Чӑваш наци музей халӑх ҫипуҫӗпе «Во всех ты, Душенька, нарядах хороша! Весна» (чӑв. Мӗнпур тумпа эсӗ илемлӗ, ҫуркунне) куравра паллаштарать.
Хальхи вӑхӑтра унта халӑх тумӗпе паллашма май пур. Музей коллекцийӗнче — халӑх ҫипуҫӗн 3 пин ытла япали. Ҫӗнетнӗ куравра хресчен тата хула ҫынни ҫуркунне тӑхӑнакан ҫипуҫа курса хаклама пулать.
Экспозицин пӗрремӗш пайне ял пурнӑҫне, йӑла-йӗркене, уявсене халалланӑ. Ҫуркунне ҫурхи ӗҫсене ирттереҫҫӗ. Ун чухне Мӑнкуна уявлаҫҫӗ. Экспозицин иккӗмӗш пайӗ хула ҫыннисен ҫак вӑхӑтри пурнӑҫӗ ҫинчен каласа кӑтартать.
Ҫӗнӗ Шупашкарти Таврапӗлӳпе истори музейӗнче «Санӑн яту - Ҫӗнтерӳҫӗ» сӑнӳкерчӗксене куравӗ уҫӑлнӑ.
Тӗрлӗ ҫулта ӳкернӗ сӑнӳкерчӗксен авторӗсенчен ытларахӑшӗ пирӗн хушӑмӑрта ҫук та ӗнтӗ. Тӗслӗхрен, Александр тата Георгий Костинсем, Семен Игнатьев, Вячеслав Романов, Иван Никифоров тата ыттисем.
Курава хатӗрлессишӗн Сергей Журавлев фотоӑста нумай тӑрӑшнӑ тесен те йӑнӑшмӑпӑр. Вӑл, Чӑваш Енри фотокорреспондентсен музейне пуҫарса янӑскер, ӗлӗкхи чылай сӑнӳкерчӗке перекетлӗн пухса пынӑ. Курав валли ҫавсене ҫӗнетсе хатӗрленӗ.
Куравра Валерий Железняковӑн сӑнӳкерчӗкӗсен «Ҫӗнтерӳ кунӗ» ярӑмӗ те вырӑн тупнӑ. Вӗсене пурне те пӗр кун — ҫу уйӑхӗн 9-мӗшӗнче, анчах тӗрлӗ ҫулта, — пурнӑҫланӑ.
Чӑваш Енӗн наци вулавӑшӗнче «Наци кӗтречӗ. Константин Иванова халалласа» курав уҫӑлнӑ. Ӑна чӑваш поэзийӗн классикне Константин Иванова тата унӑн вилӗмсӗр «Нарспи» поэмине халаллассине эпир унччен пӗлтернӗччӗ-ха.
Курава уҫнӑ ҫӗре республика Элтеперӗ Олег Николаев, чӑваш парламенчӗн спикерӗ Леонид Черкесов, культура министрӗ Светлана Каликова тата ыттисем хутшӑннӑ.
«Нарспи» поэмӑна эпир ача чухне вӗреннӗ. Унти тӗп геройсене – Нарспипе Сетнера — халӗ те астӑватпӑр. Поэмӑна нумай ӑсчах, филолог, шухӑшлавҫа тӗпченӗ, ҫав ятпа спектакль тата опера хатӗрленӗ, ку вӑл хайлавӑн пӗлтерӗшне пӗлтерет», – тенӗ Олег Николаев.
Курав поэмӑпа ҫыхӑннӑ кӗнекесемпе, куҫарусемпе, сӑн ӳкерчӗксемпе, хаҫат статйисемпе, аудиодисксемпе, спектакльти тумсемпе паллаштарать.
Канаш районӗнчи Шӑхасанти вулавра Чӑваш чӗлхи кунне халалласа чӑваш саспаллисен уявӗ иртнӗ. Унӑн девизӗ «Ӑс. Ӗҫченлӗх. Ҫитӗнӳ. Ӳсӗм» пулнӑ.
«Уява илем кӳрекен арт-объектсем – калӑпӑшлӑ та ҫутатса тӑракан тӑватӑ чӑваш сас паллийӗ — чӑваш халӑхӗн аслӑ вӗрентекенне, ҫутта кӑлараканне, чӑваш ҫырулӑхӗн никӗслевҫине Иван Яковлевича Яковлева ӑшӑ та тав сӑмахӗпе аса илтерчӗҫ», — хыпарланӑ Чӑваш Енӗн Наци вулавӑшӗн сайтӗнче.
