Ӗнер Чӑваш Енӗн Наци вулавӑшӗнче регионсен шайӗнче ирттернӗ «Чӗре йыхравӗ. Ҫеҫпӗл Мишшине сума суса» марафон ӗҫӗсене пӗтӗмлетнӗ.
Асӑннӑ вулавӑш ӗҫченӗ Антонина Андреева халӑх тетелӗнчи хӑйӗн страницинче пӗлтернӗ тӑрӑх, мероприятие пынӑ чӑваш халӑх поэчӗсем Юрий Сементер тата Светлана Смирнова-Азамат, Сергей Павлов чӑваш халӑх присателӗ, Виталий Родионов тата Юлия Дмитриева профессорсем, Элли Юрьев мӑшӑрӗ Галина Юрьева, Марина Карягина поэт тата драматург, Надежда Кириллова актриса тата педагог, библиографсем Ҫеҫпӗл Мишшин пурнӑҫӗпе пултарулӑхне тивӗҫлипе хакланӑ.
Чӑваш литературин классикӗ Ҫеҫпӗл Мишши (1899-1922) ҫуралнӑранпа 125 ҫул ҫитнине халалласа ун сӑнне ӳкерсе хунӑ конверт пичетлесе кӑларнӑ.
Чӑваш Енӗн Наци вулавӑшӗн ӗҫченӗ Антонина Андреева халӑх тетелӗнчи хӑйӗн страницинче пӗлтернӗ тӑрӑх, ятарлӑ конверта 2024-102 номерпе палӑртнӑ.
Ҫӳллӗшӗпе тӑршшӗ — 110х220 см. Конверта 100 пин экземпляр пичетлесе кӑларнӑ.
Конверт ҫинчи картина авторӗ — Петӗр Чичканов. Вӑл Канаш районӗнчи Яманкасси ялӗнче ҫуралса ӳснӗ. Ӑна вӑл 1951 ҫулта Киевра «Украина» журналта ӗҫлеме пуҫласан ҫуллӑ сӑрӑпа ӳкернӗ.
Конверта калӑпласа йӗркелекенӗ ¯ А. Егиазарян ӳнерҫӗ. Конверт хакӗ 42 тенкӗ.
Чӑваш Енри профессионал писательсен союзне ҫӗнӗ председатель ертсе пырать.
Чӳк уйӑхӗн 22-мӗшӗнче Чӑваш патшалӑх гуманитари ӑслӑлӑхӗсен институтӗнче Чӑваш Республикин професси писателӗсен Союзӗн членӗсен отчетпа суйлав пухӑвӗ пулса иртнӗ. Правлени членӗсене Улька Эльмень председатель виҫӗ ҫул хушшинче мӗн-мӗн туни ҫинчен каласа панӑ. Хальхи вӑхӑтри проза ҫинчен Николай Осипов, поэзи пирки Ольга Скворцова чарӑнса тӑнӑ.
Председатель пулма вара Сергей Павлова суйланӑ.
Элӗк тӑрӑхӗнчи Чӑваш Сурӑм шкулӗнче Ҫеҫпӗл Мишши ҫуралнӑранпа 125 ҫул ҫитнине «Кӑвар чӗреллӗ сӑвӑҫ» литература каҫӗ ирттернӗ. Кун пирки Алина Петрова вӗрентекен халӑх тетелӗнчи хӑйӗн страницинче пӗлтернӗ.
Ҫеҫпӗл пурнӑҫӗпе тата пултарулӑхӗпе тӗплӗнрех паллашас тӗллевлӗ уяв каҫӗнче ачасем кӑвар чӗреллӗ Ҫеҫпӗлӗн ҫулӑмлӑ сӑввисене тӑрӑшса вуланӑ. Унӑн пурнӑҫӗн хӑш-пӗр тапхӑрӗсене тӗпе хурса инсценировка та лартса панӑ.
«Ҫамрӑк ӑру – пирӗн пуласлӑх. Ҫамрӑксен ӑс-тӑнӗнче сӑмах ӳнерӗ пулӑшнипе ырӑлӑх, сӑпайлӑх, ҫынлӑх туйӑмӗсене ҫирӗплетесси – пирӗн тивӗҫ», — ҫапларах пӗтӗмлетет литература каҫне йӗркеленӗ вӗрентекен.
Шупашкарти Ҫеҫпӗл Мишши музейне поэзие юратакансене «Чун сасси» музыкӑпа поэзи каҫне йыхравлаҫҫӗ. Кун пирки учреждени ертӳҫи Антонина Андреева халӑх тетелӗнчи хӑйӗн страницинче пӗлтернӗ.
Музыкӑпа поэзи каҫӗ чӳк уйӑхӗн 13-мӗшӗнче 14:00 сехетре пуҫланӗ. Музей Шупашкарти Ҫеҫпӗл урамӗ, 8-мӗш ҫуртра вырнаҫнӑ.
Чӑваш кӗнеке издательствинче Сергей Павлов ҫыравҫӑн «Кам-ши вӑл, Ҫеҫпӗл? Кто он, Сеспель?» кӗнеки пичетленсе тухнӑ.
