Хӗрлӗ Чутайри «Ҫын тата ҫутҫанталӑк» музей залӗнче Чӑваш наци музейӗн куҫса ҫӳрекен сӑнӳкерчӗксен куравӗ уҫӑлнӑ. «Памятники истории и культуры Чувашии в фотообъективе» (чӑв. Чӑваш Енӗн историпе культура палӑкӗсем — фотообъективра) ятлӑ курав 12 планшетран тӑрать, кашнинче Чӑваш Республикин тӗрлӗ районӗсенчи паллӑ культурӑпа истори палӑкӗсене сӑнлакан 34 сӑнӳкерчӗк. Вӗсен авторӗсем — культурӑпа архив министерстви ирттернӗ ятарлӑ конкурс ҫӗнтерӳҫисем.
Курав уҫнӑ ҫӗре Питӗркасси шкулӗнчи 4–5-мӗш класра вӗренекесем те хутшӑннӑ. Шупашкар, Улатӑр, Куславкка, Сӗнтӗрвӑрри тата Пӑрачкав районӗсенчи истори палӑкӗсемпе ачасем кӑсӑкланса паллашнӑ.
Курав пуш уйӑхӗн 18-мӗшӗччен ӗҫлет, историпе тата культурӑпа интереслекенсем музейри экспонатсемпе хаваспах паллашӗҫ.
Чӑваш Енри сакӑр ача Мускаври Кремль керменӗнче раштав уйӑхӗн 27-мӗшӗнче иртекен Раҫҫейри ачасен хорӗнче юрлӗ. Уява ҫӗршыври Ача-пӑча вунӑҫуллӑхне халалланӑ.
Палӑртма кӑмӑллӑ, сумлӑ хор йышне Шупашкарти Ф.М. Лукин ячӗллӗ ача-пӑча музыка шкулӗнчи «Соловушки» хорӗн солисчӗсем Женя Сбитнев, Таня Григорьева, Матвей Савинкин, Юля Чапрасова, Юля Матвеева, Соня Иванова, Аня Трифонова тата Дарина Данилова кӗнӗ. Вӗсен илемлӗх ертӳҫине Александра Васильевӑна Раҫҫейри ача-пӑча хорӗн хормейстерӗ пулма йыхравланӑ.
Ачасем Мускава тухса кайнӑ та ӗнтӗ. Мероприяти йӗркелӳҫисем вӗсем валли кӑсӑклӑ хушма программа хатӗрленӗ. Шкулта вӗренекенскерсене Раҫҫейӗн тӗп хулине экскурсие илсе тухӗҫ, музейсенчи куравсене илсе кайса кӑтартӗҫ.
Чӑваш АССРӗн тата РСФСР культурин тава тивӗҫлӗ ӗҫченӗ, Чӑваш ССР халӑх поэчӗ, Шупашкар хулин хисеплӗ ӗҫченӗ, Василий Давыдов-Анатри, ҫуралнӑранпа раштав уйӑхӗн 26-мӗшӗнче 100 ҫул ҫитет. Вӑл 2010 ҫулта вилнӗ.
Поэта асра тытса Чӑваш Республикин хальхи вӑхӑтри патшалӑх архивӗнче «Тебя пою, мой край родной …» ятпа виртуаллӑ курав уҫӑлнӑ. Вӑл В.И. Давыдов-Анатрин пурнӑҫӗпе, пултарулӑхӗпе, унӑн обществӑри пурнӑҫӗпе паллаштарать. Куравра поэтӑн архивӗнчи документсем те самай.
Курав хӑтлавӗ раштав уйӑхӗн 21-мӗшӗнче иртнӗ. Чӑваш Енӗн культура пурнӑҫӗнчи паллӑ пулӑм Василий Давыдов-Анатрин тӑванӗсене тата унӑн пултарулӑхне хаклакан ытти нумай ҫынна пухнӑ.
Пуҫтарӑннисем умӗнче патшалӑх архивӗн пуҫлӑхӗн тивӗҫне пурнӑҫлакан Светлана Казеева тухса калаҫнӑ.
Раштавӑн 13-мӗшӗнче Мускаври Экспоцетрта Раҫҫейри ал-ӗҫ ӑстисен ассоциацийӗн йӑлана кӗнӗ «Ладья. Хӗллехи юмах» куравӗ уҫӑлӗ. Чӑваш Енрен унта «Паха тӗрӗ» фирма, Людмила Балтаева, Нина Наумова тата ытти ал-ӗҫ ӑсти хутшӑнӗҫ.
Пӗлекенсем тӗнче тетелӗнче ҫырнӑ тӑрӑх, «Паха тӗрӗ» фирмӑра туса кӑларакан чӑваш ҫи-пуҫне тата хӑйсен пултарулӑхне Мускав халӑхне «Каҫал» халӑх ансамблӗ кӑтартӗ.
