Утӑ уйӑхӗн 7-мӗшӗнче Чӑваш патшалӑх ӳнер музейӗнче Иван Яковлев ҫуралнӑранпа 175 ҫул ҫитнине халалланӑ курав уҫӑлӗ.
Музейра тата уйрӑм ҫын коллекцийӗнче упранакан 70-е яхӑн графика, живопись тата скульптура прозведенийӗсем пулӗҫ унта.
Чӑваш алфавитне йӗркелесе янӑ мухтавлӑ ҫыннӑн, пултаруллӑ вӗрентекенӗн, ҫыравҫӑн тата тӑлмачӑн, тӑван халӑхшӑн тӑрӑшса ӗмӗрне ирттернӗскерӗн сӑнарне нумай художник кӑтартса пама тӑрӑшнӑ. Сӑмахран, Петр Сизов, Элли Юрьев, Иван Дмитриев, Николай Овчинников, Виталий Петров (Праски Витти), Юрий Ксенофонтов, Георгий Кузнецов тата ыттисем.
Ҫак кунсенче Чӑваш патшалӑх ӳнер музейӗнче «Филипп Лукин. Композитор и дирижер» (чӑв. Филипп Лукин. Композитор тата дирижёр) курав ӗҫлет. Ӑна виҫӗмкун, утӑ уйӑхӗн 2-мӗшӗнче, уҫнӑ.
Курава РСФСР халӑх артисчӗ тата паллӑ композитор Филипп Лукин ҫуралнӑранпа 110 ҫул ҫитнине халалланӑ. Паллӑ композитора портрет урлӑ В.М. Макаров, П.Г. Григорьев-Савушкин тата А.Н. Алимасов художниксем сӑнласа панӑ ӗҫсем музейра упранаҫҫӗ.
Филипп Миронович Лукин (1913-1994) – композитор, хор дирижерӗ, педагог. Чӑваш Енре музыка культурине професси шайӗнче аталантарни ун ячӗпе те тӳрремӗн ҫыхӑннӑ. Сӑмах май каласан, Филипп Лукин — Мускаври консерваторире аслӑ пӗлӳ илнӗ малтанхи чӑваш музыканчӗсенчен пӗри.
Чӑваш Енӗн Наци вулавӑшӗнче ҫӗртме уйӑхӗн 23-мӗшӗнче «Шупашкар тавраш» курав уҫӑлнӑ. Вӑл Шупашкар районӗнче ҫуралнӑ художниксен ӗҫӗсемпе паллаштарать.
Курав авторӗсен йышӗнче: Раҫҫейри дизайнерсен союзӗн пайташӗсем Александр Астраханцев, Геннадий Иванов-Орков, Александр Рахванов, Ирина Солянова (Астраханцева); Раҫҫейри художниксен союзӗн пайташӗсем Валерий Павлов, Ирина Рязнцева, Ирина Чипенко; Анатолий Доронин, Венегдит Лукшин.
Курава йӗркелекенӗсем — Александр Астраханцев тата Геннадий Иванов-Орков искусствовед. Сӑмах май каласан, кӑҫал вӗсем иккӗшӗ те 70 ҫул тултарӗҫ.
Курава уҫма вулавӑшри «Эткер» фольклор ансамблӗ (ертӳҫи – Земфира Яковлева) хутшӑннӑ.
Чӑваш Енри паллӑ фабрика, «Паха тӗрӗ», кӑҫал пӗр ӗмӗрхи юбилейне паллӑ тӑвӗ.
Сумлӑ куна Чӑваш Респуликин Наци вулавӑшӗ те палӑртасшӑн. Фабрикӑн пӗр ӗмӗрхине тата Республика кунне халалласа вулавӑшра «Паха тӗрӗ» эрнине ирттерӗҫ. Вӑл ҫӗртме уйӑхӗн 23-мӗшенчен тытӑнса ҫӗртме уйӑхӗн 30-мӗшӗччен пырӗ. Асӑннӑ эрне «Кӗмӗл ӗмӗр» галерейӑри куравран пуҫӑнӗ. Ӑна ҫӗртме уйӑхӗн 23-мӗшӗнче 16 сехетре уҫма палӑртса хунӑ.
