уйӑхӗн 17-мӗшӗнче унти Хальхи вӑхӑтри ӳнер галерейинче уҫнӑ.
Виталий Петров (Праски Витти) — Раҫҫей тава тивӗҫлӗ художникӗ, Чӑваш халӑх художникӗ. Вӑл — художник-монументалист, живописҫӑ, график, иллюстратор, вӗри эмаль ӳнерӗн ӑсти. Ӑна Атӑлҫи тӑрӑхӗнчи этнофутуризм ашшӗ тесе те калаҫҫӗ-мӗн. Праски Витти этномодернизм юхӑмне тӗнчӗре аталантаракансенчен пӗри шутланать.
Курава уҫнӑ кун художник 88 ҫул тултарнӑ.
Чӑваш Енӗн Наци вулавӑшӗн «Кӗмӗл ӗмӗр» галерейинче ҫурла уйӑхн 27-мӗшӗнче «Цвет времени. Чувашская свадьба» (чӑв. Самана тӗсӗ. Чӑваш туйӗ) живопиҫпе декораци прикладной ӳнерӗн пӗтӗм тӗнчери иккӗмӗш арт-куравне хутшӑннисен куравӗ уҫӑлнӑ. Экспозицие туй йӑли-йӗркине халалланӑ.
Куравра хамӑр ҫӗршывӑн тӗрлӗ регионӗнчи тата унӑн тулашӗнчи ӑстасен ӗҫӗсемпе паллашма пулать. Ҫав шутра Иван Александров (Шупашкар), Татьяна Андреева (Шупашкар), Елена Баймяшкина (Хусан), Александр Буйкевич (Беларуҫ Республики), Наталья Григорьева (Хусан), Джумабек Базарбаев (Кӑркӑстан), Ирина Жемчужникова (Чулхула), Константин Кокель (Шупашкар), Татьяна Куртовская (Шупашкар), Викентий Лукиянов (Шупашкар), Михаил Поляков (Чулхула), Марина Полякова (Чулхула); Владимир Разин (Шупашкар), Ирина Рязанцева (Шупашкар), Татьяна Серебрякова (Шупашкар), Наталия Соловьёва (Шупашкар), Ольга Таланцева (Чикме), Ирины Чипенко (Шупашкар), Шупашкарти ӳнер училищин студенчӗсен ӗҫӗсем пур.
Шупашкарта ҫывӑх вӑхӑтра (23.12.2024 03:00) тӗтреллӗ ҫанталӑк, атмосфера пусӑмӗ 753 - 755 мм, -1 - 1 градус сивӗ пулӗ, ҫил 1-3 м/ҫ хӑвӑртлӑхпа кӑнтӑр-хӗвелтухӑҫ енчен вӗрӗ.
| Кӑрмӑш гербне йышӑннӑ. | ||
| Вӑта Тимӗрҫен шкулне уҫнӑ. | ||
| Аслут Александр Николаевич, чӑваш сӑвӑҫи, ҫыравҫи ҫуралнӑ. | ||
Пулӑм хуш... |