Марина Карягина поэтӑн тавтограммипе усӑ курса мультфильм хатӗрленӗ.
Хальхи вӑхӑтри пултаруллӑ сӑвӑҫ халӑх ушкӑнӗсенчен пӗринче хӑйӗн страницинче пӗлтернӗ тӑрӑх,
Наталья Софронова профессор Марина Карягинӑна хӑй ҫырнӑ юмахсене ярса пама ыйтнӑ. Сӑвӑҫ «Чӗвӗлти чӗкеҫ чӗппи», «Сас палли ҫӗршывӗнче» кӗнекесенче пичетленнӗ тавтограммӑсене ярса панӑ.
Ҫак кунсенче Наталья Викторовна «Шӑплӑх» тавтограммӑпа мультфильм хатӗрленӗ. Юмахри сӑмахсем пурте «Ш» сас паллирен пуҫланаҫҫӗ.
Наталья Софронова — математик, педагогика наукисен докторӗ.
Паян, пуш уйӑхӗн 5-мӗшӗнче, Митта Ваҫлейӗ ҫуралнӑранпа 115 ҫул ҫитнӗ.
Чӑваш поэчӗ, куҫаруҫи Василий Митта 1908 ҫулхи пуш уйӑхӗн 5-мӗшӗнче Патӑрьел районӗнчи Аслӑ Арапуҫӗнче хресчен ҫемйинче ҫуралнӑ. Чӗмпӗрти педагогика техникумӗнчен вӗренсе тухнӑ хыҫҫӑн чӑваш чӗлхи учителӗнче, Патӑрьел районӗнчи райхаҫатра яваплӑ секретарьте ӗҫленӗ. Каярах Чӑваш Республикин радиокомитетӗнче тата Чӑваш кӗнеке издательствинче тӑрӑшнӑ.
Поэта 1937 ҫулта айӑпсӑр айӑпланӑ, 1954 ҫулта таса ятне тавӑрнӑ.
Нарӑс уйӑхӗн 21-мӗшӗнче Чӑваш Республикин Наци библиотекинче чӑваш халӑх поэтне Геннадий Айхине (21.08.1934 - 21.02.2006) асра тытса пуҫтарӑннӑ. Кун пирки Марина Карягина тележурналист, сценарист, поэт халӑх тетелӗсенчен пӗринчи хӑйӗн страницинче пӗлтернӗ.
«Чӑн поэт сахал. Аслӑ Турӑ чӑваша телейсӗр хӑварман: пирӗн те Сӑмах Хӑвачӗпе тӑван халӑха тӗнче шайне ҫӗклекен Поэтсем пур. Вӗсенчен пӗри — Геннадий Айхи. Унӑн сӑввисене вулатӑп та, куҫран вӗри куҫҫуль юхать. Хамӑршӑн савӑннипе», — тесе ҫырнӑччӗ Марина Карягина поэт ҫуралнӑранпа 85 ҫул ҫитнине халалласа халӑх тетелӗсенчен пӗринче.
Паян, нарӑс уйӑхӗн 8-мӗшӗнче, Чӑваш Енӗн наци вулавӑшӗнче «Хальхи чӑваш лирики» лекци иртӗ. Лекторӗ – Ольга Скворцова, филологи наукисен кандидачӗ, И.Я. Яковлев ячӗллӗ Чӑваш патшалӑх педагогика университечӗн доценчӗ.
Ольга Владимировна хальхи вӑхӑтри паллӑ чӑваш поэчӗсен пултарулӑхӗпе, вӗсем чӑваш литературине епле тӳпе хывнипе паллаштарӗ, XXI ӗмӗрте чӑваш лирики епле аталаннине, унӑн хӑйнеевӗрлӗхне тишкерӗ.
Мероприяти вулавӑшӑн конференц-залӗнче 14:00 сехетре пуҫланӗ. Кӑмӑл пуррисене унта пурне те кӗртӗҫ.