Художество промыслисен «Паха тӗрӗ» фирми 1923 ҫулта хӑйӗн сулмаклӑ утӑмне тытӑннӑ. Ҫавӑнта РСФСР тава тивӗҫлӗ художникӗн Е.И. Ефремован (1914-2000) тӳпи те пысӑк. Фабрикӑра вӑл 1930-1980-мӗш ҫулсенче ӗҫленӗ, чӑваш тӗррине чӗртсе тӑратассипе тата аталантарссипе нумай тӑрӑшнӑ.
Шупашкарти К.В. Иванов ячӗллӗ Литература музейӗнче «Литература - пурнӑҫ тӗкӗрӗ» ятлӑ курава уҫма хатӗрленеҫҫӗ. Ҫӗртме уйӑхӗн 16-мӗшӗнче ӗҫлеме тытӑнакан ҫав курава чӑваш халӑх писателӗн Денис Гордеевӑн 85 ҫулхине тата Чӑваш Республикин культурӑн тава тивӗҫлӗ ӗҫченӗн Светлана Гордееван 55 ҫулхине халаллӗҫ.
Куравра авторсем пултарулӑхне кӗнекесемпе сӑнӳкерчӗксем, документсем тӑрӑх уҫса пама палӑртнӑ. Экспозицире Денис Гордеев прозаикӑн, поэтӑн, драматургӑн уйрӑм япалисемпе наградисем, Светлана Гордеева поэтӑн тата художникӑн ӳкерчӗкӗсем вырӑн тупӗҫ.
Курав ҫӗртме уйӑхӗн 16-мӗшӗнче 14 сехетре уҫӑлӗ. Пултаруллӑ ашшӗпе хӗрӗн ӑсталӑхне хаклакансене унта пурне те хапӑл тӑвӗҫ.
Ҫак кунсенче Мускаври Хӗрлӗ тӳремре кӗнеке куравӗ ӗҫлессине эпир унччен пӗлтернччӗ-ха. Аса илтерер: унта Чӑваш кӗнеке издательстви те хутшӑнать. Издательство ӗҫченӗ Ольга Фёдорова халӑх тетелӗнчи хӑйӗн страницинче пӗлтернӗ тӑрӑх, унта вӑл хакас хӗрӗпе ӑнсӑртран паллашнӑ. Ҫамрӑк хӗрарӑм сӑвӑсем ҫырать иккен. Вӗсене вӑл ачаранпах шӑрҫалать. Тамара Тинникова «Прежде чем...» ятлӑ кӑларӑма Красноярскра кун ҫути кӑтартнӑ. Унта поэзие куҫакан прозӑна кӗртнӗ. Вӗҫӗнче шухӑша автор сӑвӑпа палӑртнӑ.
Тамарӑн амӑшӗ чӑваш иккен, Муркаш районӗнчи Калайкассинчен. Ашшӗ — хакас. Тамара Хакас Республикиинче ҫуралнӑ, халӗ Мускавра пурӑнать.
Ҫак уйӑхӑн 2-6-мӗшӗсенче ҫӗршывӑн тӗп хулинче «Красная площадь» (чӑв. Хӗрлӗ тӳрем) кӗнеке фестивалӗ иртӗ. Ӑна Мускавра ҫулсерен йӗркелеҫҫӗ, кӑҫалхи шучӗпе — тӑххӑрмӗш.
Кӗнеке куравне хамӑр ҫӗршыври 400-е яхӑн издательство хутшӑнӗ, ҫав шутра Чӑваш кӗнеке издательстви те пулӗ. Чӑваш кӗнекисемпе «Раҫҫей регионӗсем» 16-мӗш чатӑрта паллашма май килӗ. Мускава пирӗн республикӑран 150 кӗнеке илсе кайма палӑртнӑ.
Фестиваль кашни кунах ирхи 10 сехетре уҫӑлӗ. Пӗрремӗш кунхне, ҫӗртме уйӑхӗн 2-мӗшӗнче, вӑл 22 сехетчен ӗҫлӗ; 3-4-мӗшӗсенче – 22 сехет те 30 минутчен, 5-6-мӗшӗсенче – 21 сехет те 30 минутчен.
Чӑваш Енӗн Наци вулавӑшӗнче Станислав Юхтарпа тӗлпулу иртӗ.
Станислав Юхтар — Чӑваш Республикин тава тивӗҫлӗ художникӗ, Раҫҫей художникӗсен союзӗн членӗ, Нестер Янкас тата Ҫеҫпӗл Мишши ячӗллӗ премисен лауреачӗ.
