Чӑваш Енри тата тепӗр пултаруллӑ сӑвӑҫ халӑх поэчӗ ялта тивӗҫнӗ.
Хальхинче ҫак ята Чӑваш Енри профессионал ҫыравҫӑсен союзӗн пайташне Светлана Асамата (Смирновӑна) пама йышӑннӑ.
Светлана Васильевна – сӑвӑҫ та, композитор та. Вӑл юрлама та ӑста.
Светлана Асамата чӑваш литературине тата культурине аталантарас, ӑна халӑхра сарас ӗҫре пысӑк тӳпе хывнӑшӑн тата пултарулӑх енӗпе нумай ҫул тухӑҫлӑ ӗҫленӗшӗн «Чӑваш халӑх поэчӗ» хисеплӗ ята парасси ҫинчен калакан хушӑва республика Элтеперӗ Олег Николаев ӗнер, ҫурла уйӑхӗн 30-мӗшӗнче, алӑ пуснӑ.
Паян Чӑваш Енри темиҫе ҫынна тӗрлӗ хисеплӗ ят пама, пысӑк наградӑсемпе чыслама йышӑннӑ. Ҫав йышра культурӑра ӗҫлекенсем те пур.
«Чӑваш Республикин халӑх поэчӗ» ята Чӑваш Енри Профессионал писательсен союзӗн пайташне Раиса Сарпине пама йышӑннӑ.
Музыка ӳнерӗнчи пултарулӑхшӑн Чӑваш патшалӑх филармонийӗн вокалистне (солистне) Юрий Каткова «Чӑваш Республикин тава тивӗҫлӗ артисчӗ» ят панӑ.
«Чӑваш Республикин культура тава тивӗҫлӗ ӗҫченӗ» ят парса Чӑваш Енри Профессионал писательсен союзӗн правленийӗн председателӗн ҫумне Светлана Гордеевӑна, Шупашкарти ача-пӑчан 2-мӗш ӳнер шкулӗн преподавательне Людмила Зиновӑна, Шупашкарти «Салют» культура ҫурчӗн «Волжанка» педагогика ӗҫӗн ветеранӗсен халӑх хорӗн хормейстерне Андрей Урмавшина хавхалантарнӑ.
Чӑваш кӗнеке издательствинче нумаях пулмасть Юрий Сементерӗн ҫӗнӗ кӗнеки пичетленсе тухнӑ.
«Параппанлӑ Митраппан» кӑларӑма сӑвӑсем кӗнӗ. Кӗнекене 1 пин тиражпа кун ҫути кӑтартнӑ. Ҫӗнӗ кӑларӑмӑн редакторӗ – Ольга Иванова, художникӗ – Екатерина Васильева.
«Параппанлӑ Митраппан» кӗнекене кӗҫӗн ҫулсенчи шкул ачисем юратса вуласса шанаҫҫӗ. Асӑннӑ ӗҫ ача-пӑчапа ҫамрӑксем валли ҫырнӑ ал ҫырусен 2020 ҫулхи республикӑри конкурсӗнче ҫӗнтернӗ май ӑна хысна шучӗпе пичетленӗ.
Чӑваш халӑх поэчӗ Юрий Сементер ача-пӑча валли сахал мар кӗнеке кӑларнӑ. Вӗсене Шупашкарта та пичетленӗ, Мускавра та. Поэт Шупашкарти Ҫеҫпӗл Мишши ячӗллӗ вулавӑшпа туслӑ ҫыхӑну тытать, шкул ҫулне ҫитмен шӑпӑрлансемпе тата шкул ачисемпе тӑтӑшах тӗлпулусем ирттерет.
Ӗнер, ҫӗртме уйӑхӗн 15-мӗшӗнче, чӑвашсен Украинӑри ентешлӗхӗн хастарӗсем ҫулӑм чӗреллӗ чӑваш классикӗпе, Ҫеҫпӗл Мишшипе, ҫыхӑннӑ паллӑ вырӑнсенче пулнӑ. Ку хыпара асӑннӑ тӑрӑхри хастар ҫын, Надежда Лисовая, ӗнер Фейсбукра пӗлтернӗ.
Надежда Лисова (вӑл чӑвашсен Украинӑри ентешлӗхӗн ертӳҫи пулнӑччӗ) хыпарланӑ тӑрӑх, ентешлӗх ертӳҫипе Михаил Люллинпа Остёр хулинче пулнӑ. Унта вӗсем хула администрацийӗн ҫӗнӗ ертӳҫипе Леонид Мысловецпа курнӑҫнӑ.