Уяв Наци вулавӑшӗ йӗркеленӗ ҫӗнӗ чӑваш ҫырулӑхне халалланӑ куравпа уҫӑлнӑю. Курав чӑваш халӑхӗн ҫыру культурин историне мӗн авалтан пуҫласа паянхи цифровизаци тапхӑрӗ таран пӑхса тухма, чӑваш чӗлхе пӗлӗвӗн аталанӑвӗнче паллӑ йӗр хӑварнӑ ҫынсемпе паллашма май панӑ.
Мероприятие республикӑн культура министрӗн ҫумӗ Татьяна Казакова; Чӑваш патшалӑх университечӗн доценчӗ, филологи ӑслӑлӑхӗсен кандидачӗ Олег Студенцов; Владислав Николаев тата Ольга Туркай журналист тата ҫыравҫӑ хутшӑннӑ.
Ака уйӑхӗн 25-мӗшӗнче Чӑваш Енӗн Наци вулавӑшӗнче «Наци кӗтречӗ. Константин Иванова халалласа» документпа художество куравӗ уҫӑлӗ. Ӑна «Нарспи» спектаклье лартнӑранпа 100 ҫул, «Нарспи» оперӑна лартнӑранпа 55 ҫул ҫитнине халаллассине пӗлтернӗ.
«Нарспи» поэма ҫак ҫулсенче 50 хут ытла пичетленсе тухнӑ, унӑн пӗтӗмӗшле тиражӗ — 400 пин экземпляр. Асӑннӑ хайлава тӗнчери 20 чӗлхе ҫине куҫарнӑ, вырӑсла 8 куҫару варианчӗ пур.
Ыран, ака уйӑхӗн 21-мӗшӗнче, Халӑхсен туслӑхӗн ҫуртӗнче Анатолий Кокель чӑваш художникӗн «Пурнӑҫ урапи» куравӗ уҫӑлӗ. Культура мероприятийӗ Раҫҫей халӑхӗсен культура еткерлӗхӗн ҫулталӑкне уявланӑ май иртӗ, ӑна Паллӑ ентешсен ҫулталӑкне халалласа йӗркелӗҫ.
Куравра 100 яхӑн ӳнерҫӗ ӗҫне тӑратнӑ. Вӗсен йышӗнче хальхи вӑхӑтри ҫынсен портречӗсем, натюрмортсем, пейзажсем пулӗҫ.
«Манӑн ӗҫсен сӑнарӗсем — тӗрлӗ наци ҫыннисем, пирӗн ентешсем, унӑн историне йӗркеленӗ ял ӗҫченӗсем, ҫавӑн пекех хама художник ӗҫне алла илме пулӑшнӑ ҫынсем», — хӑйӗн куравӗ ҫинчен художник ҫапла каласа панӑ.
Куравӗ ыран, ака уйӑхӗн 21-мӗшӗнче, 15:00 сехетре уҫӑлӗ.
Ака уйӑхӗн 19-мӗшӗнче Чӑваш наци музейӗнче «Волшебный шаг Надежды Павловой» (чӑв. Надежда Павлован асамлӑ тӗнчи) курав уҫӑлӗ. Ӑна СССР халӑх артисткине Надежда Павловӑна халалланӑ.
Наци музейӗнчи курав мухтавлӑ балеринӑн асамлӑ пултарулӑхӗ ҫинчен туллин каласа кӑтартӗ.
«Куравра эпир сайра тӗл пулакан сӑнӳкерчӗксемпе паллаштарӑпӑр. Вӗсенче балет ҫӑлтӑрӗ Пермьри хореографи училищинче пуҫласа pas de bourrée туни те, Мускаври Пысӑк театр сцени ҫинче ташлани те пур. Надежда Павлова Чӑваш Ене килнӗ, чӑваш сцени ҫинче ташланӑ самантсем пирӗншӗн уйрӑмах хаклӑ», — тесе шухӑшлать Чӑваш наци музейӗн директорӗ Ирина Меньшикова.
