Ыран 13 сехетре, ака уйӑхӗн 21-мӗшӗнче, Ӳнер музейӗнче Варнава митрополит ҫуралнӑранпа 90 ҫул ҫитнине халалласа курав уҫӑлӗ. Камӑн пырса курас килет – тархасшӑн, кӗтеҫҫӗ.
Куравра Варнава владыка пирки каласа кӑтартакан сӑнӳкерчӗксем, чиркӳ тата пашалӑх наградисем пулӗҫ. Килекенсем влыдка хӑй аллипе тунӑ митрӑна та (пуҫа тӑхӑнмалли хатӗр) курайӗҫ. Ҫавӑн пекех Варнава митрополит кӗлтунӑ турӑшсем пулӗҫ.
Курав ҫӗртме уйӑхӗн 2-мӗшӗччен ӗҫлӗ. Унта тӳлевлӗ кӗртеҫҫӗ. Аса илтерер: Варнава митрополит Рязань облаҫӗнче ҫуралнӑ. «Эпӗ Чӑваш Ене юратрӑм, Чӑваш Ен мана юратрӗ», - тенӗ яланах владыка.
Чӑваш наци музейӗнче «Авалхи кӗнекесене уҫнӑ май...» курав малалла ӗҫлет. Унпа ҫак уйӑх тӑршшӗпех паллашма май килӗ. Ӑна «Музей коллекцийӗнчен» ярӑмпа уҫнӑ.
Куравра сайра тӗл пулакан кӗнекесемпе паллашма май туса панӑ. Коллекцин тӗп фондӗнче — 400 ытла кӗнеке. Музейҫӑсем палӑртнӑ тӑрӑх, уйрӑмах хаклисем — ал ҫырусемпе авалхи кӗнекесем. Кураври экспонатсем хушшинче, сӑмахран, 1748 ҫулхи Евангели. Николай Ашмарин, Василий Магницкий, Николай Золотницкий, Николай Никольский кӗнекисем, чӑвашла кӑларнӑ пӗрремӗш букварьсем те пур.
Пуш уйӑхӗн 12-мӗшӗнче Шупашкарти художество музейӗнче «…Ялавсемпе гербсемсӗр пуҫне» курав уҫӑлӗ. Ӑна Элли Юрьев ҫуралнӑранпа 85 ҫул ҫитнине халаллӗҫ.
Элли Михайлович – Чӑваш халӑх художникӗ, литературӑпа ӳнер енӗпе Чӑваш Республикин патшалӑх премийӗн лауреачӗ, Шупашкар хулин хисеплӗ ҫынни, Чӑваш Республикин патшалӑх гербӗн тата ялавӗн, Шупашкар хулин, Пӑрачкав салин тата Йӗпреҫ поселокӗн гербӗпсемпе ялавӗсен авторӗ. Илеме туйма пӗлекен ӑста Тбилиссири ӳнер академийӗнче груз живопиҫӗн шкулӗн вӑрттӑнлӑхне тӗпе хурса вӗреннӗ. Геральдикӑра тата вексиллографире чӑн-чӑн ӑста пулса тӑнӑ.
Элли Юрьев 1936 ҫулхи пуш уйӑхӗн 25-мӗшӗнче Красноармейски районӗнчи Кӗҫӗн Шетмӗ ялӗнче ҫуралнӑ, 2001 ҫулхи кӑрлачӑн 17-мӗшӗнче пурнӑҫран уйрӑлса кайнӑ.
Етӗрнесен ентешлӗхне йӗркеленӗренпе кӑҫал 25 ҫул ҫитет. РФ Патшалӑх Думин депутачӗ Николай Малов Фейсбукра пӗлтернӗ тӑрӑх, юбилее хатӗрленсе ирттерес тӗллевпе йӗркелӳ комитечӗн ларӑвне пухӑннӑ. Унта уяв датине малтанласа палӑртнӑ. Хальлӗхе калаҫса татӑлнӑ тӑрӑх, етӗрнесем юбилее ака уйӑхӗн 3-мӗшӗнче Чӑваш патшалӑх оперӑпа балет театрӗнче пухӑнӗҫ.
Юбилей каҫӗнче тӗрлӗ курав ӗҫлӗ, Етӗрне районӗнчи пултарулӑх коллективӗсен концерчӗ пулӗ.
Уява Етӗрне районӗнче пурӑнакансем те, унта ҫуралса ӳссе тӗрлӗ ҫӗре саланнисем те пухӑнӗҫ.