Унтан Ҫеҫпӗл Мишшипе ҫыхӑннӑ паллӑ вырӑнсене ҫитнӗ. Евдокия Пенская вил тӑпри ҫине ҫитсе те пуҫ тайнӑ. Аса илтерер: хӗрӳ поэт Украинӑра пурӑннӑ чух Евдокия Пенскаян ашшӗ-амӑшӗн килӗнче тӗпленнӗ. Евдокия чӑваш поэчӗн ал ҫырӑвӗсене упраса хӑварассипе тӑрӑшнӑ. Евдокии Федоровна тата Давид Степанович Пенскийсен вил тӑпри ҫинчи палӑка хӑй вӑхӑтӗнче Украинӑри хастар чӑвашсем тӑрӑшнипе лартнӑ.
Паян, ҫӗртме уйӑхӗн 15-мӗшӗнче, чӑваш литературин классикне Ҫеҫпӗл Мишшине асра тытса унӑн Шупашкарти палӑкӗ умне чечек хурӗҫ. Мероприяти Чӑваш Ен Наци вулавӑшне хирӗҫ Ҫеҫпӗл Мишши скверӗнче 11 сехетре пуҫланӗ.
Ҫеҫпӗл Мишши (Михаил Кузьмич Кузьмин) — чӑваш сӑвӑҫи. Вал 1899 ҫулхи раштавӑн 16-мӗшӗнче Канаш районӗнчи Касаккасси Шӗкӗр (халӗ Ҫеҫпӗл) ялӗнче ҫуралнӑ. Малтанхи сӑввисем 1919 ҫулта «Знамя революции», «Тетюшские известия», «Канаш» хаҫатсенче пичетленнӗ. Пӗрремӗш кӗнеки 1927 ҫулта «Хурҫӑ шанчӑк» ятпа ҫапӑнса тухнӑ. 1928 ҫулта Шупашкарта «Сӑвӑсем» кӗнеке пичетленсе тухать. 1959 ҫулта — «Ҫырнисен пуххи». Хӗрӳллӗ чӑваш поэзи ӗҫченӗ 1922 ҫулхи ҫӗртмен 15-мӗшӗнче Украинӑри Старогородка салинче вилнӗ.
Чӑваш Енри пултаруллӑ режиссёра, поэтне, музыка критикне, тӑлмача, сцена ӑстине Иосиф Дмитриев-Трера чӑваш тӗнчи 2018 ҫулта ҫухатрӗ. Вӑл йывӑр чире пула 2018 ҫулхи чӳк уйӑхӗн 19-мӗшӗнче пурнӑҫран уйрӑлса кайрӗ.
Иосиф Дмитриевӑн тӑван тӑрӑхӗнчи — Ҫӗрпӳ районӗнчи Йӳҫкассинчи — вил тӑпри ҫине халӗ палӑк лартнӑ. Палӑка тутарнӑшӑн Чӑваш Енри Театр ӗҫченӗсен союзӗ укҫа тӳленӗ.
Иосиф Александровичӑн тӑлӑха юлнӑ арӑмӗ, Чӑваш патшалӑх педагогика университечӗн музыка теорийӗпе историйӗн кафедрин профессорӗ Юлия Александровна союз председательне Сергей Павлова чунтан тав тунӑ.
Вилӗмсӗр чӑваш классикӗ Константин Иванов ҫуралнӑранпа ӗнер, ҫу уйӑхӗн 27-мӗшӗнче, 131 ҫул ҫитнӗ. Тӑван тӑрӑхӑмӑрти чӑваш хастарӗсем мухтавлӑ поэта асра тытаҫҫӗ.
Ӗнер поэтӑн Шупашкарти палӑкӗ умне пухӑннӑ. Чӑваш Енри профессионал ҫыравҫӑсен союзӗн правленийӗн председателӗ Лидия Филиппова Фйсбукра вырнаҫтарнӑ сӑнӳкерчӗксем тӑрӑх хакласан, палӑк умне пухӑннисен йышӗнче тӳре-шара, ҫыравҫӑсем, культура ӗҫченӗсем пулнӑ.
Константин Васильевич Иванов — чӑваш сӑвӑҫӗ, чӑваш литературин классикӗ. Пушкӑрт Республикинчи Пелепей районне кӗрекен Слакпуҫ ялӗнче ҫуралнӑ. 1915 ҫулхи пуш уйӑхӗн 13-мӗшӗнче тӑван ялӗнче куҫ хупнӑ. 2015 ҫулта Чӑваш Енре Константин Иванов ҫулталӑкӗ иртнӗччӗ.
Ҫу уйӑхӗн 14-мӗшӗнче Тутарстанри Аксу районӗнчи Беловка ялӗнче Чӑваш халӑх поэчӗ Николай Полоруссов-Шелепи ҫуралнӑранпа 140 ҫул ҫитнине халалласа сумлӑ мероприяти иртнӗ. Кун пирки Чӑваш Енри Профессионал ҫыравҫӑсен союзӗн правленийӗн председателӗ Лидия Филиппова Фейсбукра пӗлтернӗ.
