Чӑваш халӑх поэчӗ Валери Туркай республикӑри вулавӑшсене тӗрлӗ кӗнеке парнеленӗ. Ҫеҫпӗл Мишши ячӗллӗ фонд пулӑшнипе кун ҫути кӑтартнӑ 3 кӑларӑма пурӗ 90 экземпляр.
Вӗсенчен пӗри – «Тилли кӑна, Тилли тееҫҫӗ…: асаилӳсем, халӑх юррисем, «Тилли юррисем» / П. Хусанкай. – Шупашкар : 7-мӗш типографи, 2022. – 68 с.». Унта поэтӑн тӑван тӑрӑхӗнче ҫырса илнӗ халӑх юррисем тата «Тилли юррисем» сӑвӑсен ярӑмӗ, тӗрлӗ асаилӳ кӗнӗ.
Иккӗмӗш кӗнеке — «Атя-ха, чунӑм, калаҫар! / З. Сурпан. - Шупашкар, 2023. - 147 с.». Унӑн авторӗ – Пушкӑртстанри Зинаида Семенова-Сурпан. Вӑл тӑван тӑрӑхӗнчи чӑваш юррипе ташшин халӑх ансамбльне ертсе пырать. Унӑн сӑввисемпе чӑваш композиторӗсем 200 ытла юрӑ кӗвӗленӗ.
Валери Туркай парнеленӗ виҫҫӗмӗш кӗнеке – «Вечный Державин : стихи и поэма / Г. Р. Державин. - Чебоксары : Типография №7, 2023. - 55 с.».
Чӑваш халӑх поэтне Светлана Асамата пирӗнтен чылайӑшӗ тӗрлӗ енӗпе пӗлет. Вӑл сӑвӑсем те ҫырать, хитре юрлать, Чӑваш наци радиовӗнче «Сас» кӑларӑма ертсе пырать.
Телеграмри «Пуринчен малтан, Ҫывӑрса юлмасан» каналта унпа блиц-интервью пичетленӗ.
«Чӑваш халӑх поэчӗ» ята тивӗҫнӗренпе сирӗн пурнӑҫра мӗн улшӑнчӗ?» ыйтӑва поэт нимӗн те улшӑнман тесе хуравланӑ. Ҫапах та вӑл хисеплӗ ята тивӗҫни пур енӗпе те тимлӗрех пулма хистени, ҫынсемпе хутшӑнас, тыткаларӑш енӗпе те тесе палӑртса хӑварнӑ. «Мӗншӗн тесен ку ҫав тери вышкайсӑр чаплӑ ят», – тенӗ вӑл.
Чӑваш Енӗн Наци вулавӑшӗнче Геннадий Айхи (1934-2006) поэт ҫуралнӑранпа 90 ҫул ҫитнине халалласа пысӑк курав уҫӑлӗ.
Курав нарӑс уйӑхӗн 10-мӗшӗнче уҫӑлӗ те ака уйӑхӗн 10-мӗшӗччен ӗҫлӗ. Вӑл поэтӑн хамӑр ҫӗршывра тата чикӗ леш енче пичетленнӗ кӑларӑмӗсемпе, поэтӑн пурнӑҫӗпе, пултарулӑхӗпе, кӑсӑклӑ тӗрлӗ фактпа паллаштарӗ.
Геннадий Айхин сӑввисене С. Губайдулина, В. Сильвестров, А. Айги тата ыттисем юрра хывнӑ хайлавсемпе, Гюнтер Юккер, Николай Дронников, Александр Маслов, Григорий Молчанов тата ыттисен ӳнер ӗҫӗсем те куравра пулӗҫ.
Чӑваш патшалӑх ҫамрӑксен театрӗнче Марина Карягина драматург пьесипе «Ҫӗн Кун Ачи» спектакль лартассипе Раҫҫей Федерацийӗн тата Калмӑк Республикин искусствӑсен тава тивӗҫлӗ ӗҫченӗ Борис Манджиев режиссёр тӑрӑшать.