Станислав Юхтар – республикӑри паллӑ иллюстраторсенчен пӗри. Вӑл чӑваш ҫыравҫисен нумай кӗнекине хӑйӗн ӳкерчӗкӗсемпе илемлетнӗ.
Тӗлпулӑва вулавӑшра «Параллели: песни мудрости народов Поволжья» курав ӗҫленӗ май йӗркелеме йышӑннӑ.
Тӗлпулу искусство литературин секторӗнче ҫу уйӑхӗн 25-мӗшӗнче 15 сехетре пуҫланӗ.
Чӑваш Республикин Халӑхсен туслӑхӗн ҫуртӗнче Ҫӗнӗ Шупашкарта пурӑнакан Виктор Артемьевӑн «С любовью к родной земле» (чӑв. Тӑван ҫӗре юратса) куравӗ усӑлнӑ. Экспозицире вырӑн тупнӑ ӗҫсенче ӗҫ ҫыннине, ял ҫыннине сӑнланӑ.
Халӑхсен туслӑхӗн ҫурчӗн ертӳҫи Юрий Токмаков Виктор Артемьевӑн ӗҫӗсене пысӑка хурса хакланӑ май вӗсем Республика кунӗ тӗлне лайӑх парне пулассине палӑртса хӑварнӑ.
Вӑл пӗлтернӗ тӑрӑх, куравпа ҫамрӑксем те, ҫав шутра шкул ачисемпе студентсем, вӗсен преподавателӗсем паллашӗҫ.
Художник тивӗҫлӗ канура пулин те ӳкерме вӑл малтанхиллех юратать иккен.
Паян 14 сехетре ЧР Наци влулавӑшӗнче Иван Яковлев ҫуралнӑранпа 175 ҫул ҫитнине халалласа «Ҫутта тухнин вӑраха тӑсӑлнӑ ҫутти» (вырӑсла – «Долгий свет просвещения) курав уҫӑлать. Паян – Славян ҫырулӑхӗн тата культурин кунӗ. Курав паянхи кун уҫӑлни – ахальтен мар. Иван Яковлева ывӑлӗ манаҫлӑ ҫуттакӑларуҫӑпа, гуманистпа танлаштарнӑ. «И.Я.Яковлев чӑваш халӑхӗшӗн тӗттӗм вӑхӑтра шӑпа пӳрни пулнӑ», - тенӗ вӑл.
Курава «Чӑваш халӑхне панӑ Халал» концепци тавра йӗркеленӗ. Ун урлӑ Иван Яковлевӑн педагогика ӗҫне, чӑваш халӑхне ҫутта кӑларнине кӑтартса панӑ. Унта документсемпе те паллашма май пур. Ҫав шутра – Раҫҫей патшалӑх вулавӑшӗнчи «Халалӑн» чӑвашла тата вырӑсла алҫырӑвӗпе те. Чылай экспонат – ЧР Наци вулавӑшӗн фондӗнчен. Ҫав шутра Иван Яковлев чӑвашла куҫарнӑ «Чӑн тӗн кӗнеки – Начальное учение православной христианской веры» кӗнеке те, 1911 ҫулта чӑвашла тухнӑ «Ҫӗнӗ халалӑн» тулли изданийӗ те, 1872-1919 ҫулсенче тухнӑ чӑвашла букварьсем те пур.
Шупашкарта ҫывӑх вӑхӑтра (31.03.2025 03:00) уяр ҫанталӑк, атмосфера пусӑмӗ 755 - 757 мм, 1 - 3 градус ӑшӑ пулӗ, ҫил 1-3 м/ҫ хӑвӑртлӑхпа кӑнтӑр-хӗвелтухӑҫ енчен вӗрӗ.
| Ишетер Федосия Дмитриевна, чӑваш тӑлмачӗ ҫуралнӑ. | ||
| Садай Владимир Леонтьевич, чӑваш ҫыравҫи, тӑлмачӗ ҫуралнӑ. | ||
| Воробьёв Алексей Александрович, чӑваш сӑвӑҫи вилнӗ. | ||
| Спиридонов Моисей Спиридонович, чӑваш живописецӗ, графикӗ вилнӗ. | ||
| Афанасьев Алексей Андриянович, чӑваш сӑвӑҫи, ҫыравҫи, тӑлмачӗ вилнӗ. | ||
![]() | Пулӑм хуш... |