Мероприятие Чӑваш Енри ҫыравҫӑсем, артистсем, ӑсчахсем тухса кайнӑ. Тутарстанри, Самар, Чӗмпӗр облаҫӗнчи хастарсем те пырса ҫитнӗ унта. Ҫавӑн пекех Шелепин тӑванӗсем, пӗр ял ҫыннисем, мӑнукӗсен ачисем хутшӑннӑ.
Николай Шелепи 1881 ҫулхи ҫу уйӑхӗн 26-мӗшӗнче Тутарстан Республикин Аксу районӗнчи Ҫӗнӗ Ӳселте ҫуралнӑ. Литература ӗҫне Шелепи вырӑссен пӗрремӗш революцийӗ вӑхӑтӗнче тытӑннӑ. Поэт тутарла та чылай сӑвӑ ҫырнӑ, 1915 ҫулта унӑн икӗ кӗнеке тухнӑ.
«Сувар» хаҫат уҫӑмлатнӑ тӑрӑх, «Беловка ялӗ Шелепи ячӗпе тачӑ ҫыхӑннӑ теес килет. Мӗншӗн тесен пӗрремӗш Чӑваш халӑх поэчӗн ҫывӑх тӑванӗсем вӑл ҫуралса ӳснӗ Ҫӗнӗ Ӳселӗнчен 1921 ҫулта ытти чӑвашсемпе пӗрле Беловка ялне пурӑнма куҫнӑ».
Паян, ака уйӑхӗн 27-мӗшӗнче, Питӗрте чӑвашсене ҫутта кӑларнӑ Иван Яковлев ҫуралнӑранпа 173 ҫул ҫитнине тата Чӑваш чӗлхи кунне халалласа литература каҫӗ иртӗ. Мероприяти вырӑнти Халӑхсен туслӑхӗн ҫурчӗн «Язык – средство межнационального общения» (чӑв. Чӗлхе – нацисен хушшинчи хутшӑнӑвӗн хатӗрӗ) проектпа килӗшӳллӗн иртӗ. Ӑна хутӑш форматпа: онлайн тата оффлайн – йӗркелӗҫ. Вӑл 16 сехетре пуҫланӗ.
Мероприятие Ленинград облаҫӗнчи чӑвашсен культура обществи, облаҫри Халӑхсен туслӑхӗн ҫурчӗ, Чӑваш Республикин Наци вулавӑшӗ, Питӗр хулинчи тата Ленинград облаҫӗнчи чӑваш ҫамрӑкӗсен обществи йӗркелӗҫ. Литература каҫне Чӑваш халӑх поэчӗ Валерий Туркай та хутшӑнӗ.
Станислав Сатур поэт «Эпӗ» виҫе» тата «Юхӑмра» кӗнекесене Чӑваш Республикин Наци вулавӑшне тата муниципалитет библиотекисене парнеленӗ. Вулавӑшсем валли автор 200-шер экземпляр уйӑрнӑ.Чӑваш кӗнеке издательствинче Станислав Сатур сӑвӑҫӑн «Эпӗ» виҫе» ятпа кӗнеке пичетленнине Чӑваш халӑх сайчӗ 2019 ҫулхи кӗркунне пӗлтернӗччӗ.
Наци вулавӑшӗнче пӗлтернӗ тӑрӑх, Станислав Сатур пултаруллӑ поэт ҫеҫ мар, драматург та, публицист та. Вӑл «Икӗ тапӑр хушшинче», «Ҫил ҫӑварӗнчи йӑва» пьесӑсем ҫырнӑ. Композиторсем унӑн сӑввисене кӗвӗленӗ. Вырӑс юррисене вӑл 200-е яхӑн ч чӑвашла куҫарнӑ. Ҫав шутра — В. Боковӑн «Оренбург мамӑк тутӑрӗ», Р. Гамзатовӑн «Тӑрнасем», Л. Дербеневӑн «Йӑлт иртет» ата ыттисем. Поэтӑн тп кӗнекисем: «Чӗре хӗлӗхӗсем», «Сӑмах», «Чун вӗҫевӗ» тата ыттисем.
Шупашкарта ҫывӑх вӑхӑтра (23.12.2024 03:00) тӗтреллӗ ҫанталӑк, атмосфера пусӑмӗ 753 - 755 мм, -1 - 1 градус сивӗ пулӗ, ҫил 1-3 м/ҫ хӑвӑртлӑхпа кӑнтӑр-хӗвелтухӑҫ енчен вӗрӗ.
| Кӑрмӑш гербне йышӑннӑ. | ||
| Вӑта Тимӗрҫен шкулне уҫнӑ. | ||
| Аслут Александр Николаевич, чӑваш сӑвӑҫи, ҫыравҫи ҫуралнӑ. | ||
Пулӑм хуш... |