Мускаври ВДНХра иртекен «Раҫҫей» курав-форумра кӗҫех республикӑри муниципалитетсем ӗҫӗ-хӗлӗпе, культурипе, туризм илӗртӳлӗхӗпе, инвестици потенциалӗпе паллаштарӗҫ. Чи малтан, ака уйӑхӗн вӗҫӗнче, Патӑрьел муниципаллӑ округӗ хӑйӗн экспозицине кӑтартӗ.
Хальхи вӑхӑтра куравра ЧР Цифра тата Спорт министерствисем ӗҫлеҫҫӗ. 75-мӗш павильонра регионти МИХсемпе паллашма, фиртуаллӑ форматпа усӑ курса наци чӗлхине вӗренме пулать.
Спорта юратакансем вара хӑйсен вӑйне силомерпа тӗрӗслеме пултараҫҫӗ. Ҫавӑн пекех виртуаллӑ ринга тухса кӗрешӳ енӗпе ӑмӑртӑва хутшӑнма май пур.
Чӑваш кӗнеке издательстви Мускаври ВДНХра иртекен «Раҫҫей» курав-форума хутшӑнать.
Паян кӗнеке издательстви ача-пӑча кӗнекисемпе паллаштарать. Кӑларӑмсем ҫинчен Чӑваш кӗнеке издательствин тӗп редакторӗн ҫумӗ, писатель, куҫаруҫӑ Ольга Федорова (Васильева) каласа кӑтартать.
«Пирӗн кӗнекесемпе паллашма пыракансем вӗсене уҫса пӑхнӑ чухне чунтан ырлаҫҫӗ. Питӗрти, Самарӑри, Мускаври, Калининградри, Чӑваш Енри тата Пушкӑртстанри ҫынсем пирӗн кӗнекесене ырласа калаҫнине итлеме кӑмӑллӑ», – пӗлтернӗ Ольга Леонидовна.
Ака уйӑхӗн 2-12-мӗшӗсенче Мускаври ВДНХра Чӑваш Енӗн Цифра аталанӑвӗн, информаци политикин тата массӑллӑ коммуникацисен министерствин кунӗсем иртӗҫ.
«Хыпар» издательство ҫурчӗ хӑйӗн кӑларӑмӗсемпе паллаштарӗ. Чӑваш Енри фотокорреспондентсен музейӗнчи экспонатсем те пулӗҫ.
Чӑваш Енӗн наци телекуравӗ хитре калаҫма вӗрентекен ӑсталӑх сехечӗсем ирттерӗ. Аудиоткрыткӑна ятарлӑ QR-код урлӑ уҫласа илме май килӗ. «Можно я с тобой» ятпа видеоролик е клип ӳкерме те май туса парӗҫ. Ролик ӳкерӗнес текенсем наци тумне тӑхӑнайӗҫ.
Вӑрнар районӗнчи «Ҫėнтерӳ ҫулӗ», Шупашкар районӗнчи «Тӑван Ен», Ҫӗмӗрле районӗнчи «Вперед» хаҫатсем те курава хутшӑнӗҫ.
Ыран, ака уйӑхӗн 2-мӗшӗнче, Мускаври ВДНХра иртекен «Раҫҫей» форумра Спорт министерствин экспозицийӗ ӗҫлеме пуҫлӗ.
Куравра чӑваш спортмсенӗсем ҫӗршыври тата тӗнчери пысӑк ӑмӑртусенче ҫӗнсе илнӗ медальсемпе, кубоксемпе паллашма май пулӗ. Унтах вӗсен старта тухнӑ экипировки те пулӗ. Хальхи вӑхӑтра вӗсем «Чӑваш Енри спорт легендисем» республика музейӗнче упранаҫҫӗ.
Министерство интерактивлӑ проектсем те хатӗрленӗ: спорт темипе викторинӑсем те пулӗҫ. Ҫӗнтерӳҫӗсене парнепе хавхалантарӗҫ.
Пуш уйӑхӗн 27-мӗшӗнче Чӑваш тӗррин музейӗнче «Сказания Шри-Ланки (Tales of Sri Lanka)» курав уҫӑлнӑ.
Ӑна уҫма Шри-Ланкӑн Раҫҫей Федерацийӗнчи чрезвычайлӑ тата тулли пайталлӑ элчи Джанита Абевикрема Лиянаге профессор, Раҫҫейӗн Ют ҫӗршыв ӗҫӗсен министерствин Чулхулари представительствин Чӑваш Енри уйрӑмӗн ертӳҫи Александр Погодейкин, Чӑваш Енӗн культура министрӗ Светлана Каликова, И.Я. Яковлев ячӗллӗ Чӑваш патшалӑх педагогика университечӗн ректорӗ Игорь Кожанов, Чӑваш наци музейӗн директорӗ Ирина Меньшикова хутшӑннӑ. Курав валли элчӗ посольствӑран 25 экспонат илсе килнӗ.
ЧППУра вара Шри-Ланкӑн центрне уҫнӑ.
Мускаври ВДНХра иртекен «Раҫҫей» курав-форумра ЧР Строительство министерстви хӑйӗн экспозицийӗпе паллаштарма тытӑннӑ. Ӑна ведомство министрӗ Михаил Коледа тата республика вице-премьерӗ Павел Данилов уҫнӑ.