Патӑрьел районӗнче ҫуралнӑ, Шупашкарта пурӑнакан (кун пирки эпир тӗнче тетелӗнчи уҫӑ ҫӑлкуҫсем тӑрӑх пӗлтӗмӗр) Мая Салампи-Селендеева кӗнеки кун ҫути курнӑ. Ку хыпара вӑл халӑх тетелӗнчи хӑйӗн страницинче паян ирпе пӗлтернӗ.
«Хаклӑ тусӑмсем, сирӗнпе хамӑн савӑнӑҫӑма пайлас тетӗп. «Телей тӗрри» ятпа пӗрремӗш кӗнекем пичетленсе тухрӗ. Кунта та хӑш-пӗр сӑввӑмсене кӑларӑп. Редакторне, Чӑваш халӑх поэтне Раиса Васильевна Сарпие, чун-чӗререн тав тӑватӑп, ырлӑх-сывлӑх сунатӑп», — тесе ҫырнӑ Мая.
Юрий Сементер чӑваш халӑх поэчӗ ҫырнисен черетлӗ: улттӑмӗшпе ҫиччӗмӗш томӗсене — кӑларма хатӗрленет.
Чӑваш чӗлхин тӗпчевҫи Леонид Петров халӑх тетелӗнче пӗлтернӗ тӑрӑх, нумаях пулмасть вӑл Юрий Сементер патӗнче ӗҫпе пулнӑ.
«Поэтӑн ӑс-хакӑлӗ – янкӑр, ҫав хушӑрах чуна ҫунатлантаракан темле ачаш хӗлхемӗ – чӑппи таранах тулли.
Вӑл пӗр чарӑнми, пӗр кун сиктерми халӗ те ҫаплах сӑвӑ тӗнчинче ҫине тӑрса ӗҫлени питӗ тӗлӗнтерчӗ. Теме те курать, темле илеме те шыраса тупма пӗлет унӑн туйӑмлӑ варкӑш ҫилӗ. Вӑйне шеллемесӗр ӗмӗрсен тӗтрийӗ витӗр таҫта та ҫитет, унталла-кунталла пӗрмай кумать…», — ытарлӑн ҫырса кӑтартнӑ Леонид Петров.
«Тӗлӗнмелле те, унӑн чунӗ, чӗрийӗ, кӑмӑлӗ унчченхинчен те вӗрирех пулӗ. Пӗртте лӑпланса ларма пӗлмест, ыранхи пиркиех шухӑшлать. Ҫырнисен пуххин пит калӑплӑ улттӑмӗш, ҫиччӗмӗш томӗсене (пиллӗкӗшӗ пичетленнӗ!) кӑларас пирки вӑй-халне шеллемесӗр малалла ӗҫлет», — пӗтӗмлетнӗ чӑваш чӗлхи тӗпчевҫи.
Ӗнер, кӑрлач уйӑхӗн 31-мӗшӗнче, паллӑ режиссёр-документалиста, поэта, драматурга, прозаика, куҫаруҫӑна, ӑста тележурналиста Раҫҫейри кинематографистсен союзӗн йышне илнине ӗнентерекен удостоверени панӑ.
Аса илтерер: ӗнер Марина Карягина Мускавра ӗҫлесе пурӑнакан Галина Евтушенко кинорежиссёрӗн, продюсерӑн тата сценаристӑн, искусствоведени кандидачӗн «ЛИТЕРАТУРА И КИНО» автор программине хутшӑннӑ.
Раҫҫейри кинематографистсен союзӗн йышне илнӗ ятпа Марина Карягинӑна Чӑваш Енӗн Культура министерстви те саламлать. Ун пек хыпара ведомствӑн сайтӗнче ӗнер вырнаҫтарнӑ.
Патӑрьел районӗнчи Тӑрӑн ялӗнче Л.М. Лялькин-Ҫилкас поэта асра тытса пуҫтарӑннӑ. Кун пирки халӑх тетелӗнче Галина Хлебникова пӗлтернӗ. Мероприяти кӑрлач уйӑхӗн 23-мӗшӗнче иртнӗ.