Калмӑк режиссёрӗ Ҫеҫпӗл Мишшипе театр чӗлхи урлӑ паллаштарма тӗллев лартнӑ май Ҫеҫпӗл пурӑннӑ саманана сӑнарласшӑн.
«Ун чухнехи шухӑшсем паян та актуаллӑ. Хамӑр утӑмшӑн хамӑрӑн яваплӑ пумалла», — тесе шухӑшлать иккен асӑннӑ театрта виҫҫӗмӗш спектакль лартакан режиссёр.
«Ҫеҫпӗл Мишши хӑйӗн 22 ҫулӗнче туса ӗлкӗрнӗ ӗҫӗсемшӗн пирӗн ун умӗнче пуҫа таймалла. Унӑн кӗске кун-ҫулӗнче темӗн те пулнӑ. Вӑл хӑйне тӗпӗ-йӗрӗпе, мӗн юлмиччен ҫынсене панӑ. Вӑл утса тухнӑ кӑткӑс ҫула пурте тӳсеймӗ», — каласа кӑтартнӑ Борис Манджиев театр сайтӗнче вырнаҫтарнӑ интервьюра.
Паллӑ чӑваш поэчӗ Ҫеҫпӗл Мишши ҫуралнӑранпа 125 ҫул ҫитнине халалласа «Поэзи ҫеҫпӗлӗ» конкурс иртӗ. Унта чӑвашла сӑвӑсене илемлӗ вулакансем хутшӑнӗҫ.
Пултарулӑх ӑмӑртӑвне Чӑваш наци музейӗпе Чӑваш наци конгресӗ ирттерӗҫ.
Регионсем хушшинчи конкурса икӗ номинаципе йӗркелӗҫ: «Ҫеҫпӗл Мишшин чӑвашла хайлавӗсем» тата «Ҫеҫпӗл Мишшине халалласа ҫырнӑ сӑвӑсем».
Шупашкар муниципаллӑ округне кӗрекен Атайкассинчи вӑтам шкулта вӗренекенсем Раиса Сарпи сӑвӑҫпа тӗл пулнӑ.
Раиса Сарпи — Чӑваш Республикин культурӑн тава тивӗҫлӗ ӗҫченӗ, чӑваш халӑх поэчӗ.
Паллӑ сӑвӑҫ хӑйӗн пултарулӑх кун-ҫулӗпе паллаштарнӑ, университетра вӗреннӗ ҫулӗсене, ҫамрӑклӑха аса илнӗ. Чӑвашла тата вырӑсла сӑвӑсене вуласа панӑ. Ачасем вара композиторсем Раиса Сарпи сӑввисемпе хайланӑ юрӑсене шӑрантарнӑ.
Тӗлпулӑва Людмила Кинер сӑвӑҫ тата композитор та хутшӑннӑ. Унӑн пултарулӑхӗпе те ачасем кӑсӑклансах паллашнӑ.
2024 ҫулхи чӳк уйӑхӗн 16-мӗшӗнче Ҫеҫпӗл Мишши ҫуралнӑранпа 125 ҫул ҫитӗ. Ҫавна май республикӑн Министрсен Кабинечӗн тӗп мероприятисен планне ҫирӗплетнӗ.
Культура учрежденийӗсем чылай мероприяти ирттерме палӑртса хунӑ. Чӑваш наци музейӗ «Поэзи ҫеҫпӗлӗ» регионсем хушшинчи конкурс йӗркелӗ. Чӑваш патшалӑх ҫамрӑксен театрӗ «Культурный код «Сеспель» (чӑв. «Ҫеҫпӗл» культура кочӗ) поэзи фестивалӗ йӗркелӗ, «Ҫӗн Кун Ачи» спектакль лартӗ.
Раштав уйӑхӗн 7-мӗшӗнче Комсомольскинчи тӗп клуб тытӑмӗнче Валери Туркай поэтпа тӗлпулу иртнӗ. Унта поэзие юратакансем пуҫтарӑннӑ.
