Мускавра иртекен «Ылтӑн курав» гастрофестивале чӑвашсем те хутшӑнӗҫ. Пӗтӗмпе курава ҫӗршывӑн 58 регионӗнчи 300 ытла производитель пуҫтарӑнӗ. Гастрофестиваль ВДНХра юпа уйӑхӗн 5-9-мӗшӗсенче иртӗ.
Чӑваш Енрен унта Ольга Кошелева сыр ӑсти те хутшӑнӗ. Пӗр-ик уйӑх каялла вӑл «Раҫҫейри чи лайӑх сыр – 2022» конкурса ҫӗнтернӗ.
Регионӑн сентри ҫинче качака тата ӗне сӗтӗнчен ӑсталанӑ 20 тӗрлӗ ытла сыр вырӑн тупӗ. Унсӑр пуҫне — Етӗрнери аш-какай комбиначӗн шӑрттанӗ; «Сырьёзная компания» ҫемье производствинче туса кӑларакан улма-ҫырла чипсӗ тата ытти пылак апат-ҫимӗҫ.
Ял хуҫалӑх ӗҫченӗсен кунӗ умӗн Мускавра «Ылтӑн кӗркунне» Пӗтӗм Раҫҫейри агропромышленноҫ куравӗ иртӗ. Вӑл «Патриот» паркра юпа уйӑхӗн 5-8-мӗшӗсенче пулӗ.
Аграри форумне Чӑваш Енри 14 предприяти хутшӑнма кӑмӑл тунӑ. Паян заявкӑсене памалли юлашки кун пулнӑ.
Сӑмах май, пирӗн республикӑри предприятисем унта пӗлтӗр те хутшӑннӑ, Мускавран 71 медальпе таврӑннӑ. Вӗсен йышӗнче - 61 «ылтӑн», 7 «кӗмӗл», 3 «пӑхӑр».
Шӑматкун Шупакарта ретромашинӑсене курса киленме май пулӗ. Курав «Амазония» паркра уҫӑлӗ.
«Чайкӑсем», «Победӑсем», «Доджамисем»… Вӗсене курас тесен авӑн уйӑхӗн 24-мӗшӗнче 10-15 сехетсенче парка пымалла.
Куравра 30 яхӑн машина пулӗ: ГАЗ-АА, ГАЗ-05-193, ГАЗ-С1, М-20 «Победа», ГАЗ-21 «Волга», ГАЗ-24 «Волга», ГАЗ-12 «ЗИМ», ГАЗ-14 «Чайка», тӗрлӗ ҫулти «Москвич», ГАЗ-69, ГАЗ-69А, ВАЗ-2101, Америкӑра 1941 ҫулта туса кӑларнӑ DODGE-WC51. Ҫавӑн пекех мотоциклсем пулӗҫ: ИЖ-49, JAWA-350. Ку кӑна мар – куравра ытти машинӑна та курса киленме май пур.
Чӑвашсен «Хавал» ҫуллахи уйлӑхне хутшӑннӑ Амайа куравӗ уҫӑлӗ. Ку хыпара «Хавал» ушкӑн тӗнче тетелӗнчи халӑх ушкӑнӗсенчен пӗринчи хӑйӗн страницинче пӗлтернӗ.
Унта ҫырнӑ тӑрӑх, пултарулӑх анине тин кӑна сухалама тытӑнакан Амайа ятлӑ ҫамрӑк фотограф хӑйӗн ӗҫӗсен куравне йыхравлать.
Пабликра вырнаҫтарнӑ афишӑра палӑртнӑ тӑрӑх, сӑнӳкерчӗксен куравӗ Шупашкарти Максим Горький урамӗнчи 26-мӗш ҫуртра (унта мӗнле организаци вырнаҫнине ҫак йӗркесен авторӗ ӑнланса пӗтерейменшӗн вулакан каҫарать-тӗр) авӑн уйӑхӗпех ӗҫлӗ.
Республикӑра ЗАГС йӗркеленнӗренпе 105 ҫул ҫитет. Ҫавна май Юстици ӗҫӗссен патшалӑх служби туй кӗписен куравне ирттересшӗн.
Кунта ҫынсене пулӑшма ыйтаҫҫӗ. Ведомство ӗҫченӗсем иртнӗ ӗмӗрӗн 40-мӗш ҫулӗсенчен пуҫласа 21-мӗш ӗмӗр пуҫламӑшӗччен хӗрарӑмсем тӑхӑннӑ туй кӗписене шыраҫҫӗ. Курава хутшӑнма хатӗр ҫынсен кӗпе историне, эскиза мӗнле шутласа кӑларнине, кун валли мӗн чухлӗ вӑхӑт кирлӗ пулнине каласа кӑтартмалла. Тен, хӑш-пӗр ҫи-пуҫ ӑруран ӑрӑва куҫнӑ? Ведомство ӗҫченӗсем туй кӗпине вӑхӑтлӑха курава пама ыйтаҫҫӗ.
Чӑваш Республикин Ӳнер музейӗнче Художниксен союзӗн ҫулталӑкри ӗҫне пӗтӗмлетекен курав уҫӑлнӑ. Регионсем хушшинчи курава «t-21/22» ят панӑ.
Унта 100-е яхӑн художник, скульптор тата декораципе прикладной ӳнерӗн специалисчӗсен ӗҫӗсем вырӑн тупнӑ. Пултарулӑх ӑстисем хальхи вӑхӑтри ӳнерӗн тӗрлӗ жанрӗнче — абстракцирен пуҫласа реализм таранах — ӗҫлеҫҫӗ.
Курава мӗншӗн апла ят пани те кӑсӑклӑ. «t» — «Творчество» (чӑв. Пултарулӑх) сӑмахӑн пуҫламӑш саспаллийӗ, «21» — Чӑваш Республикин регион номерӗ, «22» 2022 ҫула пӗлтерет.