Паян, нарӑс уйӑхӗн 26-мӗшӗнче, И.Я. Яковлев ячӗллӗ Чӑваш патшалӑх университетӗнче Анатолий Данилов художникӑн «Зов земли родной» (чӑв. Тӑван ҫӗр йыхравӗ) куравӗ уҫӑлӗ.
Анатолий Васильевич — Чӑваш Республикин халӑх художникӗ, Раҫҫей Федерацийӗн аслӑ шкулӗн тава тивӗҫлӗ ӗҫченӗ, педагогика наукисен кандидачӗ, ЧППУн профессорӗ, Хӗрлӗ Чутай районӗн хисеплӗ ҫынни.
Ҫак тарана ҫитсе Анатолий Данилов пилӗк теҫеткене яхӑн курав йӗркеленӗ. Вӗсене хамӑр республикӑра ҫеҫ мар, ют ҫӗршывсенче те уҫнӑ. Паянхи курав шучӗпе шӑп та лӑп аллӑмӗш пулӗ. Унта художник тӑван тӑрӑхне, Хӗрлӗ Чутай районне, сӑнланӑ ӳкерчӗксем пулӗҫ. Вӗсене пейзаж тата натюрморт жанрӗпе ӳкернӗ.
Чӑваш Ен Наци вулавӑшӗнчи «Кӗмӗл ӗмӗр» галерейӑра ӗнер, нарӑс уйӑхӗн 18-мӗшӗнче, «Айхие пуҫ тайса. Игорь Улангин графики» ятпа курав уҫӑлнӑ.
Вулавӑшра пӗлтернӗ тӑрӑх, курав икӗ пайран тӑрать тейӗн. Пӗр енчен – хура-шурӑ: графика, текстсем, кӗнеке макечӗсем тата К.М. Бельманӑн кӑларӑмӗсем валли хатӗрленӗ кӗнеке макечӗсем тата ӳкерчӗксем (вӗсене чӑвашла куҫараканӗ тата редакторӗ — Г. Айги). Тепӗр енче — 2019 ҫулта пичетленнӗ «Поклон – пению» кӗнекин тӗрлӗ тӗслӗ листисемпе ӳкерчӗкӗсем.
Курава Игорь Улангин художник тата Геннадий Айхи поэтӑн пултарулӑхне хаклакансем пухӑннӑ. Вӗсен хушшинче пултарулӑх ҫыннисем, журналистсем пулнӑ.
Курава Олег Улангин, вӑл — Игорь Улангинӑн тӑванӗ, уҫнӑ. Уяв каҫне Атнер Хусанкай литература критикӗ ертсе пынӑ.
Курав пуш уйӑхӗн 23-мӗшӗччен ӗҫлӗ.
Шупашкарти Халӑхсен туслӑхӗн ҫуртӗнче декортиавлӑ прикладной ӳнер ӑстин, Чӑваш Енре ҫуралса ӳснӗ, Питӗрте пурӑнакан Наталия Михайлован куравӗ уҫӑлӗ.
Ентешӗмӗр тӗрлет тата чӑваш наци пуканисене ӑсталать. Пултарулӑх вӑрттӑнлӑхӗпе ӑна Мария Симакова (вӑл кӑҫалхи кӑрлач уйӑхӗн 23-мӗшӗнче пурнӑҫран уйрӑлса кайрӗ) хӑнӑхтарнӑ. Пуканесене чӑваш ӑсти папье маше енӗпе те ӑсталать. Унсӑр пуҫне вӑл тӗрлет, пиҫиххи явать.
Курава нарӑс уйӑхӗн 26-мӗшӗнче 15 сехетре савӑнӑҫлӑ лару-тӑрура уҫӗҫ.
Нарӑс уйӑхӗн 12-мӗшӗнче Шупашкарти Чӑваш тӗррин музейӗнче «Авалхи йӑхсен еткерӗ» курав уҫӑлӗ. Ӑна Чӑваш наци музейне йӗркеленӗренпе 100 ҫул ҫитнине халалланӑ.
Фондри ӗҫсенчен йӗркеленӗ курав чӑвашсен пуян культурипе паллаштарӗ. Унта сайра тӗл пулакан этнографи экспоначӗсем те пулӗҫ. Вӗсене музей ӗҫченӗсемпе культура ӗҫченӗсем тӗрлӗ ҫулта пухса хатӗрленӗ. Пурнӑҫне музей ӗҫне халалланӑ маттурсемпе те паллаштарӗ курав.