«Валери Туркая поэт, прозаик, драматург, публицист, куҫаруҫӑ евӗр пӗлеҫҫӗ. Вӑл 10 ытла кӗнеке авторӗ, унӑн сӑввисене халӑх юратать», — пӗлтернӗ Комсомольски муниципаллӑ округӗн сайтӗнче.
Валери Туркай, чӑн та, нумай халӑхӑн сӑввине чӑвашла куҫарнӑ. Ҫапла майпа вӑл халӑхсен туслӑхне ҫирӗплетме пулӑшать тесен те йӑнӑш мар.
Хусанта «Лиффт» пӗтӗм Раҫҫейри VII литература фестивалӗнчен пирӗн ентешӗмӗр Марина Карягина Ылтӑн лауреат ятпа таврӑннӑ. Унтан та ытларах — ҫав сумлӑ фестиваль ҫитес ҫул пирӗн республикӑра иртӗ.
Фестиваль вӑхӑтӗнче, сӑмах май каласан, Мускаври Александр Куприн режиссёрӑн «Амфистроф. Встречное течение» фильмне те хавхаланса сӳтсе явнӑ. Аса илтерер: фильмра хальхи вӑхӑтри паллӑ та пултаруллӑ чӑваш поэчӗн Марина Карягинӑн пултарулӑхӗ ҫинчен каласа кӑтартнӑ.
Раҫҫейри писательсен тата Раҫҫейри кинематографистсен союзӗсен членӗ пирки поэзи анинчи ҫӗнӗ ҫӗре ватакан тесен те йӑнӑш мар-тӑр. Мӗншӗн тесен Марина Карягина ку сӑмаха чӑннипех те тивӗҫ. Вӑл — халиччен тӗнче поэзийӗнче пулман амфистроф ӑсти. Специалистсем каланӑ тӑрӑх, ку сӑмах хальлӗхе словарьте те ҫук-ха. Карягина амфистрофӗсем сулахайран сылтӑмалла, сылтӑмран сулахаялла тарӑн шухӑшпа вуланаҫҫӗ. Палиндромра (Марина Карягина ку жанрпа та ҫырать) йӗркесем малтан та, хыҫалтан та пӗр пек вуланаҫҫӗ пулсан, амфистрофра шухӑш пӗлтерӗшӗ улшӑнать, пӗр текстрах икӗ хайлав пулса тухать. «Амфистроф — чӑннипех тӗлӗнтерекен жанр.
Чӑваш тӗнчин паллӑ сӑвӑҫи Любовь Мартьянова пурӑннӑ ҫурт ҫине асӑнӳ хӑми вырнаҫтарнӑ. Кун пирки Лидия Филиппова журналист, публицист, поэт тата ҫыравҫӑ халӑх тетелӗнчи хӑйӗн страницинче пӗлтернӗ.
Аса илтерер: Любовь Мартьяновӑн чӗри 2023 ҫулхи юпа уйӑхӗн 18-мӗшӗнче тапма пӑрахнӑ.
Любовь Васильевна Сӗнтӗрвӑрри районӗнчи (халӗ — муниципаллӑ округ) Карапаш ялӗнче 1950 ҫулта ҫуралнӑ. Вӑл – 4 сӑвӑ кӗнеки авторӗ.
«Манмаҫҫӗ Сӗнтӗрвӑрри тӑрӑхӗнчи Карапашсем хӑйсен паллӑ ентешне. Вӑл пурӑннӑ ҫурт ҫине ун ячӗпе асӑну хӑми вырнаҫтарни те ҫавнах ҫирӗплетет мар-и-ха? Тав сире, карапашсем...», — хыпарланӑ Лидия Филиппова.
Шупашкарта ҫывӑх вӑхӑтра (23.12.2024 03:00) тӗтреллӗ ҫанталӑк, атмосфера пусӑмӗ 753 - 755 мм, -1 - 1 градус сивӗ пулӗ, ҫил 1-3 м/ҫ хӑвӑртлӑхпа кӑнтӑр-хӗвелтухӑҫ енчен вӗрӗ.
| Мускав район сучӗ ЧАП пӗтермелли йышӑну тунӑ. | ||
Пулӑм хуш... |