Ҫавӑн пекех экспозицие савӑнӑҫлӑ лару-тӑрура уҫма «Уяв» ансамбль килнӗ, вӗсем чӑваш халӑх юррисене шӑрантарнӑ. Министерство хӑнасем валли пуян программа хатӗрленӗ: «Таса шыв. Микробсене сӑнне кура пӗл», «Шыв тасатнин лабораторийӗ», «Ӑшӑ пункчӗ» ӑсталӑх класӗсем. Ҫавӑн пекех строительсем ҫуртсенче таса шыв ӑҫтан тупӑнни пирки каласа кӑтартӗҫ.
Ҫуркуннен пӗрремӗш кунӗнче К.В. Иванов ячӗллӗ Литература музейӗнче «Ҫуркуннепе хӗрарӑм пӗр сӑнлӑ» хӗрарӑм-художниксен куравӗ уҫӑлнӑ. Ҫав кунах унта хӗрарӑм-поэтсем сӑвӑсем вуланӑ. Чӑваш патшалӑх оперӑпа балет театрӗн солисчӗсем Михаил Журковпа Ольга Вильдяева илемлӗ юрӑсем шӑрантарнӑ.
Пултарулӑх каҫне Чӑваш Енри Хӗрарӑмсен канашӗн председателӗн ҫумӗ Анастасия Спирина, Раҫҫейри художниксен союзӗн пайташӗсем Венера Сандимирова, Нина
Алимасова; Раиса Сарби, Лидия Филиппова, Светлана Гордеева, Альбина Юрату, Зоя Сывлӑмпи, Любовь Петрова, Лидия Сарине, Татьяна Устинова, Ольга Австрийская, Людмила Сачкова, Людмила Исаева сӑвӑҫсем хутшӑннӑ.
Шупашкарта иртекен «Ҫӗрулми» курава нумай ҫын килсе курнӑ, ҫӗрулми нумай туяннӑ. Пӗрремӗш кунхине кӑна 30 тонна ҫӗрулми сутӑннӑ. Пӗлтӗр халӑх куравра 45-50 тонна ҫӗрулми туяннӑ.
Ҫын нумай килнине кура ЧР ял хуҫалӑх министрӗ Сергей Артамонов ака уйӑхӗнче каллех курав йӗркелессине пӗлтернӗ. Тепӗр ҫулхине вара курава тӳрех темиҫе вырӑнта йӗркелесшӗн.
«Курав уҫӑлчӗ кӑна-ха, черетсем вара ӳсеҫҫӗ те ӳсеҫҫӗ. Кун пеккине тахҫанах курман. Сутассине, паллах, кӑштах лайӑхрах йӗркелемелле», - тенӗ Сергей Артамонов министр.
Ӗнер Шупашкарти суту-илӳпе курав центрӗнче «Ҫӗрулми» курав уҫӑлнӑ. Вӑл паян та ӗҫлӗ.
Пӗрремӗш кунхинех халӑх унта нумай пынӑ. Ӗнер 35 тонна ҫӗрулми сутнӑ. «Шел те, хальлӗхе республикӑра курав валли лайӑх лапам ҫук. Элтепер ӑна тупма тата йӗркелесе яма хушнӑ ӗнтӗ», - палӑртнӑ ял министрӗ Сергей Артамонов.
Курава кӑҫал 20 регионти предприятисем хутшӑнаҫҫӗ. Унта ӑсталӑх класӗсем те иртеҫҫӗ. Ҫавӑн пекех ҫӗрулмирен пӗҫернӗ апат-ҫимӗҫе тутанса курма май пур.
Мускаври ВДНХра иртекен «Раҫҫей» курав-форума Питӗрти «Парне» чӑваш фольклор ансамблӗ ҫитсе курнӑ. Вӗсем Чӑваш Ен экспозицийӗпе паллашнӑ.
«Парне» малтан Леонид Якубович Пӗрремӗш каналпа ертсе пыракан «Асамлӑх уйӗ» каларӑма хутшӑннӑ.
Ансамбль 2005 ҫулта Питӗрти чӑвашсен культура обществи ҫумӗнче йӗркеленнӗ. Унта аслӑ ӳсӗмрисем те, ҫамрӑксем те юрлама-ташлама ҫӳреҫҫӗ. Ансамбль юрӑ-ташӑ урлӑ чӑваш культурипе, йӑли-йӗркипе паллаштарать.
Шупашкарта ҫывӑх вӑхӑтра (31.03.2025 03:00) уяр ҫанталӑк, атмосфера пусӑмӗ 755 - 757 мм, 1 - 3 градус ӑшӑ пулӗ, ҫил 1-3 м/ҫ хӑвӑртлӑхпа кӑнтӑр-хӗвелтухӑҫ енчен вӗрӗ.
| Ишетер Федосия Дмитриевна, чӑваш тӑлмачӗ ҫуралнӑ. | ||
| Садай Владимир Леонтьевич, чӑваш ҫыравҫи, тӑлмачӗ ҫуралнӑ. | ||
| Воробьёв Алексей Александрович, чӑваш сӑвӑҫи вилнӗ. | ||
| Спиридонов Моисей Спиридонович, чӑваш живописецӗ, графикӗ вилнӗ. | ||
| Афанасьев Алексей Андриянович, чӑваш сӑвӑҫи, ҫыравҫи, тӑлмачӗ вилнӗ. | ||
![]() | Пулӑм хуш... |