«Чаплӑ асаилӳ каҫӗ иртрӗ. Тӗлпулӑва килнисем, аякри хӑнасем тата вӗрентекенсем ентешӗн сӑвви-юррисемпе киленчӗҫ, аса илӳсемпе ял ҫыннисем кӑмӑллӑ юлчӗҫ», – тесе ҫырнӑ хыпарта.
Леонид Лялькин Патӑрьел и педагогика училищинче, каярах Шупашкарти пединститутра вӗреннӗ. Ҫамрӑклах сӑвӑсем ҫырма пуҫланӑ. Вӗреннӗ чухне хӑйӗн ентешӗпе Геннадий Айхипе паллашнӑ, унпа туслашнӑ.
Педагог пулнӑ май Леонид Лялькин Тӑрӑнти шкулта ачасене вырӑс чӗлхине вӗрентнӗ.
Шупашкарти 20-мӗш шкулта вӗренекенсемпе паллӑ чӑваш халӑх писателӗн Денис Гордеевӑн хӗрӗ Светлана Гордеева тӗл пулнӑ. Ӑна республикӑн Ача-пӑчапа ҫамрӑксен вулавӑшӗ йӗркеленӗ.
Светлана Денисовна — поэт, художник тата журналист. Вӑл ачасем валли ҫырма юратать. Унӑн кӗнекисенчен ҫаксене асӑнса хӑвармалла: «Верить в чудеса = Тӗлӗнтермӗшсен тӗнчи», «Веселая карусель = Хаваслӑ карусель», «Карҫинкари кӑмпасем = Корзинка с грибами», «Элик и его друзья», «Буквы в букете».
Икӗ чӗлхепе пичетленнӗ ҫав кӗнекесене хитре ӳкерчӗксемпе илемлетнӗ.
Поэт ачасен нумай ыйтӑвне хуравланӑ.
Галина Евтушенко кинорежиссёр, продюсер тата сценарист, Раҫҫей Федерацийӗн культура тава тивӗҫлӗ ӗҫченӗ, искусствоведени кандидачӗ хӑйӗн «ЛИТЕРАТУРА И КИНО» автор программине Марина Карягина чӑваш поэтне хӑнана чӗннӗ.
Унта пултаруллӑ ӑста палиндромсен «Урӑх ӑру. Другое поколение. A Different Generation» кӗнекипе паллаштарӗ.
Пултарулӑх каҫне ҫавӑн пекех Александр Куприн режиссёр хутшӑнӗ. Вӑл чӑваш поэчӗ ҫинчен хатӗрленӗ 44-минутлӑ «Амфистроф. Встречное течение» документлӑ фильм кӑтартӗ. Асӑннӑ ӗҫе РФ Культура министерствин саккасӗпе ӳкернӗ.
Пултарулӑх каҫӗ Мускаври Кино ҫуртӗнче кӑрлач уйӑхӗн 31-мӗшӗнче 19 сехетре пуҫланӗ.
Унта Мускавра пурӑнакан чӑвашсем те ҫитсе курма пултараҫҫӗ. Ҫавӑнта кайсан паллӑ чӑваш поэчӗн виҫӗ чӗлхепе пичетленсе тухнӑ кӗнекине те туянма май килӗ.
Шупашкарта ҫывӑх вӑхӑтра (23.12.2024 03:00) тӗтреллӗ ҫанталӑк, атмосфера пусӑмӗ 753 - 755 мм, -1 - 1 градус сивӗ пулӗ, ҫил 1-3 м/ҫ хӑвӑртлӑхпа кӑнтӑр-хӗвелтухӑҫ енчен вӗрӗ.
| Кӑрмӑш гербне йышӑннӑ. | ||
| Вӑта Тимӗрҫен шкулне уҫнӑ. | ||
| Аслут Александр Николаевич, чӑваш сӑвӑҫи, ҫыравҫи ҫуралнӑ. | ||
Пулӑм хуш... |