Экспоцентрти 1-мӗш залри курав специалистсем валли раштав уйӑхӗн 13-мӗшӗнче 11 сехет те 30 минутран пуҫласа 14 сехет те 30 минутчен ӗҫлӗ. 13-мӗшӗнче курав 12:30-рен 19:00-ччен, 14—16-мӗшӗсенче 10:00-ран 19:00-ччен, 17-мӗшӗнче 10:00-ран 17:00-ччен ӗҫлӗ.
Курава кӗме 150 тенкӗ тӳлемелле. 12-чченхи ачасен, пенсионерсен, инвалидсен тӳлемелле мар.
Шупашкарта ӗнер, чӳк уйӑхӗн 28-мӗшӗнче, халиччен пулман курав уҫӑлнӑ. Пӗтӗм тӗнчери сусӑрсен кунне халалланӑскерти экспонатсемпе суккӑрсем паллашма пултараҫҫӗ. Экспонатсен илемӗ ҫинчен экскурсоводсем каласа кӑтартнине итлесе мар, хӑйсен аллипе тытса пӑхса, хыпашласа.
Чӑваш патшалӑх художество музейӗнче ӗҫлеме пуҫланӑ курава «ПРОСТРАНСТВО ЛЮБВИ» (чӑв. Юрату анлӑшӗ) ят панӑ. Унта Шупашкарти художниксемпе пӗрлех Мускаврисен ӗҫне те тӑратнӑ. Тӗрлӗ материалтан хатӗрленӗскерсем урлӑ мӗн каланине тытса та ҫавӑрса пӑхса ӑнланма пулать.
«Шкулта пӗрле вӗреннӗ тусӑмӑн куҫ курман ывӑлне ӗнер художество музейӗнчи курава чӗнтӗм. Саша музейра юлашки хут пӗр пилӗк ҫул каялла пулнине пытармарӗ. Куҫ курманнисен итлеме тивет. Хальхи курава вара тытса пӑхма май килчӗ», — тесе ҫырнӑ, тӗслӗхрен, «Чӑвашкино» киностудире тата электрон документацин архивӗн сектор заведующийӗ Вероника Кочешкова паян Фейсбукра.
Чӑваш наци музейӗнче юрӑ-кӗвӗллӗ литература каҫӗ иртнӗ. Ӑна чӑвашсен паллӑ ҫыравҫи Степан Аслан ҫуралнӑранпа 100 ҫул ҫитнине халалланӑ.
Литература каҫне Степан Асланӑн ачисемпе мӑнукӗсем тата тӑванӗсем кӑна мар, хальхи ҫыравҫӑсем те, Канаш районӗн ентешлӗхӗн хастарӗсем те, Шупашкарти Ф. Павлов ячӗллӗ музыка училищин вӗренекенӗсем те, Шупашкарти, Ҫӗнӗ Шупашкарти шкул ачисем те хутшӑннӑ. Малтанах Степан Асланӑн пурнӑҫӗпе пултарулӑхне аса илнӗ, кун пирки пухӑннисене Константин Иванов ячӗллӗ литература музейӗн ӑслӑлӑх ӗҫченӗ Галина Еливанова каласа кӑтартнӑ. Унсӑр пуҫне паллӑ ҫыравҫӑпа ҫыхӑннӑ кӑсӑклӑ самантсемпе Чӑваш халӑх поэчӗ Юрий Сементер тата Чӑваш халӑх писателӗ Анатолий Кибеч паллаштарнӑ. «Ахрат», «Сехмет», «Хӑват» хайлавсен авторӗн хӗрӗ Алина Асланина-Павлова ашшӗн «Ростки жизни» кӗнекине презентациленӗ, ӑна вӑл вырӑсла хӑй куҫарнӑ.
Палӑртар, литература каҫӗнчех «Чап-мухтавшӑн эп ҫунмастӑп» курав уҫӑлнӑ, унта Степан Асланӑн кӗнекисемпе тата сӑнӳкерчӗкӗсемпе паллашма пулать.
И.Н. Ульянов ячӗллӗ Чӑваш патшалӑх университетӗнче курав уҫӑлнӑ. Йӗркелӳҫӗсем ӑна аслӑ шкул вӗренекенӗсем Сочире юпа уйӑхӗн 14-22-мӗшӗсенче иртнӗ Пӗтӗм тӗнчери ҫамрӑксемпе студентсен фестивальне хутшӑннине халалланӑ. Кун пирки Чӑваш Енӗн Вӗрентӳ министерстви хыпарлать.
«И.Н. Ульянов ячӗллӗ Чӑваш патшалӑх университечӗ те Сочири фестивале хутшӑннӑ» ятпа йӗркеленӗ курава ӗнер, чӳк уйӑхӗн 2-мӗшӗнче, тӗп корпус фойинче уҫнӑ. Савӑнӑҫлӑ самантра Университет историйӗн музейӗн директорӗ Ольга Галошева, Андрей Александров ректор, фестивале хутшӑннӑ Екатерина Коршунова, Никита Иванов, Екатерина Чапурина, Полина Федорова тата Ирина Иванова волонтер тухса калаҫнӑ.