Ака уйӑхӗн 16-мӗшӗнче Чӑваш Енӗн Наци вулавӑшӗнче Ирина Кузьминӑн «Тӗлӗнмелле япаласем-2» курав уҫӑлӗ.
Экспозицире 25 жанрлӑ ӗҫсем пулӗҫ. Вӗсене тӗлӗнмелле техникӑпа – ҫӑм акварельпе — тунӑ.
Ирина Кузьмина — Пӗтӗм тӗнчери XXIV куравпа хальхи ӳнер искусствин «Раҫҫей ӳнер эрни» конкурса хутшӑннӑ, Будапештра иртнӗ «Венгрири ӳнер эрни» конкурс ҫӗнтерӳҫи. Ирина Кузьмина Чӑваш патшалӑх педагогика университетӗнче, Шупашкарти гуманитарипе экономика университечӗн филиалӗнчен вӗренсе тухнӑ.
Чӑваш Енӗн Наци вулавӑшӗ куракансем валли «Петр Егоров – выдающийся зодчий» (чӑв. Петр Егоров — паллӑ зодчи) виртуаллӑ курав йӗркеленӗ. Ӑна архитектурӑра вырӑс классицизмне аталантарма пысӑк тӳпе хывнӑ чӑвашсен пӗрремӗш архитекторне халалланӑ.
Петр Егорова ячӗ А. Ринальди, А.Ф. Кокоринов, М.Ф. Казаков, Ж.Б.М. Валлен-Деламот, Ю.М. Фельтен, В.И. Баженов, Д. Кваренги, И.Е. Старов архитекторсемпе пӗр ретре тӑрать.
Виртуаллӑ курав темиҫӗ ярӑмпа йӗркеленӗ: «Биографи», «Пултарулӑхри эткерлӗх», «Пурнӑҫӗпе пултарулӑхӗ», «Ятне асра тытасси», «Литература».
Паян, ака уйӑхӗн 8-мӗшӗнче, Чӑваш патшалӑх художество музейӗнче «Сӑрӑ/Шурӑ» скульптура, живопись тата графика куравӗсен вернисажӗ уҫӑлӗ. Курав Сергей Кадикинпа Петр Петров ӑстасен пултарулӑхӗпе паллаштарӗ. Вӗсем — пӗр мастерскойра ӗҫлесе пурӑннӑ ҫеҫ мар, чун-чӗрипе тата тӗнче туйӑмӗпе питӗ ҫывӑх туссем.
Музей директорӗ Геннадий Козлов пӗлтернӗ тӑрӑх, асӑннӑ икӗ тус 1972 ҫулта И.Я. Яковлев ячӗллӗ Чӑваш патшалӑх педагогика инстиутутӗнчен (халӗ — университет) вӗренсе тухнӑ. Ун хыҫҫӑн ӳнер пурнӑҫӗпе туллин пурӑнма тытӑннӑ. Канӑҫсӑр тӗнчен шалашулӑхӗ, ҫутҫанталӑкпа тӗнче аталанӑвӗ, этем пӗчченлӗхӗпе илем черченлӗхӗ пирки пуҫ ватакан икӗ ӑстан ӗҫӗсемпе паллашма куракансене кӑсӑк пуласса шанаҫҫӗ. Курав ҫу уйӑхӗн 8-мӗшӗччен ӗҫлӗ.
Шупашкарта ҫывӑх вӑхӑтра (02.04.2025 03:00) тӗтреллӗ ҫанталӑк, атмосфера пусӑмӗ 751 - 753 мм, 7 - 9 градус ӑшӑ пулӗ, ҫил 0-2 м/ҫ хӑвӑртлӑхпа хӗвелтухӑҫ енчен вӗрӗ.
| Агеев Владимир Иванович, чӑваш ӳнерҫи ҫуралнӑ. | ||
| Агеев Владимир Иванович, чӑваш графикӗ, живописецӗ ҫуралнӑ. | ||
| Золотов Виталий Арсентьевич, чӑваш ҫыравҫи ҫуралнӑ. | ||
| Витвинский Валентин Федорович, Совет Союзӗн Паттӑрӗ вилнӗ. | ||
| Мадуров Дмитрий Фёдорович, культура тӗпчевҫи, историк ҫуралнӑ. | ||
| Раман Иринкки, ҫамрӑк чӑваш ҫыравҫи ҫуралнӑ. | ||
![]() | Пулӑм хуш... |