Курав авӑн уйӑхӗн 25-мӗшӗччен ӗҫлӗ.
Ҫурла уйӑхӗн 24-мӗшӗнче Чӑваш Енӗн Наци вулавӑшӗн «Кӗмӗл ӗмӗр» галерейин пӗчӗк залӗнче Татьяна Иванова художникӑн «Я так вижу…» (чӑв. Эп ҫапла куратӑп...) дебютлӑ куравӗ уҫӑлнӑ.
Татьяна Иванова 1980 ҫулта Шупашкарта ҫуралнӑ. Ачаранах хитре ӳкерекенскер шкул хыҫҫӑн И.Я. Яковлев ячӗллӗ Чӑваш патшалӑх педагогика институтне, художествӑпа графика факультетне, вӗренме кӗнӗ. Унӑн педагогӗсем чӑннипех пысӑк ӑстасем: Николай Егоров, Владимир Серов, Ревель Фёдоров — пулнӑ.
Пӗр вӑхӑтра дизайнерта ӗҫленӗ хӗрӗн куҫ кураслӑхӗ чакса пынӑран юратнӑ ӗҫне пӑрахма тивнӗ. Халӗ вӑл 20 процент таран ҫеҫ курать. Апла пулин те ӳкерме пӑрахман — «Арт Ч» изостудие ҫӳрет.
Шупашкарти Наци вулавӑшӗнче паян Чӑваш Республикин культурӑн тава тивӗҫлӗ ӗҫченӗн Борис Чачевӑн куравӗ уҫӑлӗ.
Экспозицие ювелир ӳнерӗн, театрпа ҫыхӑннӑ ӗҫсенчен тата скульптурӑран йӗркелӗҫ.
Борис Чачев 1943 ҫулхи утӑ уйӑхӗн 9-мӗшӗнче Куйбышев (халӗ — Самар) облаҫӗнчи Сызрань хулинче ҫуралнӑ. Хусанти театр училищинчен художник-бутафор пулма вӗренсе тухнӑ, каярах И.Я. Яковлев ячӗллӗ Чӑваш патшалӑх педагогика институтӗнче художествӑпа графика факультетӗнче ӑс пухнӑ.
Художник Чӑваш Енри тата республика тулашӗнчи театрсенче ӗҫленӗ. Хамӑр тӑрӑхрисене илсен, Чӑваш музыка театрӗнче, К.В. Иванов ячӗллӗ Чӑваш патшалӑх академи драма театрӗнче, Чӑваш патшалӑх пукане театрӗнче тӑрӑшнӑ.
Шупашкарти Чӑваш тӗррин музейне хулари ватӑсем кӑмӑлтан ҫӳреҫҫӗ.
Шупашкар хулинчи халӑха социаллӑ пулӑшу кӳрекен центра ҫӳрекен кинемисемпе мучисене унта тӑтӑшах илсе каяҫҫӗ. Шупашкар хулин кунӗ умӗн социаллӑ учрежденин кӑнтӑрлахи 2-мӗш уйрӑмне ҫӳрекенсем музейри экспонатсемпе паллашнӑ.
«Хамӑр историе пӗлмелле. Асаннесемпе кукамайсен арчинче упраннӑ япаласене музейра курма питех те хавас. Унта — пирӗн кун-ҫулӑмӑр, чӑваш халӑхӗн пуян эткерлӗхӗ», — палӑртнӑ музейра пулса курнӑ Марина Лямина ятлӑ кинемей.
Ҫурла уйӑхӗн 19-мӗшӗнче Чӑваш тӗррин музейӗнче «Отмеченная зима. 1982. История издания книги» ҫӗнетсе хатӗрленӗ курав уҫӑлӗ. Ӑна Геннадий Айхи пултарулӑхне халалланӑ. Асӑннӑ ятпа пухса хатӗрленӗ курава пуҫласа 2019 ҫулта кӑтартнӑ. Кӗнекене кӑларнӑранпа 40 ҫул ҫитнӗ тӗле ӑна урӑх материалсемпе пуянлатнӑ.
«Отмеченная зима». 1982. История издания книги» проект – куҫса ҫӳрекен курав. Вӑл Геннадий Айхи поэтӑн тата куҫаруҫӑн тӗрлӗ енлӗ пултарулӑхӗ ҫинчен каласа кӑтартать.
Курава Айхин Францири архивӗпе паллашнӑ хыҫҫӑн йӗркелеме йышӑннӑ. Ӑна поэтӑн тусӗ Николай Дронников 2015 ҫулта Чӑваш наци музейне парнеленӗ.
Шупашкарта ҫывӑх вӑхӑтра (02.04.2025 03:00) тӗтреллӗ ҫанталӑк, атмосфера пусӑмӗ 751 - 753 мм, 7 - 9 градус ӑшӑ пулӗ, ҫил 0-2 м/ҫ хӑвӑртлӑхпа хӗвелтухӑҫ енчен вӗрӗ.
| Агеев Владимир Иванович, чӑваш ӳнерҫи ҫуралнӑ. | ||
| Агеев Владимир Иванович, чӑваш графикӗ, живописецӗ ҫуралнӑ. | ||
| Золотов Виталий Арсентьевич, чӑваш ҫыравҫи ҫуралнӑ. | ||
| Витвинский Валентин Федорович, Совет Союзӗн Паттӑрӗ вилнӗ. | ||
| Мадуров Дмитрий Фёдорович, культура тӗпчевҫи, историк ҫуралнӑ. | ||
| Раман Иринкки, ҫамрӑк чӑваш ҫыравҫи ҫуралнӑ. | ||
![]() | Пулӑм хуш... |