Палӑртса хӑварар: куравра ҫамрӑксем Сочирен илсе килнӗ сувенир продукцийӗпе, паллӑсемпе, ытти атрибутикӑпа, ҫавӑн пекех унта тунӑ сӑн ӳкерчӗксемпе паллашма пулать.
Чӳк уйӑхӗн 2-мӗшӗнче Шупашкарта Халӑхсен туслӑхӗн ҫурчӗ уҫалӗ. Кун пирки ЧР культура министрӗ Константин Яковлев пӗлтернӗ.
Халӑхсен туслӑхӗн ҫуртне шӑпах Халӑхсен пӗрлӗхӗн уявӗ умӗн уҫӗҫ. Ҫав кун алӗҫ, наци ҫимӗҫӗсен куравӗ ӗҫлӗ. Савӑнӑҫлӑ мероприятие Чӑваш Енри пултарулӑх ушкӑнӗсем те ҫитӗҫ.
Ҫав кунах «Чӑваш Енре наци патшалӑх политикине пурнӑҫлассин малашлӑхӗ» темӑпа «ҫавра сӗтел» иртӗ. Ҫавӑн пекех мероприятие Атӑлҫи федераци округӗнчи Халӑхсен туслӑхӗн ҫурчӗсен ертӳҫисем килӗҫ. Раҫҫейри халӑхсен Ассамблейин председателӗ Светлана Смирнова та пулӗ.
Халӑхсен пӗрлӗхӗн ҫурчӗ унччен Раҫҫей патшалӑх социаллӑ университечӗ пулнӑ ҫуртра пулӗ. Ӑна юсамашкӑн 10 миллион тенкӗ уйӑрнӑ.
Красноярск крайӗнчи патшалӑхӑн ӑслӑлӑх вулавӑшӗнче вӑл тӑрӑхра пурӑнакансем ӑсталанӑ наци пуканисен куравӗ уҫӑлӗ. «Кукла в национальной одежде» (чӑв. Наци тумӗллӗ пукане) курав чӳк уйӑхӗн 2-мӗшӗнче ӗҫлесе кайӗ.
Унта вырӑс, украин, тутар, нимӗҫ, поляк, белоруҫ, эрмен, кӑркӑс, долган, эвенк, ненец, якут тата ытти халӑх пуканисене кӑтартӗҫ.
Хитре наци тумтирне кӑтартакан курава ҫамрӑк та пултаруллӑ ал ӑстисене палӑртас, Красноярск крайӗнчи наци нумай енлӗхӗпе (унта 150 ытла наци пурӑнать) паллаштарма йӗркелеҫҫӗ.
Ӑмӑртӑвӑн финалне чӑваш пукани те тухнӑ. Татьяна Каримован пукани —
ҫиччӗмӗш номерлӗ. Уншӑн сасӑлас тесен ҫак каҫӑпа пӑхмалла: http://ddn24.ru/news?id=238. Сасӑлама страницӑн аялти пайне куҫмалла.
Шупашкарта пурӑнакан Ирина Кузьмина Чӑваш Ен Элтеперӗн портретне ҫӑмран хатӗрлесшӗн. Кун пирки «ПроГород Чебоксары» хӑйӗн сайтӗнче хыпарланӑ.
Вӗсем ҫырнӑ тӑрӑх, Ирина Кузьмина Чӑваш Енӗн Ҫутҫанталӑк пурлӑхӗпе экологи министерствинче вӑй хурать, ӗҫрен пушӑ вӑхӑтра ҫӑмран илемлӗ картинӑсем ӑсталать. 36 ҫулти ӳнерҫӗн пухмачӗнче хальлӗхе — 14 картина.
«Ку киленӗҫ нумаях пулмасть ӑнсӑртран ҫуралчӗ. Лавккана кӗрсен ҫакнашкал картина куртӑм. Ӑсталӑха ӳстерес тӗллевпе маҫтӑр-класа ҫырӑнтӑм, епле ӗҫлемеллине вӗрентӗм», — каласа кӑтартнӑ Ирина.
Унӑн картинисен йышӗнче пейзажсем те, ҫын портречӗсем те пур. Ҫавӑн пекех вӑл чӗр чунсене те калӑплать.
Палӑртса хӑварар, Ирина Кузьминан куравӗ Чӑваш наци вулавӑшӗнче ыран, юпа уйӑхӗн 18-мӗшӗнче, каҫхи 6 сехетре уҫӑлӗ.
Шупашкарта ҫывӑх вӑхӑтра (23.12.2024 03:00) тӗтреллӗ ҫанталӑк, атмосфера пусӑмӗ 753 - 755 мм, -1 - 1 градус сивӗ пулӗ, ҫил 1-3 м/ҫ хӑвӑртлӑхпа кӑнтӑр-хӗвелтухӑҫ енчен вӗрӗ.
| Мускав район сучӗ ЧАП пӗтермелли йышӑну тунӑ. | ||
Пулӑм хуш... |