«Ҫак кӗнеке куҫ умӗнче ҫуралчӗ тесен те йӑнӑш мар. Сергей Павлов чӑваш халӑх ҫыравҫипе Ольга Федорова редактор алҫырӑва самай чутларӗҫ-якатрӗҫ, ҫӗнӗлӗх кӗртрӗҫ. Кӑларӑм кӗҫӗн ҫулсенчи вулакансемшӗн ӑнланмалла, ҫав хушӑрах интереслӗ пултӑр тесе чылай тӑрӑшрӗҫ. Екатерина Васильевӑпа пӗрле ятарлӑ сӑнӳкерчӗксем тума Ҫеҫпӗлпе ҫыхӑннӑ вырӑнсене ҫитсе килчӗҫ. Юлия Лутошкина иллюстратор чаплӑ ӳкерчӗксем калӑпларӗ», — хыпарланӑ ҫӗнӗ кӑларӑма епле хатӗрлени пирки Чӑваш кӗнеке издательствин редакторӗ Ольга Иванова халах тетелӗнчи хӑйӗн страницинче.
Ыран, юпа уйӑхӗн 24-мӗшӗнче, Чӑваш Енӗн Наци вулавӑшӗнче Людмила Сачкова прозаикӑн, публицистӑн, драматургӑн, Чӑваш Республикин культура тава тивӗҫлӗ ӗҫченӗн пултарулӑхне хаклакансем пуҫтарӑнӗҫ. Автор хӑйӗн икӗ кӗнекепе кун ҫути курнӑ «Сиксе юхать Хула ҫырми» тата «Иртнӗ кунсен куҫҫулӗ» романӗпе паллаштарӗ.
Романӑн пӗрремӗш кӗнекинчи пулӑмсем XI–XIII, XVI тата XIX ӗмӗрсенче чӑваш ялӗнче пулса иртеҫҫӗ. Иккӗмӗшӗнче — Граждан вӑрҫин тапхӑрӗнче.
Мероприяти акт залӗнче 14 сехетре пуҫланӗ.
Юпа уйӑхӗн 16-мӗшӗнче Чӑваш Республикин искусствӑсен тава тивӗҫлӗ ӗҫченӗ Марина Карягина 55 ҫул тултарнӑ. Тепӗр икӗ кунтан, юпа уйӑхӗн 18-мӗшӗнче, Чӑваш Енӗн Наци вулавӑшӗнче унӑн икӗ кӗнекине хӑтлассине Чӑваш халӑх сайчӗ пӗлтернӗччӗ-ха.
Поэта, прозаика, драматурга, тележурналиста саламлама пынисем Марина Карягинӑн «Ачаш ача» тата «Ҫӗн Кун ачи» кӗнекисене пахаланӑ. Вӗсен йышӗнче сумлӑ нумай ҫын пулнӑ. Ҫав шутра — Чӑваш патшалӑх гуманитари ӑслӑлӑхӗсен институчӗн ученӑйӗсем те. Учреждени директорӗ, филологи наукисен докторӗ Юрий Исаев, Виталий Родионов, Альбина Мышкина, Вера Никифорова, Ирина Кириллова литературоведсем тата ыттисем Марина Карягина пултарулӑхне пысӑка хурса хакланӑ.
Ҫак уйӑхра Шупашкарта Николай Полоруссов-Шелепи палӑкне уҫма палӑртнӑ. Кун пирки Лидия Филиппова писатель, публицист тата журналист мессенджерсенчен пӗринчи ушкӑнра пӗлтерет.
Лидия Ивановна хыпарланӑ тӑрӑх, палӑка авӑн уйӑхӗн 27-мӗшӗнче, эрнекун, 12 сехетре хулари Богдан Хмельницкий урамӗнчи 1-мӗш масар ҫинче уҫӗҫ.
Аса илтерер: Николай Полоруссов–Шелепи — пӗрремӗш чӑваш халӑх поэчӗ. Унӑн палӑкне тума Хусан чӑвашӗсем тата поэтӑн тӑванӗсем пулӑшнӑ иккен.
Чӑваш патшалӑх гуманитари ӑслӑлӑхӗсен институтӗнче Ҫеҫпӗл Мишшине халалланӑ Пӗтӗм Раҫҫейри ӑслӑлӑхпа практика конференцийӗ иртӗ.
«Национальные картины мира в литературах народов Волго-Уралья» (чӑв. Тӗнчери наци сӑн-сӑпачӗ Атӑлпа Урал тӑрӑхӗнчи халӑхсен литературинче) ят панӑ мероприяти чӳк уйӑхен 14–15-мӗшӗсенче иртӗ.
Ӑслалӑх форумӗн тӗллӗвӗ — ӑслӑлӑхпа тӗпчев организациӗсен, преподавательсен, педагогсен, аспирантсемпе магистрантсен Атӑлпа Урал тӑрӑхӗнчи халӑхсен литературине тӗпчес ӗҫне пухса пӗрлештерсси.
Шупашкарта ҫывӑх вӑхӑтра (31.03.2025 15:00) уяр ҫанталӑк, атмосфера пусӑмӗ 757 - 759 мм, 14 - 16 градус ӑшӑ пулӗ, ҫил 2-4 м/ҫ хӑвӑртлӑхпа хӗвелтухӑҫ енчен вӗрӗ.
| Ишетер Федосия Дмитриевна, чӑваш тӑлмачӗ ҫуралнӑ. | ||
| Садай Владимир Леонтьевич, чӑваш ҫыравҫи, тӑлмачӗ ҫуралнӑ. | ||
| Воробьёв Алексей Александрович, чӑваш сӑвӑҫи вилнӗ. | ||
| Спиридонов Моисей Спиридонович, чӑваш живописецӗ, графикӗ вилнӗ. | ||
| Афанасьев Алексей Андриянович, чӑваш сӑвӑҫи, ҫыравҫи, тӑлмачӗ вилнӗ. | ||
![]() | Пулӑм хуш... |