Музей коллекцийӗ пирки каласан, вӑл тӗрлӗ экспедици вӑхӑтӗнче пуянланнӑ. 1926-1928 ҫулсенче Питӗрти (ун чухне Ленинградри) Историпе пурлӑх культурин патшалӑх академийӗн экспедицийӗ иртнӗ, 1949-1952 ҫулсенче — СССР Наукӑсан академийӗн Хусанти филиалӗн профессорӗ Н.И. Воробьев ертсе пынипе йӗркеленӗ экспедицийӗ.
Пурӑннӑ пулсан Чӑваш АССР тава тивӗҫлӗ художникӗ, Чӑваш Республикин халӑх художникӗ, К.В. Иванов ячӗллӗ патшалӑх премийӗн лауреачӗ, Акробатика енӗпе СССР спорт мастерӗ Виктор Немцев ҫуралнӑранпа 85 ҫул ҫитетчӗ.
Вӑл 1936 ҫулхи кӑрлач уйӑхӗн 16-мӗшӗнче Комсомольски районӗнчи Вутлан ялӗнче ҫуралнӑ. Чӑваш патшалӑх ӳнер музейӗ художника асра тытнине палӑртса курав йӗркеленӗ. Унта ӑстан 100 ытла ӗҫӗ вырӑн тупнӑ.
Виктор Немцев Шупашкарти ӳнер училищинче, И.Я. Яковлев ячӗллӗ Чӑваш патшалӑх педагогика институчӗн художествӑпа графика факультетӗнче вӗреннӗ. Пейзажа, портрет тата натюрморт ӑсти пулнӑ. Художник 2018 чӳк уйӑхӗн 9-мӗшӗнче пурнӑҫран уйрӑлса кайрӗ.
Кӑрлач уйӑхӗн 27-мӗшӗнче, 14 сехетре, Шупашкарти К.В. Иванов ячӗллӗ Литература музейӗнче «Чун хӗлхемӗ – халӑха!» курав уҫӑлӗ. Ӑна Раиса Сарпи сӑвӑҫ ҫуралнӑранпа 70 ҫул ҫитнине халалланӑ.
Раиса Васильевна 1951 ҫулхи кӑрлачӑн 2-мӗшнче Патӑрьел районӗнчи Нӑрваш Шӑхаль ялӗнче ҫуралнӑ. И.Н. Ульянов ячӗллӗ Чӑваш патшалӑх университечӗн историпе филологи факультетӗнче вӗреннӗ.
Поэт, прозаик, драматург, тӑлмач. Хайлавӗсене Раиса Сарпи чӑвашла та, вырӑсла та ҫырать. Вӑл — 50 ытла кӗнеке, 300 юрӑ, чӑваш театрӗсенче лартнӑ 10 пьеса авторӗ. Унӑн хайлавӗсем шкул программине, литература хрестоматийӗсене кӗнӗ. Сӑввисене тӗнчери чылай чӗлхе ҫине куҫарнӑ.
Чӑваш кӗнеке издательствинче ача-пӑча литературин редакторӗнче, Пукане театрӗнче литература пайӗн заведующийӗнче, хӗрарӑмсен «Пике» журналӗн редакторӗнче, «Путене» ача-пӑча журналӗн редакторӗнче ӗҫленӗ, И.Н. Ульянов ячӗллӗ ЧПУра преподаватель пулнӑ.
Раиса Сарпи – Чӑваш Республикин культура тава тивӗҫлӗ ӗҫченӗ, Ҫеҫпӗл Мишши ячӗллӗ, тӗрӗк халӑхӗсен Нежип Фазыл ячӗллӗ премийӗсен лауреачӗ. Ӑна «Чӑваш Республики умӗнчи тава тивӗҫлӗ ӗҫсемшӗн» орден медалӗпе чысланӑ.
Шупашкарта ҫывӑх вӑхӑтра (23.12.2024 03:00) тӗтреллӗ ҫанталӑк, атмосфера пусӑмӗ 753 - 755 мм, -1 - 1 градус сивӗ пулӗ, ҫил 1-3 м/ҫ хӑвӑртлӑхпа кӑнтӑр-хӗвелтухӑҫ енчен вӗрӗ.
| Мускав район сучӗ ЧАП пӗтермелли йышӑну тунӑ. | ||
Пулӑм хуш... |